Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ватă чĕре — çамрăк чунПулас кинсемИлемТаркăнХура çăкăрКулăш кустăрмиВăхăт таппи

«Çула тухас чух...»


«Çула тухас чух

кил çинчен шухăшла», —

Тесе вĕрентетчĕ мана асанне.

Çула тухасси йывăр мар.

Каялла

Киле çитесси тĕрлĕрен хăш чухне.

 

Тен, тăвăл тухать пуль, çула йăлт хуплать.

Тен, сĕм вăрманта йыт-качка тапăнать.

Юлташ улталать. Ун пекки те пулать.

Кĕпер çĕмрĕлет. Ут-лаша уксахлать.

 

«Çула тухас чух лайăхрах хатĕрлен», —

Тесе вĕрентетчĕç мана ваттисем.

Вĕсем вĕрентни тĕрĕсе килнĕрен,

Паян çырăнаççĕ çак ман йĕркесем.

Тĕлĕк


Ачалахри тусăма — Алим пиччене.

 

Хавхавлă вăхăт. Юнлă хĕç çурта

Илсе кĕреççĕ.

Вăрçă! Ав йĕкĕтсене

Кавал чĕнет. Тăшман таçтан-муртан

Каллех килет, пĕтерес тет чăвашсене.

 

Кĕрлет хăрушă вăрçă таврара,

Тăшман тискер, кĕрет, ав, тапăнса:

Чăн Улăп пултăм эп çапăçура,

Анчах ӳкетĕп йывăр аманса.

 

Эп вилтĕм.

Çук, ку ман маттур ламттай,

Вăл ӳкнĕ чух, тен, курнă пуль мана.

Тăван çĕрпе вăл сывпуллашнă май

Пехил парса хăварнă пуль мана

 

Тăван çершывшăн паттăр кĕрешме,

Чăвашлăха та халăха хăй пек савма,

Яш-кĕрĕме малтан-мала чĕнме,

Маттуррисем çинчен чи лайăх юрă хайлама.

 

Ун вилтăпри çинче — чулпалăк-чулюпа,

Ман чун, ман шухăш пĕрмаях кунта,

Историе виçетĕп эп унпа,

Пуласлăха йăлтах хуратăп эп унта.

 

Тĕлĕкĕмре истори вуланать,

Пыратăп йĕрлесе эп хамăн тымара.

Кашни самант асра халь упранать,

Мăн ламттайсем çӳреççĕ, ав, пуласлăхра.

Малалла

Шăпа


Анук ĕне суса кĕчĕ те тĕпелелле иртрĕ. Урайĕнче выртакан ӳсĕр мăшăрне курсан унăн ăшĕ капланса килчĕ, чупса пырса ăна унтан та кунтан тапас килсе кайрĕ. Анчах мĕн усси... Мăшăрĕ кашни кунах çапла ӳсĕр килсе выртнине вăл ĕнтĕ хăнăхнă. Çакнашкал пурнăçа кĕтсе качча кайрĕ-и-ха Анук ялти çак хитре те сăпай качча?

Витрине сак çине лартрĕ те питне саппун аркипе хупласа вĕттĕн ĕсĕклеме пуçларĕ çамрăк хĕрарăм.

 

«Итлемерĕм аннене,

анне усал калас çук

халь йĕретĕп куççульпе

иртнине тек таврас çук»

 

шăрантарать çамрăк юрăç радиопа. «Эй, турăçăм! Ман çинченех юрлать-çке ку. Çакăн пек асапланаттăмччĕ-ши вара эпĕ анне сăмахне итленĕ пулсан... Саша... Ăçта çӳрет-ши çак самантра сан чуну. Тен, çăтмахра..., тен.... вара... тамăкра... Тен, эсĕ халĕ тӳперен ман çине пăхса савăнатăн пулĕ, тен, маншăн тамăкра... манăн çылăхсене хăвăн таса ӳтӳпе çуса ярасшăн куллененх асапланатăн пулĕ... Иккĕшĕнчен пĕри...»

Анук упăшки вăранса каллех шуйăхасран хăраса радио сассине пĕчĕклетрĕ. Сĕтне сĕрсе хучĕ те хулăмрах куртка тăхăнса урамалла тухрĕ. Урамра шăп. Кĕркунне ахаль те час тĕттĕмленет те паян вара тата та тĕксĕмрех. Те çумăр пĕлĕчĕсем капланнипе-ши, тен, çулла иртсе кайнипе хурланнипе, çанталăкĕ темшĕн паян ытти чухнехинчен кичемрех пек. Анук пĕр вăхăт ăçталла каймаллине иккĕленсе тăчĕ. Пӳртре тĕттĕм, апла пулсан упăшки çывăрать-ха. Йĕркеллĕ çемьесенче халĕ упăшкипе арăмĕ шăкăл-шăкăл калаçса сĕтел хушшинче е телевизор кутĕнче кино кураççĕ пулĕ... Анука вара çакă пӳрмен ĕнтĕ. Пĕр тесен хăех айăплă-ха вăл... Урисем Анука хăйсем сисмесĕрех анаталла илсе кайрĕç.

