Учитель


Пĕрремĕш вĕрентекене


Пуçламăш хут

Таиççи Тимакова

Пире вĕрентрĕ мар-и тăрăшса?

Çыратăп эп:

«Данилов Лёва»,

Чернилпала çамка тарне хушса.

Тĕнче çинчен, Çĕр чăмăрĕ, çанталăк, —

Пур кăткăса уçатчĕ кашнине,

Уç(ă)латчĕ те ирпе-ирех мăн алăк:

«Салам сире!» — таятчĕ вăл пуçне.

Учителе мĕн чухлĕ чăтăм кирлĕ

Пурăнăçа ăнлантарас тесен:

Ан пултăр вăл никамшăн урлă-пирлĕ,

Ан кайтăрччĕ çак тĕнчере çĕтсе.

Ас-тăн парса,

Çапла пире вĕрентрĕ.

Хыçа та юлчĕ пурнăç урати...

Çапла шкулта ачалăх манăн иртрĕ,

Çавах куç умĕнче

Унăн çути.

Мĕнле пурнан, Таиççи Тимакова?

Эс вĕрентни

Йăлт юлчĕ ĕмĕре.

«Таймапуçах», — калать Данилов Лёва.

Эсир яланлăхах ман чĕрере.

«Каллех аякри сăрт енче...»


Пĕрремĕш учителе, С.М. Зайцева-Ильинăна.

 

Хуркайăк килнĕ пек килет асаилӳ,

Ачалăхра вăрманти пек утатăп.

Шыв ĕçнĕ пек пухаттăмччĕ пĕлӳ,

Учительсем, сире асрах тытатăп.

 

Çут çăлтăр евĕр çутатса тăрса,

Сĕм тĕттĕмрен çап-çут çĕре кăлартăр.

Пĕлӳ сукмакĕпе ертсе пырса,

Эсир пире мăн çул çине тăратрăр.

 

Хуркайăк чĕппи пек кашнийĕ хăй енне

Эсир кăтартнă çулпала саланнă.

Кашнийĕ тупнă хăй шыранине,

Хăйсем саван ĕçе чунне йăлт панă.

 

Эсир пире савса вĕрентнĕ ĕçлеме,

Пĕлӳ тĕнчи чăн куçукка пек пулнă.

Сиртен вĕреннĕ чăрмава çĕнме,

Кашни сăмахăр асăмăрта юлнă.

 

Учительсем, чăн тӳпери çут çăлтăрсем,

Хальхи кунра та ялкăш çутататăр.

Инçе-инçе чĕнеççĕ пурнăç çулĕсем,

Епле пулсассăн та эсир пĕрлех пыратăр...

 

15.07.2006.

Ăраскал тикĕс килмест


В. И. Павлова халаллатăп

 

Ăраскалпă сыснан сăмси çинче йĕкĕр чăмăр пысăкăш тислĕк çӳрет, — тетчĕ Салтакьелĕнчи Сăркантей пичче. Ватă çын тĕрĕснех каланă çав. Анчах та çынна, пĕрре куçран пăхсах, пат татса калама йывăр. Çыннăн ăраскалĕ хырăмпа та, çи-пуçпа çеç те виçĕнмест, вăл нумай енлĕ тата тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ пулать. Сăмахран, хĕрĕхмĕш-аллăмĕш çулсенче сăмси шăтăкĕнче çăм пуррисене пирĕн енче ăраскаллисен шутне кĕртетчĕç. Кӳршĕ ялта пуштă валеçекен Кукша Куçмана астăватăр-и? Çав çулсенче вăл чăн ăраскаллисенчен пĕриччĕ. Унăн сăмси шăтăкĕнче çеç мар, хăлхи шăтăкăсенче те çăм чăп туллиехчĕ. Халех лар та арла! Çвитер çыхмах çитеймĕ те, пĕр мăшăр перчетке пулатех. Паллах, вăл ăраскăллă пулмасăр, кам пултăр!

...1947-мĕш çул кăрлач вĕçĕнче мана райкома чĕнтерчĕç. Эпир, фронтра пулнисем, ун чух салтак шинелĕсене те хывма ĕлкĕрейменччĕ-ха. Эпĕ, вăрçă пуçланас умĕн институт пĕтернĕскер, ялти вăтам шкулта ĕçлетĕп. Райкома мĕншĕн чĕнтернине телефонограмми çинче кăтартман. Кăнтăрла иртсен виçĕ сехет тĕлне, тенĕ. Каймаллах, унсăрăн ĕçрен те тапса кăларма пултараççĕ. Ун чух саккунĕсем питех те хытăччĕ, пуçлăхĕсем ытлах та хаярччĕ.

Малалла