Ирхине


Сир, анне, чӳрече каррине,

Кармашать кун çути тӳпене.

Ах, аннеçĕм-анне, кĕçĕр йăмăк çукран

Чĕлкĕм куç çĕрĕпе эп хупман.

Ах, пулманччĕ капла нихăçан, —

Йăмăк халь те килмен вăйăран.

 

Уç, анне, кантăка ик енне,

Çĕмĕрт кăчăк туртать хăй патне.

Ах, аннеçĕм-анне, мăшăрпа вăйăран

Йăмăк килчĕ киле — суя мар.

Ах, кĕмерĕ киле хапхаран,

Сывлăм çийĕн ик йĕр юнашар.

 

Тух, аннеçĕм, тух алăк умне,

Именет пуль çĕн мăшăр кĕме.

Ах, аннеçĕм-анне, йăмăка ан ятла,

Ыр сунса ыр кун-çул халалла...

Çил ачи сиксе шăпăр калать,

Шур сиренĕм туй çумĕ суйлать.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


kudrjazhka (2010-07-04 20:47:26):

«»Юрри сăмахĕсем питĕ хитре.Музыкине ăçта тупса шырамалла?

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: ăшах

 

Admin (2010-07-10 21:55:29):

http://music.chuvash.org/%d0%a1%d0%b5%d1%80%d0%b3%d0%b5%d0%b5%d0%b2_%d0%92/091-Ah%20anne%20yamaka%20an%20yatla-V%20Sergeev.mp3 — акă

 

Николай Ларионов (2010-09-10 08:48:43):

Кĕввине çырман-ха. Пĕр-пĕр композитор çырасса шанатăп.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: