Киреметпе юмăç
Пирĕн аслаттесен час çырлахман турри киремет пулнă,
Ăна хур-кăвакал, укçа парсан анчах чиртен сыватнă.
Унăн хурăнташĕ те, пĕлĕши те пит нумай,
Кашни хăй ĕçĕн хуçа пулса пурнакань те чылай.
Кĕçĕннисемех ĕçе пăсса яраççĕ.
Аслă киремет шалу илнине таçтанах пĕлеç вĕсем,
Тӳрлетмесен нихăш те каçармаççĕ кăсем...
Вĕсене аслине-кĕçĕннине пĕлекенĕ те.
Мĕнле чиршĕн мĕн пăрахмаллине те
Лайăх, тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлекенсенĕн ячĕ юмăç,
Вĕсемсĕр пуçне, хăшĕ киреметне те паллаймаç.
Киреметсем вĕсем укçасăр нихăш те çырлахмаççĕ.
Авалтанпа тем чул пуянлăх та пухаççĕ,
Çапах нихăшĕ те алăран илмен вĕсем,
Вĕсене панăшăн нихăш те кулянмаççĕ пирĕн чăвашсем.
Чĕлхе-çăвартан ăна çĕнтерекен пулас çук.
Мĕн каламаллине вăл тахçанах вĕреннĕскер,
Урăх ĕçне чăрманса пурăнма ӳркеннĕскер.
Хăй патне пынă çынсене,
Тĕпи-йĕрĕпе шутлама пĕлменскерсене,
Темĕскер те вĕрентсе улталать;
Хăшинне ал тымаррине тытса пăхкалать,
Теприне укçа çинех пăхса ярать-ĕçке,
Мăкăртатсан укçине хăех и[л]се юлать-ĕçке...
«Аслă киремет пурăннă çĕрте
Аслаттесем тиха пусса çитернĕ киремете,
Эсĕ, ачам, ху ятунтан пĕр чун та париман.
Хĕн-хур курасси те, ачам, сана çавăнтан...»
Тесе, пустуях суйса, çынна кулянтарать.
Урăх сăмахсем те нумай тупса калама пултарать.
Пĕлменниех пĕлнĕ пек калаçать те
Пăхтаракан çынни калама кирлĕ маррине те
Пурне те пĕр хăвармасăр каласа сăтăрса тăкать:
Хайхи юмăç тин мĕн тумаллине калать...
Хăшне укçа пăрахма калать-ĕçке,
Теприне тата «нухратпах юрать» тит-ĕçке.
Çапла вара аслаттесем авалтанпах
Пурте киремете пуççапнă, чăнах. [...]
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...