Аса илнисем
Ачалăхри паллă кунсем
Чăваш совет литературин малтанхи утăмĕсемпе çитĕнĕвĕсем çинчен çыриччен малтан манăн кăшт кăна хам çинчен, илемлĕ литературăпа хам хăçантана тата мĕнле интересленме пуçлани çинчен каласа памалла.
Кĕнеке-хаçат таврашне эпĕ ачаранпах юратнă. Кĕнекине çыраканĕсене вара темĕнле турă вырăннех хурса хисепленĕ. Кам вĕрентнĕ-ши мана вĕсене юратса хисеплеме — ун çинчен татса калама пултараймастăн. Ку вăл чăваш ялĕсенче шкулсем те, çырăва пĕлекен те сахал шутланнă саманара пулнă-çке-хе. Ун чух чăвашсенчен нумайăшĕ шкулта вĕреннин уссине пĕлмен, чылайăшĕ харпăр ачисене çырăва вĕрентессипе те килĕшмен. «Шкул вăл ачасене кахала вĕрентет», «Шкула çӳрекен ача килте ĕçлесшĕн мар» тетчĕç çав вăхăтри ваттисем. Хăш-пĕрисем тата урăхларах та калатчĕç: «Вĕренесси, хут çинче ларасси пирĕн ĕç мар, вăл кантурта ларакан тиексен, улпутсен ĕçĕ»,— тетчĕç. Çапла вара ĕмĕртен ĕмĕре таптанса пурăннă чăваш ĕç çынни вĕренсе çутта тухас ĕçе те хăйĕн тивĕçлĕхĕ мар тесе шутлама пуçланă. Паллах, ун пек калакансем кĕнеке-хаçат таврашĕпе интересленмен. Теприсен тата интересленсен те, вĕсене илсе тăма укçи-тенки çитмен. Çавăнпа та ялсенче хаçат-журнал илекенсем çукчĕ. Библиотекăпа клуб тенисем пулман. Ял халăхĕ тĕттĕмре пурăннă.
Çакăн пек тăкăскă саманара хам вунă-вун икĕ çулсене çитсен интересленме тытăннă эпĕ илемлĕ литературăпа. Кĕнекене юратма тата ăна тирпейлĕн тыткалама, паллах, шкулти учитель вĕрентнĕ пулĕ ĕнтĕ. Анчах та илемлĕ литературăпа интересленсе ăна юратас туйăма ун чух пире пуçламăш шкулти учитель пама пултарайман. Ăна эпĕ хам кăмăлта хăй тĕллĕнех çуралса тухнă туйăм пулнă тесе шутлатăп. Анчах çак туйăм-кăмăла ӳссе аталанма çемьери пурнăç условийĕ те чылай пулăшнă пулмалла. Ун пирки тĕлĕнмеллиех те çук. Мĕншĕн тесен пирĕн çемье хăй вăхăчĕшĕн «хут пĕлес» тĕлĕшĕпе малта пыракан хресчен çемйи шутланнă. Атте те, пиччесем те (вĕсем манăн тăваттă пулнă) пурте çырăва пĕлнĕ. Пиччесенчен иккĕшĕ ялти шкула похвальнăй листпа вĕрен-се тухнăччĕ. Кусем вара кĕнеке-хаçат таврашне çав тери хавасланса вулатчĕç, патшалăхри лару-тăруссм çинчен тата чăваш пурнăçĕпе унăн малашлăхĕ пирки те сӳтсе-явма юрататчĕç. Çав вăхăтра патшалăхри лару-тăру çинчен калаçмалли сăлтавĕеем пысăк пулнă. Мĕншĕн тесен шăп та лăп çав тапхăрта куç-пуçа уçакан тĕлĕнмелле ĕçсем пулса пыма пуçларĕç: яппун вăрçи, 1905—07 çулсенчи революциллĕ ĕçсем, чăваш хушшинчи пăлхавăрсем тата ыт. те. Пысăккисем çавсем çинчен калаçатчĕç, эпе, губка шыва çăтнă пек, вĕсем мĕн сӳтсе явнине çăтса илекенни пулнă. Революци пĕлтерĕшне ăнкарсан унпа интересленме тытăннă. Ку тĕлĕшрен уйрăммăнах «Хыпар» хаçатпа революциллĕ листовкăсене вуланă хыççăн тарăнраххăн шухăшлама пуçланă.
Асăннă тапхăрта унашкал литература пирĕн киле те пырса кĕркелетчĕ. Ăна пирĕн пиччесем вăрттăн ĕçлекен кружок çыннисенчен тупса пыратчĕç. Революциллĕ кружок хамăр ялта та, кӳршĕри Кушлавăш салинче те пулнă.
Чăваш литературине чи малтан букварьти пĕчĕк калавсем тăрăх, унтан «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ сăвăсемпе калавсем тăрăх паллашнă. Ун чухнехи «Хыпар» тин çеç литературăна тытăннă çамрăк чăваш поэчĕсен сăввисеее час-часах пичетлесе кăларатчĕ. Вĕсенчен мана Тайăр Тимккипе Гавриил Кореньков, Яков Турханна Тăваньялсен (Сорокин) тата Н. Полоруссов сăввисем кăмăла каятчĕç. Ыттисен сăввисем ритмика тĕлĕшĕнчен пушшех те кăтрашкарах пирки вулама йывăрччĕ. Çав вăхăталлах уйрăм кĕнекепе Тарас Кирилловăн «Тырă пулнă çул» поэми тата листовкăсемпе чăваш фольклорĕн паха поэзиллĕ сăввисем: «Мăн кĕрӳ такмакĕ», «Хĕр йĕрри» пичетленсе тухнăччĕ. (Фольклор сăввисене Конст. Прокопьев пухса кăларнăччĕ пулас.) Вĕсене эпĕ юратнă, нумай хутчен çынсене вуласа панă. Ваттисем уйрăммăнах фольклор япалисене кăмăлтатчĕç. «Мăн кĕрӳ такмакĕ» тенине каçăхса кайса, кула-кула итлетчĕç. «Хĕр йĕрри» сăввисене итленĕ чух хĕрарăмсен куççулĕсем тухатчĕç.
Вырăс литературипе çав çулсенчех паллашма тытăннă. Малтан Пушкин, Некрасов, Никитин, Кольцов, Суриков сăввисене, Крылов баснисене тата Тургенев, Гончаров, Аксаков, Л. Толстой çырнă прозăллă япаласен татăкĕсене шкулти учебниксем тăрăх вуланă, ӳсерехпе çак поэтсемпе писательсен шултра произведенийĕсене те тупса вулама пуçланă. Мана уйрăммăнах поэзиллĕ япаласем килĕшетчĕç, вĕсене вара чĕререн киленсех вуланă. Çав вăхăтра вырăсла произведенисенче маншăн час-часах ăнланман сăмахсем те нумай тĕл пулнă-ха. Ун пек сăмахсен пĕлтерĕшне вара пĕтĕм сăмах çаврăнăшне (предложение) тишкерсе тухнине çеç тавçăрса илеттĕм.
Эпĕ кунта атте те «хут пĕлекен» çын пулнă терĕм. Атте çамрăк чух пирĕн таврара пĕтĕм вулăсĕпе те шкул пулман. Хута вăл 1860 çулсенчех пĕр Митрофан Дмитриев ятлă кӳршĕ ял çыннинчен вĕреннĕ. М. Дмитриов хăй духовнăй семинарире вĕреннĕ пулнă. Çуллахи уйăхсенче каникула таврăнсан вăл ял ачисене хутла вĕрентме тăрăшнă. Çакăнпа усă курса пирĕн атте те кĕнеке вулама вĕренсе çитнĕ, анчах та çырма пултараймастчĕ. Вĕсене вĕрентекен М. Дмитриев каярахпа чăваш хушшинче ĕçленĕ паллă пупсенчен пĕри пулса тăнă.
