Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..ТанатаТантăшсемПулать-çке пурнăçраҪул юлташӗУтартаКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнеке

Юрла, тăванăм, юрруна


Юрла, тăванăм, юрруна

Манса самантлăх хуйхуна.

Сана — юрра юрлакана

Пулайтăр канăç пĕр кана.

 

Юрла, тăванăм, юрруна

Итлер-ха уçă сассуна.

Янратăр-и вăл таврара

Çĕкленейсе тӳпе таран?

 

Юрла, тăванăм, юрруна,

Ан хăварсамччĕ ырана.

Чунра çуралнăскер сăя

Тек ярас марччĕ-çке сая.

 

Юрла, тăванăм, юрруна,

Вăл сиплĕ санăн суранна.

Çуратĕ савнăç кĕмăлра —

Хăвна эс туйăн çăмăлрах.

 

Юрла, тăванăм, юрруна

Çунат хушса ачаш чуна.

Савах ăна — чун ăшшине,

Телейлĕ пурнăç тĕшшине.

Уйра выртать ем-ешĕл уçăм


Уйра выртать ем-ешĕл уçăм

Куç виçейми, талккăшĕпех.

Тата хитре сăн кӳчĕ шуçăм

Ăна çăра сывлăмĕпе.

 

Тăри юрлать пĕр чарăнмасăр

Таса та анлă тӳпере.

Çак илемпе кам савăнмасăр

Тӳсме пултарĕ тĕнчере?

 

Туйăмсене эп пытараймăп:

Чĕре юрлать, чун савăнать.

Чĕнмесер те сĕнксе тăраймăп, —

Хушса хуратăп: — Ĕç ăнать.

 

Куçпа курса чунпа туятăп

Пуян та тулăх пурлăха.

Çĕре çити пуçа таятăп

Вĕсемшĕн паттăр халăха.

 

Тырри-пулли пулса çитсессĕн

Вырма тапранĕ уйсенче.

Пулать ку йăлт ӳркенмесессĕн

Кĕрхи хĕрӳллĕ кунсенче.

Çилхăван


Тахçанах пулса иртнĕ çак ĕçсем. Аслă турă пĕрремĕш çынсене тăмран йăваласа ĕлкĕреймен-ха. Шуйттан ĕçĕсем те сарăлма ĕлкĕреймен тĕнче тăрăх...

Çакăн пек авалхи вăхăтра пурăннă тет Урхамахсем вăрмансемпе уйсем хушшинче. Юнашарах пĕр юханшыв юхса иртнĕ. Çак шыва вĕсем Атăл тесе ят панă. Çак урхамахсем çинчен Сар Хĕвел кăна пĕлсе тăнă. Унран ыйтса акă мĕн пĕлтĕм:

— Урхамахсен тĕсĕ çӳллĕ тусем çинче выртакан юр пек шап-шурă пулнă. Çĕре çити çитекен çилхĕйĕсем хĕвел пек сарă. Куçĕсем таса тӳпе пек кăн-кăвак. Çуралнă вĕсем ирĕклĕхре, пурăннă ирĕклĕхре, пурнăçне те ирĕклĕхре вĕçленĕ. Ĕмĕрех пурăннă вĕсем нуша курмасăр. Çӳренĕ вĕсем вăрмансемпе уйсем хушшинче çутçанталăка савса. Çутçанталăк та çакăн пек таса чунлă чĕрчунсене курса савăннă.

Çавăн пек таса чунлă чĕр чунсем хушшинче пĕри уйрăмах палăрса тăнă. Унăн ячĕ — Çилхăван (хăвăрт чупакан лаша). Вăл хăйĕн юлташĕсем хушшинче ытла та хăвăрт чупнипе уйрăлса тăнă. Анчах вăл ыттисемпе пĕрле çӳреме хăнăхман. Пĕччен çӳреме юратнă. Çавăнпа вăл, шыв туррипе, Ийĕсемпе туслашса кайнă. Çилхăван Ийĕсенчен шыв çинчен нумай ыйтса пĕлнĕ, ăс пухнă. Тем те пĕлнĕ çак Ийĕсем. Анчах вĕсем юханшыв ăçта юхса çитнине пĕлмен. Пĕррехинче çак Çилхăван хурав шырама кайнă. Çичĕ кун та çичĕ каç вĕçтернĕ урхамах кăнтăр еннелле. Саккăрмĕш кунĕнче çитнĕ вăл сарлака Тинĕс патне. Анчах тинĕс хумханать, Тинĕс темшĕн хурланать. Урхамах Тинĕсрен ыйтрĕ: «Мĕншĕн Тинĕс хумханатăн. Мĕншĕн хăнана килĕштерместĕн».

Малалла

«Пĕрре пăхрĕ...»


Пĕрре пăхрĕ —

Тыткăнларĕ.

Ăшшăн кулчĕ —

Савăнтарчĕ.

 

Ыталарĕ —

Чун йăпанчĕ,

Сас памарĕ —

Кулянтарчĕ.

 

Тавах сана,

Эс пулнăшăн,

Тата мана

Юратнăшăн.

«Юрату...»


Юрату —

Ырату.

Пур-тăк —

Куляну,

Çук-тăк —

Çухату.

Ан нушалан пĕлмен ĕçре


«Эп сăвăç» терĕн, кăкăрна шаккарăн,

Мухтантăн та, ăсна çухатнă пек.

Хăвна мăнна, ăсла хума васкарăн

Пĕртен-пĕрре сăвву кун курнипех.

