Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
1
Лаша çинчен-ха ман сăмахăм,
Ытла та савăк мар юмахăм.
Тӳрех калам-ха, халь, кутемĕн
Лаша ютланчĕ мар-и темĕн.
Ут-урхамах вăл чун йăпатмăш
Хресченшĕн, чăн юлташ-юнтармăш.
Ялта, лаша, чĕр туртăм тетпĕр,
Каларăша пурте пĕлетпĕр.
Лаша тени кĕç кĕрĕ акă
Леш, «Хĕрлĕ кĕнеке» ăшне.
Хытах шухăшлаттарĕ çакă
Ыраттарса хресчен чунне.
Мана та çак сăнар пит çывăх,
Урхамаха манни вăл çылăх.
Ах, шур çилхеллĕ урхамах!
Калам-ха ун пирки сăмах…
Лашаллă çын — чунпа çунатлă,
Пурнать вăл пурнăçра ынатлă.
Лаша кӳлесчĕ çур та, кĕр те,
Лашапала пырать ĕç-хĕл те.
2
Ут, çилçунат та урхамах,
Юмахсенчи вĕçен уртмах.
Мĕн чухлĕ ят янаварта!
Килсе кĕрет аса вăртах.
Ачалăхри чĕвен Сатур,
Асрах-ха юлнă çав маттур.
Çилпе вăшăлтатан çилхи,
Тĕпĕртетсе чупан тихи.
Кайсассăн аслă Тӳреме1
Епле хавасчĕ çӳреме
Тулли лавпа е пушăлла.
«Лаша та чун, ан пушăла
Унпа этем пек пулмасан,
Малалла
В. И. Павлова халаллатăп
Ăраскалпă сыснан сăмси çинче йĕкĕр чăмăр пысăкăш тислĕк çӳрет, — тетчĕ Салтакьелĕнчи Сăркантей пичче. Ватă çын тĕрĕснех каланă çав. Анчах та çынна, пĕрре куçран пăхсах, пат татса калама йывăр. Çыннăн ăраскалĕ хырăмпа та, çи-пуçпа çеç те виçĕнмест, вăл нумай енлĕ тата тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ пулать. Сăмахран, хĕрĕхмĕш-аллăмĕш çулсенче сăмси шăтăкĕнче çăм пуррисене пирĕн енче ăраскаллисен шутне кĕртетчĕç. Кӳршĕ ялта пуштă валеçекен Кукша Куçмана астăватăр-и? Çав çулсенче вăл чăн ăраскаллисенчен пĕриччĕ. Унăн сăмси шăтăкĕнче çеç мар, хăлхи шăтăкăсенче те çăм чăп туллиехчĕ. Халех лар та арла! Çвитер çыхмах çитеймĕ те, пĕр мăшăр перчетке пулатех. Паллах, вăл ăраскăллă пулмасăр, кам пултăр!
...1947-мĕш çул кăрлач вĕçĕнче мана райкома чĕнтерчĕç. Эпир, фронтра пулнисем, ун чух салтак шинелĕсене те хывма ĕлкĕрейменччĕ-ха. Эпĕ, вăрçă пуçланас умĕн институт пĕтернĕскер, ялти вăтам шкулта ĕçлетĕп. Райкома мĕншĕн чĕнтернине телефонограмми çинче кăтартман. Кăнтăрла иртсен виçĕ сехет тĕлне, тенĕ. Каймаллах, унсăрăн ĕçрен те тапса кăларма пултараççĕ. Ун чух саккунĕсем питех те хытăччĕ, пуçлăхĕсем ытлах та хаярччĕ.
Малалла
Тӳпе таран
Ӳсет вăрман.
Вăрман-и — кайăк пулмасан?
Ту пек капмар
Кил-çурт — кил мар,
Кĕмешкĕн алăк касмасан.
Эс хăв — эс мар,
Санра кăвар
Çунмасть пулсассăн ялкăшса.
Кун-çул ăнмасть,
Кун-çул ăнмасть,
Ларсассăн эс пуçна усса.
Вутпа шывран
Чĕп-чĕр тухсан
Таса та чăркăш шăпупа —
Май пур таран
Ăш кăмăлтан
Çынра вут чĕрт хăв çуттупа.
Вара тăван тавралăхра
Вăрман та пулĕ юрăра,
Уй-хир — уй пек,
Кил-çурт — кил пек,
Эс хăв та паттăр улăп пек.
