Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Телей...
Ăçтан вăл пуçланать?
Ăçта хĕрри, ăçта ун вĕçĕ?
Мĕнпе килет, мĕнпе каять?
Ăçта хӳтти, ăçта ун хĕçĕ?
Телейлĕ те телейсĕр теççĕ
Çын шăпине хак панă май.
Мĕнпе ăна çынсем виçеççĕ?
Тен, ман вăл çук?
Тен, пит нумай?..
...Виç çул хушши эп ĕмнĕ кăкăр —
Юнра хăвачĕ иксĕлми.
Ӳсерехпе эп çинĕ çăкăр —
Хам пухнă çĕрĕк çĕрулми.
Тутантăм кайăк юррине те...
Чĕлхе çинче — сим пыл чечек.
Мĕн йӳçĕ, мĕн пылак — пурне те,
Шăпа килмест-çке вăл пĕр пек.
Уявсенче, туйра юрларăм
Черетпеле сăра сыпса.
Хут купăспа вара ташларăм,
Кăштах хĕрсен, ура хуçса.
Ман ăшăма хĕвел кĕрет-çке
Çап-çутă, ăшă шевлипе.
Мĕн виличчен ăна ĕçесчĕ
Пĕр тинĕс чухлĕ, тĕппипе!
Утатăп эпĕ çиле хирĕç
Уç сывлăша сыпа-сыпа.
Çавна пула вăй-халăм çирĕп,
Тĕллев çӳрет çил-çунатпа —
Телейлĕ эпĕ çавăнпа!
 Пĕррехинче уйра пурăнакан шăши хваттерте пурăнаканнине хăнана чĕнчĕ. Лешне хăнара килĕшмерĕ, сĕтел пачах та тулăх мар тет уйри шăшин.
— Эсĕ ман пата кил! Манăн сыр та, кăлпасси те, аш та, çăкăр та, тем те пур, — хăнана чĕнчĕ тет хайхискер тусне.
Уйри шăши пĕр кунхине хваттере хăнана кайса килме шутларĕ тет.
Çитрĕ тет. Чăнах та, хваттерте тутлă шăршă сисĕнет тет.
Пĕр-ик çимĕç патне çитнĕччĕ çеç, унччен те пулмарĕ — кушак сасси илтĕнчĕ те, шăши уйри хăнине хăвăрт çеç айккине шутарчĕ. Кăшт çеç кăлпасси татăкне ас тивсе курчĕç хайхисем.
Кушак тухса каясса чылай кĕтсе ларма тиврĕ. Лешĕ тухса кайсан кăшт çикелерĕç те хваттер курма пуçăнчĕç.
— Чим-ха, чим, эс кунта ан пус, — туртса илчĕ тет хваттер шăшийĕ уйрине. — Унта лексен вилме пултаратăн.
Капкăн пур иккен.
— Э-э-э, — хăйне валли пĕтĕмлетӳ турĕ тет уйри шăши. — Эпĕ уйрах лайăх пурăнатăп. Хама хам хуçа. Никам та мана чăрмантармасть! — çапла каласа уйри шăши ирĕкелле тухса чупрĕ тет.
 Урхамах утăма утланса
Эп каям-и вут пек вылянса? —
Килĕм-йышăм, мана ăсатсам
Çул çине ăш сăмах каласа.
Çӳрен утăм çинче çил вылять,
Çӳрес çулăм инçе тăсăлать.
Чĕлпĕре çирĕпреххĕн тытсан
Ăнтăлни те пырать вĕт ăнса.
— Ялăм-йышăм, ăсат ывăлна,
Ывăлу сан пĕлмест ывăнма.
Пĕкĕ витĕр шур пĕлĕт юхать,
Çилхесем хушшипе çул тухать.
Кӳлнĕ ăйăр чул-хăйăр сапса
Талпăнать харăсшаррăн тапса.
— Çĕрĕм-шывăм, ĕç хуш ачуна,
Вĕри тар уçăлтартăр чуна!
Çутă çăлтăр çула çутатать,
Çут пуласлăх мала васкатать.
Çӳлтикасси.
 Урам урлă юлхавлăн утмастăп,
Юрламастăп шух юрă çĕрле,
Юрататăн-и, çук-и — ыйтмастăп,
Пултараймăп ыйтма кĕлмĕçле.
Эп пĕлетĕп, таса юрату вăл
Пайланмасть вак-тĕвеклĕх çине,
Эс ăна, хăть çунтартăр вут-тăвăл,
Хураймастăн кашнин аллине.
Хĕр чĕри çăмах мар тенĕ ĕлĕк,
Салатман ăна вĕттĕн татса...
Мĕн çинчен эп санран ыйтса пĕлĕп —
Хам сана вилес пек юратсан.
Çӳлтикасси ялĕ.
Атте вăрçа тухса кайсан,
Улт ачапа юлать анне.
Йывăр кунсем килсе çапсан,
Илет хăй çунатти айне.
Атте фронтра пуçне хурсан,
Пайтах юхтарнă куççульне,
Анчах алла усса курман —
Çывхартнă Çĕнтерӳ кунне.
Шуса иртейрĕç те çулсем,
Анне те халь çăва çинче.
Паян та манăçми кунсем
Ачи-пăчийĕн асĕнче.
Паттăрсем кăна мар çĕнтерӳшĕн çĕкленнĕ —
Ватти те, вĕтти те шеллемен пурнăçне.
Сухине хăварса,
Лашине тăварса
Ĕнерхи çĕр çынни тухнă вăрçă хирне,
Тăват çул лăпланман çулăмра вăл кĕлленнĕ.
