Курни-илтнисем
Умсăмах
Пирĕн атте питĕ ĕçчен çынччĕ. Вăл ĕçре те вăрт-варт, матур, çынсемпе калаçса ларма та пултаратчĕ. Унăн ĕçĕсем, тыр-пул акса тăвассисĕр пуçне, ерçнĕ хушăра вăрманпа суту-илӳ тăвакансем патне кĕрĕшсе юман хăма (клепка), брусок вартасси, чукун çул валли шпалсем чутласси, тюлькăсем татасси тата ыт. те пулнă. Унăн сулăмлă пурттипе çивĕч пăчки каснине ик-виçĕ çĕр çул ӳснĕ катмар юмансем нумай тӳчлетсе ӳкнĕ. Паллах, ку йывăр ĕçе вăл пĕччен мар, юлташĕсемпе пĕрле эртеллешсе кайса тăватчĕ. Эртелре ĕçлеме хăй ывăлĕсене те хăварман... Вăрман ĕçĕсем пулман чух атте час-часах килте, пӳртре, мĕн те пулин туса ларатчĕ: е сăран алсасем сыпса саплатчĕ, е кивĕ кăçатăсене тĕплетчĕ. Кун пек ĕçсене тума ун патне ялĕпех илсе пыратчĕç.
Атте пӳртре ĕçлесе ларнă чух ун патне тăтăшах хамăр кӳршĕри ваттисем пухăнса ларатчĕç те халлапа çапатчĕç. Хăш-пĕр чух кӳршĕсем кăна мар, таçти, урăх урамри çынсем те пырса ларни сахал мар пулнă...
Калаçасса темĕн çинчен те калаçатчĕç: çĕр сахалли, çĕр начарри çинчен, тырă пулманни çинчен, çĕн çĕре — Çĕпĕрелле куçса каясси çинчен, куçса кайнисенчен мĕнле хыпар илни çинчен, пурнăç хĕсĕкки, выльăх-чĕрлĕх усрама утă-улăм çитменни çинчен тата ыт. çинчен те халлаплатчĕç.
Пирĕн атте хăй патне пынă çынсемпе калаçма хавасчĕ. Калаçу мĕн çинчен пырасси уйрăммăнах пынă çынни мĕн çинчен калаçма юратнинчен килетчĕ. Хăшĕ-пĕри пурнăçпа çĕр çинчен, тыр-пул тăвасси çинчен калаçма юратать, тепри — пурнăçри тĕшмĕшлĕхсем çинчен, тĕнпе турă таврашĕ е усал-тĕсел таврашĕ çынна мĕнле сиен, хур е асап кӳни çинчен пакăлтатать, хăшĕсем тата хуть те мĕн çинчен пулсан та шӳтлĕреххĕн халлапсем каласа пама юрататчĕç... Вĕсем калаçатчĕç, эпĕ ăçта та пулин вĕсен çывăхнерех вырнаçса лараттăм та вĕсен сăмахĕсене итлеттĕм. Хăшин халлапĕ çӳçентерсе ярать, хăшĕн тĕлĕнтерсе, хаваслантарса ярать... Хам 10 — 15 çулсенче илтнĕ сăмах-халлапсем ман асăмра хальхи пекех сыхланса усраннă. Чăн та акă халĕ, паян е ĕнер-виçĕм кун илтнисене эпĕ час-часах манса каятăп, тăтăшах сăмахĕсене астăватăп пулсан та кам каласа панисене манса каятăп. Анчах та çак хушăрах ача чухне е яш-çамрăк чух илтнисене уççăн астуса пурăнатăп. Çавăн пек ĕнтĕ вăл: вĕреннĕ психологсем каланă тăрăх, ача чухне пуç мими чăнласах та вараланман таса хут листи пекрех пулмалла, унта хăçан мĕн çырса хуни, мĕнле событие паллă халлап-юмах илтĕнсе йĕр хывса хăварни ĕмĕрлĕхе юлать, асран каймасть; ватăлса пынă май нумай йĕр хывăннипе вараланнă пуç мими — ĕнер-виçĕм кун илтнисене те час-часах сĕвĕртсе асран ярать.
