Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ватă чĕре — çамрăк чунИлле ТăхтиХĕн-хур айĕнчеСунарçă халлапĕсемУтартаШăплăхри аслатиХĕллехи каçсенче

Уй-хирте


Тырри-пулли

Уй-хир тулли.

Хум ывăтать,

Пĕр авăнать.

 

Хĕвел шартать,

Пучах хытать.

Сар тинĕсре

Хресчен ĕçре.

 

Комбайнсем,

Машинăсем

Кун каçипе

Ĕçлеç çил пек.

 

Руль умĕнче

Пăхаттирсем.

Вĕсем çинчен

Çак йĕркесем.

 

Ĕçченсемпе —

Хитре тĕнче.

Ĕçĕсемпе

Куçас ĕнче.

«Ах, самана!..»


Ах, самана!

Ăçта илсе каян?!

Миçе çын ĕмĕтне шеллевсĕр татрăн?!

Çула тухмашкăн çăмăл мар паян,

Пĕр тăвансем те ют пек пурăнатпăр.

 

Туртать те туйăм — çӳп-çӳхе кĕсье.

Ыр кăмăлшăн çул алăкне уçмаççĕ.

Савса каласчĕ:

— Тус-тăван, тавсье!

Çук, тӳресем тăванлашма хушмаççĕ...

 

Тăван-пĕтенсĕр — хăрăк туратсем...

Йăх йăмрине чеелĕх

кăшламасть-ши?

Ав, анăçран васкаççĕ «тăвансем»,

Ав, тухăçран васкаççĕ «йăхташсем».

Пĕр-пĕр «тăван» халь

Саламат явмасть-ши?..

«Кĕрлет самана, эй, кĕрлет...»


Кĕрлет самана, эй, кĕрлет,

Çак ахăр-эсрел самана...

Чуна тăрмалать, хĕтĕртет —

Пăрасшăн çултан вăл мана.

 

Чăнах та, пĕр тикĕс пулман

Ман çулăм пурнан пурнăçра.

Кам чунсăр — тен, çав йăнăшман,

Кам ĕçсĕр — тен, çав такăнман.

 

Юнпа анне панă чĕре

Хăйпе хăй кĕреймĕ чĕрре:

Ик пуçлă пулаймăн пуйма,

Ик чунлă пулаймăн суйма.

«Кăмăл уçă, кунпа çĕр хаваслă...»


Кăмăл уçă, кунпа çĕр хаваслă

Пур ача умра чухне кăна;

Пин-пин çăлтăрлă тӳпемĕр аслă,

Çут хĕвел те ăшăтать чуна.

Сивĕ хĕлĕн вăрăм çĕрĕ-каçĕ:

Пысăк пӳрт çемьесĕр шăп-шăпах.

Пĕр сехет шаккать, пĕлмесĕр канăç,

Çурçĕр иртнĕ, ыйхă çук çапах.

Хăшĕсем пĕчченлĕхшĕн çунаççĕ,

Пĕр сас-чӳсĕр ырă-мĕн çуртра...

Сас пулсан вара пăшăрханаççĕ...

Мана йывăр, йывăр... шăплăхра.

Эп пурнăç пурăнма çăмăл тесе...


Ах, епле хăрушă. Çунаттисене хуçнă кайăк пек аялалла вирхĕнет-çке вăл. Чун сӳлетет. Хăрушă. Акă, акă, вăл ӳкес çĕртех-çке шĕвĕр вĕçлĕ чул татăкĕ выртать. Акă, чĕре тĕлĕнчех вăл. А-а-х-х!..

Оксана хăрушшăн кăшкăрса янине илтсен тĕлĕрсе ларакан сестра шартах сикрĕ. Пĕр самант кам кăшкăрнине ăнкараймарĕ-ха вăл. Анчах ку пĕр самантлăх çеç пулчĕ. Çакăн пек хăрушшăн Оксана çеç кăшкăрма пултарнине Анук аппа пĕтĕм чунĕпе, ăс-тăнĕпе туйса илчĕ. Сĕтел çинчен малтанах хатĕрлесе хунă ыратнине ирттерсе яракан эмеле илчĕ те палатăна васкарĕ. Укол тусан та часах лăпланаймарĕ Оксана. Темĕн аташрĕ, такама чĕнчĕ. Хĕрĕн тытăнчăк сасси сыпăкăн-сыпăкăн çеç хăлхана пырса кĕрет. Вăйсăр кĕлетки вара пач та хускалмасть.

Виçĕ кун каялла çĕрле илсе килчĕç ăна. Пăхма та хăрушăччĕ ун чухне хĕр çине. Çӳçĕ-пуçĕ сапаланчăк, хăй — çара юн. Хĕр тăна кĕрессе икĕ кун кĕтрĕ Анук аппа, дежурство вăхăчĕ пĕтсен те хĕр çывăхнерех пулма тăрăшрĕ. Паян, виççĕмĕш кунхине, тин тăна кĕчĕ Оксана, тинех, вăйсăр сассине те пулсан пачĕ.

Оксана тĕлĕрсе кайсассăн сестра палатăран тухрĕ. Унăн эмелсене салатмалла. Анук аппа палатăсем тăрăх васкарĕ.

Малалла

Чунри сукмаксем


Вăрман эп. Ман уçланкăра

Асамлă Сольвейг пӳрчĕ пур.

