Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТантăшсемЙăмраллă ялКĕперСуя телейИлле ТăхтиХĕрлĕ тюльпанЮманлăхра çапла пулнă

Лашапа сысна


Анкартине сухаласан,

Хуçийĕ Лашине мухтать:

— Аван ĕçлерĕн эс паян, —

Тесе пĕр пăт сĕлĕ парать.

Сысна питех те тĕлĕнет:

— Çĕр чаврăмăр иксĕмĕр те.

Хăналанать Ут сĕлĕпе.

Мана хĕнеççĕ тимĕрпе.

Айпи


Чатукасси ялĕнче,

Егоровсен килĕнче,

Айпи ятлă лаша пур —

Ĕненмесен пыр та кур!

 

Ялĕпе те вăл пĕрре.

Ĕнтĕ вăл халь пиллĕкре.

Ăна пĕрмай кӳлеççĕ —

Тĕрлĕ ĕçсем тăваççĕ.

 

Пăхан: утă турттарать,

Вăлах пахча сухалать,

Çĕр улми те пăрахать, —

Кăларма та пулăшать.

 

Чылай пулать, курманччĕ —

Пуçра тĕрлĕ шухăшчĕ:

Хăйне темскер пулман-ши?

Сутса укçа туман-ши?

 

Чатукасси ялĕнче,

Егоровсен килĕнче,

Лаша тиха хăмланă,

Ăна килтех хăварнă!

Вут лаша


Вĕсем сунара каясси çинчен шутланă, хĕллехи вăрмана курасса шаннă... Кам пĕлнĕ авалхи юмахсем, мифсем тата юмахри сăнарсем вĕсем умĕнче чĕрĕлессине, вăрман çав тери хăрушă, авалхи легендăсенчи пекех, пулассине... Çын çак чĕрчунсенчен пин хут айванрах... Анчах... Турра ĕненни этеме яланах пулăшнă...

 

* * *

Василий Владимирович Иванов хĕллехи хĕвел анăçĕпе киленсе тăнă. Анчах пуçĕнче унăн пачах урăхла шухăшсем пулнă. Сунар... Çакă халĕ Ваççана ытларах кăсăклантарнă. Унăн ăшĕнче сунарçă юнĕ чупнă! Аслашшĕн пăшалĕ те упранса юлнă-ха. Шăп та çак пăшалран вунă çулхи Ваçлей хăйĕн пĕрремĕш мулкачне персе лектернĕ. Халĕ юнашар вăрманта вăраннă упа çӳренине пĕлсенех, Василий Владимировичăн ăна тытас шухăш çуралчĕ. Çак ĕмĕте вăл сунарçă-юлташĕсене те пĕлтернĕ ĕнтĕ. Лешĕсем хирĕç пулмарĕç. Пуçтарăнса çак ыйтăва сӳтсе яврĕç. Тепĕр ик кунтан сунара кайма палăртса хучĕç.

 

* * *

Ваççана хĕвел шевли вăратрĕ. Урамра çав тери илемлĕ! Юр хĕвел çинче ялтăртатать, унсăр пуçне хаваслă кăсăясем те ĕмĕтлĕннине пурнăçлама кăмăл кĕртрĕç. «Сунара!» — шухăшларĕ Ваççа. Хăвăрт пуçтарăнса юлташĕсене хирĕç кайрĕ. Çак кун пирки вăл мĕн чухлĕ шухăшланă, ĕмĕтленнĕ!

Малалла

Çăварпа чĕлхе


— Кирлĕ мара лăпăртататăн

Эс пĕлмесĕрех, —

Çăвар чарса калать тăванăн

Хăй Чĕлхине пĕрре.

 

— Эс хăвăнта сăлтав шыраччĕ, —

Теет Чĕлхе ăна. —

Прихут мĕнле, çынсем калаççĕ,

Пупĕ пăхать çавна.

«Сывлăшран эп тăвăп çĕнĕ кимĕ...»


Сывлăшран эп тăвăп çĕнĕ кимĕ,

Вĕçсе кайăп чăнлăх шырама.

Тӳпери Аттемĕн сиплĕ имĕ

Çĕнĕ пурнăç парĕ чунăма.

 

Тен, унта эп вилĕмсĕрлĕх илĕп,

Малалла хам ĕçĕме тăсма.

Куьене тепре çаврăнса килĕп

Халăха телей уççи пама.

«Ют сăмахра тăванлăх шырамастăп...»


Ют сăмахра тăванлăх шырамастăп,

Тăванлăха упрать тăван чĕлхе.

Телей тупас тесе ют çĕрсене каймастăп,

Улăштармастăп эрĕмпе илемлĕхе.

 

Анчах, тăван, хăшпĕрисем каяççĕ

Таçта телей те янтă шыраса.

Хăйсем чăвашшине йăлтах манаççĕ,

Ют ят та хушамат таçтан тупса.