Çапăçу шăплансан — вăхăт пур тăк лармашкăн
Пăшалне тасатма, тумтирне юсама —
Кăранташ хуçăкне
Тытнă вăл аллине —
Аякри телее асăнса йăпанма,
Кил-йышне хăй çинчен пĕлтерсе хут ямашкăн.
Вилĕме çĕнтерсе вăйлăрах вăл юратнă
Çĕршыва, мăшăрне, ачине, тăвана...
Виç кĕтеслĕ çыру,
Еплерех хыпару?
Кӳршĕпе, ял-йышпа вулаканччĕ сана,
Кĕтекен чĕрере эсĕ шанчăк çуратнă.
Виç кĕтеслĕ çыру... Аслă вăрçă хыпарĕ.
Миçе çул, миçе кун унтанпа иртрĕ пуль!
Кивĕ хут, сарă хут...
Йĕркинче — тамăк, вут...
Çавăнпах-тăр куçа йӳçĕ-йӳçĕ куççуль
Çырăва вуласа пынă май хупăрларĕ...
 Ку ĕç тахçанах, çĕр çинче пурнăç пуçланнă чухнех пулса иртнĕ тет. Ун чухне шывпа çулăм туслă пурăннă тет. Çĕр çинче этем пурăнма пуçлать, хăйне валли кил-çурт çавăрать, çурт çĕклет, выльăх-чĕрлĕх валли хуралтă янтăлать. Çемйине тăрантарма шывпа усă курать. Шыв хăй этеме кирлĕ пулнăшăн хĕпĕртерĕ тет. Пăх та кур: апатне пĕçерме вут кирлĕ иккен, çулăмсăр ĕç каймасть. Çулăм та çĕнĕ ĕç тупăннăшăн савăнчĕ. Кун хыççăн кун, çĕр хыççăн çĕр, хĕл те çывхарать, сивĕтнĕçемĕн сивĕтет. Этем пӳртне ăшăтма вут-çулăм кирлĕ иккен. Пĕррехинче шывпа çулăм тĕл пулчĕç тет. Пĕр-пĕрне сывлăх суннă хыççăн кашниех хăй пирки каласа пама пуçларĕ тет. Сăмах хыççăн сăмах, этемпе еплерех килĕштерсе пурăнни çинчен те каласа параççĕ.
— Этем мана юратать, — мухтанать тет шыв.
— Çук, мана, — тет çулăм.
— Вăл мансăр пурăнаймасть! — çирĕплетет шыв.
— Мансăр пушшех те! — парăнмасть çулăм.
Тахçанхи туссем хирĕçсех кайрĕç тет. Тарăхнипе вут-çулăм чашкăрма, шыв çине тапăнма пуçларĕ. Шыв мĕн пур вăйне пухрĕ те çулăма сӳнтерсе те лартрĕ тет. Шыв çулăма çĕнтерчĕ. Шăпах çавăнтанпа çулăма шыв сапса сӳнтереççĕ, мĕншĕн тесен вут-çулăм хăйне тахçан шыв çĕнтернине аса илет те — тӳрех таçта кайса пытанать.
 Ир пулакан çимĕçсене ан тиркĕр,
Ир пиçекен çырласене ан тиркĕр.
Вĕсем пиçмен чухне çу кунĕ тĕссĕр,
Вĕсем пулман чухне пахча та хĕсĕр.
Пăр çапасран хăрамасла ӳсеççĕ,
Çын кăмăлне савăнтарса пиçеççĕ.
Чăтăмсăрсен чарак çукне пĕлмеççĕ,
Савăнăçра инкек пурне пĕлмеççĕ,
Ир пиçекен çимĕçсене ан тиркĕр,
Йăран таптакана сим йĕрĕх сиртĕр.
1957, утă, 20.
 Хурăнсем,
эпир лартнă,
шăварнă, ӳстернĕ
Ешĕл тумлă шап-щурă
хитре хурăнсем —
Хуçăлаççĕ:
çил мар,
çумăр мар, вăхăт мар
вĕсене пĕр шеллевсĕр
касса ӳкерет самантрах.
Кĕçĕ ӳтлĕ этем
(кĕççе питлĕ çынни те
çавах-тăр) —
Тӳнтерле çăпанне
Милĕкпе йăпатасшăн кăна
виç турат вырăнне —
Шатăрах, тĕпренех ӳкерет
эпир лартнă,
туслăхпа асамланă
шап-шурă
Таса хурăнă.
Чĕресем —
пирĕн яшлăх
çут туйăм пилленĕ
Уçă сумлă
черченкĕ
таса чĕресем —
Çурăлаççĕ: çул мар,
çулăм мар, чăтăм мар
вĕсĕне чĕр тĕллевсĕр
çапса витерет çамрăклах.
1957, ака, 9.
 Санран ман каçару ыйтмашкăн
Тем чухлĕ пухăнчĕ сăлтав.
Инкӳ чеен кулать: Ан ашкăн.
Пиччӳ куçран калать: Тăхта...
Шӳт тунăшăн, выля сăмахшăн,
Юратнăшăн, тĕрĕссипе,
Тата телейĕмĕр юпахшăн
Иксĕмĕре сăмах тивет.
Çапла, çынран вăтаннипе эп
Супса çӳретĕп кун каçа,
Унта кайса кунта килетĕп...
Мĕн-ма мана çапмасть аçа!
Ытла та хытă вĕт тиркеççĕ,
Тиркекенсен саккун хаяр!
Каçарччĕ, тантăшăм-пикеçĕм,
Ухмах раскалăмшăн каçар...
Станекки.
■ Страницăсем: 1... 493 494 495 496 497 498 499 500 501 ... 796
|
Шухăшсем
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...