Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 «Итле-ха, — тет Улай
Курсан Качакана, —
сан витӳнте шур купăста нумай.
Ăçтан туртгарнă эс ăна?»
«Хэ-хэ! — тет Качака, —
(Çи-пуçĕ хăйĕн пит яка)
Пĕлетĕн-çке, сыхлатăп эп пахча.»
«Ман пурнăç та иртет сыхлавçăра,
Анчах
Пӳрт ăш-чикки, кĕрсе кур, çап-çара.»
«Кам хушнă-ха сана кĕтсе выртма?
Ав аш нумай хума кĕлетĕнче.»
«Эс мĕн, хушатăн-и вăрра кайма? —
Пăшăрхану Улай калаçнинче, —
Ах, турăçăм! Çук, çук!
Кĕместĕп çылăха...»
«Ха-ха-ха-ха!
Кулас килет санран,
Эс юлнă пурнăçран.
Куратăн-и:
Хуçа ав кӳршĕрен тем сĕтĕрет,
Сысна анкартинче чавса çӳрет,
Кушак та кĕлетре мăр-мăр тăвать,
Аш тушкине лăскать.
Вăт çавнашкал халь самана,
Сипетлĕхе ан пĕл кăна.»
Мораль ăçта?
Вăл çук.
Анчах пур шухăш пуçăмра:
Ма кулмалла-ха Улайран?
 Анлах та мар кĕпер çинче
Ик вăкăр тĕл пулаççĕ варринче.
«Эй, пăрăн! — тет пĕри —
Ма пӳлтĕн ман çула?»
«Ан кăшкăр! — тет тепри, —
Ма эп пăрăнмалла?»
«Эп аслăрах!»
«Эп вăйлăрах!»
«Чак каялла!»
«Ма эпĕ чакмалла?»
«Эп аслăрах!»
«Эп вăйлăрах!»
«Хушатăп: пăрăн, ан павра!»
«Мана хушма эс кам вара?!.»
«Эп аслăрах!»
«Эп вăйлăрах!»
Çапла кăшкăрашса пайтах тăраççĕ,
Кайран мăйракисем хута каяççĕ.
 «Ай-уй, мĕн пулнă-ши ула Хур Аçине?!.
Таклаттарать кăна чĕпписене,
Ав тапăнать иртен-çӳренсене.
Пăхса тăраççĕ кӳршĕ-аршăсем,
Хур Аçинчен шак тĕлĕннĕ вĕсем.
«Темле шĕвек ĕçсе тултарнăран
Ăсран кăшт тайăлман-ши вăл паян? —
Калать Мĕтри пуçне пăркаласа.
«Ку Аçана, тен, тытнă тытамак,
Вăл, чармасан, чĕпписене пĕтерĕ ак! —
Сăмах çапать Петри уткаласа.
Вĕчĕрхенет Çтаппан,
Сасси каять ян-ян:
«Çук, çук! Пултараймастăп эп чăтма,
Кайса чĕнес Иван кума.
Хуçи вăл — чартăр Аçана.»
Чĕнсе кăларчĕç хуçана.
Иван тухать кил картинчен,
Хур аçине тытать çунаттинчен.
Татса илет шултра тĕкне.
Тирет сăмса шăтăкĕнчен.
Аçа халь тивеймест чĕпписене.
Чарас тесе çав Аçана
Чăнах та чĕнмелле-ши Ивана?
 Пĕр илемлĕ хĕллехи кун урама шыв ăсма тухрăм. Çăлри шыв шăнса ларнă иккен. Лум илтĕм те çăла кĕтĕм. Пăра шăтарма пуçларăм çеç, вăл çурăлса кайрĕ, шыва кĕтĕм ӳкрĕм. Вилтĕм пулĕ тенĕччĕ - çук иккен. Йĕри-тавра çап-çутă. Çăлта курăк çитĕнет-мĕн. Тĕлĕнсех кайрăм, епле-ха капла, çӳлте — хĕлле, кунта вара — çулла. Тĕлĕнкелесе çул тăрăх утрăм. Хирĕç мулкач килет. Мулкач та шурă мар, сăрă. Чăнахах та çулла иккен.
Малалла утатăп. Улмуççи патне çитрĕм. Вăл темшĕн-çке питех те хуйхăллăн курăнать.
— Мĕн пулчĕ, мĕншĕн кулянатăн? — ыйтатăп унран.
— Мана никам та шăвармасть.
Эпĕ улмуççине шăвартăм та малалла утрăм. Чечеке тĕл пултăм. Вăл типсех ларнăччĕ. Ăна та шăвартăм. Чечек чĕрĕлсе те тăчĕ: «Тавтапуç, хĕрĕм», — тет мана. Чечексем те калаçма пултарнинчен тĕлĕнсех кайрăм.
— Эсĕ мĕн ятлă?
— Çичĕ тĕслĕ чечек.
Каллех тĕлĕнтĕм. Ку юмахри чечек-çке!
— Çапла, эпĕ юмахран, — çирĕплетет чечек.
Вăл манăн темиçе ĕмĕте пурнăçлама шантарчĕ. Кăштах — шутларăм та:
— Чи малтанах манăн талант тени пултăр, эпĕ юрлама юрататăп-çке. Эпĕ юрăç пуласшăн.
Малалла
Ырри ырать-и пурнăçра
Кăри чапланнă вăхăтра?
Чунли чулланнă тапхăра
Эп асилеп, хăра-хăра.
Чул ту çинче — калас сăмах
Палли пытаннă курăнса.
Çав вăхăт манăн асăма
Йĕрлет хулен, тем, чунланса.
Тăван пек, тус пек Салават…
Çил çунатне чĕнет мала.