Çут çанталăк çинчен
Çут çанталăк тӳпи (кăвак пĕлĕт) сĕм авал çĕр çумĕнчех пулнă тет. Ăна çӳллĕ ту çине хăпарсан алăпа тытса пăхма та май пулнă тет. Пĕлĕт çинче турă пурăннă. Пĕррехинче пĕр айван çын (ача) уй варринче пушанма (сысма) ларнă тет те унăн кучĕ вараланнă, ăна шăлса тасатма çыннăн нимĕн те пулман. Ун çумĕнче пĕр çăкăр сăмси (татăкĕ) кăна пулнă. Çак çын антранипе вараланнă кутне çăкăр сăмсипе шăлса тасатнă. Пĕлĕт çинчи Турă çакна курнă та питĕ йĕрĕнсе кайнă. «Ха, çынсем... мĕн хăтланаççĕ вĕсем?! Хăйсене тăранса пурăнма панă таса япалана варалаççĕ», — тенĕ тет. «Çынсем таса мар иккен, йĕрĕнмелле çылăхлă ĕçсем тăва пуçларĕç. Каплах хăтлансан вĕсем пĕлĕте те варалĕç», — тенĕ тет те пĕлĕте çĕртен уйрăлма хушнă тет. Вара çĕре витсе тăнă кăвак пĕлĕт (çанталăк тӳпи) нихçан та этем çитсе тĕкĕнми пулма çĕкленсе çӳлелле хăпарса кайнă. Çавăнтанпа çанталăк тӳпи çĕр кăкăрĕнчен уйрăлса питĕ çӳлте, инçетре тăракан пулнă.
1904 çулта Чĕкеç (Марье) карчăк каласа панине хам илтнĕ. (Мария Кузьминична — Тумик Куçми Чĕкеçĕ — хам юлташ пулнă Еххим амăшĕ.) Чĕкеç карчăк пирĕн кӳршĕре пурăнатчĕ.
Асăрхаттарни: Ку халлапа илтни 50 çул ытла ĕнтĕ. Анчах та эпĕ ăна хальхи пекех астăватăп. «Ача чухнехи (çамрăк чухнехи) çыннăн пуç мимийĕ шурă хут листи пекех таса» теççĕ педагогсем. Çав таса пуç мимине ачалăхра çырăнса юлнисем (мĕн илтни-куриисем йĕр туса хăварни), чăнахах та ĕмĕрлĕхе юлса аван астăвăнаççĕ иккен. Эпĕ хамах акă халĕ 65 çулхи çын, ĕнер-паян илтнисене тăтăшах манса каятăп. Çак хушăрах ача чухнехине, çичĕ-сакăр çулсенчен пуçласа çирĕм çула çитичченхи тапхăрта илтни-тӳснисене аванах астуса пурăнатăп. Шкулта вĕреннĕ чух вуланă (Суриков, Некрасов, Кольцов, Никитин, Пушкин, Лермонтов) сăввисене чылайăшне такăнмасăр каласа пама пултаратăп...
Кăна эпĕ хăш-пĕрисем аллă çул ĕлĕк илтнисене халĕ йăнăштарма е пăтраштарса яма пултарнă тесе айăпласран çыратăп. Мĕншĕн тесен манăн кунта çырса хунисенчен нумайăшĕ хам 10 — 15 çулта чух илтнĕскерсем пулаççĕ. Каярахпа — çитĕнсе çитсен илтнĕ халлап-юмахсем.
Малтанхи чĕрчунсем
Сĕм авалхи чĕрĕ чунсем, çавăн пекех çынсем те, питĕ шултра та вăйлă пулнă тет. Çыннисем нумай çул пурăннă тет. Мĕншĕн тесен ун чухне çĕр кăкăрĕ сĕткенлĕ пулнă, вăл хăй çинче пурăнакан чĕрĕ чунсене лайăх тăрантарма пултарнă. Пурăна-киле çĕр кăкăрĕ ырханланса пынă, унăн сĕткенĕ те пĕтсе, типсе çитнĕ. Çавăн пирки чĕрĕ чунсем те начарланса, вĕтелсе пынă. Çынсем те вĕтелсе çитнĕ тет. Темиçе ĕмĕр тăршшĕнче çак çĕр кăкăрĕ пĕтĕмпех типсе çитмелле, унăн сĕткенĕ те йăлтах типсе лармалла тет. Ун чух вара мĕн пур чĕрĕ чунсем те юлмаççĕ тет.
* * *
Ку халлапа пĕр çынтан çеç мар, темиçе çынтан та илтнĕ. Ячĕсене пурне те астума пултараймастăп. Пĕр Якур Йăванĕ текен çын каланине кăна çирĕплетсе пама пултаратăп. Вăл пирĕн кӳрĕш çынниехчĕ: турра хыта ĕненекен, православи тĕнне иленсе çитнĕ çынччĕ. Якур Йăванĕ 55 çул енне çывхарсан 1912 — 1913-мĕш çулсенче чахоткăпа вилчĕ.
Якур Йăванĕ нумай халлап, пуринчен ытла Çĕпĕр енчи «ырлăхсем» çинчен тата тĕнпеле çыхăннă халлапсем çинчен каласа пама юрататчĕ. Унăн сăнарне эпĕ «Шурăмпуç килсен» романра Инес Якурĕ ячĕпе кăтартса панă.
Улăп çинчен
Улăп çинчен калани чăвашсен сĕм авалтан юлнă былинăллă юмах татăк-кĕсĕкĕсем. Авал вăл тĕлĕнмелле пысăк, вăрăм юмах пулнă пулмалла. Сăмахĕсем тăрăх, ăна чăваш халăхĕ авал хăй выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе, вырăнтан вырăна куçкаласа çӳренĕ тапхăрта, çĕр ĕçĕ çине куçас умĕн хывни курăнать. Тахçан сĕм авал хывса хăварнă юмах пурăна киле халăхăн пурнăç йĕркисем улшăннă май ытти юмахсем пекех чылай улшăнса та пынă пулмалла. Анчах çапах та унăн тĕп шăнăрĕ — Улăппа унăн амăшĕ хушшинчи калаçусем çинчен калани — улшăнман пулас. Былинăсенче вăйлă паттăрсем (пăхаттирсем) халăхшăн тăрăшни, халăхшăн ĕçлени курăнать. Чăвашсен «Улăп» юмахĕнче «Улăп-паттăр халăхшăн, вăйсăр çынсемшĕн ĕçлени курăнмасть, вăл пĕр хăйшĕн кăна тăрăшни палăрать. Ун пирки çапла шухăшлама пулать: Улăп хăй амăшĕпе кăна мар, ун таврашĕнче тăванĕсем те тата ытти вăйсăр çынсем те (халăхсем те) пулнă пулĕ, тен, вăл вĕсемшĕн те тăрăшнă пулĕ тен. Анчах та вĕсем çинчен калани нумай ĕмĕрсем тăршшĕнче манăçа юлма пултарнă. Авалхи ĕмĕрсенче пирĕн халăхăн çырса хăварма çырулăхĕ пулман, халăх хушшинчи юмах-халлапсене вăл сыпăкран сыпăка чĕлхе вĕççĕн, сăмахпа çеç каласа хăварнă. Ун пек чух, паллах, çырман юмах-халлап ĕмĕрсем тăршшĕнче нумай улшăнса пыма пултарать. Хусан университетĕнче вĕрентсе пурăннă Катанов профессор каланă тăрăх, чăвашсен Улăпĕ çинчен калакан юмах пек юмах-халлапсем тĕрĕк йăхĕнчен тухнă халăхсен нумайăшĕн пулнă. (Вăл çырнине «Известия Каз. О-ва Археологии и этнографии» журналăн ХШ-мĕш томĕнчи 1-мĕш кăларăмĕнче вулама пулать.) Катанов вăл хăй те казах (кăркăс) çынни пулнă, çавăнпа та тĕрĕк халăхĕсемпе хытă интересленнĕ, вĕсен фольклорĕсене тĕпчесе вĕреннĕ т. ыт. те. Катанов çырнă тăрăх, Улăп паттăр çинчен калакан юмах евĕрлĕ халлап-юмахсем — казах, кăркăс, узбек халăхĕсен т. ыт. те пур. Хăш халăхсен вăл — «Алăп(Алып)», хăшĕсен «Алиф», хăшĕсен «Аджа» ятпа çӳрет. Эпĕ Катанов çырса кăтартнă кăркăссен «Аджи» çинчен вуласа тухрăм. Пурнăç йăлисемпе йĕркисем тăрăх шайласан Аджа чăвашсен Улăпĕнчен те авалрах пурăнни курăнать.
Улăп çинчен каланисене пĕр 50 — 60 çул ĕлĕкрех çеç, эпĕ ача чухне кăна час-часах илтме пулатчĕ. Мĕншĕн тесен ун чух çырăва пĕлмен ваттисем авалтан, хăйсен аслашшĕ-асламăшĕсенчен юлнă традицисем тăрăх, юмах-халлапсене каласа пама юрататчĕç. Хальхи вăхăтра акă, халăх хушшине çырулăх çирĕп тымар янă хыççăн, пирĕн ăста юмахçăсем сахалланчĕç е пĕтсе çитрĕç тесен те юрать.
Ĕлĕкхи вăхăтра та Улăп çинчен каланисем татăкăн-кĕсĕкĕн çеç тăрса юлнăччĕ. Хальхи вăхăтра ун пек татăк-кĕсĕксене калакансем те сахал. Ку ĕнтĕ пирĕн çамрăк сыпăкри ăру пуринчен ытла çырулăх çине, пичетленсе тухакан кĕнекесем çине тайăннинчен тата нумайăшĕ наукăпа техника ӳсĕмĕсемпе интересленнипе фольклор çине пăхманнинчен те килет пулмалла.
Пирĕн XX ĕмĕре Улăп çинчен калакан юмахран çаксем кăна тăрса юлнăччĕ: Улăн вăрмансем, шывсем урлă утни, вăл çӳллĕ хырсемпе чăрăшсене пĕç хушши витĕр хăварни, ватă йывăçсене «ĕрĕм (армути)» тесе аллипе тăпăлтарса ывăтни: хирте суха тăвакан çынсене курсан вĕсене «çереме чавакан кăвакарчăнсем е çĕр хурчĕсем» тесе кĕсйине чиксе хăй амăшĕ патне илсе кайни, амăшĕ ăна çав çынсене тивме хушманни, «яр вĕсене каялла... эпир вилсен çĕр çинче çакăн пек вĕтĕ çынсем çуралса ĕрчĕç, вĕсем çĕре сухаласа тырă туса пурăнĕç» тени; тата уй-хирти кургансене халăх хушшинче «Улăп тăпри», çаврака лупашкасене «Улăп ури йĕрри» тесе каланисем кăна Улăп çинчен аса илтеретчĕç. «Улăп çăпатине салтса силленĕ» тет те, тăпра куписем пулса юлнă тет тетчĕç... Паллах, Улăп çинчен ытларах каласа пама пултаракансем те пулнах ĕнтĕ. Анчах та хăй вăхăтĕнче вĕсем каланисене никам та çырса хăварма шутламан. Кашни ватă çынах вилсен хăйне пĕрле нумай фольклор япалисене, хăй пĕлни-илтнисене илсе каять. Çавăнпа та сывă чухне вĕсем курни-илтнисене, чи кирлисене, фольклоршăн пахисене çырса илме тăрăшмалла.
Улăп çинчен пирĕн Çуйăн Хĕветĕрĕ (Семен Федоровчĕ пулас) пухса çырнисем питĕ паха шутланаççĕ. Çуйăн пуринчен ытла хăйĕн асламăшĕ тата хăйсен ялĕнчи пĕр-икĕ çын каласа панисене астуса илсе çырнă. Хăй çамрăк чух, манăн «Улăпсем» поэмăна курса вуличчен, Çуйăн Улăп çинчен хăй мĕн илтнисене хаклама та пĕлмен. Кайран, тавçăрса илсен, çырма тăрать — анчах асламăшĕ вилнĕ пулнă тата ялĕнче пулнă юмахçăсем те çĕн çĕре куçса кайнă иккен. Юмахçисене шыраса та вăл вĕсем хыççăн çĕн çĕре те кайса килчĕ, анчах вĕсене тупаймарĕ пулас.
Çуйăп Улăп çинчен çырнисем питĕ паха та хаклă. Анчах та вăл çырнисенчен чăн-чăн авалтан юлнă юмахĕпе ун çумне хăй çыпăçтарса çырнисене çеç уйăрса илме пĕлмелле. Çуйăнăн ку юмаха хăй мĕнле илтнĕ пек çеç — прозăна кăна çырмалла пулнă. Сăвăласа çырнипе вăл сăвă йĕркисене рифмăлас тата ритмлас пирки юмахăн чăн тĕшшисене нумай çĕрте урăхлатма пултарнă (ăна вăл хăй те тунмасть!).
Кирек мĕнле пулсан та, Çуйăн пухса çырнă материал тăрăх Улăппа унăн амăшĕн тата ытти паттăрсен пурнăçĕсем те туллинрех те юмахла-фантазилле курăнаççĕ. Çуйăн «Улăпне» пичетлесе кăлармаллах.
Улăн пек паттăрсем, былинăллă пăхаттирсем çинчен каланисем пирĕн урăх юмахсем те пулнă: вĕсенчен чи палли «Хĕвеле ирĕке кăларни» Михаил Петрович Петров (Тинехпи) çырса хăварни. Анчах Тинехпи ку хăй ача чухне илтнĕ юмаха чылай манса кайни çинчен хăех каласа парать. Вăл халĕ те питĕ пысăк фантазиллĕ, вăйлă та илемлĕ юмах.
Тата фольклора юратакан Илле Тукташ та час-часах ĕлĕк, хăй ача чух, илтнĕ пĕр юмах çинчен асăнатчĕ. Ку юмахĕ пĕр вăйлă паттăр Пăта-патшан пăта пек тăрăнакан çар çыннисемпе çапăçса вĕсене çĕмĕрни çинчен, çак паттăр хăйĕн тăван халăхне усал тăшмансенчен хăтарса ирĕклĕ кун-çул пани çинчен калатчĕ. Анчах та, манса кайнă пирки, Тукташ ку юмаха çырса хăварма пултараймарĕ. «Ку юмах вара чăн та чăваш халăхĕн былиниех», — тетчĕ вăл ăна çырайманшăн шеллесе.
Çапла, Улăп чăвашсен сĕм авалтан килекен юмахĕ, вăл ĕмĕртен ĕмĕре чĕлхе вĕççĕн пырса халăх хушшинче таткаланса кăна юлнă.
1961, мартăн 23-мĕшĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...