Чемпион
Нумаях пулмасть эпĕ тахăш хаçатра хăш-пĕр спорт командисем тĕрлĕ ăмăртăва çителĕксĕр хатĕрленни çинчен вуларăм та, пĕлтĕр пулнă пĕр истори аса килсе кайрĕ.
Пирĕн ялта Сахар мучи пур. Питĕ лайăх старик, ĕçчен, кăмăллă çын. Утарта хурт-хăмăр пăхса пурăнать. Утмăлтан иртнĕ пулсан та, кĕреçе сухалĕ кĕмĕл тĕслĕ пулин те — аптрамасть-ха: тĕреклĕ, пĕр шăлĕ те ӳкмен. Шӳт тукаласа, ухсах арăмсене куç хĕскелесе те илет.
Çамрăкрах чухне вăл икĕ аллипе икшер пăт тараса пуканĕсене çĕклесе çăмăллăнах пуç çинче вылятатчĕ, анкартинчен кил хушшинчи кĕлете çич-сакăр пăт таякан миххе ним мар йăтса çитеретчĕ. Чупас енĕпе ăна хăваласа çитекен çын та пулман. Мĕн пĕчĕкренпех кĕтӳçĕ пулнă та вăл — шăна-пăван вăхăтĕнче ĕрĕхсе кайнă ĕнесем хыççăн хăваласа шутсăр шухăланса çитнĕ. Спортсменсем пек каласан, тренировка вăйлă пулнă унăн пурнăçĕнче, çавăнпа та, пĕр тапранса кайсан, арçури пекех чупатчĕ. Анчах ялти çын, нихçан та ятарласа спортпа хăтланман вăл, ниепле те спортсмен теме çук ăна. Ни ăмăртусенче, ни кроссенче пулман вăл, çапах та — мĕн тăвассу пур! — çав Сахар мучие кĕтмен-туман çĕртенех пĕр спорт ăмăртăвне хутшăнма тӳр килнĕ. Чип-чипер пурăннă çĕртех, шутламасăр-ĕмĕтленмесĕр, пирĕн колхозри хисеплĕ старик чемпион ятне илнĕ. Тĕлĕнетĕр-и эсир? Тĕлĕнетĕр пуль çав, эпир хамăр та калама çук тĕлĕнтĕмĕр унран...
Ĕçĕ акă мĕнле пулнă.
Иртнĕ çулла Сахар мучие Шупашкара колхозсенчи хурт-хăмăр ăстисен канашлăвне кайма хушнă. Ну, паллах, ку хирĕçсе тăман, кайнă. Ма каяс мар-ха? Çынсем мĕнлерех ĕçлени çинчен пĕлес, май пулсан — хамăн та каласа парас тенĕ вăл... Карчăкне аш кукли пĕçерттерсе кушиле чикнĕ те станци еннелле тухса уттарнă.
Хăй ĕмĕрĕнче сахал мар çул çӳресе курнă çын, вăл хулана чиперех çитнĕ, министерствăна пырса хăй камне, ăçтан килнине çыртарнă, унтан вара халăхпа пĕрле хула варринчи темиçе хутлă çуртăн пысăк залне кайса ларнă. Пĕр доклад итленĕ, иккĕ итленĕ. Унтан Сахар мучи пекех колхозсенчен пынă хурт-хăмăр ăстисем хăйсем тухса калама пуçланă. Кам мĕнле ĕçлет, мĕнле паха опытсем тунă...
— Манăн хамăн та тухса калас мар-ши? — шухăшланă старик. — Епле пулсан та, юлашки çулсенче утара 250 вĕллене çитертĕмĕр вĕт-ха, тупăшне сахал мар илетпĕр!
Çавăнтах пĕчĕк хут татки çине хăй ятне çырать те — президиума парать. Тепĕр çур сехетрен председатель унăн хушаматне асăнса та илет хайхискер.
— Халь Овсов агронома сăмах паратăп, — çитесси — Одноухов юлташ пулать, «Çиçĕм» колхозран.
Одноухов — Сахарсен хушамачĕ вăл, ялта вĕсене «Хăрах хăлха таврашĕ» теççĕ. Тахçан ĕлĕкех вĕсен аслашшĕне, ĕçкĕре çапăçма кĕрсе кайсан, хăйĕн пуçаниех пĕр хăлхине çыртса татса илнĕ имĕш, çавăнтанпа çав ят тухса кайнă та вĕсен. Сахарăн ят тухсан, салтака кайнă чух вулăсри писарь «Хăрах хăлха» тенине вырăсла куçарса çырнă та, вара çакă чăн-чăн хушамат пулса танă.
