Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Чакăл-туЫлханлă хура çĕмĕртПурăнас килетСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеСуя телейСăвăсемпе поэмăсемТаркăн

«Паян пуян тесе ан куштанлан...»


Паян пуян тесе ан куштанлан.

Пуянлăх-пурлăх — çурхи шыв юххи.

Чăн тус пулмасть пустуй калаçакан,

Пустуй сăмах кĕрхи турат пуххи.

 

Паян пит чаплипе эс ан мухтан,

Тепри килет сан вырăнна ыран.

Хитрен юрлатъ тăмра ăста тытсан,

Йăлт юрлами пулать ăста кайсан.

«Ытла та пит хăвăрт кунçул урапи...»


Ытла та пит хăвăрт кунçул урапи,

Нимле чап-мухтав тавлашаймĕ унпа.

Мантарĕ йăлтах иртнине кун таппи,

Нихçан ан мухтан тахçан пулнă чаппа.

 

Мухтав куштан çыншăн инкек йыхравçи,

Кашни çын чапа хăй çинче чăтаймасть.

Сăпайлăх ыр çыншăн пуласлăх элчи,

Сăпайлă çынна усал ят çыпçăнмасть.

 

Сăпайлă маттур çын ĕçлет савăнса,

Ĕçре мухтанса çӳремешкĕн май çук.

Ĕçчен çынна чап хăй тупать шыраса,

Пуçкăшăл тытса, вăл пачах кĕтмен чух.

 

15.07.2006

Шурçамка


Кĕтнĕ вăхăт аранах çитрĕ. Эпир çуллахи каникула кайрăмăр. Аннепе пĕрле фермăна çӳреме тытăнтăм. Эпĕ чĕрчунсене юратнăран пулас, ытти чухне те пушă вăхăт тупăнсанах фермăна чупаттăм. Халĕ кашни кунах юратнă пăрусене симĕс апат, сĕт çитеретĕп. Эпĕ кашнинех пырса юрататăп, вĕсемпе сăмахлатăп. Вĕсем те мана хăнăхса çитрĕç. Эпĕ витене кĕрсенех сас параççĕ. Ку вара эсĕ килтĕн-им тенĕнех туйăнать. Аннепе ăмăртмалла апат паратăп. Каярах вĕсене уя та илсе тухатпăр. Кунĕпе вĕсемпе калаçатăп.

Пĕррехинче пирĕн витене Павăл пичче пычĕ. Аннепе вĕсем тем çинчен калаçрĕç. Анчах та аннен пĕр-ик сăмахне илтсе юлтăм: «Лаша вăл пăру мар-çке. Çыртма та, тапма та пултараççĕ лешсем. Ачи те вăл пĕчĕк. Ашшĕпе калаçса пăхар». Павăл пичче пуçне сулрĕ. Кĕçех анне те ман пата пычĕ. Ним пулман пек пăрусене апатларĕ. Эпĕ те хăю çитерсе ыйтаймарăм.

Килте каллех аттепе анне тем çинчен пăшăлтатрĕç. «Ачи вăл пирĕн маттур», — терĕ атте.

— Хĕрĕм, кил-ха пирĕн пата, — терĕ анне. — Микулай пиччу урине хуçнă. Ăна ĕнер больницăна леçнĕ. Халĕ лашасене пăхакан çук. Павăл пиччу Кĕтерин лашасене пăхма килĕшмĕ-ши терĕ. Аçупа санпа калаçса пăхма шутларăмăр. Лашасене пăхма çăмăл пулас çук. Пĕр-ик кунне аçу хăнăхтарĕ. Эсĕ ху мĕн шутлатăн?

Малалла

«Çывăх тусăм манăн пур...»


Çывăх тусăм манăн пур,

Хĕвелтухăç лашам пур,

Кашни кун уйра ĕçлет,

Утă-улăм пуçтарать.

 

Каçсерен вара лаша

Çилçунат пулса вĕçет.

