Пĕрремĕш вĕрентекене
Пуçламăш хут
Таиççи Тимакова
Пире вĕрентрĕ мар-и тăрăшса?
Çыратăп эп:
«Данилов Лёва»,
Чернилпала çамка тарне хушса.
Тĕнче çинчен, Çĕр чăмăрĕ, çанталăк, —
Пур кăткăса уçатчĕ кашнине,
Уç(ă)латчĕ те ирпе-ирех мăн алăк:
«Салам сире!» — таятчĕ вăл пуçне.
Учителе мĕн чухлĕ чăтăм кирлĕ
Пурăнăçа ăнлантарас тесен:
Ан пултăр вăл никамшăн урлă-пирлĕ,
Ан кайтăрччĕ çак тĕнчере çĕтсе.
Ас-тăн парса,
Çапла пире вĕрентрĕ.
Хыçа та юлчĕ пурнăç урати...
Çапла шкулта ачалăх манăн иртрĕ,
Çавах куç умĕнче
Унăн çути.
Мĕнле пурнан, Таиççи Тимакова?
Эс вĕрентни
Йăлт юлчĕ ĕмĕре.
«Таймапуçах», — калать Данилов Лёва.
Эсир яланлăхах ман чĕрере.
ОЛЬГА ТАПИРОВА (2011-10-04 20:03:45):
Чăваш чĕлхи чунра кашнийĕн,
Вăл пирĕн пурăнăç,телей
Вăл вĕрентет пире пулмашкăн
Маттур,сăпайлă та ĕçчен!
авторĕ Тапирова Екатерина Николаевна 11"а"класс 2011çул
Патăрьел районĕ Анат-Чакă ялĕ
ОЛЬГА ТАПИРОВА (2011-10-04 20:34:02):
Мĕн тери асамлă вăл тĕнче!
Мĕн тери ачаш вăл Юрату!
Мĕн тери хаярлă вăл суя,
Ах ытла та киревсĕр сассу!
Куртăм эп çынсенчен"курайманлăх"
Хаяррăн вылярĕç куçусем!
Мĕн тери ачш эпĕ пулсан та
Пуç çинче çутартăн йывăр чул!
Пурпĕрех ырра шанатăп эпĕ,
Юрататăп эпĕ пурнăçа!
Турă парĕ мана та туятăп,
Чи илемлĕ ачаш туйăма!
Эпĕ те телейлĕ пулăп,курăн!
Эпĕ те савса чĕнеп ырра!
Пурпĕрех мана усал çапса хуçаймĕ!
ЭПĔ ЮРАТАТĂП ПУРНĂÇА!
авторĕ "Шурякова-Тапирова Ольга Алексеевна .3 май,2011 çул.
Патăрель районĕ Анат-чакă ялĕ