Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ÇăлтăрчăксемТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеСинкерХĕллехи каçсенчеАслă халалКĕпер

Тĕрлĕ тĕслĕ акăшсем


Ах, хитре суяççĕ-çке

Ашшĕсем те амăшсем:

Пурăнаççĕ-мĕн инçе

Тĕрлĕ тĕслĕ акăшсем.

Çавăн тĕрлĕ

Пухура

Пур тет хĕрлĕ,

Пур — хура,

Шурă, сарă,

Кĕп-кĕрен...

Тĕс пасарĕ —

Кӳлĕре.

 

Ах, хитре суяççĕ-çке

Хăш чухне ачисене.

Ачапча алли кĕскĕ

Теççĕ пуль ун пек чухне.

Ши! каяççĕ

Ачисем.

Пи! каяççĕ

Хĕрĕсем.

Çитĕнеççĕ

Пит патвар.

Çул инçеччĕ,

Алă пар!

 

Ах, кĕтеççĕ амăшсем

Ашшĕсем те килĕнче.

Тĕрлĕ тĕслĕ акăшсем,

Тен, пурах пуль çĕр çинче?

Пур та пулĕ

Мал енче

Ешĕл кӳлĕ —

Кĕленче....

Ярăнаççĕ

Акăшсем.

Таврăнмаççĕ

Ачисем.

Аптăраççĕ ашшĕсем,

Кулянаççĕ амăшсем.

Тюлень тытма пултарнăскер


Норвегире çапла калаççĕ:

Арçын ача çуралнă чух

Çилсем ытла кăра пулаççĕ,

Хумсен ташши питех те шух.

 

Çавах кимме ларать те ашшĕ

Хăй ачине пĕрле илсе

Тухса каять тюлень тытасшăн

Урма пуçланă тинĕсе.

 

Хумсем сиксе ташлаççĕ майсăр,

Лаптак кимме силле-силле.

Анчах мĕн кирлине тумасăр

Хастар этем килмест киле.

 

Чăнах та, пулăç ик телейлĕ,

Лексессĕн тинĕс тăвăлне.

Тен, амăшĕ кĕтсе илеймĕ

Тин çеç çуратнă ывăлне?

 

Тен, мăшăрне те хăналаймĕ

Кĕрпеклĕ пулă вăлчипе?

...Анчах этемĕн вăй нумай-мĕн:

Ак çитрĕ ашшĕ ачипе.

 

Питне çутатрĕ лăпкă кулă:

— Атя, ларса апат çиер.

Маттур ача, чăн пулăç пулĕ,

Тюлень тытма пултарнăскер.

Çурçĕр хыççăнхи çулçӳрев


— Ан шавлăр-ха эсир, тимлĕрех итлĕр, — пухăннисем çине куç ывăтса илсе аллинчи хаçатне меллĕрех саркаласа тытрĕ те Евдокимов малалла вуларĕ:

— ...Тупăка чавса кăларсан унăн хуппине уçнă. Плогожовичăн ура тĕпĕнчен пуçласа пуç тӳпине çити юнпа вараланнă ӳтне курсан салтаксем сехĕрленсех ӳкеççĕ. Кӳпчесе кайнă вилĕ кĕлетке юнпа пĕвенсе тăнă. Вилен уçă куçĕсем чĕрĕ çыннăнни пекех ялкăшнă. Çапах та вил тăприне чавса уçнă чух унта пулнă врач Плогожовича вилĕ тесе пĕлтернĕ. Эппин вăл “чĕрĕ виле” пулнă. Ĕлĕкхи каларăша ĕненсе вилен чĕрине ăвăс шалча тăрăнтарсан аманнă вырăнтан юн пĕрĕхсе тухнă...

— Воспати! Тек ан вулăр-ха-а! — шартах сиктерчĕ шăпăрт итлесе ларакан студентсене Соня сасси. — Мĕнле у çынна хăратассипех сирĕн?

Кăнтăрла çак сăмахсене илтсен лахлататчĕç-ха ĕнтĕ пĕр кана. Анчах халь, çур çĕр çитесси чĕрĕк сехете яхăн юлнă самантра, никам та пĕр сас кăлармарĕ. Пĕр-пĕрин çине кăна канăçсăррăн пăхкаласа илчĕç.