Малалла

Кĕркунне


Кĕркунне, çăвать сив çумăр —

Ыр хуçа ямасть йытта тула...

Пĕлĕтсем паян та хăмăр —

Кирлĕ мар, тăван, тухма çула.

 

Кăмака, хĕрӳ вут-çулăм —

Калаçса ларар чун каниччен.

Пурнăçсем паян та кукăр —

Улшăнать-ши эпĕр виличчен.

 

Кĕркунне, юрланчĕ çумăр —

Юрланмарĕ чун чĕресенче.

Пысăк Çĕр, пĕлетпĕр, чăмăр —

Пурнăçсем çуталĕç çу енне...

 

2010 ç. юпа, 23.

Айăпĕ камра?


Куллен вăрçатпăр пурнăçа,

Айăплисем, тен, хамăрах?

Хушаççĕ: «Тăвăр ак çапла!»

Тăвасчĕ пирĕн лайăхрах.

 

Хăратпăр кăтартма шăрта,

Киревсĕр ĕçсем те çумрах.

Йĕретпĕр, хурланатпăр та

Шыратпăр: «Айăпĕ камра?»

 

Сĕтел çинче пылпа сар çу,

Вăрçатпăр: «Пурнăç каялла».

Пĕрмай вăрçнин усси те çук,

Мул хăй кĕрсе ӳкмест алла.

Пĕтмĕç чăвашсем


«Чăваш» тесен çынсем мана,

Питĕ савăнатăп.

Хĕвел çутатнăн çулăма

Малалла утатăп.

 

Шутламанччĕ ку кунччен

Çĕнĕ çул тупассине,

Ĕçлесе вăй юлмиччен

Чăн телей курассине.

 

Канас тесе куçа хупатăп...

Умра ял-йыш та хурăнташ.

Чи ăшă сăмахсем тупатăп,

Çумрах ман шĕвĕр кăранташ.

 

Хам пĕлнĕ пек хайлав хайлатăп,

Тен, вулĕç хаклă тăвансем.

Тăван сăмах вăйне çĕклетĕп,

Шанатăп: пĕтмĕç чăвашсем.

Элекçĕсем


Хăш-пĕрисем

йăхне мансах

çынран куласшăн.

Ах,

вăл —

апла,

акку —

çапла çӳрет.

Ĕçет,

туртать,

нумай çиет,

каяннăй...

Ав, хырăмне

шампа пек

ӳстерет.

Çынпа çӳрет...

Тепри —

кунпа калаçнă.

Лешне —

пĕри чуптунă.

Питĕнчен.

Чипер Анук

упăшкипе ятлаçнă,

ĕнер çеç илтрĕм, —

тет, —

ял леш енчен.

Пĕррехинче,

ирпе,

ял хушшипе,

тĕл пулнă ик хĕрарăм.

— Итле-ха, —

тет пĕри,

Марье.

Эс мар-и вăл

манне ят янă?

Унпа калаçнă, —

теç, —

унта — кунпа...

— Эп мар, —

суять Марье, —

эс ху элекçĕ.

Сăмах саран,

Тарье.

Ман выльăхсем те,

имĕш,

чирлĕ.

Ман хĕр те,

имĕш,

сан пекех ясар.

— Эс ху асан!

Чараксăр тĕнче кинĕ!

Сан упăшку та

хăв пекех чупать!

Ĕçет?

Туртать!

Тата... Тата...

Тĕртет!

Вăл мĕн-ха...

Мĕн...

Вăл...

Малалла

Тĕлĕнтермĕш


Ут туртмасан, урапа кусмасть.

(Ваттисен сăмахĕ)

 

Мĕн ĕлĕкрен чăвашсен пурнăçĕнче лаша тĕп вырăнта тăнă. Утсăр çемье начар пурăннă. Ака-суха тума та, çулçӳреве тухма та кирлĕ пулнă-çке урхамах. Лаша — этем пурнăçĕ. Ăна усракан тутă пулнă. «Лашана тăрантармаççĕ, вăл хăй тăрантарать», — тенĕ ватăсем.

