Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томКĕтмен венчетКатӑлнӑ уйӑхВăхăт таппиЙытă тĕлĕкĕСăвăсемпе поэмăсемАча чухнехи

Пуç таятăп


Эп пуç таяп вăрçа кайнисене,

Вута вутпа çĕнме тухнисене.

Вĕсем фашистсенчен пач шикленмен,

Хаяр тăшман айне пулас темен.

 

Эп пуç таяп тылра пулнисене,

Çĕршывшăн йывăр чух тӳснисене,

Куна манса тарне тăкнисене,

Çĕнтерĕве тума вăйне панисене.

 

Эп пуç таяп ăсчах ăстасене,

Çĕн хĕç-пăшал кам тунă — çавсене,

Хальччен пулман хăват тупнисене,

Фрицсен чунне шарах ватнисене.

 

Эп пуç таяп чи-чи çӳлтисене,

Пире хĕн-терт пайтах кӳнисене.

Çĕнтерĕве епле-ха тумалла? —

Ырра пĕлме нуша та курмалла.

 

Эп пуç таяп паян куççулĕпе,

Чылай çын ир куç хупнине пĕлеп.

Калас килет пуçра мĕн пулнине:

Тăван çĕр тек ан куртăр тӳснине!

Вĕçкĕнчĕк


Автобуспа Шупашкартан пĕр район центрне кайма тухрăмăр. Билетра палăртнă вырăнсене вырнаçса ларнă чухне пĕр арçын кăсăклантарса ячĕ мана. Çамрăкскер, лайăх тумланнă. Темскер килĕшмерĕ пулас — ларма тăнăскер пӳрнипе ларкăча сăтăра-сăтăра илчĕ. Тусанлă-ши? Çавăнтах шофер патне уттарчĕ. Çĕтĕк татăкĕ ыйтса илнĕ-мĕн. Ларкăча унпа васкамасăр шăлса тасатрĕ (хыçалти вырăнта пĕчченех вăл). Типтерлĕ çын!

Кăшт тĕлĕрсе кайнăскер — тепĕртакран çав пассажир еннелле тепĕр хут çаврăнса пăхрăм. Хĕвел çаврăнăш шĕкĕлчесе пырать иккен. Юрĕ-ха, çынна уншăн айăплас çук. Анчах ку этем хуппине пĕр-пĕр çĕре пуçтарас вырăнне... урайне сура-сура пăрахать. Вăт «типтерлĕ» сана!

Автобус малаллах вирхĕнет. Манăн шухăшсем те унран юлмаççĕ — таçталла сапаланнă. Сасартăк «манăн» пассажир енчен чаштăртатнă сасă илтĕнчĕ. Каллех пуçа пăратăп (инçех мар ларатăп). Хайхискер темскер çиет иккен. Апат-çимĕç чĕркенĕ хутпа полиэтилен хутаçа ăçта хурас-ши тенĕн ун-кун пăхкаларĕ те... урайне вирхĕнтерчĕ. Чим, урах-ши вăл? Çук иккен, хĕрĕнкĕ — пичĕ-куçĕнчен лайăхах курăнать. Ăçтан, мĕнле? Паçăр паллă марччĕ-çке. Йĕркеллех пекчĕ. Ларкăча шăлса тасатнă хыççăн мĕнле ирĕклĕн-танлăн карăнса ларчĕ — патне ан пыр! Халь вара... А-а, ав мĕн иккен! Вĕçкĕнчĕк-капăрчăк пальто кĕсйинчен эрех кĕленчи кăларчĕ те... çăварĕнченех ланкăртаттарса ĕçрĕ. Килĕшрĕ пулмалла — кăкăрне аллипе рехетлĕн сăтăра-сăтăра илчĕ.

Малалла

Киреметпе юмăç


Пирĕн аслаттесен час çырлахман турри киремет пулнă,

Ăна хур-кăвакал, укçа парсан анчах чиртен сыватнă.

Унăн хурăнташĕ те, пĕлĕши те пит нумай,

Кашни хăй ĕçĕн хуçа пулса пурнакань те чылай.

Кĕçĕннисемех ĕçе пăсса яраççĕ.

Аслă киремет шалу илнине таçтанах пĕлеç вĕсем,

Тӳрлетмесен нихăш те каçармаççĕ кăсем...

Вĕсене аслине-кĕçĕннине пĕлекенĕ те.

Мĕнле чиршĕн мĕн пăрахмаллине те

Лайăх, тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлекенсенĕн ячĕ юмăç,

Вĕсемсĕр пуçне, хăшĕ киреметне те паллаймаç.

Киреметсем вĕсем укçасăр нихăш те çырлахмаççĕ.

Авалтанпа тем чул пуянлăх та пухаççĕ,

Çапах нихăшĕ те алăран илмен вĕсем,

Вĕсене панăшăн нихăш те кулянмаççĕ пирĕн чăвашсем.

Чĕлхе-çăвартан ăна çĕнтерекен пулас çук.

Мĕн каламаллине вăл тахçанах вĕреннĕскер,

Урăх ĕçне чăрманса пурăнма ӳркеннĕскер.

Хăй патне пынă çынсене,

Тĕпи-йĕрĕпе шутлама пĕлменскерсене,

Темĕскер те вĕрентсе улталать;

Хăшинне ал тымаррине тытса пăхкалать,

Теприне укçа çинех пăхса ярать-ĕçке,

Мăкăртатсан укçине хăех и[л]се юлать-ĕçке...

Малалла

Хĕр çураçасси


Çулталăкра пĕрре анчах çулла пулать.

Çĕр çинчи курăк çимĕç те пĕр[р]е çех чечек кăларать.

Этемĕн те çамрăк ĕмĕрĕ пĕр[р]е çех килет-ĕçке,

Çамрăк çыннăн шухăшĕ пуринĕн те ăрасна-çке.

Уссе çитсе алланас1 çул çитсен,

Яшă çынăн мăшăрăн пурнас шут кĕрсен,

Ăçта килнĕ унта хĕр пăхма тапратать:

Пахарах та пахарах тум-тирсем тăхăнма хăтланать,

Хĕрĕн йăваш кăмăлне хăй енне çавăрасшăн,

Ĕмĕрне унпала пĕрле пурăнмалла пуласшăн:

Лаши таврашне те тем тĕслĕ пахалатса пĕтерчĕ,

Çамрăк чухнехи капăр хатĕре пĕчĕккĕнех туса çитерчĕ..

Акă ĕнтĕ яш кил-çуртне

Миçе евĕч кĕрсе тухса кайнине

Астуса тăраканах та пулас çук çав,

Хăш чухне пускилсем те пулас çук çав,

Ăспа майĕпе çураçтарса çӳреç вĕсем

Ушипкă сăмах туса каймин пырĕччĕ тиç2 кăсем.

Евĕч вăл яшăпа хĕршĕн пайтах хурлăх куркалĕ,

Яшăпа хĕр хушшинче нумай кайлă-майлă хутлакалĕ.

Юлашкинчен ĕçе çураçтарсах та пăрахать,

Мĕн кирлине тахçанах пĕлсе тăрать...

Хулăм хакне килĕштерсе татсассăн,

Чĕлхе-çăварне çивĕчрех пуплекен тăвасшăн

Малалла

Анне вилсен


Улма йывăçĕ чĕрĕлмен

Тĕпне шăши кышланăран.

Манăн анне тăмарĕ

Чунне турă илнĕрен.

 

Ах, аннеçĕм, тăван анне,

Алли-ури çыхланнă.

Вилĕм каснă, чунĕ тухнă,

Пĕр чĕнмесĕр выртать-çке.

 

Çерем каснă, шăтăк чавнă,

Ание валли çурт тунă —

Ĕмĕрлĕх пурнăçа пурăнми,

Пирĕн куçа курăнми.

 

Ах, чунăм хурланать,

Чунăм тухас пек тăрайрать.

Анне шăтăкра выртать-çке,

Çиелтен тăпрапа витĕнет-çке.

 

Шухăшларăм, кулянтăм

Анне шăтăкра выртнинчен.

Ах, турăçăм, турăçăм,

Пĕр турă пăрахминччĕ.

 

Ах, аннеçĕм-аннеçĕм,

Вилĕм шăтăкне кĕретĕн,

Пĕр чĕнмесер выртатăн-çке,

Чĕлхи вĕçĕ çыхланса.

 

Ах, аннеçĕм-аннеçĕм,

Ĕнерхи кун калаçатчĕ,

Паянхи кун пĕр чĕнмесĕр

Вилĕм тум-тирĕпе выртать-çке.

Энтюкка пичче Апуç


(Ыттисем халăх такмакĕсем тăрăх)

 

Çавра çил çавăрса

Арманне авăрса

Энтюкка пиччене анратса,

Тӳпетей тăхăнтарчĕ.

 

Тӳпетей тăрри тикĕссĕр,

Энтюкка пиччене кăмăлсăр —

Тенеяльне каймашкăн,

Платун хăтăшне курăнмашкăн.

 

Апуç пичче аптраса,

Ват пуçĕпе анраса,

Пĕчĕк пуçне кастарчĕ,

Тӳпетей тăхăнтарчĕ.

 

Тутлă кăшман акайса,

Анра кăшман татайчĕ.

Апуç пичче, шăтарса,

Тӳпетея ӳстерчĕ.

Савăнăçлă... йăнăш


— Йăнăш кайнă! — сывлăх суннă-сунман каласа хучĕ Ватранков аллинчи хаçат çине пуçĕпе сĕлтсе. Вăл ялта пурăнать, хаçат-журнала тăтăшах çырса тăрать. Общество корреспонденчĕ эппин. Халĕ Шупашкара килнĕ.

