Ан çухал эс çĕр çинчен, чĕмсĕр янавар!
Пурăнать пирĕн ялта
Митрахван пичче.
Хăй вăл халĕ çĕр çулта.
Çук суймап пĕртте.
Çӳçĕ çук ун, хăй парик
Тăхăнса ярать.
Тĕлĕнтермĕш çак старик
Лашасем усрать.
Урхамахĕ темĕн чул:
Кĕренни, хăли,
Çул çӳренĕ, пăвăр ут,
Шур лаши, ули.
Чакăрри тапăртатать,
Юнашар — хушки.
Тур лаши çула тухать,
Унпала чалки…
Чуптар лаша та кунтах,
Кăвакки, сарри.
Ĕрĕхсе чупать çăрха,
Пур юпах, хури…
Питĕ çирĕп çав мучи,
Ут çулать вăр-вар.
Темĕн пысăкăш пахчи.
Хатĕрлет юр-вар.
Ачасем ун патĕнчен
Пĕлеймеç хăпма.
Юмахне ярать ирччен,
Йăлăхмасть хăлха.
«Ĕçчен выльăх шыв ĕçет…»
Тупмалли юмах
Вăл ачасене сĕнет.
Салтăнать сăмах…
Мĕн кăна пуль каламасть
Савăк шăпăрлан.
Йăл кăна çиçсе тăрать
Ватă Митрахван.
Сикрĕ тухрĕ пĕр лаши
Ак сасартăках.
Пулчĕ пулĕ ку патши.
Илчĕ вăл сăмах:
«Тупсăмĕ, туссем, лаша,
Пĕлĕр-ха апла.
Тватă пин çул каялла,
Вĕрентсен алла,
Килтĕмĕр эпир кунта
Çынна хăнăхма.
Пултăмăр нумай çарта
Пулăшу пама.
Македонский вăрçăра
Лашапа çӳрет.
Чи хаяр çапăçура
Вăл, чăн, çĕнтерет.
Хăйĕн ашшĕ витинчи
Чи усал утпа
Вăл çитет çак çĕр çинчи
Тĕрлĕ вырăна.
Донской Дмитрий çарĕнче
Пулнă лашасем.
Куликово хирĕнче
Пулăшнă вĕсем.
Вăтăр пинлĕ утлă çар
Çапăçнă хĕрӳ.
Пулнă кашниех вăр-вар,
Кĕтнĕ çĕнтерӳ…
Халĕ эпĕ — ÇИЛÇУНАТ,
Хамăн йăх çинчен
Çырăп пысăк реферат
Ĕмĕр иртиччен…»
Курăнмарĕ урăхран
Митрахван пичче.
«Вилнĕ..., — терĕç уçлăхран, —
Халĕ вăл çӳлте».
Лашасем пăхать иккен
Çӳллĕ тӳпере.
Ман пата килет пĕрех
Тутлă тĕлĕкре.
Ялсенче те юлчĕç халь
Лашасем сахал.
Çавăнпа тăмасть ахаль
Пирĕн аксакал.
Ырă çынччĕ çав ЭСИР,
Митрахван маçак.
«Ун çинчен эс сăвă çыр…», —
Ял çынни хушать.
Ан çухал эс çĕр çинчен,
Чĕмсĕр янавар!!!
Ĕмĕр иртиччен пĕрле
Туслă пурăнар!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...