Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сӳнми хĕлхемКуçа-куçăнЮрату йĕтесĕЧакăл-туАсамат кӗперӗ сӳничченАвăн уйăхĕТаркăн

Чун хĕпертет


Çултан килсен чун хĕпĕртет:

Хама туятăп питĕ çăмăл.

Хавас чĕре тĕпĕртетет —

Нихçанхинчен те уçă кăмăл.

 

Çĕнтернĕ пек пур йывăра

Çан-çурăм каннине туятăп.

Кăштах канма выртсан вара

Тӳлĕккĕн çывăрса каятăп.

 

Пăшăрханма сăлтавĕ çук, —

Ĕмĕтленни йăлтах-çке пулнă.

Пулмарĕ пушă тухнă çул,

Шăп çавăнпах та кăмăл тулнă.

 

Эп уншăн тав тăвап Турра, —

Вăл хушнăран пуль ĕçĕм тухрĕ.

Эппин, шанатăп: вăл пурах,

Ăна хĕрес хывсах тав турăм.

 

Ангелăмпа пĕрле пулни

Пур ĕçĕмре те пулăшайрĕ.

Вăл-çке мана сыхлаканни,

Ман кĕлтуни усса, ав, кайрĕ.

 

Ĕçе йăлт ангелпа тунин

Пайталăхне чунпа туятăп.

Хăвачĕ ун — пĕрле пулни,

Çакна тĕп вырăна хуратăп.

Вăр çаврăнтăр кунсен калейдоскопĕ


Вăр çаврăнтăр кунсен калейдоскопĕ

Кашни çаврăмĕнче ылмашăнса:

Тен йăлăхтарнă тунсăхăм та хăпĕ,

Тен, кайĕ уссăр ĕçĕм те ăнса?

 

Ăçта хытса, алла усса тăнин уссийĕ?

Ылмашăнуллă куçăмра кăна

Киввин нăймакине сĕннийĕн сийĕ

Сирсе, сарать çерем пек çĕн куна.

 

Апла, ылмашăнтăр кунсен эрешĕ —

Тĕрлетĕр ĕмĕт курнă чечеке,

Яланхиллех ăспа чĕрем кĕрешĕ,

Ĕçре ывăннине ирттерĕ кĕреке.

 

Тен, йăлăхтарнă тунсăхăм та хăпĕ,

Тен, кайĕ уссăр ĕçĕм те ăнса?

Вăр çаврăнтăр кунсен калейдоскопĕ

Кашни çаврăнура ылмашăнса!

Телей утравĕ


Пĕр патшалăхра Лаша пурăннă. Вăл Çилçунат ятлă. Ятне кура питĕ вĕçме ĕмĕтленнĕ, çавăнпа та телей утравĕ çине кайма шутланă. Çул çинче Мăрмăр кушак аçине тĕл пулнă. Кушак аçи макăрса ларнă.

— Кушак аçи, мĕншĕн макăратăн? — ыйтнă Лаша.

— Эпĕ ишме пĕлместĕп, — тет кушак аçи.

— Кушаксем шывран хăраççĕ, çавăнпа та ишме пĕлмеççĕ, — тет Çилçунат.

— Эпĕ хăйне евĕр кушак аçи! — хирĕçлет кушак аçи.

— Эпĕ телей утравĕ çине кайма тухрăм, унта пурин те ĕмĕчĕ пурнăçланĕ, пĕрле кайрăмăр, санăн та ĕмĕтӳ пурнăçланĕ, — тенĕ Лаша.

— Тавтапуç, эсĕ ырă кăмăллă Çилçунат.

Вĕсем иккĕшĕ пĕрле малалла кайнă. Кушак аçи питĕ савăннă, пăлханнă. Пăлханнипе унăн урисем те тарласа кайнă.

Çапла вĕсем уй-уй урлă, вăрман витĕр нумай утнă. Утсан-утсан хырăмĕ выçса кайнине туйса илнĕ, анчах вĕсем хăйсемпе пĕрле апат-çимĕç илмен пулнă. Кушак аçи кĕçех курăк хушшинче пĕр питĕ пысăк кăмпа курнă. Кушак аçи питĕ выçă пулнипе çур кăмпине чĕрĕллех çисе янă. Çилçунат хăй пайне пĕçерсе çинĕ. Чĕрĕ кăмпа çинĕ хыççăн кушак аçине йывăр пулнă. Унăн çывăрас килнĕ, урисем утман. Лаша кушак аçине çурăм çине лартса малалла кайнă.

Малалла

Ирхине


Тин анчах-ха таврара

пит те шăпчĕ.

Савăк саслăн юррине

тăсрĕ шăпчăк.

Сар хĕвел шевлисене

шывра ухрĕ.

Сывлăм сыпнă улăха

кĕтӳ тухрĕ.

Трактор шавĕ таврара —

хир вăранчĕ.

Тӳпере тăри юрри

ярăмланчĕ.

Хĕл Мучи — ӳкерӳçĕ


Кантăка йăлтах пас тытнă:

Чаплă тĕрĕсем çиçеççĕ.

Шурă йĕр, çип евĕр, хытнă.

«Хĕл Мучи тĕрленĕ», — теççĕ.

Вăл хăçан тĕрлет?

Пĕлесчĕ.

Тен, çĕрле — эп çывăрсассăн,

Е ирпе —

Вăрттăн килсессĕн...