 

Тăван çĕре сутса телей шыраççĕ,

Атте тесе калаççĕ ютсене.

Тăван килне те амăшне манаççĕ,

Суя илем илеççĕ аллине.

 

Çĕн çурт лартма тесе вăрман касаççĕ,

Курмаççĕ йывăçсем йăлт хăрнине.

Ют вăрманта йăлтах пăтрашăнаççĕ,

Курса ниçта та çул-йĕр çуккине.

Ан çухал эс çĕр çинчен, чĕмсĕр янавар!


Пурăнать пирĕн ялта

Митрахван пичче.

Хăй вăл халĕ çĕр çулта.

Çук суймап пĕртте.

 

Çӳçĕ çук ун, хăй парик

Тăхăнса ярать.

Тĕлĕнтермĕш çак старик

Лашасем усрать.

 

Урхамахĕ темĕн чул:

Кĕренни, хăли,

Çул çӳренĕ, пăвăр ут,

Шур лаши, ули.

 

Чакăрри тапăртатать,

Юнашар — хушки.

Тур лаши çула тухать,

Унпала чалки…

 

Чуптар лаша та кунтах,

Кăвакки, сарри.

Ĕрĕхсе чупать çăрха,

Пур юпах, хури…

 

Питĕ çирĕп çав мучи,

Ут çулать вăр-вар.

Темĕн пысăкăш пахчи.

Хатĕрлет юр-вар.

 

Ачасем ун патĕнчен

Пĕлеймеç хăпма.

Юмахне ярать ирччен,

Йăлăхмасть хăлха.

 

«Ĕçчен выльăх шыв ĕçет…»

Тупмалли юмах

Вăл ачасене сĕнет.

Салтăнать сăмах…

 

Мĕн кăна пуль каламасть

Савăк шăпăрлан.

Йăл кăна çиçсе тăрать

Ватă Митрахван.

 

Сикрĕ тухрĕ пĕр лаши

Ак сасартăках.

Пулчĕ пулĕ ку патши.

Илчĕ вăл сăмах:

Малалла

Кивкас пуянĕ


Кивкас ялĕнче пĕр старикпе карчăк пурăннă. Вĕсем питĕ чухăн пулнă, анчах та кăмăлĕпе иккĕшĕ те питĕ ырă та сăпайлă пулнă. Ял халăхĕ вĕсене хисепленĕ, шаннă. Çавăнпа та старике колхоз председательне суйланă. Вăл хăйĕн ĕçне тӳрĕ кăмăлпа туса пынă.

Кĕр кунĕсем çитнĕ. Тырă — пулă ăнса пулнă. Председатель питĕ савăннă. Колхоз кассине пуянлатас тесе хăйĕн ырхан лашипе хальхи тыр–пулла сутма тухса каять. Пасара çитсессĕн вăл тыррине ăнăçлă сутса пĕтерет. Пĕр пысăк портфель укçа тултарать. Хăй савăннипе хулари кафене кĕрсе тухать, хăйĕн пырне «якатать». Кайран портфельне лаша урапи çине хурса киле кайма тухать. Кунĕпе хулара çӳренипе ывăнса çитнĕ председатель урапи çине ларсана тĕлĕрсе каять. Укçапа тулнă портфель ун çумĕнче сиккелесе пырать.

Анчах вăрă-хурасем çывăрмаççĕ иккен. Портфель «сассине» сиссе ăна вăрласа каяççĕ. Председатель ним туйми çывăрать, укçа çухалнине сисмест те. Вăрă-хурахсен лашисем тап-таса та мăнтăркка, яка пулнă. Çул тăрăх тапăртатса çеç пынă. Анчах та урапи тикĕт сĕрменрен «юрлама» юратнă. Старик урапа сассине илтсе вăранса каять те укçа çуккине асăрхать. Халĕ мĕн тумалла? Унталла-кунталла пăкалать, çӳçĕ–пуçĕ вирелле тăрать, çамки çине тар тапса тухать. Старик турра кĕл тума пуçлать.

Малалла

Кама мĕн


Арлан пĕр ирхине

Курать мăнттай Слона,

Чунтан вăл хĕрхенет

Ăна сăна-сăна.

 

«Мĕнле-ши, — тет, — мĕнле

Кĕрет вăл шăтăкне?» —

Хăй чăмшă евĕрлех

Чăмайрĕ çĕр айне.

Туслăх


Йывăç тăрăх хăпарать,

Хурт панулмие курать,

Савăнса авкаланать:

— Тинех пурăнăç ăнать.

 

Шăтарать çемçе хуппа,

Хурт кĕрет шалтан шала:

— Туслă пурнăпăр санпа, —

Улмана вăл саламлать.

■ Страницăсем: 1... 394 395 396 397 398 399 400 401 402 ... 796