Пирĕн ял тата çак ĕмĕр пуçламăшĕнче ытла улах кĕтесре ларакан сĕм тĕттĕм ялах та пулман. Йĕпреç чукун çул станцийĕ çывăхĕнче ларнине пула вăл çак станципе çыхăнса тăнă. Унта вăрманпа, тырăпа, выльăх-чĕрлĕхпе суту-илӳ тăвакансем чылайччĕ те — вĕсем хăйсен ĕçĕсене станцăри промышленниксемпе пĕрле туса пыратчĕç. Чукун çул станцине Етĕрнепе Кăрмăш хулисенчен килекен, çĕр çухрăм тарана тăсăлса выртакан аслă çул та çак ял урлă каçса кайнă. Çакна пула иртсе çӳрекенсенчен нумайăшĕ кĕске вăхăта çакăнта чарăнса тăнă, е çĕр выртсах та кайнă. Ун пек иртсе çӳрекенсем хушшинчен ял çыннисене «çĕнĕ хыпар-хăнар» пĕлтерсе хăвараканссм те сахал пулман. Çав вăхăтрах пирĕн ялта çырăва аптрамаллах мар пĕлекенсем те чылай тупăнатчĕç. Вĕсем леш ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсенчен пуçласа Кушлавăш салинчи земски училищĕре вĕреннĕ çынсем пулнă. Анчах та çав çырăва лайăхрах пĕреннисенчен хăш-пĕрисем пуянсемпе тусланса хăйсем те куштана тухса кайнăччĕ те халăхшăн ырă ĕç тума тăрăшмастчĕç. Вĕсем ял обществи пуçĕнче тăрса халăха ĕмсе пурăнма кăна юрататчĕç. Çапах та пурте ун пек пулман. Çак ялтах пĕтĕм вăйне, мĕн-пур вăйне халăхшăн пама хатĕр тăракансем пурччĕ. Ун пек халăхшăн усăллă та пархатарлă ĕçсем тума тăрăшакансенчен пĕри, чи палли вăл Иван Сидоров ятлă çын шутланатчĕ. Иван Сидоровăн арăмĕ вырăс майриччĕ те, çавăнпа ăна ялта «Майра Йăванĕ» тетчĕç. Сидоров ялта шкул çурчĕ лартас пирки тата двухкласснăй шкул уçас пирки хытă тăрăшрĕ: пухусем пухса приговорсем тутарчĕ, хăй вăйĕпех уездри земски управĕсене кайса çӳрерĕ. Анчах та двухкласснăй шкула пирĕн ял уезд айăккинче ларать тесе уçса памарĕç.
И. Сидоров питĕ хастарлă та тĕлĕнмелле этемччĕ. Вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн инспекторĕне И. Я. Яковлевпа тата Хусанти учительсен семинаринчи чăваш преподавателĕсемпе (Кузьма Сергеевпа, Ф. Н. Никифоровпа тата ыттисемпе те) çыхăну тытса тăратчĕ, вăхăтран-вăхăт вĕсем патне ятарласах курса калаçма тесе килетчĕ. Аслă ывăлĕ унăн Чĕмпĕр шкулĕнче вĕренетчĕ, анчах та вĕренсе тухичченех дизентерипе вилсе кайрĕ.
И. Сидоров 1906—07-мĕш çулсенче «Хыпар» хаçата илсе тăчĕ. Хусанта е Чĕмпĕрте тухнă чăвашла кĕнекесене илсе вĕсене чăваш ялĕсенче салатрĕ. Çав вăхăтра чăваш ялĕсенче читальнăсемпе библиотека таврашĕ çукчĕ, çакна пула усăллă кĕнекесем тупса вулама та питĕ йывăрччĕ. Сайра хутра кăна уйрăм кил-çуртсенче шкул ачисен учебникĕсене е кĕлĕ кĕнекисемпе «святойсен пурнăçĕ» çинчен калакан кĕнекесене куркалама пулатчĕ пулсан Иван Сидоров килĕнче вара хăйĕннех пĕр пĕчĕкрех шкап тулли кĕнеке тăратчĕ. Çак пĕчĕк библиотекăра малтан религипе «Святойсен пурнăçĕ» çинчен калакан кĕнекесем те пулнă, Сидоров вĕсене 1905 çулта йăлтах кăмакана пăрахса çунтарнă. Сидоровăн кĕçĕн ывăлĕ, Петя, манăн тантăш, манпа туслă пурăнатчĕ, çакна пула вăл мĕн вулас тенĕ кĕнекесене мана хаваслансах паратчĕ.