— Мĕн шăплантăмăр çак эпир! — чĕмсĕрлĕхе татрĕ тем вăхăтран çырă тĕслĕ вăрăм çивĕтлĕ хĕр.

Эрбина ятлă вăл. Ун ашшĕпе амăшĕ, Эриванпа Альбина, хăйсен ячĕсене пĕрлештерсе, хĕрне валли сайра ят шыраса тупнă.

Малалла

«Е канлĕ çывăратăп...»


Е канлĕ çывăратăп,

е ыратăп...

Анчах та уншăн мар

хăратăп.

Сан çумăнтах сана манса

пыратăп,

Тĕлĕксенче сайра

куратăп.

Çĕтертĕм тутлă

тĕлĕк тĕнчине:

Хăлатăн ярăнса вĕçместĕп.

Ютти куç ывăтсан та сан çине

Иккĕленместĕп, кĕвĕçместĕп.

«Ан ятла ахалех...»


Ан ятла ахалех,

Ĕнтĕ эп шăла çыртнă.

Чунăма эп каллех

Туртса пăвса çыхнă.

Эп пĕр айăпсăр мар,

Çавăнпа, тен, çунатăн.

Хуть каçар, хуть шăмар, —

Пурпĕр çук халь çунатăм.

Тĕл пулсассăн,

пĕр си

Пăхса илĕп-и ятлăх?..

Тухмĕ нăйкăш сасси,

Хама хам кăна ятлăп.

«Тем пулать те...»


Тем пулать те —

Йыхăрать тăван кĕтес!

Инçе мар ак...

Ырана мĕн-ма кĕтес?

Çулсăр-мĕнсĕр,

Аташа та аташа

Тӳртенех эп

Çитсе ӳкрĕм Айкăша.

Çур çитсессĕн,

Çĕр типсессĕн,

Эп çарран

Çакăнта тусан кăларнă ачаран.

Хам юратнă

Мăшăр кулĕ хĕрринче

Икĕ хурăн

Эп лартсаччĕ пĕринче.

Çурçĕрте

Кайран кураттăм тĕлĕкре.

Тек курап-ши?

Хĕсĕнсе килет чĕре.

Макăраççĕ

Икĕ хурăм тункати...

Хăрса ларнă

Ашкăран чие кати.

Чăтаймасăр

Кĕрсе тухрăм Айкăша.

Эп çухатрăм

Тата икĕ юлташа.

Çĕршывăм


Чĕкеç курăк шăрши — пыл шăрши.

Тулăх улăх — Çавалăн харши.

Ку вăл — эпĕ çуралнă Çĕршыв,

Ман илемлĕ Çĕршывăм.

 

Çил вĕрни те кунта уçăрах,

Çуркунне те кунта çутăрах.

Сан тĕлти кашни пĕр çăлтăрах

Эп паллатăп, Çĕршывăм.

 

Çарансем çырлапа çăп-çăра,

Çырла питлĕ хĕрсем çырлара

Сан çинчен çил çуратнă юрра

Янратаççĕ, Çĕршывăм.

 

Пулăпинччĕ хĕвел пайăрки,

Çĕр те пĕр шевлерен йăлтăркки,

Сан питне чун юранă пирки

Сĕртĕнмешкĕн, Çĕршывăм.

Турамăш


Паянхи бизнес-ледисене халаллатăп.

Автор.

 

Этем кайăк пек вĕçме пултараять тесе эпĕ нихăçан та шухăшламан. Çук, çук, самолет-вертолет е сывлăша çĕкленекен ытти хатĕр-хĕтĕр çине ларса мар, хăй тĕллĕн саркаланса çӳлелле хăпарни пирки сăмах пырать. Мана темĕнле вăй тĕксех тенĕн сывлăша çĕклерĕ те, эпĕ, супăнь кăпăкĕнчен те çăмăлскер, тин çеç-ха темĕнле хĕвĕшӳпе халтан кайса çитнĕскер, кăштах çеç маччана перĕнмерĕм, вара çав тери тĕлĕнсе йĕри-тавралла тинкертĕм. Тавралăх темле халичченхилле марри тăрук анратса ячĕ мана: эпĕ кĕç-вĕç пырса çапăнман мачча хăйĕн хытăлăхне çухатнă-ши вара — эпĕ ун витĕр çăп-çăмăллăн урăх çĕрелле вирхĕнсе тухма май пуррине ăнлантăм. Шăп çак самантра эпĕ анчахрах «вĕçсе» хăпарнă пӳлĕмĕн ăш-чиккипе унта çаплах-ха пĕр çĕре пуçтарăнса тем хĕвĕшекен шурă тум-юмлă çынсем ман куç анине лекрĕç. Кăсăкланса аяларах антăм та сĕтел евĕр япала çинчи... хамăн кĕлеткене курсан чутах тăнсăр пулса урайне персе анмарăм. Анчах ... анчах урайне кĕрĕслетмелĕх ман халь кĕлеткем çук-мĕн, вăл авă, хирург çĕççи айĕнче, пач хускалмасăр выртать. Çакна курса хама-хам хыпашлама хăтлантăм та ... тинех тавçăру çиçĕмле хăвăртлăхпа пырса çапрĕ: «Турăçăм! Апла эпĕ?..

Малалла

Пĕлӳ пирки


Тем те пĕлетĕп теттĕм эп хама,

Сăлтав пур урăхла халь калама:

Пĕлӳ кĕртет пулсассăн çылăха,

Суя пĕлӳ пухнийĕ — кăлăхах.

 

Суя шур илтерет чĕре куçне,

Пит хăвăрт мăкăлтать ăс-хакăла,

Шуйттан час иленет этем пуçне

Усаллатса йăваш çеç кăмăла.

 

Хăвпа тăванлă, çывăхри çыннах

Вара паратăн чул эс, çăкăр мар.

Çĕрле вăл кăшкăрать пулсан: «Хурах!» —

Хуплатăн хăлхуна эс çывăрма.

 

Пĕлӳ кирлех-им çăвара табак

Хыпса йӳç тĕтĕме çăтма пăк-пак?

Пĕлӳ тени мĕн-ма-ха пулăшмасть,

Мăшăрсене вăл уйрăлма чармасть?

 

Пĕлӳ пуррисеннех çапла вара

Ача мĕн-ма юлать-ха тăлăха?

Пĕлӳ пуррисемех мĕн-ма вара

Шав çаратаççĕ хӳтсĕр халăха?!

 

Пур ырă ăс, пĕлӳ те — Турăран,

Пĕлӳ паха Ун çутипе кăна!

Çынна сума суман ăс — шуйттанран,

Вăл пĕлӳпе иртеймĕн тамăкран.

 

Тем те пĕлетĕп теттĕм эп хама,

Сăлтав пур урăхла халь калама:

Пĕлӳ кĕртет пулсассăн çылăха,

Суя пĕлӳ пухнийĕ — кăлăхах.

Хаклă мул


Ылтăн-кĕмĕл çуккă ман,

Мĕн парас сана, тăван?

Хаклă пурлăх çуккă сан,

Параймастăн — мĕн тăван?

 

Урăх мул та çуккă ман,

Сан та çуккă-çке, тăван.

Пурпĕрех эс ан кулян —

Хаклă маншăн эс мулран.

 

Маншăн ылтăн эсĕ пул,

Саншăн кĕмĕл эп пулам.

Пурлăх еннелле ал сул,

Эп те ун енне сулам.

 

Хуйхă çитнĕ самантра,

Ăшу çуннă вăхăтра

Саншăн эпĕ кĕлтăвам,

Маншăн эс кĕлту, тăван.

 

Кĕлĕ хаклă ылтăнран,

Тĕнчери пур пурлăхран.

Маншăн йăлăн эс Турра,

Эп те йăлăнăп вара.

 

Кĕлтусан кăна килет

Ырă Турăран тивлет.

Кĕлĕ çеç çĕклет çынна,

Кĕлĕ çеç çăлать чуна.

 

Маншăн эсĕ кĕмĕл пул,

Саншăн ылтăн эп пулам.

Пурлăх еннелле ал сул,

Эп те ун енне сулам.

■ Страницăсем: 1... 485 486 487 488 489 490 491 492 493 ... 796