Сахал-и çинĕ саламат:
«Чуралăха йăлт ватмалла!».
Чунли çĕкленнĕ пăлхава
Умри телейлĕ çĕнĕ куншăн.
Чухăнлăха çĕнет хавал…
Истори чăнлăхне тав уншăн.
Чăвашсене те пĕрлештернĕ
Çут кĕрешӳ юрри ун чух.
Пуласлăхшăн пуль кĕрештернĕ,
Чул хушшинче шăраннă чун.
…Эп палăк çумĕнче тăратăп.
Иптеш, сана аслăласа…
Хир чечекне хурса хăвартăм
Паттăрлăхна сума суса.
Çеçпĕл — тĕрĕслĕх саманчĕ,
Çеçпĕл — кĕрешӳ ырри…
Чăнлăхпа тулса саланчĕ
Пурнăçра чĕнен юрри.
Эсĕ — çамрăклăх элемĕ,
Йыхăратăн малалла.
Санпала чăваш этемĕ
Чул-тăва та ватмалла.
Сăввусен сӳнми хăвачĕ
Ĕмĕрех асăмăрта,
Ырă туптаса хăварчĕ
Çĕр çинчи çуртăмăрта.
Çеçпĕл шаннă-ĕмĕтленнĕ
Чăн чăваш чĕлхи паян
Çĕн вăйпа-и чечекленнĕ,
Чан сассин каять ян-ян!
Çеçпĕл — тĕрĕслĕх саманчĕ,
Çеçпĕл — кĕрешӳ ырри.
Чăнлăхпа тулса саланчĕ
Пурнăçа чĕнен юрри.
Тăван сăмах — ахах-мерчен,
Çемçе, ĕлккен тата чечен.
Таса çăл шывĕ пек сипетлĕ,
Ĕçсе тăранайми пехетлĕ.
Тăван сăмах — уяр çу кунĕ,
Йăлтăртатан хĕвел тĕрри.
Унра пурнать чăвашăн чунĕ
Пĕр ывăнмасăр, çав тери.
Пин саслă, çутă тĕнчере
Чăваш сăмахĕн ялтăравĕ.
Çунса тăратăн ĕнчĕлле,
Сана тивмен кун-çул пăтравĕ.
Чăваш юрри-сăвви, тĕрри…
Илтет, пĕлет тĕнче хĕрри.
Иккĕленместĕп: тăван халăх
Мăнаçлă, аслă, чыслă, халлă.
Эс — çутă ĕмĕрсемпе тан,
Сипет илетĕн Атăлтан.
Чи авалхи чĕлхен ят-сумĕ
Нихçан та, ĕмĕрне те хухмĕ.
Ан ятла мана, тăванăм,
Асăнсан теприн ятне.
Ăнлансам-и, чунăм манăн
Туртăнать телей патне.
Тĕлĕнсе ун-кун пăхатăп,
Лекнĕ пек чĕнмен туя.
Учĕсем пахи паха та,
Шел, тĕпре çӳрет суя.
Эсĕ илтнĕ-и, сар кайăк
Юрламасть-мĕн тыткăнра.
Пĕр-пĕр кун эп вĕçĕп кайăп,
Ман çулташ — кĕсле-тăмра.
Усалпа мана ан асăн,
Эп сана хаяр сунман.
Иккĕн чух та кил хавасĕн
Ăшшине эпир туйман.
 Пĕррехинче йытă çури уçăлма тухать. Вăл пылчăкра чаваланакан вараланчăк сысна çурине асăрхать.
— Кам эсĕ? — тĕлĕнсе ыйтать Кампур.
— Эпĕ — сысна çури. Чух-Чух ятлă.
— Мĕншĕн пылчăкра чаваланатăн?
— Курмастăн-и, эпĕ канса выртатăп. Туслашар-и?
— Туслашăпăр-ха, анчах эсĕ малтан пылчăкран тух, — хушать Кампур.
Чух-Чухăн пылчăкран тухас килмест, тус умне хура çи-пуçпа тухма та намăс.
Кĕçех Кампурпа Чух-Чух выляма пуçланă, пĕр-пĕрне хăваларĕç, тарласах кайрĕç.
Çавăнтанпа вĕсем яланах пĕрле. Туслă пурăнаççĕ.
 Пĕр çамрăк Чĕреп сукмакпа
Утса пырать салхуллă утăмпа,
Ватти курсан
Часрах ыйтать унран:
«Кума, мĕн пулнă-ха сана?
Хăрушлăх тапăнман-и сывлăхна?»
«Тавах Турра, сывлăхăмпа çӳретĕп,
Чĕнтернĕччĕ Сар Тилĕ — халь килетĕп.»
«Мĕн кирлĕ-ха ăна?»
«Кăмпа, тет, леçмелле.»
«Эс мĕн вара, леçместĕн-и элле?»
«Ан кул-ха кăлăхах, саккунсене пĕлетĕп,
Тивĕçлине вăхăтĕнче леçетĕп.»
«Апла пулсан мĕн кирлĕ çав Тилле?..
Кăмпа, тет, леçмелле.»
«Мĕнле кăмпа?
Ăнкараймарăм хам ăспа.»
«Çак сукмакпа çӳренĕшĕн — кăмпа...»
Тĕлĕннипе чĕнмерĕ ватă Чĕрĕп,
Пит-куçĕнче юлмарĕ кулă-йĕрĕ.
Эп çыртăм юптару,
Эп юптарса каларăм.
Анчах та, ĕненсем,
эп нимĕн те суймарăм.
■ Страницăсем: 1... 473 474 475 476 477 478 479 480 481 ... 796
|
Шухăшсем
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...