Çамрăксене хам çинчен
Юлташсем, эсир кунта литература факультечĕн чăваш уйрăмĕнче вĕренекен студентсем, чăваш чĕлхипе литературин преподавателĕ пулас çынсем пухăннă... Эсир тăван чĕлхепе тăван литературăна çӳлерех çĕклесе ăна татах та хăватлăлатас, татах та илемлетес тĕлĕшпе ĕçлеме хатĕрленекен çамрăксем... Эпĕ сирĕн умăрта хамăн пĕтĕм вăй питти пурнăçăма, пĕтĕм ăс-хакăла тăван чĕлхепе литературăна ӳстерессишĕн панă çын. Çавăнпа та халь тĕл пулса калаçнине эпĕ хамшăн та, сирĕншĕн те усăсăр пулмĕ тетĕп.
Тăван чĕлхепе тăван литература тĕлĕшĕпе вĕрентнĕ чух ман пурнăçăмпа творчество çинчен тĕплĕнрех пĕлни сирĕншĕн ытлашши пулас çук.
Малалла эпĕ хам мĕнле çырма пуçлани тата мĕнле ĕçлени çинчен калăп. Анчах та чи малтан хамăн произведенисемпе паллаштарни кирлĕ пулать.
Паллăрах произведенисем: 100 яхăн сăвă пичетленсе тухнă. Вĕсем хушшинче: «ХХ-мĕш ĕмĕре», «Урать, хирĕçет-ха сăхă буржуази», Автономи кунне хисеплесе çырнă «Паян», «Йрĕклĕх юрри», «Хурçă Карап» тата ыт. те.
Ку сăвăсем пурте хăй вăхăтĕнче кирлĕ пулнă. Халь ĕсенчен нумайăшĕ кивелнĕ ĕнтĕ. Халь пулсан эпĕ вĕсене урăхларах çырнă пулăттăм.
Сăвăсем хушшинче манăн лирикăллă япаласем сахал. Пурте пекех эпикăллă сăвăсем. Ун чухнехи пурнăç хăй çавăн пек çырма хушнă.
Сăвăпа 1917—18 çулсенчех çырма пуçланă.
1922—23 çулсенчех прозăпа та çырнă: «Хĕрлĕ çăлтăр», «Çĕнĕ çурт», «Усал кӳршĕ», «Çĕмрĕк чиркӳ умĕнче» тата ытти те «Канашра» пичетленсе тухнă.
Эпĕ мĕнле çырма пуçланă?
Илемлĕ литературăна эпĕ ачаранпах юратнă... Çырма тăрăшнă. Анчах та малтан хам мĕнле вăхăтра, мĕнле тĕттĕм саманара ӳсни çинчен каласа памалла.
Чăваш ялĕ — тĕттĕм ял. Чир-чĕр, выçлăх хупланă ял. Халь шутлатăп та: чечче, скарлатин, дифтерит чăваш ялĕнчи ачасене çавапа çулнă пекех çулатчĕ. Хампа тантăш ачасене шутлатăп та тĕлĕнетĕп: мĕн чухлĕ вилсе пĕтнĕ вĕсем!? Кашни 10 ачаран пĕри кăна тăрса юлнă темелле. («Шурăмпуç килсен» романăн пуçламăшĕнче каласа панине танлаштарăр.) Шкулсем сахал, начар. Ялти шкула вĕренсе тухсан малалла вĕренме кайма май пулман.
Вĕренӳн уссине те ваттисем пĕлмен, вĕрентесшĕн пулман. «Çырма, шутлама вĕренсен çитет», «Пурте вĕренсе тиек пулсан суха тăвакан кам юлĕ?»— тетчĕç.
Вĕренӳ çутăлăхĕн уссине эпĕ ачаллах туйнă, уншăн çуннă. Хам тĕллĕн вĕренме тăрăшнă. Ялти учительсем пулăшнипе хам пĕлӳлĕхе малалла яма тăрăшнă. Кашни 5 пус укçапа кĕнеке илме пикеннĕ (пасарта, станцире, монастырьте).
14—15 çултах сăвăсем çырма тăрăшнă. Пушкин, Лермонтов, Никитин, Некрасов, Кольцов сăввисем майлă çырма пăхнă. Çырма камран вĕренмелле пулнă? Чăваш литературинчен вĕренмелли пулман. «Арçурипе» «Нарспи» 1908 çулта кăна Чĕмнĕрте Иван Яковлевич тăрăшнипе пичетленсе тухнă. Анчах пурĕ те 1000 экземпляр тиражпа пичетленсе тухнă «Сказки и предания чуваш» халăх хушшинче сахал саланнă.
Пĕртен-пĕр «Хыпар» хаçатри тата 1904—06-мĕш çулсенче тухнă чăвашла календарьсенчи пĕчĕк сăвăсем кăна пулнă. Вăл сăвăсем хушшинче те шухăш (идея) енĕпе çеç мар, техника тĕлĕшпе пичетленнĕ сăвăсем пит те сайра пулнă. Силлабика виçипе çырнă сăвăсен техники начар.
