Çичĕ тĕслĕ чечек
Пĕр илемлĕ хĕллехи кун урама шыв ăсма тухрăм. Çăлри шыв шăнса ларнă иккен. Лум илтĕм те çăла кĕтĕм. Пăра шăтарма пуçларăм çеç, вăл çурăлса кайрĕ, шыва кĕтĕм ӳкрĕм. Вилтĕм пулĕ тенĕччĕ - çук иккен. Йĕри-тавра çап-çутă. Çăлта курăк çитĕнет-мĕн. Тĕлĕнсех кайрăм, епле-ха капла, çӳлте — хĕлле, кунта вара — çулла. Тĕлĕнкелесе çул тăрăх утрăм. Хирĕç мулкач килет. Мулкач та шурă мар, сăрă. Чăнахах та çулла иккен.
Малалла утатăп. Улмуççи патне çитрĕм. Вăл темшĕн-çке питех те хуйхăллăн курăнать.
— Мĕн пулчĕ, мĕншĕн кулянатăн? — ыйтатăп унран.
— Мана никам та шăвармасть.
Эпĕ улмуççине шăвартăм та малалла утрăм. Чечеке тĕл пултăм. Вăл типсех ларнăччĕ. Ăна та шăвартăм. Чечек чĕрĕлсе те тăчĕ: «Тавтапуç, хĕрĕм», — тет мана. Чечексем те калаçма пултарнинчен тĕлĕнсех кайрăм.
— Эсĕ мĕн ятлă?
— Çичĕ тĕслĕ чечек.
Каллех тĕлĕнтĕм. Ку юмахри чечек-çке!
— Çапла, эпĕ юмахран, — çирĕплетет чечек.
Вăл манăн темиçе ĕмĕте пурнăçлама шантарчĕ. Кăштах — шутларăм та:
— Чи малтанах манăн талант тени пултăр, эпĕ юрлама юрататăп-çке. Эпĕ юрăç пуласшăн.
— Юратнă аннеçĕм нихăçан та ан чирлетĕр.
— Çĕр çинче никам та ан вилтĕр.
— Çемьепе уçăлса çӳреме пĕчĕк машина.
Ытти чечекĕсене эпĕ юратнă шкулăма парнелерĕм. Шкулта пурте савăнчĕç!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...