Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Асамат кӗперӗ сӳничченПепке çуралсан...Çавал сарăлсанКĕтмен венчетҪул юлташӗКăвайт çутисемЧакăл-ту

Июнь каçĕсем


Аса ил-ха: июнь, çутă уйăх, сип-симĕс йăмралăх,

Карлăкран уртăнса уртăш йывăç ӳкет шыв çине.

Çичĕ юрăпала çичĕ çаврăм туса асăнмалăх,

Саланать савăк вăйă. Савни ăсатать савнине.

 

Ак тăратпăр эпир шăпчăксем кăмăл тунă, иленнĕ

Анат Чакă кĕперĕ çинче алла-аллăн тытса.

Кам, щутланă ăна! — Митталла каласан, кам ĕненнĕ

Çут Пăла шывĕпе çамрăк вăхăт юхса каясса.

 

Мĕн вăл маншăн июнь! — тепĕр çул та килет вăл, пĕлетĕп,

Тепĕр çул вăй хушмасăр эп илĕп кăçал илменне.

Кам шутлатăр ăна! — каярах пĕр самант телее те

Тăхăр хут хаклăрах тӳлесе илмелле иккенне.

 

Эпĕ çирĕм пĕрте! Пуç ухса çеç çӳренĕ маттуррăн,

Эс Çĕньял сăртĕнчи пирвайхи çĕр çырли пек хитре.

Мĕншĕн ватăлмалла турăн-ши хĕрсене, Аслă Турă,

Мĕншĕн çăлтăр ӳпне тайăлать йĕкĕтсен сăн-питре!?

 

Илеме юратса куçăмсем тăранман-ха — тавссийĕм.

Ав епле, юрă çырнăн, умран юхса иртрĕ пике...

Куç хупанкă çинчи çинçе пилĕклĕ манăн савнийĕм

Куç хупса та ӳкмерĕ — кĕтет тахçанхи çимĕке.

Малалла

«Поэзире мĕскер тупса эп калăп...»


Поэзире мĕскер тупса эп калăп

Нихçан никам та каламаннине?

Састаш валли те пур иккен кив калăп,

Тухма юрамĕ пĕртте айккине.

 

Йăлтах каланă: пурăнăç çинчен те,

Юратупа сар чечексем çинчен.

Хитре танлаштару тупаймăп ĕнтĕ

Тесе пăшăрханатăп халиччен.

 

Юпах Пегас юртса-ши такăрлатнă

Хĕвел ӳкейнĕ сăвă уй-хирне.

Шăтать-и те шăтмасть-и? — вăрлăх акнă

Шур хурăн лартнă лаптăк уй хĕрне.

 

Татсах кам калĕ: пурăнăç пĕр енĕ

Çап-çут, теприйĕ хуп-хура тесе?

Темиçе хут каланă самахсенĕн

Сĕтекĕ пур-и, сăвăç тетесем?

 

Поэзи вăйĕ пурнăçпа пĕр тан-тăр:

Чул шăтарса тухан ӳсен-тăран

Сăмсийĕ евĕр çĕн сăнар тупан та

Ун умĕнче ăнтан кайса тăран.

 

Апла пĕтмен иккен-ха ман мехелĕм.

Ан тив, кашни кун мар та, хушăран

Ăсчах курмалăх, сăвăç кĕвĕçмелĕх

Çĕн сăнарпа танлаштару шырам.

Çул хуçи


— Коля, паян пирĕн пата виçĕ шакла пуçлă çын килчĕç. Ылтăн шăлсемпе. Куçĕсем сиввĕн тата шăнтса ямалла пăхаççĕ. Пĕр сехете яхăн сана кĕтсе ларчĕç, — ятлаçма пуçларĕ Валя, упăшки алăк урлă каçсанах. — Мĕнле çынсемпе эсĕ çыхлантăн-ши?

— Мĕнле шакла çынсем, мĕнле ылтăн шăлсем? — тĕлĕнсе тата хăраса ыйтрĕ Николай, милици капитанĕ. — Кӳрентермерĕç-и?