Хăйĕн хушаматне илтсенех Сахар мучи йăпăр-япăр блокнот кăларса мĕн çинчен каламаллине план туса хунă. «Ну, калатăп ĕнтĕ пĕрре, хамăрăн утарти ӳсĕмсемпе тĕлĕнтеретĕп», — тенĕ хăй ăшĕнче.
Анчах та çавăн чухнех тухса калама тӳр килмен ăна. Хайхи Овсов агроном каласа пĕтерсенех тăхтав пулнă та, пурте апат çиме кайнă.
— Тăхтав хыççăн чăн малтан Одноухов юлташ тухса калаçать, — асăрхаттарнă председатель. Сахар кăштах кăмăлсăрланнă, анчах мĕн тăвас тетĕн? Юрĕ-çке, эппин, ун чухне те калăп, кая мар-ха, канашлу пĕтмен вĕт текелесе лăплантарнă вăл хăйне.
Апатне вăл хырăмĕ панк пуличченех çисе лартнă — тăватă тĕслĕ апат илнĕ. Çиелтен тата пĕр мăн курка чашкăракан хĕрлĕ квас ĕçнĕ те, ăшĕ кансах кайнă унăн.
Каçхи лару тепĕр ик сехетрен тин пуçланассине астуса Сахар мучи васкаман, столовăйран тухсан Атăл хĕрринелле утнă. Çанталăкĕ питĕ лайăх пулнă, лăпкă, хĕвелĕ çав тери хĕртнĕ... Атăл хĕррине çитсе тăрсан Сахар мучи йăлăм еннелле пăхать те — унта халăх пит нумаййине курать. Канмалли кун пулнă-çке. Пĕрисем хĕвел çинче хĕртĕнсе выртаççĕ, теприсем шывра чăмпăлтатаççĕ.
Çавсем çине пăхса тăнă май хайхи унăн та шыва кĕресси килсе каять...
— Çынсем кĕреççĕ, мана юрамасть-и-мĕн? — тет вăл. — Кĕрсе как следăвăт ишес-ха пĕрре, çан-çурăма кантарас! Вăхăт пур-ха...
Анчах çав самантрах хула çыннисем шыва ытла пĕтĕмпех çарамасланса мар, кĕске йĕмсемпе кĕнине аса илет. Арçынсемпе хĕрарăмсем пĕрле-çке-ха, аван мар...
— Аялти йĕмпе кĕмелле пулать-ши? — шухăшлать Сахар. — Ача чухнехи пек йĕм пĕççине тавăрса хăпартса лартас та... Çук, ун пек тусан та килĕшӳллех мар... Хулара-çке, ялта мар. Кунта культура...
Унтан сасартăк хăйне хăй вăрçса илет:
— Э-эй тата, ват тăмсай! Мĕн шухăшласа тăратăп çак эпĕ! Тем, укçасăр çын пек! Тимĕр пăрçа, хыт кукар пулман-ха ку таранччен! Çак кĕске йĕме лавккара илсе ямалла кăна-иç! Кайран мăнуксене те кирлĕ пулать вăл...
Каланă — тунă. Сахар мучи урамри киоскра труççик илет, унтан вăрăм пусма тăрăх чупса анать те паром çине ларса Атăл леш енне каçать, майлăрах вырăн тупса салтăнать, унтан шыв хĕрринерех пырса кăшт сивĕнет, вара шалалла кĕрсе каять.
Унччен те пулмасть, Сахар мучи хăй хыçĕнче музыка кĕрлесе кайнине илтет. Çаврăнса пăхать те — перевоз пристанĕ енчен темĕн чухлĕ халăх музыка каланă май утса килнине асăрхать.
Ну, мĕнех ĕнтĕ уншăн? Паллах, Сахар мучие ку нихăш енчен те интереслентерме пултарайман. Канмалли кун пулнă май пĕр-пĕр завод е учреждени коллективĕ уçăлса çӳреме каçнă пулĕ... Ăна мĕн ĕç? Сахар ал сулать те шывра кăвакал пекех хăтланма тытăнать: шыв çийĕпе те ишет, тĕпнелле те чăмать, месерле те çаврăнса выртать...
Ах, мĕн тери ырлăх çак Атăлта шыва кĕни!..
Сахалтан та пĕр çур сехет киленнĕ вăл. Шывра нумай пулнипе пӳрни вĕçĕсем те пĕркеленме пуçланă. Унтан часах лару та пуçланать пулĕ, как-никак манăн пуринчен малтан тухса каламалла текелесе, йĕпе сухалне сăтăркаласа, çыран еннелле утнă. Хăйĕн кăмăлĕ çав вăхăтра калама та çук лайăх пулнă. Ну... нимĕн те кирлĕ мар ĕнтĕ!
— Вперед! — тесе кăшкăрнă тахăшĕ сасартăк сулахай енче.
Темиçе самантранах Сахар мучи тĕлĕпе сахалтан та пĕр аллă çын пулĕ — шатах çарамас, труççик вĕççĕнех чупса иртсе кайнă. Ним çине пăхмасăр ыткăнса пынă вĕсем. «Мĕн мурĕ, кама хăвалаççĕ кусем?» — тесе шухăшланă та Сахар, часрах çырана тухнă. Васкас, часрах тумланас та каяс кунтан тенĕ ĕнтĕ. Анчах та... мĕн тетĕр эсир? Унăн пĕтĕм тумтирĕ, кĕпи-йĕмĕ пач çухалнă. Ăна тирпейлесе çиелтен пусарса хунă чулĕ те çук! Мĕне пĕлтерет ĕнтĕ ку? Чĕри сăрр... туса кайнă çакăн. Пĕтрĕ пуç! Такам шуйттанĕ çаклатса кайнă вĕт унăн кĕпи-йĕмне, леш библири Адам пекех, амăшĕ çуратса янă тумпа кăна тăратса хăварнă! Унталла пăхнă вăл, кунталла... Çук! Йĕри-тавра — тап-таса!
— Çавсем тунă! — çиçĕм пек шухăш вĕçсе илнĕ Сахар пуçĕнче. — Çав çара паккан чупакансем вăрланă ман кĕме-йĕме! Урăх никам та пулман унта! Хăвалас часрах, çитсе туртса илес...
Нумай шухăшласа тăма вăхăт пулман унăн. Çийĕнчех хăваламасан лешсем инçе кайма пултарнă, шыра вара вĕсене! Сахар пĕррех тапса сикнĕ вĕсем хыççăн...
— Пурпĕр çитетĕп! Пурпĕр çăлатăп хамăн япаласене!..
Эх, чупнă вара, эх, ыткăннă! Сарлака сухалĕ ик еннелле сарăлса вĕлкĕшсе пынă кăна! Пĕр çĕр метр пек кайсан, ăна шыв хĕрринчи çынсем асăрханă та тем пулнă пекех кăшкăрма тапратнă:
— Э-эй, мучи, кая юлнă!..
— Асту, сухална çухататăн!
— Чуп хытăрах!
— Нажимай, дедушка!..
— Улю-лю-лю!
Анчах та Сахар мучи вĕсем «нажимай» темесĕрех пур вăйран чупнă. Унăн епле пулсан та малтан чупса иртекенсене хуса çитсе кĕпе-йĕмне тупмалла пулнă-çке, унсăрăн вăл каçхи ларăва мар, хулана та пырса кĕме пултарайман. Çавăнпа та унăн ура тупанĕсем çĕре те перĕнмен, ура кĕлисем кăна купарчана тивсе пынă...
Тата тепĕр çĕр метр чупсан вăл темле хавшак этеме хăваласа çитнĕ. Унăн аллинче нимĕн те çуккине курса чарăнса тăмасăрах малалла чупнă. Çын, хашкама ернĕскер, Сахартан татăлса юлнă. Куна кура таврари çынсем (халь ĕнтĕ вĕсем чупакансен икĕ енĕпе те стена пекех тăнă...) старике хавхалантарма тытăннă:
— Маттур, мучи!
— Яра пар, яра пар!..
— Кăтарт çамрăксене...
— Не сдава-ай, дедушка!..
Çынсем кăшкăрнă, ку чупнă. Хăшĕсем куласшăн та пулнă пуль ĕнтĕ унран, анчах ку хăнк та туман уншăн, пурпĕр малалла çатлаттарнă, никам çине те пăхман...
Акă ĕнтĕ вăл пĕринчен, тепринчен иртнĕ, виççĕмĕшĕнчен, тăваттăмĕшĕнчен... вуннăмĕшĕнчен... Анчах унăн кĕпи-йĕмĕ никам аллинче те курăнман, çавăнпа татах чупма тивнĕ. Халăхĕ халь пĕр ун çине кăна пăхнă пек пулнă, тек кăшкăрашнă:
— Охо-хо, сухал!..
— Вĕçтер, вĕçте-ер! Хытăра-ах!
— Чемпион пулатăн!
Юлашкине ăнланман вăл, темле мурла сăмах пулнă уншăн «чемпион» тени, халиччен те илтмен ку сăмаха. Тата кирлĕ те пулман вăл ăна, старик хăйĕн кĕпи-йĕмĕ хыççăн чупнă. Çаплах чупнă. Малтан мала, малтан мала. Труççиклĕ çынсем пĕрин хыççăн тепри кая юлса пынă. Вăйĕ ăçтан кăна тухнă пуль! Юлашкинчен Сахар курми те, илтми те пулса çитнĕ, çын мар — хускатса янă мотор тейĕн. Анчах, чупсан-чупсан, вăл пат чарăнса тăрать. Унран малта никам та çук иккен, пурте кайра... Пуринчен те иртсе кайнине хăй те асăрхаса юлайман вăл. Малта çула урлă карнă кĕрен хăю çеç курăннă.
Сахар чарăнса тăнине курсан çынсем тата хытăрах шавлама тапратнă:
— Мучи-и! Ма чарăнтăн? Чупсам, чуп часрах!..
— Вăхăта çухататăн, старик! Чуп малалла, чу-уп!
— Часрах, часра-ах!. Финиш патне-е!
Сахар мучи пурĕпĕр вырăнтах тăнă. Лешсем кăшкăрнă, ку тăнă. Ăнланман вăл нимĕн те: ăçта чупмалла, мĕншĕн чупмалла? Пăхать — хайхи кая юлнисем ăна каллех хăваласа çитеççĕ. Çав вăхăтра халăх хушшинчен темле каччă сиксе тухать те, Сахар мучи патне ыткăнса пырса ăна аллинчен карт! туртать.
— Чуп хăвартрах, ав çав кĕрен хăю патне çитиччен чуп! — кăшкăрать вăл. Хăй те чупать, Сахара та чуптарать. Темиçе самантранах вĕсем кĕрен хăйăва татса иртсе каяççĕ.
Халăх ăнран кайнă пек шавласа ярать. Музыка кĕрлет. Сахар мучи патне пĕр харăсах улттăн-çиччĕн чупса пырса унăн аллисене чăмăртаççĕ...
— Ну, маттур, мучи, çав тери молодеццă!
— Хăш командăран эсĕ! «Спартакран-и» е «Динаморан»?
— Тренировка нумай турăн-и?
— Кам санăн тренер?
Анчах Сахар мучи халь нимĕн те ăнланмасть. Мĕншĕн мухтаççĕ-ха ăна? Мĕншĕн маттур теççĕ? Мĕнле «Спартак»? Мĕнле «Динамо»? Нимĕнле хурав пама та пĕлмест вăл. Унтан куçĕсене мăчлаттарса тăрать-тăрать те сасартăк:
— Тавайăр ман тумтире! — тесе кăшкăрса пăрахать. — Неччу кунта шăл йĕрсе тăма!
— Мĕнле тумтире?!. — тĕлĕнеççĕ лешсем.
— Çĕр çинче мĕнле тумтир пулать çыннăн? Кĕпе, йĕм, атă, карттус, пиншак! Ăçта чикрĕр эсир вĕсене! Хăшĕ вăрларĕ?
Физкультурниксем пĕр-пĕрин çине кăн-кан пăхса илеççĕ.
— Эс... эс кам пулатăн вара?
— Епле кам? Колхозник эпĕ! «Çиçĕм» колхозран, Одноухов Захар, пчеловодсен канашлăвне килнĕскер!
— Хăш командăшăн чупрăн эсĕ?
— Никамшăн та чупман, хамăн кĕпе-йĕмшĕн чупрăм! Шыва кĕтĕм те, хам çăвăнса тухиччен такам мăйракалли мана çаппа-çарамас тăратса хăварнă. Эсир вăрласа тарнă пуль тесе шутларăм. Çавăнпа вĕçрĕм те сирĕн хыççăн, никакой та спартак-динамăшăн мар, ăнлантăр-и? Пĕтĕм ĕçĕ те çавă çеç!
Сахар сывлăш çавăрса илнĕ те йăвашраххăн ӳкĕтленĕ:
— Итлĕр-ха, граждансем... ман тумтире эсирех вăрларăр пулсан, тархасшăн, тавăрса парăр.. Хăçан та пулин пыл-сăра ĕçтерĕп сире уншăн!.. Манăн кĕçех заседани пуçланать, манăн унта сăмах каламалла. Заседание йĕмсĕр кĕме пултараймастăп вĕт эпĕ, ăнланăр-ха çавна! Çылăх сире ват çынран кулма!..
Сахар сăмахĕсем физкультурниксене кӳрентернĕ пулмалла. Пĕр самант вĕсем пĕр-пĕрин çине ним чĕнмесĕр пăхса тăнă. Унтан пĕри, велосипед пек куçлăх тăхăннăскер, ассăн сывласа янă та старике хулпуççинчен лăпкаса илнĕ.
— Ну, нимех те мар, мучи...
— Епле нимех те мар? — кăшкăрса янă Сахар. — Йĕм çук, атă çук, пиншак çук пулсан — мĕн тумалла? Çитменнине, пиншакĕнче укçаччĕ!
— Чим-ха эсĕ... Ăнлан, мучи. Паян пирĕн хулари физкультурниксен кросĕ — чупу ăмăртăвĕ пулчĕ... Эсĕ çав ăмăртура пĕрремĕш вырăн йышăнтăн... кросс чемпионĕ пулса тăтăн...
— А мĕн вăл «чемпионĕ» тени? — хăрарах ыйтнă Сахар. — Пит усал сăмах-и?
— Ну, мĕнле калас сана... Ну, чемпион вăл пуринчен те маттурри, пуринчен те çивĕчреххи!
Çавăнтах вăл Сахара çап-çутă значок тыттарнă.
— Мĕн тăвас ĕнтĕ ман унпа? — ыйтнă старик.
— Çакса çӳре, — тенĕ куçлăхли. — Пурте пĕлччĕр эсĕ чемпион пулнине!
— Вара вăл манăн вăрласа кайнă кĕпе-йĕм вырăнне пултăр-и? — тарăхса кăшкăрнă Сахар. — Хăш тĕле тирес манăн ăна?!
Лешĕ сăмаха урăх еннелле пăрса яма тăрăшнă:
— Кунсăр пуçне акă мĕн тата... — Вăл каллех старике хулпуççинчен лăпкаса илнĕ. — Малашне пирĕн ăмăртусене татах хутшăнас пулать санăн, мĕншен тесен сана члена илетпĕр...
Тытăннă вара Сахар мучие ӳкĕтлеме, ун камăлне çавăрма... Анчах çав мăн куçлăхлă çыннăн пĕр сăмахĕ те Сахар хăлхине кĕмен, вăл çаплах-ха хăйĕн кĕпи-йĕмĕ çинчен шухăшласа ытларан ытларах пăшăрханнă: мĕн тăвас пулать-ши халь? Труççикпе милицие те пырса кĕме çук, хăвнах хупса лартĕç, ухмаха ернисен çуртĕнчен тухса тарнă тейĕç. Пĕтес пулать-иç!
...Телей куçа курăнса килмест тенĕ пек, çав вăхăтра вĕсем патне тепĕр çамрăк каччă пырса тăнă та, аллинчи япалисем çине кăтартса Сахар мучирен:
— Çаксем санăн мар-и? — тесе ыйтнă.
— Манăн çав, камăн пултăр тата?! — кăшкăрса янă Сахар. Чун кĕрсех кайнă ăна! — Ăçтан тупрăн? Кам мурĕ вăрланă пулнă? Кăтарт-ха мана вăл çынна, аяк пĕрчисене шутлам унăнне!
— Никам та вăрламан, — тенĕ каччă питĕ лăпкăн, — кросс пуçланас умĕн сан япалусене пуçтарса купальнăна хунă çеç...
Тек вара Сахар мучи нимĕн те калаçса тăман, часрах тумланнă та хуланалла васканă.
...Колхоза таврăнсан вăл пире çак мыскара çинчен каласа пачĕ те, варсене тытсах култăмăр çав! Пурте ăна «чемпион» тесе чĕнме пуçларĕç. Анчах старик куншăн пĕртте кăмăлсăр пулмарĕ, сарлака сухалне якаткаласа кулкаларĕ çеç. Кăçал, хамăр патра «Урожай» спорт обществин организацине туса хурсан, комсомолецсем Сахар мучие председателе суйларĕç. Чиперех ĕçлет халь. Хăш чух чупкаласа та кăтартать. Карчăкĕ те варçмасть уншăн. Маттур мар-и иккĕшĕ те!
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...