Виçеп хамз саманапа —
Ăшра ман çук-и ăпăр-тапăр?
Хăвăртлăхпа, улшăнупа —
Ăшра вĕрет çĕн çил, çĕн тапхăр.
Çапах çĕршывăм умĕнче
Туятăп, пур-ха пысăк парăм.
Суя, элек, ултав çинчен
Хальччен çырман-ха эпĕ ярăм.
Теприн — ăш вырăн, ăш кĕтес —
Тулли кăна ун пултăр енчĕк.
Ăна сутать туртса йĕтес
Ăш-чиккинчи пăтрав кӳлленчĕк.
Тепри çапать ав кăкăрне —
Çаплах пырать-ха параппанлăх.
Айран кăшлаççĕ пĕр-пĕрне,
Пĕтмен-ха нишлĕ курайманлăх.
Хăш-пĕринне кăшлать чунне
Кĕвĕçӳпе кӳпченĕ нăрă.
Сапать вара çынсем çине
Хăй евĕр шĕкĕллĕ пин вăрă.
Çат-çат çытмаллă шарлансем
Ав тĕлсĕр ташă çалтаратăр.
Эрех-сăра минретнĕрен
Хăвăр чунах-çке çарататăр.
Патвар утма хăшне-пĕрне
Тытса чарать темле шикпенчĕк.
Ишсе тăкма йăх-яхсене
Çĕршыв хăюллăн кар çĕкленчĕ.
Халь тухнă эп çапăçăва —
Шур çăнăхран ан туччăр хывăх!
Хавшак çынна çăва-çăва
Малалла
Шупашкар тулашĕнче — асфальт сукмак.
Тавтапуç сана, тăван хула совечĕ!
Ывăнсан тухса çӳретĕп эп пăртак,
Çав сукмакшăн та ман кăмăлăм çĕкленчĕ.
Икĕ енĕпе этем аллин вăрманĕ.
Тав сана хула çынни! Мухтав, этем!
Сулханта вĕтет сакки-диванĕ,
Тирексем тĕллеççĕ пĕлĕте.
Машинсем васкаççĕ кĕр те кĕр экспресăн;
Шухаш хыççăн шухăш, машин пек чупать.
Пинĕнчен пĕри тĕвĕленсессĕн,
Савăллă уявăм тытăнать.
Ушкăн-ушкăн шурă пĕлĕт те, тăри те
Ун чухне анса ларать шур вут çине.
Килелле вара утатăп эп шав витĕр,
Васкакатăп çĕр çаврăнăшне.
Шавлаттарать пĕр çур сехет,
Ахăрттарать пин тупăран,
Унтан етри пĕтсе çитет,
Кĕпер хывать мерчен чултан.
Шаркать-ха шыв шулапсенчен,
Мачча та нӳрелет пăртак.
Вĕпеннипе турат çинче
Лăстăртатса илет курак.
Таçта, Йошкар-Ола енче,
Çиçет-ха çиçĕм йăлт та ялт.
Кунта, хула урамĕнче,
Тĕтĕмленсе выртать асфальт.
Юлташăма нумайранпа курманччĕ те — Шупашкар урамĕнче тĕл пулсан чылайччен калаçса тăтăмăр.
— Эпир халь арăмпа пĕр çынна кăна тăратпăр, — терĕ вăл сасартăк. — Ăнланмалла мар-и? Куратăн, ман хăлха япăх илтет, унăн — аптрамасть. Эпĕ çӳрекелетĕп, ура утать, Праски вара хваттертен тухаймасть, сĕтел-пуканран тытса аран-аран куçкалать. Вăт иксĕмĕре пĕрлештерес тĕк — илтекен, утакан пĕр çын пулать хайхи...
Шӳтлерех каларĕ пулин те кăмăл пусăрăнчăкне пытараймарĕ Хĕветĕр. Ватăсен çавă ĕнтĕ — сывлăхпа мухтанмалли çукрах. Анчах юлташăм хăлхи пирки ӳпкелешнине астумастăп-çке. Хăех ăнлантарчĕ:
— Пĕр ăçтиçук «парни» ку. Çавна пула хăлхасăрлантăм. Пĕррехинче урампа пыраттăмччĕ, пăхатăп: çамрăк çын, вăй питтискер, пĕчĕк ачана темшĕн хĕнет — çапать те çапать. Чăтаймарăм — чарма тăтăм путсĕре.