— Çук. Уншăн шикленме кирлĕ мар. Нимле япăх сăмах та калама пултараймастăп. Питĕ йĕркеллĕ калаçрĕç.Тата вазăри чечексене куратăн-и? Кашни чечекĕ çирĕм пилĕк тенкĕрен кая тăмасть. Пĕтĕмĕшле вун çичĕ чечек. Кун пек чечексене эсĕ мана вун икĕ çул пĕрле пурăнатпăр пулин те, парнелемен. Эпĕ илесшĕн марччĕ, пĕри, хăйне Паххан ятлă текенни, Николай Сергеевич пире лайăх пĕлет терĕ. Ăна тата унăн çемйине хисеплесе парнелетпĕр терĕ.

— Миçе чечек терĕн? Вун çиччĕ?! Розăсем? — тарăннăн шухăшласа ыйтрĕ Микулай.

— Вун çиччĕ, вун çиччĕ. Розăсем, розăсем, — хуравларĕ Валентина.

Микулай аттисене хывнă хыççăн, васкамасăр китĕлне вешăлка çине çакрĕ, çӳçне турарĕ, ваннăна кайса пит-куçне, аллине çурĕ. Мăшăрĕ патне питĕ çывăххăн пырса 20-30 çеккунт пăхса тăчĕ те йăл кулса ыталаса илчĕ.

Малалла

Август


Хветĕр Уяра

 

Август уйăхĕн хăйĕн илемĕ.

Ирĕсем хăйне евĕр хитре.

Атăл çийĕн çĕклемĕн-çĕклемĕн

Хăпарать кăпăш шурă тĕтре.

 

Уяртать. Тӳпе тăрă та çӳллĕ.

Пăрахать вылямашкăн ăрша.

Инçетри курăнать илĕртӳллĕн,

Уçă çил тасатать сывлăша.

 

Сасă пар — сасă уçă та ирĕк,

Ян кайса аякра çухалать.

Ылтăн тĕслĕ сап-сарă уй-хирĕн

Ĕçлĕ шавĕ çĕклет кăмăла.

 

Садсенче пан улми кĕрпекленнĕ,

Ăнса пулнă кăмпа вăрманта.

Çутçанталăкăн сиплĕ сĕткенĕ,

Пилĕ-техĕмĕ — сан умăнта.

 

Çăлтăр çумăрĕ çулăмлăн çăвĕ,

Шевле çиçĕ тул çутăличчен.

...Август, август, ыр кăмăллă çăвăн

Эс чи чаплă уявĕ иккен.

Çынна ырă ту


Çынна хурлах пусать.

Çын — пĕчченçĕ. Аптрать.

Çыннăн —

Çын чăтайми çухату.

Саспа мар, чĕрипе

Çын сана йыхăрать —

Эс васка ун патне. Ырă ту.

 

Çыннăн — пысăк телей.

Çын — çын пек хĕпĕртет.

Чĕрине

Шăнăçмасть юрату,

Çын пĕччен савăнмасть.

Юлташне вăл чĕнет —

Эс васка ун патне. Ырă ту.

 

Çын пĕрре йăнăшать.

Йăнăшмасăр утма

Пултараймăн эс ху та,

Асту.

Çав çынна пулăшма,

Йăлт куçран калама

Эс васка ун патне. Ырă ту.

 

Çын çынпа пурăнать.

Çын çынпа савăнать.

Çын! —

Хăватлăн янрать сан яту.

Çын юраттăр çынна,

Хисеплетĕр çынна;

Çын патне эс васка,

Ырă ту.

Сивлетпĕр вăрçа


Тăшман вăр-хурахĕ çывхарчĕ,

Шутларĕ пире тĕп тума.

Атте тухса кайрĕ, ăсанчĕ

Тăван çĕршыва сыхлама.

 

Вут-тăвăл хăрушшăн кĕрлерĕ,

Кисретрĕ йĕри-таврана.

Атте вăрçăра шикленмерĕ,

Çунтарчĕ тискер тăшмана.

 

Ыр тумĕ нихçан вăрçă вучĕ,

Мĕн чухле салтак паттăрла

Фронтра çапăçса пуçне хучĕ,

Атте те килмерĕ калла.

 

Тăшман вăр-хурахĕ лăпланчĕ,

Аркатрĕ ăна пирĕн Çар.

Хитрен мир хĕвелĕ çуталчĕ.

Пур халăх сивлетпĕр вăрçа.

Тырă сăрчĕ


Хам куçа шанмастăп темшĕн,

Тинкереп йĕтем енне.

