Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Полк ывӑлӗПирвайхи юратуТăм ӳкнĕ ирĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томЙăмраллă ялШăплăхри аслатиТĕлĕнтермĕш юмахсем

Тасалăх


Суйма пĕлмен ачан çут куçĕ пек

Сенкер тӳпе паян таса.

Шап-шур чиркӳ хĕреслĕ вĕçĕпе

Тăрать умра псалом çырса.

 

Тӳпе пекех сенкер ачаш куçпа

Ача пăхать чиркӳ енне,

Хĕвел пек çута ăс-пуçпа

Вăл йăпшăнать: «Атя, аннем...»

 

Ун халь часрах шала кĕрес килет,

Шалта сыптарĕç Тур Юнне.

Çинçе саспа чан кĕлĕ кĕвĕлет

Хĕмлентерсе ача чунне.

 

Хĕрес çине çакланнă хĕвеле

Просфорка тейĕн чăнласах.

Тĕнкĕлтетсе чан кĕлĕ кĕвĕлет,

Чунра — ачан çут куçĕ пек таса!

Чемпион


Нумаях пулмасть эпĕ тахăш хаçатра хăш-пĕр спорт командисем тĕрлĕ ăмăртăва çителĕксĕр хатĕрленни çинчен вуларăм та, пĕлтĕр пулнă пĕр истори аса килсе кайрĕ.

Пирĕн ялта Сахар мучи пур. Питĕ лайăх старик, ĕçчен, кăмăллă çын. Утарта хурт-хăмăр пăхса пурăнать. Утмăлтан иртнĕ пулсан та, кĕреçе сухалĕ кĕмĕл тĕслĕ пулин те — аптрамасть-ха: тĕреклĕ, пĕр шăлĕ те ӳкмен. Шӳт тукаласа, ухсах арăмсене куç хĕскелесе те илет.

Çамрăкрах чухне вăл икĕ аллипе икшер пăт тараса пуканĕсене çĕклесе çăмăллăнах пуç çинче вылятатчĕ, анкартинчен кил хушшинчи кĕлете çич-сакăр пăт таякан миххе ним мар йăтса çитеретчĕ. Чупас енĕпе ăна хăваласа çитекен çын та пулман. Мĕн пĕчĕкренпех кĕтӳçĕ пулнă та вăл — шăна-пăван вăхăтĕнче ĕрĕхсе кайнă ĕнесем хыççăн хăваласа шутсăр шухăланса çитнĕ. Спортсменсем пек каласан, тренировка вăйлă пулнă унăн пурнăçĕнче, çавăнпа та, пĕр тапранса кайсан, арçури пекех чупатчĕ. Анчах ялти çын, нихçан та ятарласа спортпа хăтланман вăл, ниепле те спортсмен теме çук ăна. Ни ăмăртусенче, ни кроссенче пулман вăл, çапах та — мĕн тăвассу пур! — çав Сахар мучие кĕтмен-туман çĕртенех пĕр спорт ăмăртăвне хутшăнма тӳр килнĕ. Чип-чипер пурăннă çĕртех, шутламасăр-ĕмĕтленмесĕр, пирĕн колхозри хисеплĕ старик чемпион ятне илнĕ. Тĕлĕнетĕр-и эсир? Тĕлĕнетĕр пуль çав, эпир хамăр та калама çук тĕлĕнтĕмĕр унран...

Малалла

«Хайхи» алçыру журнала вулакансене


Вулакансем, тăванăмсем,

Вуласса тĕплĕ вулăр,

Йăнăш сăмаха каçарăр,

Çитменнине çитерĕр,

Ытлашшине çук тăвăр,

Терĕссине хыт тăнлăр!

Чи ĕлккен сăнарсем...


Чи ĕлккен сăнарсем

Çырăнманччĕ-ха манăн.

Каланман сăмахсем-

Шăранса тухайманлăн.

 

Тап-таса туйăмсем…

Пытанайнă ăçта?

Упрайса турăсем

Пурăнаççĕ таçта.

 

Хĕллехи сивĕсен

Ĕлккинчен хăраса

Сăнарсем сивĕнсе

Лараç мар-и хăрса?

