Пĕчченлĕх


Пĕчченлĕх шăплăхĕ


Çут тĕнчене хура каç карчĕ.

Хăрушă шăплăх пуш пӳртре.

Йăраланать ыйхисĕр карчăк

Тăр пĕчченех сĕм тĕттĕмре.

 

Хăравçă вăрă евĕр шăплăх

Кунта пытаннă шăв-шавран.

Сехрийĕ унăн хытă хăпнă

Таçтан пĕр сасă тухасран.

 

Анчах парать пĕр шăрчăк сасă.

Те кăтăклать вăл шăплăха.

Хуралнă пӳрт те, чăтаймасăр

Кулса вăратĕ халăха.

 

Тăрса ларать аптранă карчăк,

Асаилет иртнисене:

Тахçан вăл пач телейсĕр марччĕ —

Ӳстернĕ чух ачисене.

 

Ун чух çак шăрчăкăн юррийĕ

Кĕмен пачах та хăлхана.

Мĕн пултăр ыйхăран тутлийĕ,

Туй-çуй вĕçтереймен ăна.

 

Паян кунччен курмарĕ канăç,

Пурне те хăйĕн тумалла.

«Çум курăк пахчара, мĕн калĕç,

Çын куриччен çумламалла».

 

Пуçа кĕми капланчăк шухăш.

Ав шăрчăк та «сĕм шăплăха

Кăтăкласа пĕр уссăр» шухă

Ача манерлĕ йăлăхать.

 

Пĕчченлĕх шăплăхĕ хăрушă,

Çĕрле те канăçа пăсать.

...Вакланчĕ пĕлĕт, юлчĕ хушăк —

Ват уйăх аллине тăсать...

«Пĕр ретреччĕ шăкăрин йăмра...»


Пĕр ретреччĕ шăкăрин йăмра,

Юнашар ларатчĕç, çумма-çумăн.

Айккинче, çул урлă, сăртăмра,

Тепĕриччĕ, тусĕ çукчĕ унăн.

 

Çил шавларĕ, аврĕ йăмрана,

Пĕчченçи мĕнле-ши чăтрĕ чунĕ?

Тăлăх ларчĕ ĕмĕр таранах,

Тен, вутра та пĕччен сыппăн çунĕ...

«Кăмăл уçă, кунпа çĕр хаваслă...»


Кăмăл уçă, кунпа çĕр хаваслă

Пур ача умра чухне кăна;

Пин-пин çăлтăрлă тӳпемĕр аслă,

Çут хĕвел те ăшăтать чуна.

Сивĕ хĕлĕн вăрăм çĕрĕ-каçĕ:

Пысăк пӳрт çемьесĕр шăп-шăпах.

Пĕр сехет шаккать, пĕлмесĕр канăç,

Çурçĕр иртнĕ, ыйхă çук çапах.

Хăшĕсем пĕчченлĕхшĕн çунаççĕ,

Пĕр сас-чӳсĕр ырă-мĕн çуртра...

Сас пулсан вара пăшăрханаççĕ...

Мана йывăр, йывăр... шăплăхра.

«Хĕвел ансан хăвăрт каç пулчĕ...»


Хĕвел ансан хăвăрт каç пулчĕ.

Паян манран сив уйăх кулчĕ.

Эп пĕчченех — ун пекех.

 

Ман еннелле эсĕ пăхмарăн,

Сан куçусем çунчĕç кăваррăн.

Анчах кăвар — маншăн мар.

 

Санăн умра çук манăн айăп.

Сан çул çинчен пăрăнăп, кайăп,

Утăп пĕччен, мĕн ирччен.

 

Ак, урăххи пулчĕ сан арăм,

Сан ĕмĕтри эп пулаймарăм.

Уйрăлчĕ çул. Сывă пул!

Пĕччен


Эс халь пĕччен,

Ирпе каçчен.

Пуплен чечен

Куллен темччен.

 

Эс халь пĕччен

Маттур ĕçчен.

Ĕçлен çĕрччен,

Хăш чух ирччен.

 

Эс халь пĕччен,

Ывăниччен,

Шутлан хальччен

Пурнăç çинчен.

 

Эс халь пĕччен,

Çутăличчен.

Пулман унччен,

Чăт, киличчен

 

Ан юл пĕччен,

Нумай темччен.

Ватăличчен,

Куç хупиччен.

 

07.11.2010

Ачалăх


Çулла. Ĕççи вăхăтĕнчи янкăрлă уяр тӳпе. Хĕвел çур кăнтăрлана сулăннă. Вăл тӳпере тăхлан пек ирĕлнĕ, вут пек çунтарать.

Вăл тин ыйхăран тăрса пӳртрен тула тухнă. Ăна ашшĕ-амăшĕ ĕçе кайнă чух пĕчченех пăрахса хăварнă иккен... Вăл ыйхăран вăранса каять те хăй килте тăр пĕччен иккенне курать. Пӳртре хĕвел пăхмасть ĕнтĕ, ун пайăркисем вăл ыйхăран тăриччен çеç пӳртрен тухса кайнă... Пӳртри сывлăша типĕтсе, тăкăскăлантарса, пăчăхлантарса хăварнă... Пӳрт ăшчикне хĕвел ури пек çутă ярăм çеç... пускилĕн хирĕçле сарай çивитти çӳти, хĕвел пайăрки каялла ӳкнĕ çути, сайралнăскер, чăн çутăн мĕлки пек шупкаскер, анчах пӳртри çутăран икĕ хут вăйлăрахскер, хăрах кантăкран кĕрет.

Пӳртре никам та çук... Ашшĕ-амăшĕ тахçанах çук пек унăн... Чăнах та весем кашни кун çапла вăл тăричченех ĕçе тухса каяççĕ... Кашни кунах вăл çак вăхăтра вăранать, кашни кунах çак хĕвел пăхать, кашни кунах çак сарай çути пӳрте çутă ӳкерет...

Ашшĕ-амăшĕ унан çĕр çинче пачах çук пек... Ахăртнех, вăл вĕсене сайра курнипе-ши çапла... Чăнах та, вĕсене вăл темиçе çул, темиçе ĕмĕр курман пек... Вăл вĕсенчен çывăрса юлать те хăш чухне вĕсем ĕçрен тăврăничченех çывăрса каять, тепĕр кун ирхине вара ыйхăран тăнă çĕре вĕсем каллех ĕçе тухса кайнă... Çапла вăл ашшĕ-амăшне темиçе çул курман пек, темиçе çул ĕнтĕ вăл çак пӳртре пĕчченех пурăнать пек...

Малалла

Ют çĕрте, пĕччен сехетсенче...


Ют çĕрте, пĕччен сехетсенче,

Пуçна йывăр шухăшсем килсен,

Асна ил таçта инçе-инçе

Саншăн çуннă чун пурри çинчен.

 

Асна ил — çак аслă тĕнчере

Шăнăçман чĕре пурри çинчен:

Сан пекех вĕри вăл, çав чĕре,

Сан пекех канусăр та... пĕччен!