Кушкă ачи

С(Чув)2
П 29
Тихăн Петĕркки. Кушкă ачи: повеç. — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1971. — 168 с.
Илемлĕ-çке Кушкă çĕрĕ-шывĕ! Ялĕ лапăра ларать, ăна икĕ енчен тусем хÿтĕленĕ, тепĕр енчен Канна шывĕ çавăрса илнĕ. Ялăн сылтăм енче — Пыллăх вăрманĕ, тепĕр енче — Аслă улăх. Çуркунне Кушкă ачисем Тĕпек çеремлĕхне путек-сурăх çитерме тухаççĕ. Çулла Кăнна шывĕнче ача-пăча шапăлтатать. Ял варрине, Хрестума, çамрăксем вăйă калама пуçтарăнаççĕ... Çак илемлĕ çĕршывра, Кушкă ялĕнче, çуралса ӳснĕ ĕнтĕ чăваш халăхĕн аслă ывăлĕ — Иван Яковлевич Яковлев.
Кĕнеке авторĕ Тихăн Петĕркки те Кушкă ялĕнче ӳссе çитĕннĕ. Çавăнпа та-ши кĕнекери сăнарсем куç умне чĕррĕн тухса тăраççĕ.
«Кушкă ачи» — писатель çырма палăртпă произведенийĕн пĕрремĕш пайĕ.
Хаклă вулакансем! Çак кĕнеке пирки хăвăрăн шухăш-кăмăлăрсене çак адреспа çырса пĕлтерме ыйтатпăр: гор. Чебоксары, проспект Ленина, дом 4, Чуващкнигоиздат, редакция детской литературы.
© Чăваш кĕнеке издательстви, 1971
Шухăшсем
Wanting to elevate your website t...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
Прочитал от и до...