 

Эп пĕлмесп, ăçтарах

Хӳтлĕх тупнă вĕсем.

Тен, кунтах, чунăмрах

Лăпчăнан кĕвĕсем.

 

Ыррине уяма,

Тупнине упрама

Пелейместпĕр темме

Тем çитмест этеме.

Чи таса сăнарсем,

Чĕрери сăмахсем.

Вăрман парни


В.П. Тимакова сума суса, асра тытса

Эп çухататăп туссене…

Мĕн-ма кĕске поэт элчелĕ?

Ерçӳ тупса кĕнекӳне

Ним хăварми эп шĕкĕлчерĕм.

Ман аллăмра ак «Юмансар»,

Тăван ене халаллă палăк.

Çултан çул йышлă çулçă сар —

Çак çирĕп йывăç пек ман халăх.

Уçсан вăрман мăн алăкне

Поэтăн сассине туятăп,

Шухăшăмпа çапла пуятăп

Тытса поэзи алтăрне.

Кăштах вара ларса канатпăр

Хĕвел ташлан уçланкăра.

Сăмах-юмах тинке яратпăр,

Сăмахĕ — кăмăла кура.

Сас пачĕ шурă пăрахучĕ

Чĕнсе тăван Шупашкара.

Каçарчĕ хăвăрт Атăл учĕ,

Кăмпийĕ ӳстĕр Йăлăмра.

Асрах ыр шăршлă хура кăрăç

Капăртма пек, сан аллунта…

Час-час тӳлеккĕн тухса тăрĕç

Поэт çӳренĕ вăрманта.

Вăрман парни — кĕр ĕрехечĕ

Кăмпийĕ ӳсĕ-ха татах…

Поэзири атте пекехчĕ

Эс. Паян пĕччен кăмпа татап.

Сăвăç


Чăваш поэзийĕн генийне

К.В.Иванова халаллатăп

 

Мĕн-ма сан ĕмĕрӳ кĕске…

Кăвак хуппи пек çутăлать те,

Тăп чарăнать вылян кĕсле.

Поэт каять ку çĕр çинчен

Сăвву пурнать кулленлĕхре,

Тупатăн тин тӳлеклĕхне

Пин-пин этемĕн чĕринче

Тата чăваш кĕрекинче.

Сăмахĕ ăшăтса чуна

Сӳнми хĕрӳленсе çунать,

Этемлĕхе телей пиллет,

Поэт кĕтрет пулса килет.

Ӳкнийĕ — тĕрекне тупать.

Ырмарлăх тĕнчере йăшать,

Ырри илемлĕн ялкăшать.

Тен, çавăнпа сăвăç чĕри

Сӳнет пит ир, юлать юрри.

Ылтăн чăмăрккипе кĕмĕл тĕпренчĕкĕ


— Эсĕ мана юрататăн-и?

— Мĕншĕн ыйтатăн?

— Ыйтма юрамасть-им?

— Кашни кунах тĕпчетĕн вĕт, йăлăхтармасть-и?

— Интереслĕ эсир, хĕрарăмсем.

— Интереслĕ пулса мĕн туса кăтартрăм вара? Ма чĕнместĕн? Мĕн шăплантăнтата?

— Ан кансĕрле-ха.

— Çав компьютер умĕнче ларсах...

— Шăплан-ха, шăплан, тархасшăн.

— Мана юратманнипех ĕнтĕ пурнăç ăнса пымасть.

— Çитĕ юратса, э? Мĕнле калаçас килет вăл?

— Во! Во! Каларăм вĕт: эсĕ мана нихăçан та юратман. Çăмха Гени хĕрĕ тиркерĕ те хăвна, çав Тамарăна тавăрас тесе мана качча илтĕн. Каларĕ аннем, итлемерĕм.

— Сана никам та вăйпа качча илмен, хăвах килтĕн.

— Кăна пĕлнĕ пулсан кӳршĕ каччинех каймаллаччĕ. Саня Петтине кайнă пулсан ыр-ă курса çеç пурăнаттăм. Унăн арăмĕ принцесса пек саркаланса çӳрет. Эпĕ ĕмĕре сая ятăм, санпа пурăнса шанса кайрăм, типрĕм. Çӳçĕм юлмарĕ-ĕ-ĕ! Так сая кайса пурăнатăп.

— Итле-ха, Наçтуççа, эсĕ мана качча килнĕ чухне миçе кило таяттăнччĕ?Асаил-ха?

— Хĕрĕх сакăр кило çеçчĕ-ĕ-ĕ. У-ууу!

— Халь миçене çитсе лартăн?

— Кĕçех сакăр вун тăхăр килограма çите-е-еп!

Малалла

Вĕтерансем


Утать хăватлă халăх — çĕлĕк хыв!

Çĕнтерĕве чыслать Тăван çĕршыв.

Кĕрлет янравлă марш Çӳл тӳпене çити, —

Сулмаклăн илтĕнет салтак утти.

 

Утаççĕ паттăрсем — ветерансем,

Куççуль те савăнăç тутаннă аттесем,

Çут тĕнчене вутран хăтарнисем,

Пире телейлĕ пурнăç панисем —

Ветерансем.

 

Савса хĕвеллĕ тăнăç пурнăçа

Эсир васканă çулăмлă вăрçа.

Шăраннă пуль вутра

Е путнă пуль шывра —

Эсир çĕнтернĕ çав çапăçура!

 

Утаççĕ паттăрсем — ветерансем,

Ылханнă тăшмана çапса аркатнисем,

Çут тĕнчене вутран хăтарнисем,

Пире телейлĕ пурнăç панисем —

Ветерансем.

 

Текех хăмсарас çук тăшман пире

Йӳç тĕтĕмпе хупласшăн çут ире.

Ав, курăр, хуралта

Тăрать маттур салтак —

Çĕршывăма вăл кĕртмĕ çич юта.

 

Ĕненĕр, паттăрсем — ветерансем,

Пире телейлĕ савăк пурнăç панисем, —

Çĕршыв хуралĕнчи хальхи яшсем.

Сире нихçан та манас çук вĕсем,

Ветерансем.

Çĕнтерӳ кунĕ


Курни-илтни-ши ку, анне сăмахĕ-ши?

Пуçран тухмасть, аса килет ялан,

Киле пырса хыпар пĕлтерчĕ тахăшĕ:

«Вĕçленнĕ вăрçă... Савăнăç паян».

 

Атте те ман — салтак. Тин çеç вăл таврăннă

Фронтран вилес пек хытă аманса,

Çак хыпара илтсен вăл — хăйшĕн тавăрнăн, —

Пĕр вăхăт тăчĕ шăп шăлне çыртса.

 

Куçран пăхса хĕрӳллĕн ыталарĕ вăл

Мана, виç çул тултарнă ачана,

Çӳле çĕклерĕ — йывăрччĕ ыратăвĕ,

Юратăвĕ пăхман пуль сурана.

 

Курни-илтни-ши ку, анне сăмахĕ-ши?

Атте ытамĕнчен тухса кайса

Эп халĕ те вĕçетĕп пек шур акăшăн

Çунатсемпе сулмаклăн авăсса.

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем


Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем...

Вăрăм пулчĕç, йывăр пулчĕç çулĕсем.

Киле çитнĕ инçетрен,

Юнлă вăрçă хирĕнчен

Салтăк çырнă виç кĕтеслĕ çырусем.

 

Cалтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем —

Иртнĕ вăрçăн ĕмĕрхи хыпарçисем.

Савăнтарнă та пире,

Хурлантарнă та пире

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем.

 

— Хаклă мăшăр, ман юратнă ачасем, —

Çырăвне çапла пуçлатчĕç аттесем. —

Аркатсассăн тăшмана

Кĕтсе илĕр ак мана,

Хаклă мăшăр, ман юратнă ачасем.

 

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем...

Паян кун та упранаççĕ-ха вĕсем.

Çулăм витĕр тухнисем,

Куççульпе йĕпеннисем,

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем...

■ Страницăсем: 1... 489 490 491 492 493 494 495 496 497 ... 796