Астарать ăна инçет,

Çутă уйăх та Хĕвел.

 

Хĕвелпе вăл туслашса

Ыр тăвасшăн çынсене.

Валеçесшĕн сывлăхне

Мĕн пур сусăр çынсене.

 

Уйăхпа вăл тупăшса

Çĕнтересшĕн усала.

Ас парасшăн çынсене,

Пистересшĕн усалтан.

 

Шурăмпуçĕ çуталсан,

Çĕр çине вĕçсе анать

Ырă вăрлăх вăл акать,

Çум курăкне сухалать

 

Ыр ĕмĕтлĕ лашампа

Вĕçтеретĕп малалла.

Анлă пурнăç çулĕпе

Ырă ĕçсем тумалла.

Кукка асли пулсан


Кашкăр çамрăк Куяна

Пĕр апат тума шутлать.

— Тĕкĕнеймĕн эс мана, —

Чалăш куç йăл-йăл кулать.

 

— Мĕншĕн? — ыйтрĕ Кашаман.

— Ман кукка халь ращара

Аслă пуçлăх, — тет Куян,

Леш юлать апатсăрах.

«Каллех аякри сăрт енче...»


Пĕрремĕш учителе, С.М. Зайцева-Ильинăна.

 

Хуркайăк килнĕ пек килет асаилӳ,

Ачалăхра вăрманти пек утатăп.

Шыв ĕçнĕ пек пухаттăмччĕ пĕлӳ,

Учительсем, сире асрах тытатăп.

 

Çут çăлтăр евĕр çутатса тăрса,

Сĕм тĕттĕмрен çап-çут çĕре кăлартăр.

Пĕлӳ сукмакĕпе ертсе пырса,

Эсир пире мăн çул çине тăратрăр.

 

Хуркайăк чĕппи пек кашнийĕ хăй енне

Эсир кăтартнă çулпала саланнă.

Кашнийĕ тупнă хăй шыранине,

Хăйсем саван ĕçе чунне йăлт панă.

 

Эсир пире савса вĕрентнĕ ĕçлеме,

Пĕлӳ тĕнчи чăн куçукка пек пулнă.

Сиртен вĕреннĕ чăрмава çĕнме,

Кашни сăмахăр асăмăрта юлнă.

 

Учительсем, чăн тӳпери çут çăлтăрсем,

Хальхи кунра та ялкăш çутататăр.

Инçе-инçе чĕнеççĕ пурнăç çулĕсем,

Епле пулсассăн та эсир пĕрлех пыратăр...

 

15.07.2006.

«Каллех аякри сăрт енче...»


Каллех аякри сăрт енче

Çурхи чечексем ешереççĕ.

Каллех кăн-кăвак çуттĕнче,

Вĕçсе тăрнасем, ав, килеççĕ.

 

Савса вĕсене Çĕр-анне

«Килсемĕр часрах!» — тет хавассăн.

Васкаççĕ пурте хăй килне,

Часрах çĕн йăва çавăрасшăн.

 

Тăван халăхпа, туссемпе

Çурхи тĕнчепе савăнатпăр.

Çурхи кайăксем хăйсемпе

Телей илсе килĕç — шанатпăр.

Асамлăх тĕнчи


Пĕр ялта пĕр çемье пурăннă. Часах вĕсен пĕчĕк ача çуралнă. Сашук ят панă вăл арçын ачана.

Сашук çитĕнсен ашшĕ ăна хитре те мăнаçлă лаша илсе панă.

Пĕр ирхине Сашук лашапа ярăнма шут тытрĕ. Утланса ларчĕ те, лаша çил пек малалла вĕçтерчĕ. Пĕр чарăнмасăр ыткăнса пырса палламан çĕре лекнине те сисмен.

Ку вырăнта (те хула, те ял) питĕ илемлĕ вара! Машинăсем ярăнмаççĕ, вĕçеççĕ! Йывăçсем тӳп-тӳрĕ тăма пĕлмеççĕ, выляса-кулса, çавăрăнса-пĕтĕрĕнсе тăраççĕ! Сашука кунта питĕ килĕшрĕ. Анчах вăл çакăнта мăн кăмăллă та усал тухатмăш пике пурăннине пĕлмерĕ. Пике машинăсене, йывăçсене, хăш-пĕр чĕрчунсене тухатланă.

Сашук шăнкăрав сасси илтрĕ. Каччă çаврăнчĕ те пĕр хĕре курчĕ. «Мĕне пĕлтерет-ши ку?» — шухăшларĕ çамрăк çын. Хĕр ун патĕнче чарăнса тăчĕ. Каччă ытараймасăр пике çине пăхрĕ. Вăл çак хĕр тухатмăш пулнине пĕлеймерĕ.

— Салам, эсĕ кам пулатăн? — ыйтрĕ пике.

— Эпĕ Саша.

— Санăн хырăму та выçнă пуль. Эсĕ мĕн çиме юрататăн?

— Эпĕ… Эпĕ... Манăн чăнах та хырăм выçрĕ. Эпĕ мармелад çиме юрататăп.

— Юрĕ.

Хĕр аллипе сулчĕ кăна — каччă умĕнче пĕр турилкке мармелад курăнса кайрĕ. Сашук мармелада çисе ярсанах пуçĕ çаврăннине туйрĕ. Хĕр ахăлтатса кулса ячĕ те куçран çухалчĕ.

Малалла

Упа меслечĕ


Специалистсене вăр-варрăн

Ĕç-панă çăмламас Упа.

Пурне те сĕннĕ ăс, мăнтарăн,

Хăй пĕлнĕ пек, ыр кăмăлпа,

 

— Кара-Кумра аптраççĕ сансăр,

Унта кай, — тенĕ Шапана.

Ват Тĕвене ним шутламасăр

Ăсатнă вăл лачакана.

 

Слона хăюллăн çул кăтартнă

Сив Çурçĕр тинĕсĕ енне.

Кита тип çĕр çине кăларнă,

Вăрман пилленĕ Тюлене.

 

Вăл Ăмăрткайăка васкатнă

Вĕç-хĕрсĕр Çĕпĕр тайгине.

Текерлĕке кайма хут панă

Кавказ сăрт-тăвĕсем çине.

 

Халь Утаман урса çӳрет, тет,

Дипломлисемшĕн тарăхса:

Лешсем çав ĕçсенче пĕрре те

Курман-мĕн кирлĕ ĕç туса.

 

Май килмессе кам ăнланмасть-тăр

Ĕç пулмасан профессипе,

Çапах хăш-пĕр администратор

Ĕçлĕт Упа меслечĕпе.

Ăслă лаша


Чупса пырать çулпала,

Кăн-кăвак хитре лаша.

Ун çинче ларать Ваççа

«Хăвăртрах!» — тет вăл кулса.

 

Лаша чупрĕ васкаса,

Анса кайрĕ çырмана.

Кутне йăтрĕ çулелле,

Ваççа укрĕ çĕрелле.

 

— Ай, ай, ай, — терĕ Ваççа, —

Ыраттартăм урана.

Лаша чикрĕ халь пуçне

Вăл хĕрхенчĕ хуçине.

 

Ним тума аптранипе,

Лаша выртрĕ çĕр çине.

Лартрĕ савнă хуçине

Хăйĕн çурăмĕ çине.

 

Вĕсем тухрĕç çул çине

Акă çитрĕç кил тĕлне.

Кĕтсе илчĕ вĕсене,

Вунă çулхи Марине.

 

Чей ĕçтерчĕ Ваççана

Сĕлĕ пачĕ лашана.

Лаша кĕчĕ сарайне

Çисе ячĕ сĕллине.

■ Страницăсем: 1... 395 396 397 398 399 400 401 402 403 ... 796