Кивкас пуянĕ


Кивкас ялĕнче пĕр старикпе карчăк пурăннă. Вĕсем питĕ чухăн пулнă, анчах та кăмăлĕпе иккĕшĕ те питĕ ырă та сăпайлă пулнă. Ял халăхĕ вĕсене хисепленĕ, шаннă. Çавăнпа та старике колхоз председательне суйланă. Вăл хăйĕн ĕçне тӳрĕ кăмăлпа туса пынă.

Кĕр кунĕсем çитнĕ. Тырă — пулă ăнса пулнă. Председатель питĕ савăннă. Колхоз кассине пуянлатас тесе хăйĕн ырхан лашипе хальхи тыр–пулла сутма тухса каять. Пасара çитсессĕн вăл тыррине ăнăçлă сутса пĕтерет. Пĕр пысăк портфель укçа тултарать. Хăй савăннипе хулари кафене кĕрсе тухать, хăйĕн пырне «якатать». Кайран портфельне лаша урапи çине хурса киле кайма тухать. Кунĕпе хулара çӳренипе ывăнса çитнĕ председатель урапи çине ларсана тĕлĕрсе каять. Укçапа тулнă портфель ун çумĕнче сиккелесе пырать.

Анчах вăрă-хурасем çывăрмаççĕ иккен. Портфель «сассине» сиссе ăна вăрласа каяççĕ. Председатель ним туйми çывăрать, укçа çухалнине сисмест те. Вăрă-хурахсен лашисем тап-таса та мăнтăркка, яка пулнă. Çул тăрăх тапăртатса çеç пынă. Анчах та урапи тикĕт сĕрменрен «юрлама» юратнă. Старик урапа сассине илтсе вăранса каять те укçа çуккине асăрхать. Халĕ мĕн тумалла? Унталла-кунталла пăкалать, çӳçĕ–пуçĕ вирелле тăрать, çамки çине тар тапса тухать. Старик турра кĕл тума пуçлать.

Сасартăк председатель умне шурă мĕлке туса тăрать. Ватă çын ăна турă вырăнне хурса пулăшу ыйтать. Шурă мĕлке пĕтĕрĕнсе илнĕ, аллипе хăлаçланса темĕнле нихăçан итмен сасăсем кăларнă. Вăрă–хурасем хăш еннелле кайнине кăтартнă та çав самантрах çухалнă. Старик нумай шутласа тăмасть, лашине çав еннелле çавăрать та вĕçтерет кăна. Ут пĕтĕм вăйран чупать. Çунатсем кăларса вĕçсе каять. Председатель куç хупса илнĕ çĕре лаша вăрăсене хăваласа та çитнĕ. Старик укçа портфельне тавăрса пама ыйтнă, милиципе хăратнă. Хайхискерсем нумай турткалашса тăман, çын япалине каялла тавăрса панă. Çитменнине тата хăйсен самăр лашине те парса янă. Старикĕн чунĕ лăштах пулнă.

Акă председатель ялалла икĕ лашапа вĕçтернĕ. Çул çинче кӳршĕ ялти Çтаппана курнă. Вăл хăйсен ялĕнче лавкка тытнă, питĕ çирĕп çын пулнă, çавăнпа ăна ялта «лавкка пуянĕ» тесе чĕннĕ. Çтаппан ватă çын умĕнче мутанас тесе хăйĕн укçа енчĕкĕпе выляса ларнă. Старик ун çине ăмсанса пăхнă та нумай шутласа тăман:

— Укçи хамăн та пур-ха, анчах манăн енчĕкре мар, портфельте, — тесе хунă.

Лавкка пуянĕ тĕлĕнсе кайнă, ĕненменнипе укçа портфельне уçса пăхнă. Чăнах та, пĕр сумка укçа пулнă. Çтаппан тинех хăйĕн хӳрине хĕстернĕ, мухтанма пăрахнă.

Çавăнтан пуçласа старике Кивкас пуянĕ теме пуçланă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


kp6490 (2010-11-01 20:59:23):

ĔНЕНМЕЛЛЕ МАР ПЕК...ВĂРРИСЕМ УКÇИНЕ ВĂРЛАСА КАЯÇÇĔ ТАТА ПĔР СĂМАХСĂРАХ ТАВĂРСА ПАРАÇÇĔ.

 

Vyacheslavna (2010-11-01 21:13:52):

Турă пулăшнă. Калав-çке, калавра тем те пулма пултарать.

 

Admin (2010-11-12 18:32:20):

Ытла та кĕскен çырнă вара. Илемлете-илемлете калава самай тăсма май пулĕччĕ.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: