Пурнăçра икĕ япала кирлĕ


Тинĕсри вăйпа хумсем çырана пырса çапнă пек манăн пуçăма пысăк шухăшсем хумханса килсе пурăнăçăма канăçлăх памаççĕ. Çак хама канăçсăрлантарса тăракан вăйлă шухăшсене лăплантарасчĕ тесе, вĕсем асаплантарнинчен хăтăласчĕ тесе вĕсене хамăн пуçăмри тăн йĕтемминчен кăларса шурă хут çине тăкас терĕм. Çакă шурă хутах тата «Хыпар» редакцине ярса «Хыпар» çине çаптарас терĕм: мана канăçсăрлантаракан вăйлă шухăшсем «Хыпар» хаçачĕ урлă пĕтĕм тăван чăвашсем хушшине сарăлччĕр, вĕсене те пурне те пысăк шухăша яччăр тетĕп...

Тăван чăваш çыннисем! Эиĕ сире: манри пысăк шухăш «Хыпар» урлă пĕтĕм тăван чăваш хушшине сарăлтăр та вĕсене пурне те пысăк шухăша ятăр тесе каланăшăн ан çилленĕр мана. Эпĕ ку сăмахсене усал сунса мар, чăваш халăхне пурне те тăван вырăнне хурса, ырă сунса калатăп. Çак шухăшсемпе эпĕ çывăраймастăп. Çавăн пекех çак шухăшсем пур вăранмасăрах çывракан чăваш хресченĕсене вăратинччĕ часрах тесе анчах калатăп.

...Тăван чăвашсем, хресчен çыннисем! Эпĕ çакăнта [вăран]масăрах çывăракан чă[ваш х]ресченсене те вăратинччĕ [...] тесе каланăшăн та ан [çилленĕр] мана. Вăранни вăл [...] улать... Ялсенче пурă[накан] тăван хресченсем çине [...] пăхатăп та, вĕсене [...] çывăрмасăр ĕçлекен [сене...] калама ниепле те [...] астăн. Пур те сывă [...]

[...] асшăн мар, васка [...] ! Эпĕ кунта хырăмпа [...] анчах пурăнса ĕçле [кенсене ка]ламастăп; пĕтĕм чăваш [...] н, хамăр чăваш халă[хăмăр] мухтавлăхĕшĕн ĕçлемесĕр [пăрăн]са пурăннине калатăп. [...]н чăваш халăхĕ питĕ [...], вăл хăй кĕлет[кине...| хачченех çывăр [...] шать, ахаль [...] ĕçлесе [...] лайăх [...] алине, [...] та, [...] ну [...] сем [...]н, [...]хас тесен «пĕр пырăпала хырăмшăн анчах [кăна] тăрăшма юрамасть». Мухтавлăхра пурăнас тесен пурнăçра «икĕ япала» кирлĕ: пĕри пурлăхшăн тăрăшни, тепри ăслăлăхшăн тăрăшни пулать. Пурлăхшăн тăрăшни: çурт-йĕршĕн, ĕçме-çимешĕн тата ытти.. ăслăлăхшăн тени вĕренӳшĕн е ăс хастарлăхĕшĕн тăрăшни тени пулать...

Çапла пирĕн чăваш хресченсем: пурлăхшăн тăрăшнипех тĕнчере мĕн-мĕн пуррине те, мĕн пулнине те пĕлмеççĕ, пĕлесшĕн те хыпмаççĕ; çырура ăслăлăха вĕренсе, ун урлă çутă тĕнчене курасшăн мар. Авал Исаiя пророк иудейсене каланă пек, пирĕн чăваш халăхĕ те вĕренӳ ăс-лăлăхне илтесшĕн мар, хăлхисене хуплаççĕ, курасшăн мар, куçĕсене хĕсеççĕ... Çапла эпир ку тĕнчере хамăрăн пурлăхшăн анчах пурăнсан, пурăнма пулать-и вара вăл?!

Чăвашсем! Çапла хальхи пекех пурăнсан, эпир çĕр çинче хамăр чăваш чĕлхине нумаях сыхласа тăраймăпăр, эпир ку таранччен ют халăхсен ури айĕнчен тухаймарăмăр, хальтерех васкамасан, пире ĕлĕкхинчен те хурлăрах кунсем килĕç, мĕншĕн тесен ытти халăхсем пурте васкаççĕ, пурте пĕрлешсе, ушкăнсем пухăнса пурнăçĕсене малалла яма хыпаланаççĕ. Тутарсенех илер-ха, вĕсем енле тăрăшаççĕ: пĕтĕм мусульманран суйласа янă пуху малтан Мускавра турĕç, унтан иккĕмеш пуху Хусанта июлĕн юлашки кунĕсенче Эрне ытла тăчĕ, тата халĕ виççĕмĕш пуху Ташкент хулинче пулать. Вĕсен пур пысăк хуласенче пекех пĕрлешсе ушкăнсем тунă, халĕ темĕн тĕрлĕ хаçат-журнал хăйсене валли кăлара пуçларĕç. Эх! эпир, чăвашсем, вырăспа тутар хушшинче авалтанпах хурлăх, хĕн-хур курса пурăнтăмăр, хамăр сикмен пиркиех каллех юлатпăр вĕсен ури айне. Вĕсем вĕренеççĕ, çуталаççĕ, эпир çаплипех пурăнăпăр, кайран каллех пиртен кулма пуçлĕç...

Чăвашсем! Эпир пурте пĕлетпĕр епле пĕр 60—70 çул ĕлĕк пирĕн асаттесенчен мăшкăлласа кулнă вĕсем. Вĕсем уп чух чăваш сахаллине тата вăл тĕттĕммине курса мăшкăллаиă. Чăвашсем хăйсем те хăйсем сахаллинчен хăранă, тата çав вăхăтрах тĕттĕммине те сиссе вĕсен умĕнче намăсланнă... Ун чух вĕсен хутне кĕрекен те пулман: пуçлăх таврашсем куштан патшинчен пуçласа (кĕмĕрнери те, уясри те вулăсри) пурте чăваш хутне кĕме мар, ăна çисе яма анчах хăтланнă. Ун чухне вырăссем чăваша ухмах, тĕттĕм кайăк этем вырăнне хунă. Хай ачасем ушкăнĕпе йытă таврашне курсан кăшкăрашса чупнă пек, вырăссем те, ăçта курнă унта, чăваша хăваланă, унтан мăшкăлласа кулнă. Акă çавăн пек пирĕн ялта ватă çынсем асăнакан пĕр халап пур. Пирĕн ялăн мĕн ĕлĕкренпех, суту-илӳ тума пасара каяс пулсан пĕр вырăс ялĕ виттĕр тухса каймалла пулнă... Вара пасар кунĕ юри вырăс арçынсем пухăнатчĕç тет те урам варрине пасара каякан çул çине тухса тăратчĕç тет, пасартан таврăнакан чăваша курсанах сăрса илетчĕç тет те кучченеç ыйтма тытăн[атчĕç] тет, кучченеç çук пул[сан ви]лес пекех т[ӳпелетчĕç тет] [...] пасара мĕнле те [пулсан ирт]ерех, вырăссем тăрса [тухиччен] кайма васкатчĕç тет, [...] лашапа кайнă чух, тавăрăннă чух вырăссене пама пĕчĕк пичкепе е витрепе сăра лартса каятчĕç тет, е пасарта мĕн те пулсан кучченеç илетчĕç тет вырăссене пама... Çапла чăвашсем хушшинче ларакан пĕр вырăс ялех мĕнле чăвашсене пăхăнтарса пурăннă. Ун пек вы-рăссене кулмалла, чăвашсене макăрмалла ĕçсем ĕлĕк лăнках пулкаланă... Ытти çĕрти, таврари вырăссем те час-часăх хĕсĕрлесе пурăннисене калаççĕ. Вĕсем çапла пиртен хĕсĕрлесе-мăшкăлласа кулнисене эпир часах манаяс çук, анчах çавах та вырăссемпе те, тутарсемпе те малашне, ĕлĕкхисене астуса, вĕсем çине çилленсе, вĕсемпе çăпăçса-вăрçса пурăнас мар! Яланах пуринпе те килĕштерсе пурăнма тăрăшар!!! Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннине нимĕн те çитес çук.

Тата ватăсем калаççĕ: «Авал чăваш ачисем ăçта та пулсан çул çинче атă йĕрри курсассăн, ах, вырăс пур тесе хăраса тарса пытанаттăмăр теççĕ. Мĕншĕн апла атă йĕрринчен те хăрама вĕреннĕ-ши ун чух вĕсем? Хăрама вĕрентнĕ! Çавăнпа вĕсем ытти халăхсенчен хăраса сехĕрленсе анчах пурăннă. Çав хăранă пирки вĕсем тутарпа пĕрлешеймен, хутшăнайман. Вĕсемпе мар, хăйсем ăссĕн те пĕрлешсе, пухусем туса хăйсен пурăнăçĕ йывăрри çинчен канашлайман, пухăнас тесен те вĕсене пухăнма паман.

Чăвашсем! Çакă манăн каланă сăмахсенчен ытти халăхсем ĕлĕк пирĕн асаттесене нимĕн вырăнне те хуман, нимле çын вырăнне те шутламаннине куратăр ĕнтĕ! Вĕсем таптанă сире! Эпир вĕсен ури айĕнче сапаланса пурăннă, халĕ те ку. таранчченех тухаймастпăр, ку таранччен вĕсен урисем айĕнчех мар-и вара эпир?! Чăваш халăхĕ! Эпир халĕ те ют çын айĕнчех таптанса пурăнатпăр! Ĕлĕк пире ирĕклĕх памарĕç, пире вĕрентмерĕç, эпир халĕ те тĕттĕм. Мĕншĕн вĕрентсе çутта кăлармарĕç-ши пире? Никам та пирĕн хута кĕрекен çук!..

Тăван чăвашсем! Ĕлĕк пирĕн ирĕклĕх çукчĕ, çак ирĕклĕхе ĕлĕкхи патшасемпе пуçлăхсем партармарĕç, анчах çĕр çул хушшинче çак ирĕклĕхе илсе хура халăха парасшăн нумай тӳрĕлĕхлĕ çынсенĕн пурнăçĕсем пĕтрĕç, нумай юн тăкăнчĕ. Халĕ ĕнтĕ çав ырă çынсем тăрăшнипе пире те, чăвашсене, «ирĕклĕхе» хамăр алла илсе килсе пачĕç. Ĕлĕк хамăр пурнăçа лайăхлатас тесен те пире çăмăллатма çукчĕ, халĕ çав ĕç хамăр çинче. Юсас пулсан хальтерех вăскамалла, васкамасан, ытти халăхсенчен юлатпăр! Халĕ ĕнтĕ çак ирĕклĕхре пур [халăх]сем те хăйсемшĕн тăрă[шаççĕ]. Хамăр тăрăшмасан [...] Уес управ [...]енĕсем те пурте чăваш ...]нченех, вара вĕсем пире [хӳтĕ]лĕччĕç. Ытти халăхсене [мă]шкăллама ямĕччĕç... Эпир вĕсене хамăр чăвашсем пурăнакан вырăнсене паянах суйлама тупса кӳртĕттĕмĕрччĕ те, анчах тата пирĕн чăваш хушшинче вĕреннĕ çын сахал, çитмест. Ун пек вырăнсене пысăкрах школсенче нумайтарах вĕреннĕ-çынсем кирлĕ. Нумай вĕреннĕ çынсене тупас тесен пирĕн, чăвашсен, пысăкрах школрем тума тăрăшас пу-лать... Халĕ пирĕн чăвашсен хăш-хăш пысăк ялсенчех пĕчĕкçĕ кĕçĕн школсем те çук. Çакна курсан эпĕ питĕ пысăк хуйха каятăп. Мĕншĕн пирĕн чăвашсем вăранмаççĕ-ши часрах, мĕншĕн пырпала хырăмшăн тăрăшсах пуçа çĕклесе çут çанталăка йĕри-тавра пăхма та ершмеççĕ-ши? тетĕп... Хресченсем, тăван чăвашсем, вăранăр часрах!!!

 

Асăрхаттару

Пурте 1917 çулта «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ (38. ЗУ, 44 №№), авторне «Кушлавăш çынни Семен В. Эльхерин» тата «С. В. Э.» «С. Э.» тесе кăтартнă.

Кĕтеслĕ скобкăсене лартнă вырăнсем çавăнти текста хаçачĕ çĕтĕлнине пула вулама май килменнине пĕлтереççĕ. Скобкăри сăмахсене тĕшмĕртсе лартнă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Vyacheslavna (2011-01-15 21:45:22):

Паянхи "Хыпар" хаçатра "Хыпарăн" 1906-мĕш çулхи январĕн 8-мĕшĕнче пичетленнĕ пĕрремĕш номерпе паллашма пулать

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: