Асамлăх тĕнчи


Пĕр ялта пĕр çемье пурăннă. Часах вĕсен пĕчĕк ача çуралнă. Сашук ят панă вăл арçын ачана.

Сашук çитĕнсен ашшĕ ăна хитре те мăнаçлă лаша илсе панă.

Пĕр ирхине Сашук лашапа ярăнма шут тытрĕ. Утланса ларчĕ те, лаша çил пек малалла вĕçтерчĕ. Пĕр чарăнмасăр ыткăнса пырса палламан çĕре лекнине те сисмен.

Ку вырăнта (те хула, те ял) питĕ илемлĕ вара! Машинăсем ярăнмаççĕ, вĕçеççĕ! Йывăçсем тӳп-тӳрĕ тăма пĕлмеççĕ, выляса-кулса, çавăрăнса-пĕтĕрĕнсе тăраççĕ! Сашука кунта питĕ килĕшрĕ. Анчах вăл çакăнта мăн кăмăллă та усал тухатмăш пике пурăннине пĕлмерĕ. Пике машинăсене, йывăçсене, хăш-пĕр чĕрчунсене тухатланă.

Сашук шăнкăрав сасси илтрĕ. Каччă çаврăнчĕ те пĕр хĕре курчĕ. «Мĕне пĕлтерет-ши ку?» — шухăшларĕ çамрăк çын. Хĕр ун патĕнче чарăнса тăчĕ. Каччă ытараймасăр пике çине пăхрĕ. Вăл çак хĕр тухатмăш пулнине пĕлеймерĕ.

— Салам, эсĕ кам пулатăн? — ыйтрĕ пике.

— Эпĕ Саша.

— Санăн хырăму та выçнă пуль. Эсĕ мĕн çиме юрататăн?

— Эпĕ… Эпĕ... Манăн чăнах та хырăм выçрĕ. Эпĕ мармелад çиме юрататăп.

— Юрĕ.

Хĕр аллипе сулчĕ кăна — каччă умĕнче пĕр турилкке мармелад курăнса кайрĕ. Сашук мармелада çисе ярсанах пуçĕ çаврăннине туйрĕ. Хĕр ахăлтатса кулса ячĕ те куçран çухалчĕ.

Каччă пĕрре лаши çине, тепре пушă турилкке çине пăхрĕ, унтан макăрса ячĕ.

— Ан макăр, хуçа. Сана çак хĕр тухатласа хăварчĕ. Санăн питĕ инçе каймалла пулĕ. Тухатмăш карчăккине тупса унран пĕр çăвар шыв ĕçмелле. Анчах шывĕ ахальскер мар, ăна 77 тĕслĕ курăкран тунă. Тухатмăша тупма çăмăл мар. Вăл чи çӳллĕ ту çинче пурăнать. Çав ту çине хăпарас тесен сан чылай йывăрлăх тӳсме тивет. Эпĕ сана пулăшăп. Асăрхаттаратăп, çав шыва курсан эсĕ кăшкăрма пуçлăн, — терĕ лаша çын чĕлхипе.

Саша тĕлĕнсе кайрĕ. Унăн куçĕ çĕрулми пек пулса кайрĕ. Кун пеккине кĕтменччĕ.

— Ăçтан калаçма вĕрентĕн-ха эсĕ, тусăм? — ыйтрĕ каччă.

— Сирĕн тĕнчере эпир калаçма пĕлместпĕр, хуçам. Анчах пурне те ăнланатпăр. Ку вара асамлăх тĕнчи. Кунта пурте калаçма пĕлеççĕ, — хуравларĕ лаша.

Акă вĕсем çула тухрĕç. Кайсан-кайсан çӳллĕ ту патне çитрĕç. Икĕ тус пĕрле хăпара пуçларĕç. Вĕсене хирĕç мăнаçлă кашкăр сиксе тухрĕ. Каччă ăна парăнтарчĕ.

Нумаях та каймарĕç — кĕрешĕве упа тухрĕ. Ăна та çĕнтерчĕ Саша.

Виççĕмĕшĕнче арăслан тухрĕ. Вăл тӳрех каччă хулпуççийĕ çине сикрĕ. Саша ăна çапса ячĕ, йăвантарчĕ. Питĕ йывăр çапăçу пулчĕ ку. Çапах çĕнтерӳ каччă енче пулчĕ.

Вĕсем ту тăррине çитрĕç. Пĕчĕк пӳрт ларнине курчĕç, кĕчĕç. Унта пĕр карчăк уткаласа çӳрет.

— Пире пулăшаймăр-ши эсир? — ыйтрĕ лаша.

— Пĕлетĕп, эсир 77 тĕслĕ курăкран тунă шыва ĕçме килнĕ, — терĕ тухатмăш.

— Ăçтан пĕлетĕр-ха эсир? — чăтаймасăр ыйтрĕ Саша.

— Шăпăрт, çитĕ сире калаçса. Сар каччă, хатĕр-и эсĕ?

Акă карчăк пĕр кĕленче шыв кăларчĕ. Шыва курсан Сашăн пуçĕ çаврăнса кайрĕ. Вăл темĕнле сăмахсем кăшăрма пуçларĕ, тухатмăша çапма тăчĕ. Карчăк ăна шывпа сапрĕ кăна — каччă йăванса кайрĕ. Кĕçех вăл тăна кĕчĕ.

— Мĕн пулнă кунта? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Саша.

— Сана хĕр тухатланăччĕ, — терĕ лаша.

— Эпĕ ăна шыраса тупса вĕлеретĕп!

Саша, лаша, тухатмăш карчăкки хĕре шырама çула тухрĕç. Нумай шырамалла пулмарĕ. Хĕр виçĕ тус мĕлкине курсанах хăрушшăн кăшăрса вилсе кайрĕ.

Лаша çак асамлă тĕнчере юлма кăмăл турĕ, хăйне валли мăшăр тупрĕ. Халĕ те вĕсем çак тĕнчене ертсе пыраççĕ. Ĕненместĕр-и? Эппин çула тухăр!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2010-11-13 16:59:58):

Юмах юмахах пулин те ытла хăварт пĕтĕмпех пулса иртет кунта... Пултарулăха малалла аталантармалла.

 

зайцев п н (2010-11-18 21:56:13):

 

"Йывăçсем выляса-кулса тăраççĕ",анчах та таланта малашлăхра шырамалла. Ăнăçу сире сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: