Ирина Гордеева


Ирина Гордеевна Гордеева Чăваш Енри Комсомольски районĕнче 1977 çулхи утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче çуралнă.

1994 çулта вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ, 1999 çулта чăваш филологийĕпе культура факультетне пĕтернĕ.

Пĕчĕкренех тĕрлĕ хайлав çырма юратнă. Сăвăсем вулама кăмăллать, уйрăмах Валерий Туркайăнне тата Петĕр Яккусенне.

Халĕ Чĕмпĕрте пурăнать, шкулта истори вĕрентет.

Унăн ĕмĕчĕ — журналистикăра вăй хурасси.


Хайлавĕсем