Пукан


Çапĕ, тӳнтерĕ

Пурнăç тӳнтерĕ,

Пурпĕр ан парăн,

Çапăç хастаррăн...

 

Владислав ăшра кулса илчĕ: тупăннă поэт! Чăнах, ăçтан килсе çакланчĕç-ха ку сăвă йĕркисем? Хă, «ан парăн...» Калама çăмăл. Парăнас мар тет-ха та — пурнăçĕ ав епле пăтрашăнса кайрĕ. Çитменнине Владиславăн, пуçлăх пулнăскерĕн, ĕçрен тухма тиврĕ. Нумай çул пĕтĕм савăнăç-телее, хуйха-суйха пĕрле пайланă йышран уйрăлма ай-ай йывăр...

Арçын чӳрече патне пычĕ, тарланă кантăка алă лаппипе шăлса урамалла пăхрĕ. Кĕр вăраха тăсăлчĕ кăçал. Халь чӳк вĕçленет — тулта вара çумăр пĕрĕхет, хура тротуар тăрăх шыв йăпăр-йăпăр юхатъ. Анчах Владислав, кĕрхи çанталăк вылянчăкне асăрхамасăр, шухăшĕпе пачах урăх çĕрте. Кӳреннинчен ытла шалт аптраса ӳкрĕ вăл паян, çын чун-чĕри мĕн тери хăвăрт улшăнма пултарнинчен шутсăр тĕлĕнчĕ.

Павăл ун патне час-часах пырса çӳретчĕ. Пĕчĕкрех пӳ-силлĕ те яка сăн-питлĕскер, вăл алăка хыттăн мар, пӳрне вĕçĕпе çăмăллăн кăна тĕкĕнсе шаккать те «тархасшăн, тархасшăн» тенине илтсен пӳлĕме вăшăрт кĕрсе тăратчĕ.

— Ырă кун пултăр, Владислав! Сывлăх мĕнле? Килтисем мĕнле? Владислав сĕтел хушшинчен тухса Павăл аллине хыттăн тытса чăмăртатчĕ.

— Йĕркеллех-ха. Хăв епле?

Вăл Павăла нумайранпа пĕлет. Тĕрлĕ учрежденире ĕçлесен те сахал мар тĕл пулнă, çывăхланнă.

— Ман пĕр ĕç пурччĕ те... — куçне йăлтăрт çиçтерет Павăл.

— Мĕн тата? Айта, каласа пар. Кашнинчех çаплаччĕ.

Вăт çав çын патĕнче пулма лекрĕ паян Владиславăн. Калаçса-канашласа илмелли тупăннăччĕ.

— Салам, Павăл... — терĕ Владислав, анчах лешĕ темшĕн сивлеккĕнрех пăхса илнĕн туйăнчĕ те, хăй сисмесĕрех хушса хучĕ: — ...Парамонович.

Юлташĕ, çырса лараканскер, каллех хут çине ӳпĕнчĕ. Ним шутлама пĕлмесĕр Владислав хуллен кăххăмлатса илчĕ.

— Мĕн çыран вара каплах? Пит васкавлă-и?

— Васкавлă!

Ку ĕнтĕ «ман санпа калаçса ларма вăхăт та, кăмăл та çук!» тениех пулчĕ. Ăшра вĕри хум çĕкленнине туйса Владислав васкамасăр çĕкленчĕ. Анчах çаплипех тухса каймалла-и?

— Мĕн пулнă сана, Павăл? Чирлемерĕн пулĕ те?

Лешĕ хуравламарĕ.

— Унччен кунашкал марччĕ те... — каллех сăмах хушрĕ Владислав. Юлташĕ çине çав-çавах пăхмасăр Павăл хыттăн хартлатрĕ:

— Пурнăç улшăнчĕ, — курмастăн-им çавна? Шутла-ха, кам эс халь? Иртрĕ сан вăхăт, иртрĕ!

Владислав анрасах кайрĕ.

Вăт çав тĕлпулу чуна ыраттарать кунĕпех. Пуçлăхра чух Владислав хăй никампа та чурăс пулнине астумасть, кирек мĕнле йывăр лару-тăрура та çынлăха çухатман. Ку вара?.. Нивушлĕ çынна унăн ĕçри вырăнĕ-пуканне кура тăрăх çеç виçет? Мĕскĕн...

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: