Пĕлменккерен пĕлекен пулса тăчĕ
Хĕлле. Сивĕ. Туссемпе шкула çӳретпĕр. Паян пĕрремĕш урок — музыка урокĕ.
«Эх, пĕр-пĕр юмах геройĕ урока хăнана килинччĕ», — тесе шутласа лараттăм кăна, класа Пĕлменкке кĕрсе тăчĕ. Унталла-кунталла пăхкаларĕ те манпа юнашар кĕрсе ларчĕ. Пĕчĕкскер, юрлама та пĕлмест иккен.
Ытти уроксенче те пирĕнпе пĕрлех ларчĕ. Киле каймалли вăхăт çитсен Пĕлменкке манран юласшăн пулмарĕ.
— Мана юрлама вĕрент-ха, — ӳкĕтлеме пуçларĕ.
— Сăмах памастăп лайăх юрлама вĕрентетĕп тесе, анчах та тăрăшса пăхма юрать, — хавхалантартăм Пĕлменккене.
Çулпа пынă чух ăна тĕрлĕ юрă шăрантарса патăм, вăл вара ман хыççăн ĕнĕрлесе пычĕ. Чим-ха, чим, темшĕн ман сасă çĕте пуçларĕ, унтан çĕтсех ларчĕ. Юрлайми пултăм. Йĕрсех ятăм.
«Эпĕ сан сассуна кам вăрланине пĕлетĕп. Кӳлĕри пулă, — терĕ Пĕлменкке. — Вăл калаçма пултараймасть, çавăнпа хытă кулянатчĕ, камăнне те пулин сассине вăрласси пирки ĕмĕтленсе пурăнатчĕ. Санăнне вăрланă та ĕнтĕ вăл!»
Çапла ман сасса вăрланă пулла шырама кайрăмăр. Кӳлĕ хĕррине çитсен Пĕлменкке шыва кĕрсе кайрĕ. Унччен те пулмарĕ, шывран пĕр пулă йăтса тухрĕ: «Тытрăм! Тытрăм! Çак пулă çын чĕлхипе калаçать! Сан сассупа! — хаваслăн кăшкăра пуçларĕ вăл. Эпĕ пулла хамăн сасса тавăрса пама ыйтрăм.
— Енчен те кӳлĕре вак туса парсассăн сассуна тавăрса парăп, туса памасан — ан та кĕт! — татса хучĕ пулă.
Эпир Пĕлменккепе тăрăшса ĕçлеме тытăнтăмăр. Нумай-и, сахал-и тăрăшрăмăр — вак касса та кăлартăмăр.
Пулă хăй сăмахне тытрĕ, ман сасса тавăрса пачĕ. Сасăллă пулнишĕн хĕпĕртесе часах Пĕлменккене те юрлама вĕрентрĕм. Халĕ вăл Пĕлменкке мар — Пĕлекен, мĕншĕн тесен эпĕ ăна юрлама кăна мар, вулама та, шутлама-çырма та вĕрентрĕм. Çапла эпĕ унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ пулса тăтăм.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...