Патша влаçĕ 1905—07 çулсенчи революцие пусарнă хыççăн «Хыпар» хаçат та хупăнчĕ, чăваш чĕлхипе чиркӳпе святойсен пурнăçĕ çинчен калакан (жития святых) кĕнекесем кăна тухма пуçларĕç,
Астумастăп — хăш çултаччĕ — пĕчĕк листоксемпе «Хĕр йĕрри» тата «Мăн кĕрӳ такмакĕ» текен фольклор япалисем пичетленсе тухрĕç. Мĕн пек савăнман пуль, мĕн чухлĕ вуласа паман пуль?
1914 çул персе çитрĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланчĕ... 1915 çулта мана та çара илчĕç, унтан вăрçа илсе кайрĕç...
Кам манăн «Вăрçă кунĕсем» (халь «Вутпа çулăм витĕр» ятпа тухнă) ятлă хроникăллă романа вуланă, уншăн манăн пурнăçăм пĕрремĕш тĕнче вăхăтĕнче мĕнле иртни паллă.
Патша правительствине вырăнтан персе антарнă февраль революцийĕ те, буржуази влаçне çĕмĕрсе тăкнă Аслă Октябрь революцийĕ те пире çав тери савăнтарнă, çав тери хытă хумхантарнă. Эпĕ ун чухне 23 çулхи салтак — тĕнчери событисене ăнланакан пулнă ĕнтĕ.
Чăн та, çав вăхăтра тĕрлĕрен партисем хушшинче пыракан кĕрешӳре кам тĕрĕсне, кам тĕрĕс марне хăвăрт ăнланса илме йывăр та пулнă. Пуринчен ытла ку ялтан тухнă хресчен ачисемшĕн çăмăлах пулман. Кашни парти ыттисен ятне пăсса хăйне халăх интересĕшĕн тăракан парти пек кăтартма тăрăшатчĕ.
Çав вăрçă вăхăтĕнче тата аслă революци вăхăчĕсенче мĕн-мĕн курни-илтнине, чĕре мĕнле хумханнине, хавасланнине хут çине çырас килетчĕ.[...]
Малтан çырма вĕренмелле. Чăваш чĕлхин законĕсене, унăн çырулăхĕн правилисене вĕренмелле. 1918 ç. «Нарспи» поэмăна тупса вуларăмăр. Шанчăк тулчĕ.
Эп писатель-профессионал пулман. Пĕрмаях ĕçленĕ, çырнă... Профессионал пулма май пулман. Хальхи писательсенчен нумайăшĕ хăйсен творчество ĕçне укçа-гонорар енĕпе интересленсе туса пыраççĕ. Эпĕ кăна хирĕç мар, анчах та вăл ĕçе юратса мар, ремесла çине пăхнă пек пăхса ĕçлесси патне илсе пырать.
Кам лайăх произведени çырать — уншăн чĕререн савăннă, хавасланнă. Ку çитĕнĕве — чăваш халăхĕн литератури çитĕнĕвĕ çине пăхнă пек пăхнă.
Халь пирĕн хăш-пĕр писательсем юлташĕн ӳсĕмĕ çине лайăх мар кăмăлпа хапсăнса пăхни те пур... Ку тĕрĕс мар! Ку вăл хăй кăна литературăра паллă вырăн йышăнса умра пыма хапсăннинчен килет.
Произведенисене çырнă чух эпĕ васкаман. Васкама май та пулман. Вĕсене ăш-чикĕ енĕпе анлăрах та тарăн шухăшлăрах тума тăрăшнă.
«Хĕн-хур айĕнчене» 7 çул ытла çырнă. 23-мĕш çулсенче çырма тытăнса 30-мĕш çулта пĕтернĕ... Темиçе хут юсанă, кашни çĕн изданирех якатнă.
Мĕнле юсас мар? Хăшĕсем ун пек тӳрлетме юратмаççĕ. Эпĕ талант, мĕн çырнă — çав таса, урăх алăпа ан тĕкĕн теççĕ. Эпир çеç мар, классик-писательсем те нумай юсанă, тӳрлетнĕ. Лев Толстой аслă писатель хăйĕн хăш-пĕр произвениденийĕ-сене темиçе хут тӳрлетсе çырнă. «Воскресение» романне 12 хут юсаса çырнă теççĕ. Максим Горький те хăй çавăн пекех тӳрлетни çинчен калать.
Эп хам та хам тăкăскă ĕçленĕ пирки тĕлĕнеттĕм. Ман талант çук пуль, çавăнпа пĕр япала çинчех ытла нумай чакаланатăп пулĕ теттĕм.
Анчах та каярах, паллă классик-писательсемпе совет писателĕсем те çавăн пекех тăрăшса нумай тӳрлетнине пĕлсен хаваслантăм...
Лайăх произведени çырас тесен нумай ĕçлемелле. Нумай тӳсĕм, нумай тăрăшни кирлĕ. Çырас произведени валли кирлĕ материала лайăхрах пухса хатĕрлемелле. Е материал çук пулсан çырас япала çинчен тĕплĕн пĕлмелле. Çырас произведение, унăн комиозиципе сюжетне пуçра тĕплĕн сӳтсе явмалла. Пуçрах планламалла.
Пуринчен ытла чăваш литературине юратмалла. Тăван халăха хисеплемелле, тăван чĕлхене лайăх пĕлмелле. Хамăр тăван чĕлхене хамăр та юратмасан — ăна кам юратĕ тата? Хамăр тăван халăха хамăр та хисеплемесен — ăна кам хисеплĕ-ха апла?
[1962]
Шухăшсем
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...