Улăп куçарса килмен-ши

Хăйĕн çӳллĕ ту-сăртне!

 

Ун çине халь улăхсассăн,

Выляса эп ачалла,

Пăхăп ялăма хавассăн,

Çуртсене палла-палла.

 

Йĕтемпе утап, калаçнăн

Хампа хам эп: «Мĕн-ха ку!»

Умăмра тăрать мăнаçлăн

Тырă сăрчĕ — çӳллĕ ту!

Укçа хутаççи


— Натюк, ан кулян. Пысăк парне кирлĕ мар. Эпир санпа менельнике çынна хисеплесе каятпăр, — мăшăрĕн шывланнă куçĕ çине пăхса шăппăн каларĕ Коля.

— Коля, хăçан ăнланма пуçлатăн эсĕ пурнăçа? Раиса 50 çул тултарать. Юбилей унăн. Апла пулсан пирĕн асăнмалăх парне туянмалла. Килте пурĕ те 600 тенкĕ. Паян çак укçана пĕтерсен, миçе кун укçасăр ларма тивет. Эсĕ çавна ăнланатăн-и? — чуна тивмелле сăмахсем кăларчĕ Натюк, Коля мăшăрĕ.

— Натюк, кăшт лар-ха. Раиса пирĕн тус. Иксĕмĕрĕн укçа ытла нумай маррине пĕлет. Вăл çыравçă. Пире писательсене мĕн кирлĕ? Пĕр ылтăн калем тата шухăшсене çухатасран ĕç тетрачĕ илетпĕр те, çитет. Юлнă укçипе — эрне пурăнатпăрах.

— Эх, Коля, Коля. Эсĕ пурнăçран кая юлнине пĕлсеччĕ-ха, анчах та çавăн пекех пулнине паян тин туйрăм. Санăн ылтăн пероллă калему 800 тенкĕ тăрать.

Кольăпа Натюк темиçе самант пĕр-пĕрин çине пăхса шăппăн ларчĕç. Коля хăйне питĕ аван мар туйрĕ. Менельнике каймаллăх укçа çукки, кашни пус шутра пулни питĕ хурлантарчĕ ăна. Мĕн тумалла?

Çамрăк мар арçын хăй компьютерне ĕçе ячĕ. Унăн алли пуç мимине итлемесĕрех темле сăмахсем пичетлеме пуçларĕ. «Аллă çул тултарнине халалласа! Хам туни. Тытăмĕ: кăшман, çĕпре, шыв. Хаярлăхĕ 60 процент.»

Малалла

Тăван чĕлхе


Тăван енре хĕвелĕ те хĕрӳллĕ,

Анне алли пек лăпкăн çупăрлать.

Тĕнчемĕр вăранать хитрен ир кӳлĕм,

Пин саслăн савнă тăрăхăм юрлать.

Тăван енре пуплетĕн шăкăл-шăкăл,

Анне чĕлхи парать мана хавал.

Йăмра çулçийĕсем те шăпăл-шăпăл

Тăсса параççĕ тейĕн ăшшăн ал.

Тăван чĕлхен ытарайми çăлкуçĕ

Анне чĕлхи пек янкăс саспала

Çу çилĕ евĕр кăмăла пĕр уçĕ,

Ĕмĕрĕпех вăл пулĕ манпала.

Тăван чĕлхе! Эс уçлăха хăпартăн,

Олимп тăвне çĕклентĕн пĕрре мар,

Тĕнчен мĕн пур енне сукмак хыватăн…

Сана савса çĕн сăвăсем хайлар.

Хаклавçăпа сăвăç


Сан сăввунтан, Митӳç, калам:

Тăвар пĕрре те каламан

Яшка пекех. Çапман калай

Кала, кама рехет парать?

Ытла та хăйăлти сассу,

Тип кашăка çăвар туять.

Каланине веçех асту,

Ан ман: ик вĕçлĕ вăл туя.

Хĕлхем тете, асав шăлу

Куратăп: хĕрхенми çыртать.

Чăтаймĕ те капла шăллу.

Çапсан пурин те ыратать.

Сăмаххуна илеп шута,

Анчах та эпĕ шур хута

Чун тарĕпе çеç хуратам,

Хам утас тенĕ пек утам.

■ Страницăсем: 1... 479 480 481 482 483 484 485 486 487 ... 796