Пĕр хаçатăн паянхи номерĕнче унăн пысăк очеркĕ пичетленнĕ иккен. Çавăнти йăнăш пирки сăмах пырать. Паллах, авторшăн савăнмалли япалах мар ку. Анчах пăхатăп та — Ватранков пит пăшăрхансах ӳкмен пек. Калаçнă май куçне шахвăртуллăн çиçтерчĕ. Мĕн амакĕ?

Кăсăкланмасăр тӳсеймерĕм:

— Эс тем... çуллă икерчĕ евĕр паян. Япăх хыпар мар, лайăххи илтнĕ тейĕн. Мĕнле йăнăш кайнă вара?

— Пăхсам. Очерк геройĕн виçĕ мăнук тесе çырнă кунта. Тĕрĕссипе, тăваттăн вĕсем.

— Хăв мĕнле çырнă?

— Виççĕ тесе.

— Апла ху йăнăшнă?

— Йăнăшман!

— Ним те ăнланмастăп!

Ватранков ахăлтатса ячĕ.

— Эпĕ çырнă чухне мăнуксем чăнах та виççĕ пулнă. Анчах очерк редакцире çулталăка яхăн выртрĕ. Çав хушăра геройăн кĕçĕн ывăлĕ авланнă. Çамрăк мăшăрăн ача та çуралма ĕлкĕрнĕ. Вăт хушăннă çапла тепĕр мăнук.

Общество корреспонденчĕн «йăлтăравне» тинех ăнлантăм: йăнăш нимĕн чухлĕ те пăлхантармасть ăна. Пачах тепĕр майлă темелле-и: савăнăçлă йăнăш! Ара, тĕнчене тепĕр этем çĕмĕрттерсе çитнĕ-çке. Хаçатра çырасси... Кам пĕлет, тен, малашне, ӳссе çын пулсан, ырăпа сахал мар палăртĕç ăна. Хальхи «йăнăша» тӳрлетĕç.

Малалла

Хĕртсе хĕвел пăхать-çке...


Хĕртсе хĕвел пăхать-çке,

Пĕтем тĕнчене çутатса.

Çутă хĕвел пулмасан,

Тĕнче тĕттĕм пулĕччĕ,

Тĕнчере вĕреннĕ çынсем пулмасан,

Халăх пĕртте вĕренмен пулĕччĕ.

Кам вĕренни пулсассăн,

Тата ытларах вĕрентсен,

Пурте пĕлнĕ пулĕччĕç.

Мĕнпур вĕреннĕ тăвансем,

Пурте тăрăшăр вĕрентме,

Сирĕн вĕрентни çухалмĕ,

Çутатса тăрĕ, çӳлти çутă хĕвел пек.

Самана


...Çĕр çинче этем çитмен-пĕлмен ĕç хăвармарĕç,

Пур япалана та çĕнĕрен çĕнĕ кăларчĕç.

Чапланса сарăлса тухсах пырать;

Ĕлĕкхи-авалхи кив хатĕр хыçах юлать:

Ун çинчен çавăрăнса пăхаканах та çук-çке.

Парпа ĕçлемелли машинасем тухрĕçĕ,

Чугунка чупмалли рельсăсем хучĕçĕ.

Парохода та парпах çӳрететпĕр,

Ăшне лампа çутса ĕçлеместпĕр,

Электричсство кăлармалли хамăрнах пур-ĕçке.

Трамвайне те унпах турттаратпăр-çке.

Ун йышшисене этем чĕлхепе каласа пĕтерес çук,

Пултарас çук, тăваяс çук.

Туса пĕтернисем темĕн чул йăтăнса выртаççĕ,

Тухса пĕтменнисем чунтан кĕтсе васкаса тăраççĕ.

Кĕтсе выртакансем килсен пит аван пулĕччĕ,

Анчах вĕсенчен хăшĕ те пулсан хатĕрех тăтăрччĕ.

Тырă вырнă вăхăт


Акă ĕнтĕ уйри тырăсем пиçрĕç:

Кĕтсе вĕресе тăракан вăхăтсем çитрĕçĕ.

Утăсем те çулса пĕтмен-çке,

Ыраши те пулса çитсе тăкăнас пекех-çке.

Питĕ хытă хăвалаç вĕсем:

Пĕр вăхăтлăха анчах килнĕ кăсем.

Ун чухне çĕрĕçлекенсене йăвăртарах...

Ал çитерекен çын сахалтарах.

Çивĕчрех çынсем аптрамаç...

Ал çитмен çынсем куллянаç.

Ир çинче ялта та, уйра та урапа сасси анчах.

Тырпул çинчен шутламан çын çук пачах:

Мĕнпур пуянлăх пирĕн уйра выртать.

Çил килсе тăкса ямасан пырать.

Çакăн пек хаклă ĕç çуккă та.

Ун чухне ăйăхсене кататпăр пурсăмăр та.

Урăх енчен килекен услам çук пирĕн.

Çĕрпех тăранас пулать ĕмĕрĕн. [...]

■ Страницăсем: 1... 490 491 492 493 494 495 496 497 498 ... 796
 
1 авланас
2 теççĕ