Хĕр çураçасси
Çулталăкра пĕрре анчах çулла пулать.
Çĕр çинчи курăк çимĕç те пĕр[р]е çех чечек кăларать.
Этемĕн те çамрăк ĕмĕрĕ пĕр[р]е çех килет-ĕçке,
Çамрăк çыннăн шухăшĕ пуринĕн те ăрасна-çке.
Уссе çитсе алланас1 çул çитсен,
Яшă çынăн мăшăрăн пурнас шут кĕрсен,
Ăçта килнĕ унта хĕр пăхма тапратать:
Пахарах та пахарах тум-тирсем тăхăнма хăтланать,
Хĕрĕн йăваш кăмăлне хăй енне çавăрасшăн,
Ĕмĕрне унпала пĕрле пурăнмалла пуласшăн:
Лаши таврашне те тем тĕслĕ пахалатса пĕтерчĕ,
Çамрăк чухнехи капăр хатĕре пĕчĕккĕнех туса çитерчĕ..
Акă ĕнтĕ яш кил-çуртне
Миçе евĕч кĕрсе тухса кайнине
Астуса тăраканах та пулас çук çав,
Хăш чухне пускилсем те пулас çук çав,
Ăспа майĕпе çураçтарса çӳреç вĕсем
Ушипкă сăмах туса каймин пырĕччĕ тиç2 кăсем.
Евĕч вăл яшăпа хĕршĕн пайтах хурлăх куркалĕ,
Яшăпа хĕр хушшинче нумай кайлă-майлă хутлакалĕ.
Юлашкинчен ĕçе çураçтарсах та пăрахать,
Мĕн кирлине тахçанах пĕлсе тăрать...
Хулăм хакне килĕштерсе татсассăн,
Чĕлхе-çăварне çивĕчрех пуплекен тăвасшăн
Çур витре таранчченех эреке3 илме ячĕçĕ,
Пур хурăнташсене хĕр эреки ĕçме пыртарчĕçĕ.
Пухăннисенчен ĕсĕрлменни пĕри те юлмарĕ,
Авалтан тухнă йĕркерен нихăшĕ те кулмарĕç.
Яши çураçса киле тавăрниччен,
Хĕр парне касса çакса яриччен
Тĕплĕ ĕç уçăлни курăнмасть.
Ку йăласăр хĕр çураçни нихçан та иртеймасть.
Хăтисем кĕрекере темскер çинчен те вуласа лараççĕ,
Шутникрех халапсем те каласа кулаççĕ.
Хĕрпе яшă кĕреке умĕнчех тăмаççĕ,
Хăйсене кирлĕ сăмахсене пурне те тултах вулаççĕ:
Урăх çынна шырамалла мар ĕнтĕ халь:
Çураçасах та пулать ахаль...
Пирĕнтен çĕнĕрен тухнă йăла мар ĕнтĕ кăсем,
Авалтанпа сыпăнса пыракан йĕрке, тиççĕ ватăсем.
Çураçнă хĕрĕн хăй пек юлташĕсем те сахал мар;
Анчах вĕсене валли эрехи те сахалах кирлĕ мар;
Тĕр-çу4 пĕтерме пулăшаççĕ вĕсем:
Халь çураçнă хĕр пекех пулмаллисем кăсем.
Çапла вара илнĕ эрех ĕçсе пĕтерсессĕн,
Турăран малалла ĕмĕтленмелли пиллĕх илсессĕн,
Евчĕпе яшă тата яшин ашшĕ киле хатĕрленчĕçĕ,
Ĕсĕрлсе чухенкелесе анчах тăраççĕ.
Тарантас çинче «сыв пулăр-ха» теççĕ-çке,
Юлакансем те «лайăх çитĕр» теççĕ-çке.
Ун чухне туй тумаллине пĕлмеççĕ,
Кайран уншăн тата тепĕр четвĕрт ĕçеççĕ.
Тепĕр ик кунтан яши кĕпе тăхăнма каллех килет,
Çураçнă хĕр ăна валли çухависем тĕрлекелет.
Çапла вара ун чухне чылай чăрманмалла,
Вăл вăхăт иртсен, ĕмĕрлĕх савăнса пурăнмалла. [...]
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...