— Вăл вара?
— Ай, ан та кала! «Мĕ-ĕн, сана та кирлĕ-им, ват супнă?» — тесе мĕкĕрсе ячĕ те хыыттăн янклаттарчĕ мана. Çĕре мĕнле шаплатса ӳкнине сиссе те юлаймарăм. Ӳкерсен те пуçран темиçе хутчен тапрĕ вĕт... Хăлхаран та... Больницăна кайрăм та — шалта темскер çурăлнă тет-и...
Пулать-мĕн пурнăçра: Хĕветĕр арăмĕ те çавăн евĕрлĕрех лару-тăрура сусăрланнă иккен. Кăритурта ӳсĕр хĕрарăм выртнине курнă вăл. Ай, шăнса пăсăлма пултарать вĕт! Праски ăна ура çине тăратма хăтланнă. Пулăшнă çавна, анчах тăрмашнă хушăра хăй картлашка хĕрринчен такăннă та тытăнса тăраймасăр аялалла кĕмсĕртетсе аннă. Йывăр аманнă — урине хуçнă. Леш хĕрарăм-и? Чип-чиперех çӳрет. Кашни кун ӳсĕр...
Çиллĕн тавлă çулăме
Тĕп-йĕрĕпех сӳнĕ халь.
Юнлă çапăçун куççулĕ
Ĕмĕрлĕхех пĕтĕ халь.
Çак тĕнчери этемсем
Урăх чаппа мухтанĕç.
Вăл чап — аслă ăс чапĕ,
Вăл чап — ыр ĕçсен ĕçĕ.
Халĕ хĕç-пăшал янтрать, —
Этем юнне вăл тăкать...
Юнпа йĕпенен çĕрĕсем
Вăйлă, тутă тырă парĕç.
Тыррисене пуçтарма
Ирĕклĕ çынсем ӳстерĕç.
(Г.Х. Андерсенран)
Ах, тĕрмере тĕттĕм-çке...
Сsdлама та пит пăчă;
Çан-çурăм та шăнаnь-çке,
Пĕтĕм чуна хăрушă...
Çемçе тӳшек вырăнне
Йĕпе улăм сараççĕ;
Тутлă çимĕç вырăнне
Шывпа çăкăр параççĕ.
Эх, алăмсем, урамсем!
Эсир тимĕр аллинче.
Ах, чунăмçăм, айван чун,
Çунан тĕрмен вутĕнче.
Эп çакăнтах пĕтеп пуль,
Киле çитсе ӳкес çук;
Ак тĕрмере вăтăр çул...
Ачамсене курас çук...
Ыр ачамсем, пепкемсем,
Эп таврăнасса кĕтетри?
Ыр тванăмсем, тантăшсем,
Эп вилменне пĕлетри?..
Эп, чунăмсем, вилмен-ха,
Сывлăш пур-ха кăкăрта.
Анчах сире курмашкăн
Парĕ-и-ха вăл мана...
Пирĕн тĕрме пит çӳллĕ;
Чӳречисем тимĕрлĕ;
Вĕçен кайăксем вĕçеççĕ,
Чӳрече панчен иртеççĕ.
«Амăрт кайăк, ăçта каян?
Чӳрече çине лар халĕ,
Ирĕкри çынсен пурнăçне
Юрă юрласа кăтарт халĕ!..»
«Чӳречӳ çине лармастăп,
Сан чӳречӳ пит кĕçĕн:
Юрă юрласа памастăп,
Малалла
Ачалăхăм‚ ăçта кайса çухалтăн?
Ăçта çӳретĕн‚ яшлăх‚ аташса?
Сире манса пырать çуралнă ял та‚
Пурăнакан хула та — ют туса.
Эсир ан шӳтлĕр-ха апла‚ тархасшăн‚
Ан выльăр-ха манпа пытанмалла.
Сире эп‚ ĕлĕкхи пек‚ тĕл пуласшăн‚
Утатăп та чупатăп малалла.
Телейлĕн васкатать чĕре çуначĕ‚
Кун-çул пек‚ вăхăта çура-çура.
Çапах та‚ шыракан ача та каччă
Хыçра иккен. Манран пит аякра.
■ Страницăсем: 1... 491 492 493 494 495 496 497 498 499 ... 796
1 Аслă Тӳрем — Курнавăш хирĕнчи вырăн ячĕ
|
Шухăшсем
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...