 

Ан тив, сăвву пичетленнех те пултăр

Вулаканни пулнах-ши вĕсене?

Пулсассăн та вăл питлесе ан култăр,

Ним вырăнне хумасăр сан ĕçне.

 

Хавхаланса мăнаçланас та марччĕ,

Текех санран пулаймĕ çырасси.

Эппин, ĕçне яланлăхах хăварччĕ, —

Пит кăткăс ĕç, çыравçă пуласси.

 

Ан нушалан пĕлмен ĕçре, юлташăм,

Тур сывлăх патăрах çыравçăна.

Пулса тухман хайлав вăл — путлăх-ашăм,

Чунна парса çырмарăн тăк ăна.

 

Вула хавхаланса хастар поэтăн

Вут-хĕм сапса тăран сăввисене.

Эс вĕсенчен сӳнми хăват илетĕн

Итленĕ май хитре кĕввисене.

Сан пуласлăхна куратăп…


Шур çилхеллĕ урхамахăм

Темĕскер пит кукалет.

Тĕлĕнсе эп пăхса тăтăм.

Вăл çырать, темскер чĕрет…

 

Пуçне ухрĕ те çухалчĕ,

Шурă пĕлĕт пулчĕ тем…

Урхамахăм, сан пĕлесчĕ,

Çав тери мана кичем.

 

Сăмахсем вула пуçларăм:

«Тусăм, лайăх эс вĕрен…»

Вĕриленчĕ ман çан-çурăм:

Урхамах пиллет иккен.

 

Малалла татах вулатăп:

«Нихăçан та ан ӳркен…

Сан пуласлăхна куратăп.

Пулăн эс вĕрентекен…»

 

Вĕренесчĕ, тăрăшасчĕ,

Ятăм юлĕ халăхра.

Çынсене ман пулăшасчĕ

Ал парса йывăрлăхра.

Урхамахсем тăраç тапăртатса


«Усĕнсех пырать вăй-халăм.

Хăратмасть умри тумхах:

Юланутçă та эп халĕ,

Урхамахĕ те хамах…» —

темшĕн пĕр юрăри çак йĕркесем аса килеççĕ мана. Ахальтен мар-тăр. Чăн та, шутласа пăхсан, çын пуçлă лашасем, кентаврсем, ытахальтен пулман пулĕ. Авалхи Эллада халапĕсенче те, чăвашсен «Улăп» эпосĕнче те урхамахсем тĕп вырăнта тăраççĕ. Чăвашсем вара чĕлхесĕр янаварсене «лашасене» ĕнтĕ, этемпех танлаштарнă, сума сунă. Халĕ те, реактивлă хăвăртлăх тапхăрĕнче автомашинăсене лаша вăйĕпе виçеççĕ. Юрий Айдаш поэт лашасене «гражданин» ят парасси пирки те сăвă çырнăччĕ. Н.И Ашмарин пухса хатĕрленĕ 17 томлă словарĕнче те утсен хатĕр-хĕтĕрĕ çинчен кăна нумай-нумай страница уйăрнă. Сāмахран, чĕме, чĕмек, шепешкеллĕ çуна… Шел пулин те, халĕ çак хитре те чăн чăвашла сăмахсем илтĕнсех каймаççĕ.

Астăватăп-ха, кукамай халапне. Пĕр чухăн каччă Нарпи ятлă пуян хĕре çав тери хытă юратнă, тет. «Нар» — хĕрлĕ, хĕвел; «пи» — пике пĕлтерĕшлĕскер, чăн та, хĕвел пекех хитре те хӳхĕм, селĕм те япшар пулнă. Эртиван та, савни пекех, сарлака хулпуççиллĕ, яштака пӳ-силлĕ йĕкĕт ялти чи маттур та патвар каччă шутланнă. Анчах пуян Нарпин ашшĕ-амăшĕ чухăн Эртивана сивленĕ, икĕ юратнă чуна пĕрлешме чарнă. Константин Ивановăн «Нарспи» поэмăри евĕрлех. Паллах ку халапра паянхи пурнăç витĕмĕ те пур. Лашасене трактор-комбайнпа ылмаштарни кăна мар, халиччен палламан-пĕлмен «турилккесем» те.

Малалла

Ху шăпунтан тараймăн эс...


Илтетĕп хăш чухне:

«Шăпа... Иртеймĕн хăвăн шăпунтан».

Шăпан хуçи вара кам-ха?

Çавна пĕлесчĕ халĕ ман.

 

Шăпан хуçи вăл хăй — Шăпа.

Çакна ăнлантăм халĕ çсç.

Тарсассăн та чупа-чупа —

Ху шăпунтан тараймăн эс.

 

Шухăшлатăп хăш чухне:

«Мĕн туса пурнатăп Çĕр çинче?»

Ăна пĕр Турă çеç пĕлет.

Иртеймĕн Турă çырнинчен.

«Чĕрем хĕвел пулса тăрсассăн...»


Чĕрем хĕвел пулса тăрсассăн

сăвăсем ман пулĕччĕç шевле.

Паян вара вĕсем —

черченкĕ туйăмлă чĕтрев...

Ман туйăма çутас тесессĕн хăвăншăн, йĕрле

Эс тимлĕн. Ун чухне çех пулмĕ сан

пĕр туйăмсăр ӳпкев.

■ Страницăсем: 1... 397 398 399 400 401 402 403 404 405 ... 796