Кĕрхи хĕвеллĕ юрăра

Васкавсăр ирĕлет хĕн-хур.

 

Пӳрт умĕнчи çулсăсенче

Шăпа салхуланса кулать.

Шанăçпала ик чӳрече

Шуçăм çути пек çуталать.

 

Кунтах Нарспи утса иртет, —

Асамлă Сольвейгăн хăни.

Юман патне çитсе хӳхлет:

«Ăçта, ăçта эс, чун савни?»

 

Ача пек çутă юмахсем

Иртеç Татьянăна йăтса.

Юлаççĕ ырă упасем,

Хаваслă кăмăлпа пăхса.

 

Кĕсле кĕвви янранипе

Пилеш хуллен-хуллен ташлать.

Такам асамлă аллипе

Мана ун еннелле туртать.

 

Ах, кам ку? Ватă асатте!

Вăл çитнĕ ик çĕр-виç çĕре.

Ним ăнланми çĕн ĕмĕрте

Пурнать сăнарĕ кĕвĕре.

 

Ав пӳрнесем сĕртĕннипе

Янраççĕ кĕмĕл хĕлĕхсем.

Чĕтреççĕ пĕлĕт варринче

Самолетсен шур йĕрĕсем.

 

Шыратăп ыттисем курман

Упасарри çеçкисене.

Хальччен манра мĕскер пулман,

Кĕресшĕн çав ман чĕрене.

Тăри


Хĕвелпе пĕрле

Вăранать тăри.

Таврана епле

Ян каять юрри.

 

Мана ирхине

Тăри вăратать.

Колхоз уй-хирне

Тухма васкатать.

 

Хăйĕн юррипе

Ĕçчене мухтать.

Сулхăн хӳттинчи

Кахала хурлать.

 

Татах тăрăшса

Вăй хума хистет.

Хăйпе ăмăртса

Ĕçлеме чĕнет.

Тăван ен ытамĕнче


Тăван çĕршыв вăл — эпĕ, эсĕ,

Тăван çĕршыв — атте-анне.

Ытарайми тулли кĕтесĕм

Тухса тăрать ман куç умне.

 

Тăри сассиллĕ янкăс хир те,

Тăван урам, хыçри Пăла,

Ытарайми кăвак çут ир те

Çĕклет çунатлă кăмăла.

 

Чечекленет юратнă енĕм

Çултан-çулах хăй еккипе.

Çакна кашни курса ĕненĕ,

Пурнатпăр çĕнĕ ĕмĕтпе.

Эс пĕлсем


Çул выртать сукмакпа,

Ĕмĕтре — эп санпа.

Сывлăш уçă, таса —

Киленеп сывласа.

Эп пулман-çке кунта

Пĕр çулталăк шăпах.

Улшăнман ку ката:

Мĕнле пулнă çаплах.

Кайăксем юррине

Шăратаççĕ хитрен.

Сар хĕвел ăшшине

Саламлать пирĕн ен.

Ешереç çеçпĕлсем,

Çурхи кун евчисем,

Кăн-кăвак куçлисем —

Илĕртеççĕ вĕсем.

Кăн-кăвак çеçпĕлсем,

Тусăм, сан куçусем.

Çук, тухмаççĕ вĕсем

Асăмран, эс пĕлсем...

Каçарĕ-ши?


Вылякансем:

Вика, Оля, Мишша, Коля — 8-мĕш класра вĕренекенсем

Якур мучи — сад хуралçи.

 

Сценка

Кĕрхи кун. Сад пахчи. Улмуççисем ретĕн-ретĕн, çимĕçĕсене аран-аран йăтса лараççĕ. Йывăçсем хушшипе Викăпа Оля утса пыраççĕ.

 

Вика. Утрăм-утрăм, улма тупрăм. (Пĕшкĕнсе панулми пуçтарать.) Улмине аннене патăм.

Оля. Анне мана кукăль пачĕ...

Вика (ăна пӳлсе). Сана мар, мана. Илтрĕн-и? Мана.

Оля (кӳренерех). Сана, мана... Пĕрех мар-и?

Вика. Пĕрех мар. (Сăвва малалла вулать.) Кукăльне анчăка патăм.

Оля. Анчăк сана пушă пачĕ.

Вика (унпа килĕшсе пуçне сулать). Пушшипе кĕлете çапрăм.

Оля. Кĕлет сана пĕрчĕ пачĕ.

Вика. Пĕрчине чăхха патăм... Чăхха патăм... Патăм... (Оля çине пăхать. Ăна чавсипе тĕкет, анчах лешĕ чĕнмест.) Мĕн, чĕлхӳне çăтса ятăн-им? (Йывăçсем хушишне чупса кĕрсе каять.) Юрĕ, сăввине хамах пуçларăм — хамах пĕтерем... Чăххи мана çăмарта пачĕ... Эх, çăмарта вырăнне мĕн те пулин тутлине парасчĕ. Канихвет-и унта, пĕремĕк-и? Эпĕ çăмарта юратмастăп. (Панулмине çыртать те каялла сурса кăларать.) Фу, йӳçĕ те... Пăхма хĕп-хĕрлĕ, хитре. Тути вара... Хура ăш-чиклĕ çын пек.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 469 470 471 472 473 474 475 476 477 ... 796