Хурапа шурă


ББК 84 Чув

Э 45

 

Пичете Чăваш Республикин Министрсен Совечĕ çумĕнчи «Хисеп Палли» орденлă чĕлхе, литература, истори тата экономика наука

тĕпчев институчĕн Аслăлăх канашĕ çирĕплетнĕ

 

Пухса йĕркелекенĕ, ум сăмахĕпе асăрхаттарăвĕсене çыраканĕ

филологи ăслăлăхĕсен докторĕ В.Г. Родионов

 

С. В. Элкер. Хурапа шурă. Тĕрлĕ вăхăтра çырнисем. Проза, поэзи, аса илӳсем, кун кĕнекинчен, çырусем, хаклавсем. Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1994. — 447 с.

 

Чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер (1894—1966) хăй вăхăтĕнче хурапа шурра чылай тӳссе курнă. Унăн хăш-пĕр произведенийĕсене пăсса е кĕскетсе пичетленĕ, поэт архивĕнче халиччен кун çути курман хайлавсем те чылай. Çак кĕнекери произведенисем тĕпрен илсен С.Элкерĕн çырнисен пуххине кĕмен. Вĕсене вуланă май куç умне иртнĕ самана туллин те чăррĕн тухса тăрать.

 

Редакцирен

Çак кĕнекери хайлавсем, çырусемпе куллен çырса пынисем С. Элкерĕн пилĕк томпа тухнă çырнисен пуххине (Шупашкар, 1960—1964 çç.) кĕмен. Кунта çав пухăра пичетленнĕ «Хурапа шурă» повеçĕн тулли вариантне кĕртнĕ.

Кăларăмра ум сăмах, текстсем тата асăрхаттарусем пур. Текстсене жанрне тата çырнă вăхăтне кура вырнаçтарма тăрăшнă. Хăш вăхăтра çырни паллă пулсан текст вĕçне çырнă çулĕсене лартса кăтартнă.

С. Элкер çырнă çулсенче орфографи правилисем темиçе хут та улшăннă. Кĕнекере çав вăхăт сĕмĕ вырăнăн-вырăнăн палăрать. Хăш-пĕр сăмахсене, вăл шутра вырăнти калаçурисене те, автор çырнă пекех хăварма тăрăшнă. Вырăсла çырнисенче чăвашларах шухăшласа каланă вырăнсем те, стиль шăйрăкĕсем те çук мар. Вĕсене çаплипех хăварса вуланă чухне шута илме ыйтатпăр.

Кĕнекене хатĕрлекенсем кĕскетнĕ вырăнсене кĕтеслĕ скобкăпа [...] кăтартнă. Текст малтанласа хăçан тата ăçта пичетленни, ăçта упранни çинчен асăрхаттарусен пайĕнче вуласа пĕлме пулать. Ăнланма йывăртарах сăмахсене е паллах мар ят-хушамата та çав пайрах ăнлантарнă. Автор асăрхаттарăвĕсене страницăсен айĕсене вырнаçтарнă.


Тупмалли