Паянхи хĕвеллĕ ăшă кун Петĕр те килте ахаль ларас темерĕ, лаша кӳлсе Хусан пасарне кайса килме шутларĕ. Ĕнер анчах, авă, чалак лашин таканĕсене кӳршĕри Çтаппан улăштарса пачĕ. Çула тухма пĕтĕмпех хатĕр темелле. Хăйне валли апатланма хура çăкăр, пиçнĕ çĕрулми чикрĕ, лашине пама вара уйрăм миххе сĕлĕ тултарчĕ. «Тен, тырра сутса пĕтереймесен çĕр выртмалла та пулĕ», — тесе шутларĕ вăл.

Петĕр лашине кӳлчĕ те çула тухрĕ. Унăн урхамахĕ тĕреклĕ, станлă, пиçĕ. Акă вăл çил евĕр çул тăрăх вĕçтерсе пырать. Çĕлен-хура лашин тилхепине Петĕр çирĕппĕн ярса тытнă. Çав вăхăтрах вăл пушшине те алăран ямасть. Ял-ял витĕр, тĕпсĕр варсем урлă каçса аслă вăрман тĕлне çитсен канма чарăнчĕç хуçипе ут. Петĕр лашине тăварчĕ, сĕлĕ пачĕ. Хăй канма ларчĕ. Кĕтмен çĕртен сасартăк çил тухрĕ. «У-у-х-х!» — терĕ такам. Урхамах темĕскер сиснĕ пек кĕçĕнсе илчĕ. Пĕлĕт тĕксĕмленсе хуралса кайрĕ. Хĕвел таçта кайса çухалчĕ. Аякра мар чăштăр-чаштăр тунă сасă илтĕнчĕ, хумханнă кайăк-кĕшĕк чĕвĕлтетрĕ. Петĕр ура çине тăчĕ. Тӳпенелле тинкерчĕ те шикленнипе каялла кайсах ларчĕ, çӳç-пуçĕ вирелле тăрса кайрĕ, çурăмĕ çине сив тар тапса тухрĕ. Пĕр пысăк мăклашка çаврăна-çаврăна вĕсем патнелле çывхарать иккен. Акă çитрĕ те шурă çӳçлĕ, шурă сухаллă, шурă кĕпеллĕ, шурă йĕм тăхăннă старик пулчĕ те тăчĕ. Айăпсăр лаша хăранипе хăртлата-хăртлата хӳрине тăратса чупать. Çавра çилĕ вара шăхăра-шăхăра таврари мĕн пур япалана вĕçтерет. Йывăçсем çĕре çити тайăлаççĕ. Петĕр упалене-упалене урхамах патне çывхарчĕ. Ăна йĕвенĕнчен аран-аран ярса илчĕ. Шухă лаши çине утланса вăрмантан çиçĕм пек тухса ял еннелле çул тытрĕ.

Малалла

Урамра çуркунне


Урамра çуркунне —

Чĕрере ырă туйăм.

Çут тĕнчен илемне

Чунăмпа эпĕ туйрăм.

 

Шăнкăр-шăнкăр саспа

Юрласа шыв юхайрĕ.

Ачасем хаваспах

Кимĕсем юхтарайрĕç.

 

Чăхăсем те шывран

Нимĕн чуль хăрамарĕç.

Хăнăхайрĕç куран,

Вырăна та хумарĕç.

 

Сар автан хăрамасть

Картине шыв илсен те.

Авăтма чарăнмасть

Тĕк-çӳçне йĕпетсен те.

 

Кăрккасем каклатсах

Çăвăнса тасалаççĕ.

Пӳрт тăрне хăпарсах

Те ăна хураллаççĕ?

 

Кунĕпех-çке шывра

Хурĕпе кăвакалĕ.

Тунсăхланă куран,

Ун пирки кам мĕн калĕ?

 

Шăнкăрчсем кунĕпех.

Савăнса юр юрлаççĕ.

Çепĕç кĕвĕсемпе

Çур кунне тав тăваççĕ.

 

Эпĕ те хавасран

Çĕнĕ сăвă хайлатăп.

Юлтăр вăл асăмра —

Эп унра пурăнатăп.

Пĕчĕк пакша


Эп пăхап чăрăш çине —

Пĕчĕк çеç пакша унта.

Вăл сикет çине-çинех,

Кускалать унта-кунта.

 

Кукăр турата лексе,

Лаплатса ӳкет çĕре.

«Аттерен лекет», — тесе

Сехĕрленнĕ хăй сĕре.

 

Пакша-ашшĕ куриччен

Çĕкленет те çĕр çинчен, —

Кĕç каллех — турат çинче,

Çӳллĕ чăрăш тăрринче.

■ Страницăсем: 1... 399 400 401 402 403 404 405 406 407 ... 796