1905—07-мĕш çулсенче пирĕн ялтан виçĕ çухрăмри Кушлавăшра революциллĕ кружок йĕркеллĕн те лайăх ĕçлесе тăнă. Кружока ертсе пыраканĕсем салари земски училище вĕрентекенĕ М. П. Долбиловпа Зеленовка учителĕ Н. И. Почуев пулнă. Долбиловпа Почуев иккĕшĕ те Етĕрне хули çыннисем, Етĕрнери Таланцев заводĕнчи революцилле кружокпа тата Хусанта пурăнакан юлташĕсемпе çыхăнса тăрса ĕçленĕ. Вĕсен икĕ гектограф пулнă. Хусантан тата Етĕрне урлă Чулхуларан илекен революциллĕ листовкăсене кружок чăвашла куçарса гектографсемпе нумайлатнă та вĕсене таврари чăваш ялĕсене салатнă.
Иван Сидоров Кушлавăшри революциллĕ кружокăн чи хастарлă членĕсенчен пĕри шутланнă. Прокламацисене ялсенче салатас ĕçе вăл тĕплĕн те ăстайлăн туса пынă, хамăр ялта та Кушлавăшри кружокăн филиалĕ евĕр уйрăм кружок туса тимлĕн ĕçленĕ. Вăл салатакан революциллĕ листовкăсем пирĕн киле те пырса кĕретчĕç, пиччесем вĕсене пĕрле пухăнса ларса вулатчĕç.
Иван Сидоров илсе тăракан «Хыпар» номерĕсене те çыру пĕлекенсем алран алла çӳретсех вулатчĕç, ун хаçачĕсене пуринчен ытла ялти учитель хăй патне пухăннă çамрăк хресченсене вуласа паратчĕ. Анчах та çак хушăрах нимĕнле хаçатпа та интересленмен çынсем ялта пушшех те нумай пулнă. Пирĕнпе юнашарах пуян Матви Мĕтри çемйи пурăнатчĕ. Унăн çитĕнсе çитнĕ ывăлĕсем те пурччĕ ĕнтĕ. Пирĕн çемьере тăтăшах кĕнеке-хаçат вуласа ларакансене курсан çав Мĕтри тăрăхласа кулма кăна тытăнатчĕ. «Хуть хăçан кил — сирĕн ачасен аллинче ялан кĕнеке-хаçат кăштăртатать! Те темĕнле тиек-улпут пуласшăн ĕнтĕ вĕсем!.. Суха касси тăрăх çӳрекенсем пулмаççĕ пулмалла ку ачасем сан, Ваççа пичче!» — тетчĕ те вăл аттене унăн-кунăн пăхкаласа мăшкăллăн кулса илетчĕ. Кунпалах чарăнмастчĕ-ха, юлашкинчен тата вĕрентсе калама тытăнатчĕ: «Кĕнеке-хут таврашĕ пирĕн хырăма тăрантарас çук çав, ачасем... Ĕçлес пулать!» — тесе хуратчĕ вăл йӳçĕк тĕтĕмлĕ чĕлĕмне паклаттарса ларнă хушăра.
Пирĕн çемье ĕçчен хресчен çемйи пулнă. Вăл тăрăшсах ĕçленĕ. Анчах та нехекрен пулса пыракан тĕрлĕрен инкек-синкек такăнтарнипе атте хуçалăхĕ, хăй калашле, «ниепле те чухăнлăх ланкашкинчен сиксе тухаймарĕ...» Ăçта ĕни ӳксе вилет е лашасене вăрласа каяççĕ. Çухалнă, пĕтнĕ выльăх-чĕрлĕх вырăнне çĕнĕрен илес пулать, мĕн тупăннă укçу-тенкӳне çав татăксене питĕрме тăкакламалла. Сакăр çул хушшинче пирĕнне тăватă лаша вăрласа кайрĕç. Çаксене пула атте хуçалăхĕ кӳршĕри Мĕтринни пек çĕкленме пултараймарĕ. Çавăнпа та Матви Мĕтрийĕ ĕçлес пирки вĕрентсе асăрхаттарни пирĕн аттене хытах кӳрентеретчĕ. Тĕрĕссипе каласан, нумай кайран пĕлнĕ тăрăх, чухăнланса юлнин пĕр сăлтавĕ çав Матви Мĕтрин çемйинченех килнĕ...
Атте хăй хуçалăхне чухăн тетчĕ те, эпир те, унăн ачисем, ăна чухăн тесех шутланă. Тĕрĕссипе хакласан вăл чухăнах та пулман. Яланах ĕне, час-часах икшер лаша усранă. Çемье выçă ларман. Ун пек хуçалăха чухăн темех çук ĕнтĕ. Вăл вăтаммисен шутне кĕмелле.
Атте хăй ача чухне чăн та питĕ чухăн пулнă пулас: вăл кĕтӳ те кĕтнĕ, тарçăра та çӳренĕ. Каярахпа, çемьеллĕ пулсан, аслă ывăлĕсем ӳссен, унăн хуçалăхĕ майĕпен юсанса кайнă. Хăй вăл çав тери канăçсăр этемччĕ.
Кӳршĕсем темĕн каласан та пирĕн çемье кĕнеке-хаçат таврашне юратма пăрахмарĕ. Вĕсене пиччесем тĕрлĕ çĕрте — пасарсенче, чукун çул станцинче тупкаласа илетчĕç. «Хыпар» хаçата пирĕн килте ятарласах çырăнса илмен. Унăн уйрăм номерĕсене кăна Ачча пасарĕнче пĕр коробейникран илсе тăнă, пасарта илеймен номерĕсене Ив. Сидоровран илсе вуланă. Тăван чĕлхепе тухакан хаçатри çĕнĕ хыпарсем, унта патшалăхри тата тĕнчери лару-тăрусем çинчен каласа панисем, паллах, пире хытă интереслентернĕ. Эпĕ хам пуринчен ытларах хаçатри сăвăсене, калав пеккисене кăмăлласа вулаттăм. «Хыпар» хаçата хупни пирĕн çемьене чылаях пăшăрхантарчĕ.
Çав вăхăталлах «Хыпар» редакторне Сидор Игнатьева арестлени те паллă пулчĕ. Ун çинчен пире И. Сидоров пĕлтернĕччĕ пулас. С. Игнатьев «Хыпарăн» чи активлă та революциллĕрех редакторĕ шутланнă. Унăн ятне эпир вăл редакцилесе кăларнă кĕнекесем тăрăх пĕлнĕ. Çав кĕнекесене: «Куланайпа акциз çинчен», «Пурне те кирлĕ япала» тата Игнатьев хăй çырнă «Хальхи вăхăт» кĕнекене ун чухне вăрттăн çӳретсе вулатчĕç. Çав кĕнскесене вуланă хыççăн пирĕн пиччесем Игнатьева питĕ ăслă çын вырăннĕ хурса хисеплетчĕç. С. Игнатьева хисеплесси пирĕн тата унăн ятне Ив. Сидоровпа ывăлĕсем мухтаса калаçнинчен те килнĕ пулмалла. Сидоров хăй Игиатьевпа куçа-куçăн курса калаçнă, çырусемпе те çыхăнса тăнă. Вăл ăна килĕшнĕ пулас, çавăнпа ăна ырласа мухтатчĕ. «Хыпара» хупса хуни малта пыракан чăваш хресченĕсемшĕн умри хунара сӳнтерсе лартнă пекех туйăнчĕ пулмалла. Çавăнпа вĕсем уншăн хытах кулянчĕç..
«Пĕртен-пĕр чăваш хаçачĕ пĕтрĕ, редакторне те хупса лартрĕç... Хăçан та пулсан çĕнĕрен кăларма май çук-ши чăваш хаçатне? Тухĕ-ши вăл, тухмĕ-ши?» — çакăн пек ыйту тухса тăчĕ хаçата юратнă çынсем умне. Анчах та ун çинчен камран ыйтса пĕлес? Редакцине хупнă, унта ĕçленĕ çынсем ăçта пурăнни паллă мар. Кам патне çырса ярас? «Атьăр-ха Никольский профессортан ыйтса пăхар», — терĕç те пирĕн пиччесем, ун патне çыру çыртăмăр. Мĕншĕн Никольский патне? Мĕншĕн тесен ун чух пире «Хыпарăн» малтанхи номерĕсен редакторĕ çак Никольский пулни тата чăвашла календарьсене те вăл кăларса тăни паллă пулнă.
Никольский нумай кĕттермерĕ, ответ çырса ячĕ. «Пилĕк пин тенкĕ укçа пулсан чăвашла хаçата каллех кăларма пултарăттăмăр. Тата çак укçа çулленех кирлĕ пулĕччĕ. Анчах та ун чухлĕ укçана ниçтан та тупса илме çук»,— тесе пĕлтерчĕ вăл çырăвĕпе. Никольский отвечĕ савăнмаллах мар пулсан та çав пысăк вĕреннĕ çынтан çыру илни мана çав тери çĕклентерсе ячĕ. Эпĕ çак статья пуçламăшĕнчех хам çинчен «кĕнеке çыракансене темĕнле турă вырăннех хурса хисепленĕ» тесе çырнăччĕ. Никольский çырăвне илнипе хытă хавасланнине пула манăн çакăн пек кулăшла инкек те пулса тăчĕ. Çыруне такам пырса панă вăхăтра эпĕ хамăр пӳртре пĕр-пĕчченех пулнăччĕ: пиччесенчен пĕри, хаçата юратаканни, пахчара темскер чакаланатчĕ. Çырăва васкавлăн вуласа тухрăм та ăна пиччене кăтартас тесе анкартне кайма чупса тухрăм. Анкартине тухмалли калинкке уçах тăратчĕ. Юпах тиха пек ĕрхĕнсе пыраканскер калинкке урати урлă каçнă чух пĕрре кăна ялт! çӳлелле сикрĕм. Сикрĕм те çамкам калинкке тăррине витнĕ хулăн хăмана шан-н! пырса çапăнчĕ. Пуçăм янтраса кайрĕ, куçсенчен вут-хĕм сирнĕнсе тухрĕ. Шăм-шакăм лăчăрах тĕршĕнсе анчĕ. Ни макăрас, ни кулас! Анчах та кам айăплă? Никам та мар — хамах!.. Çамкана тытса хыпашларăм та ыратнине палăртмасăр пичче патие утса кайрăм. Вăл ан куртăр тесе çырăва вуланă чух ыратакан сурана ал лаппиие хупласа тăтăм.
Пичче çырăва ик-виçĕ хут вуласа тухрĕ те:
— Çук, тухаймасть пулĕ çав ĕнтĕ ку хаçат!.. Кам пама пултартăр пилĕк пин таран?!. Халăхран пуçтармалла та — май килмест пулĕ. Пухма ирĕк памĕç,— тесе çырăва мана каялла пама тăчĕ. Çав самантра вăл курах кайрĕ: ман çамка çине пысăк мăкăль тухса ларнă иккен! Тата тирĕ шăйрăлса кайнипе унтан юн сăрхăнма тытăнать.
— Ах, чим! Мĕн пулнă вара сана?!. Çамку çине юнлă çăпан ӳссе ларнă!— терĕ вăл сасартăк хăраса кайса.
Эпĕ ăна хама мĕн пулни çинчен каласа кăтартрăм.
— Акă мĕн тунă сана савăнăç! Анчах çырăвĕнче савăнмалли нимĕн те çук вĕт!.. Юрать-ха пуç мимӳйĕ кисренмерĕ пулсан. Виçесĕр савăннипе вилме те пултараттăн!— тесе хучĕ пичче сӳрĕккĕн кулкаласа.
«Хыпар» хаçат чăнах та урăх тухаймарĕ. Анчах та вăл сапса хăварнă чăваш поэзийĕн хĕм пĕрчисем ман чĕрене те лексе унчченех поэзие юратнă кăмăл-туйăмра нумай çулсем хушши сӳнмесĕр çиçсе тăчĕç.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...