Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хум пӑшӑлтатӑвӗĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томАслă халалСалампиХура çăкăрКайăк тусĕТутимĕр

Тăхăрьял юрри


Çак Тăхăрьял юрри

Ян янăратăр-и?

Хĕрсем уйра ĕçленĕ вăхăтра.

Ун илĕртен сасси

Чăнах та чун уççи.

Ялан пулинччĕ савăк яшлăхра.

 

Кам савмĕ çак юрра

Юратнă вăхăтра.

Тавралăха сапать вăл сиплĕхне.

Янра эс хытăрах,

Илем кӳрсе тăрах

Вылянтарса асамлă чĕлĕхне.

 

Юрлар, туссем, юрлар,

Чунтанах савăнар.

Асаилсе тăванпа пĕлĕше.

Алла-аллăн тытăнсан

Ĕç те пырать ăнса,

Халь уншăн савăнни те килĕшет.

Çăлтăрсем çунаççĕ тӳпере


Лармари хĕрсем пекех, сăпайлăн

Çăлтăрсем çунаççĕ тӳпере.

Çавăн пек çăтмах ăçта тупайăн?

Сывлăшран сим пыл шăрши кĕрет.

 

Ачашлать куçа тин тухнă уйăх,

Сапнă майăн сиплĕ мерченне.

Пач çухалчĕ пуçăмри пур хуйăх,

Тимлесе пăхуçăн тӳпене.

 

Кун пек чух камах тӳссе тăрайĕ?

Кам каçах пултарĕ çывăрма?

Эп епле савмасăр пултарайăп

Хаклăран та хаклă тусăма?

 

Çăлтăрсен вылявĕнчи хаваслăх

Таврана илем кӳрсе тăрать.

Илĕртет çур шуçăмлă пуласлăх

Ĕçĕпе мухтавлă паттăра.

 

Çӳл тӳпе йăлтах шăрçалансассăн

Куçăмсем яланах ун çинче.

Савăк шăпчăк юрă юрласассăн

Ан шутла та уйрăлу çинчен.

 

Çăлтăрсем пĕрле карталансассăн

Каç ларни ума тухса тăрать.

Сар хĕрсем каçпа вăййа тухсассăн

Çепĕç юрă уççăн янăрать.

 

Тӳпере ялан вылятăр çăлтăр.

Ун çути ӳксессĕн пит çине

Ăшă хĕм сапса вăл йăлтăр-йăлтăр

Вырнаçайтăр тусан чĕрине.

Урхамахсем тăраç тапăртатса…


Пĕррехинче сар Иван

Шутлать кайма хулана.

Укçи çук-ха апăршан,

Çавах тухнă урама.

 

Илтнĕ-ха вăл хулара

Пит лайăх тет пурăнма.

Пур тет унта ресторан,

Апат-çимĕç мăй таран.

 

Пĕр хут ларса çинĕшĕн

Укçа ыйтаканни çук.

Виç пĕрч(ĕ) лаша хӳришĕн

Тăрантарĕç тепĕр хут.

 

Хайхи Иван пуç хыçать.

Ăçтан лаша тупмалла?

Часах акă каç пулать.

Хăш еннелле утмалла.

 

Çав вăхăтра тӳперен

Шăпах Ивансен тĕлне

Персе анать пăрчăкан.

Амантнă пуль çунатне.

 

Кайăк пуплет çын пекех

Ыйтать хăйне пулăшма

Иван пырать патнерех…

Тăрать пĕр кана хытса.

 

Кайăк та мар умĕнче

Тиха выртать çĕр çинче.

Куçĕсемпе чăр! пăхать.

Хӳри вĕçĕ вĕлт! тăвать.

 

Çакă мар-и вăл телей!

Кăрт-кăрт-кăрт тапать чĕре.

Кайĕ Иван хулана,

Тупĕ çав ресторана.

 

Анчах тиха тыттармасть.

Хăй патне те пыртармасть.

Сар Ивана илĕртсе

Малалла

Тĕлĕнмелле чĕрчун


Кĕркунне хăйне евĕр илемлĕ. Пĕтĕм тĕнче ыйха путма хатĕрленет тейĕн. Тĕрлĕ тĕспе витĕннĕ йывăçсем хушшинче çутă, сывлăш таса. Хăш-пĕр вырăнта урайне кавир сарнăн туйăнать. Сайра пĕрре чечеке ларнă курăка асăрхатăн. Вăл чуна çĕклет, темле илемлĕ юрă шăрантарас килсе каять. Кайăксем хĕл каçма çула тухаççĕ. Юханшывсен тĕпĕ курăнать. Манăн та çак илеме сăнас килчĕ, вăрмана Петĕр мучи патне кайма шутларăм. Тахçанах вăрман сывлăшĕпе сывласа киленменччĕ-ха.

Илеме сăнаса пынă май сисмесĕрех кĕрхи вăрмана çитсе тухрăм. Ăвăслăх куç умне тухса тăчĕ, çулçисем çутă хăмăр, хура хĕрлĕ тĕспе сăрланнă. Вĕсем тăкăнса çĕре хăйне евĕр шăналăкпа витнĕ. Унта та кунта кая юлса шăтса тухнă ăвăс кăмпи пур.

Тимлĕрех сăнаса утатăп. Кĕркуннехи чечексен тăррисем çулçă айĕнчен курăнаççĕ. Сисмесĕрех юрă сăмахĕсене ĕнĕрлеме пуçларăм. Юмах тĕнчине лекнĕнех туятăп. Хамран аякрах та мар темле мăшлатнă сасса илтетĕп. Тавралла сăнаса пăхатăп. Хуçăлса ӳкме пуçланă йывăç айĕнче пысăк чĕрчуна куратăп. Хама хам шанмасăр хытăрах тинкерсе пăхатăп. Кĕçех лаша кĕçенсе илчĕ. Йывăçсемпе тем калаçнă евĕр вĕсем çумне таянчĕ. Унтан урипе кукалеме пуçларĕ. Майĕпен патнерех утрăм, лаша куçран çухалчĕ. Кунта çак чĕрчуна курасса шутламан та! Вăрманти лăпкăлăха такам татни урхамаха килĕшмерĕ пуль тесе эпĕ малалла утрăм. Хуçи те кунтах пулĕ терĕм. Манăн кашни йывăçа пырса ыталас килчĕ. Каллех юрласа ятăм.

Малалла

Кашкăрпа шăнасем


Кашкăр пысăк шав çĕкленĕ:

— Çисĕ янă лашана

Шăнасем пит хăвăрт, — тенĕ.

Сас саланнă таврана.

 

Конюх хăвăрт унта чупнă,

Курнă хăйĕн куçĕпе:

Шăмăсем çинче, чăн, кумнă

Шăнасем ушкăнĕпе.

 

Кашаман янтрашнă урнăн

Конюха ăнлантарса:

— Акă ĕнтĕ эс те куртăн:

Кам çӳрет сăтăрласа.

 

— Вĕрентесчĕ алхасмашкăн

Çав усал шăнасене. —

Ут юнне лакканă Кашкăр

Инçе сарнă элекне.

 

Сăхă Кашкăр тӳрре тухнă,

Сирнĕ хăйĕн айăпне.

Çынсем кĕç акт çырса хунă:

«Айаплас шăнасене».

Качакапа куян


Пахчара купăста çинĕ

Качакапала Куян.

Качакине кĕç суд тунă

Вăрă пулнăшăн кайран.

— Ма мана çеç айăплатăр? —

Ыйтнă Качака судран.

Хурав пулнă: — Ма тесессĕн

Тарнă хуралтан Куян.

Лашапа сысна


Анкартине сухаласан,

Хуçийĕ Лашине мухтать:

— Аван ĕçлерĕн эс паян, —

Тесе пĕр пăт сĕлĕ парать.

Сысна питех те тĕлĕнет:

— Çĕр чаврăмăр иксĕмĕр те.

Хăналанать Ут сĕлĕпе.

Мана хĕнеççĕ тимĕрпе.

Айпи


Чатукасси ялĕнче,

Егоровсен килĕнче,

Айпи ятлă лаша пур —

Ĕненмесен пыр та кур!

 

Ялĕпе те вăл пĕрре.

Ĕнтĕ вăл халь пиллĕкре.

Ăна пĕрмай кӳлеççĕ —

Тĕрлĕ ĕçсем тăваççĕ.

 

Пăхан: утă турттарать,

Вăлах пахча сухалать,

Çĕр улми те пăрахать, —

Кăларма та пулăшать.

 

Чылай пулать, курманччĕ —

Пуçра тĕрлĕ шухăшчĕ:

Хăйне темскер пулман-ши?

Сутса укçа туман-ши?

 

Чатукасси ялĕнче,

Егоровсен килĕнче,

Лаша тиха хăмланă,

Ăна килтех хăварнă!

Вут лаша


Вĕсем сунара каясси çинчен шутланă, хĕллехи вăрмана курасса шаннă... Кам пĕлнĕ авалхи юмахсем, мифсем тата юмахри сăнарсем вĕсем умĕнче чĕрĕлессине, вăрман çав тери хăрушă, авалхи легендăсенчи пекех, пулассине... Çын çак чĕрчунсенчен пин хут айванрах... Анчах... Турра ĕненни этеме яланах пулăшнă...

 

* * *

Василий Владимирович Иванов хĕллехи хĕвел анăçĕпе киленсе тăнă. Анчах пуçĕнче унăн пачах урăхла шухăшсем пулнă. Сунар... Çакă халĕ Ваççана ытларах кăсăклантарнă. Унăн ăшĕнче сунарçă юнĕ чупнă! Аслашшĕн пăшалĕ те упранса юлнă-ха. Шăп та çак пăшалран вунă çулхи Ваçлей хăйĕн пĕрремĕш мулкачне персе лектернĕ. Халĕ юнашар вăрманта вăраннă упа çӳренине пĕлсенех, Василий Владимировичăн ăна тытас шухăш çуралчĕ. Çак ĕмĕте вăл сунарçă-юлташĕсене те пĕлтернĕ ĕнтĕ. Лешĕсем хирĕç пулмарĕç. Пуçтарăнса çак ыйтăва сӳтсе яврĕç. Тепĕр ик кунтан сунара кайма палăртса хучĕç.

 

* * *

Ваççана хĕвел шевли вăратрĕ. Урамра çав тери илемлĕ! Юр хĕвел çинче ялтăртатать, унсăр пуçне хаваслă кăсăясем те ĕмĕтлĕннине пурнăçлама кăмăл кĕртрĕç. «Сунара!» — шухăшларĕ Ваççа. Хăвăрт пуçтарăнса юлташĕсене хирĕç кайрĕ. Çак кун пирки вăл мĕн чухлĕ шухăшланă, ĕмĕтленнĕ!

Малалла

Çăварпа чĕлхе


— Кирлĕ мара лăпăртататăн

Эс пĕлмесĕрех, —

Çăвар чарса калать тăванăн

Хăй Чĕлхине пĕрре.

 

— Эс хăвăнта сăлтав шыраччĕ, —

Теет Чĕлхе ăна. —

Прихут мĕнле, çынсем калаççĕ,

Пупĕ пăхать çавна.

■ Страницăсем: 1... 393 394 395 396 397 398 399 400 401 ... 796