Ылтăн чăмăрккипе кĕмĕл тĕпренчĕкĕ
— Эсĕ мана юрататăн-и?
— Мĕншĕн ыйтатăн?
— Ыйтма юрамасть-им?
— Кашни кунах тĕпчетĕн вĕт, йăлăхтармасть-и?
— Интереслĕ эсир, хĕрарăмсем.
— Интереслĕ пулса мĕн туса кăтартрăм вара? Ма чĕнместĕн? Мĕн шăплантăнтата?
— Ан кансĕрле-ха.
— Çав компьютер умĕнче ларсах...
— Шăплан-ха, шăплан, тархасшăн.
— Мана юратманнипех ĕнтĕ пурнăç ăнса пымасть.
— Çитĕ юратса, э? Мĕнле калаçас килет вăл?
— Во! Во! Каларăм вĕт: эсĕ мана нихăçан та юратман. Çăмха Гени хĕрĕ тиркерĕ те хăвна, çав Тамарăна тавăрас тесе мана качча илтĕн. Каларĕ аннем, итлемерĕм.
— Сана никам та вăйпа качча илмен, хăвах килтĕн.
— Кăна пĕлнĕ пулсан кӳршĕ каччинех каймаллаччĕ. Саня Петтине кайнă пулсан ыр-ă курса çеç пурăнаттăм. Унăн арăмĕ принцесса пек саркаланса çӳрет. Эпĕ ĕмĕре сая ятăм, санпа пурăнса шанса кайрăм, типрĕм. Çӳçĕм юлмарĕ-ĕ-ĕ! Так сая кайса пурăнатăп.
— Итле-ха, Наçтуççа, эсĕ мана качча килнĕ чухне миçе кило таяттăнччĕ?Асаил-ха?
— Хĕрĕх сакăр кило çеçчĕ-ĕ-ĕ. У-ууу!
— Халь миçене çитсе лартăн?
— Кĕçех сакăр вун тăхăр килограма çите-е-еп!
— Тата начар пурăнатăп тесшĕн-и?
— Ялан апат çиетĕп, вăл ахаль штоль? Эсĕ айăплă!
— Эпĕ? Эсĕ нумай апат çинĕшĕн те эпĕ айăплă-и?
— Журнал çинче те çыраççĕ, юрату çитмесен çын ытларах çиме тытăнатъ тет. Мăнтăрланса лартă-ă-ăм! У-у-у!
— Паянтан çиме чарăн. Çитет.
— А-а-а, эсĕ эп апат çинине те кураймастăн. Мĕнле пурăнас?
— Ну, апла çи! Мана мĕн... Шалккă-им?
— А-а-а, саншăн çавах. Саншăн пулсан эпĕ пур-и, çук-и...
— Çитĕ сана, Наçтук. Хăвах пĕлетĕн вĕт, эпĕ сана çеç юрататăп. Мĕн пустуй йĕрсе ларатăн. Ахаль те пуç ыратать манăн.
— Чăнах та юрататăн-и?
— Ăхă.
— Мăнтăр пулсассăн та-и?
— Çапла.
— Начар пулнă пулсассăн та юрататтăнччĕ-и?
— Ăхă.
— Куçран пăхсам эппин. Тӳп-тӳрĕ пăхсам!
— Ну, тӳп-тӳрĕ пăхатăп, юрататăп. Вара мĕн?
— Паçăрах çапла каланă пулсан пĕр хирĕçӳ те пулмастчĕ.
— Тăн çитмерĕ вĕт, Наçтук, чееленме вĕренеймерĕм. Мĕн шутлатăп — çавна персе яратăп. Эх, çак пуçа. Хыттăн çапмалла...
— Мĕн?! Мĕн терĕн? Тепре кала-ха?
— Сан пек лайăх хĕрарăм курман. Ухмах эпĕ, Наçтукăм. Вăрç мана. Ак, йĕрсе кăтартатăп вăт. У-у-у-у-у!
— Чарăн Петя, кил хамăн ытама. Кил.
— Мана ан çĕкле-ха, Наçтук! Эп мĕн, пĕчĕк ача мар вĕт? Эй, кай-ха, ну? Ӳкеретĕн-иç?! Эпĕ йывăр.
— Эпĕ сана ӳкеретĕп-и? Эсĕ пĕтĕмпе те аллă икĕ кило çеç вĕт, ачам. Атя, çитĕ компьютер умĕнче ларма. Кан. Выртса кан. Вăт, çапла.
— Ах, Наçту-ук! Ма ытла лайăх-ши эсĕ?
— Ай, Петюк. Хăв лайăх. Çавăнпа та эпĕ те лайăх.
— Ылтăн чăмакки! Юрать эсĕ пур çĕр çинче.
— Кĕмĕл тĕпренчĕкки! Мĕнле пулма пĕлтĕн-ши?
Шухăшсем
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...