Эп, тем пек, ăна курасшăн.

Юр çăвать


Юр çăвать тӳперен чарăнмасăр

Урамри çулсене хупласа.

Кам тӳсейĕ унпа савăнмасăр? —

Кĕç яратăп юрра юрласа.

 

Сывлăш уçă — ансат сывламашкăн,

Ӳпкене ыр симне парнелет.

Кирлĕ мар пит-куçа хупламашкăн,

Ырăран чун-чĕре çĕкленет.

 

Лĕм çил çук. Çăвакан юр пĕрчийĕ

Лаплатать ман çине тӳперен.

Ачасем ыткăнаççĕ юр çийĕн

Ушкăнпа ăмăртса инçене.

 

Шурă юр, шурă мамăк ку тейĕн

Парнелет ырă туйăм чуна.

Çуркунне ирĕлсе вăл пĕтейĕ,

Ун чухне тек шăваймĕ çуна.

 

Йĕлтĕрпе, çунапа ярăнар-и

Тарăн юрлă тусем пур чухне.

Ушкăнпа çак ыр кун савăнар-и,

Кăтĕр чĕрĕлĕх яш чунсене.

«Çут мерченлĕ тӳперен...»


Çут мерченлĕ тӳперен

Çăлтăр çумăрĕ çăвать.

Ăшшăн чуптуса питрен

Савнă тус мана савать.

 

Уйăх-кимĕ кӳлĕре,

Акăш евĕр çăвăнать.

Юратсам хĕрӳллĕрех,

Савнă тусăм, эс мана.

 

Ытакла-ха хытăрах

Шăм-шака çемçетмелле.

Манăн ытамра тăрах

Лăпкăн, шуçăм киличчен.

 

Ярапаллă хурăнсем —

Шупăр уртнă пикесем —

Ал çупаççĕ пикенсех,

Капăн, ташлама чĕнсе.

 

Тӳперен пĕр вĕçĕмех

Çăлтăр çумăрĕ çăвать.

Çук сăлтавĕ кĕвĕçме, —

Тусăм çав-çавах савать.

Чĕвĕлпи ĕмĕчĕ


Çĕр çинче пĕр пĕчĕк Çутçĕр ятлă хулара Чĕвĕлпи ятлă хĕрача пурăннă. Вăл питĕ хаваслă кăмăллă, çепĕç чĕлхеллĕ, анчах пĕчĕкренех сусăр пулнă. Унăн пĕр ури тепринчен кĕскерех пулнă. Çавна пула вăл хăй тантăшĕсемпе пĕрле выляса çӳреймен. Тус-юлташĕсем чупса, выляса çӳренине хуйхăрса пăхса ларнă. Унăн ĕмĕчĕ — хăвăртрах сываласси.

Пĕр каçхине Чĕвĕлпи тĕлĕк тĕлленнĕ. Вăл илемлĕ те асамлă вăрманта çӳренĕ. Кунта йывăçсем те, чечексем те питĕ хăйне евĕр пулнă. Вĕсем тĕрлĕ тĕслĕн çиçсе çуннă. Хурăнăн симĕс тĕсĕ йăлтăртатса тăнă, пилешĕн хĕрлĕ тĕсĕ куçа йăмăхтарнă. Чечексем çинчен каламалли те çук. Ку Чĕвĕлпине питĕ тĕлĕнтернĕ, çав вăхăтрах питĕ килĕшсе кайнă. Тĕлĕнмелли малалла пулнă-ха. Ара кунти йывăç-курăк, чечексем калаçма пултарнă. Ку çеç-и? Кунти чĕрчунсем те калаçаççĕ иккен! Чĕвĕлпи пурне те сывлăх сунса асамлă вăрман тăрăх малалла утнă. Кĕçех вăл тĕлĕнмелле юханшыв патне çитсе тăнă. Ак тамаша! Юханшыв пĕрре çутă кăвак тĕспе, тепре кĕрен тĕспе çуталса выртнă. Чĕвĕлпи ларса канма шутланă. Вăл ӳсентăрансен калаçăвне илтнĕ. Кĕçех юханшыв хĕррипе Çӳреçи ятлă асамçă иртсе каймалла иккен. Вăл ку вырăнта вăхăтран вăхăта пулать иккен. Чĕвĕлпин ăна питĕ курас килсе кайнă, мĕншĕн тесен унччен нихăçан та курман пулнă.

Малалла

Туйăм вăранăвĕ


1

Чунра шур çеçкесен пушарĕ

Çунса вут-туйăма куçсан,

Ăнлантăм эп: ачалăх кайрĕ —

Унта чăн юрату пулман...

 

2

Шур мăкăньсем те çурăлнă иккен —

Черченкĕ çеçкесем сараççĕ.

Лăпканă вăрттăн вĕсене ирччен

Ачашлăхпа çуталнă çăлтăр каçĕ.

 

Чечек çинче хуллен сывлать мерчен —

Салху тупен ирхи куççулĕ,

Выртать инçе — каçран чечен ирччен

Аташнă чунăн çăлтăрланнă çулĕ.

 

Шур мăкăньсем те çурăлнă иккен...

Ман чун пăчăртанать-çке темшĕн.

Вăл тунсăхлать ачашлăхпа чечен

Чечексенчен черченкĕрех илемшĕн...

 

3

Хăрăмланса хуралчĕ халь анчах

Вуншар тĕспе хĕмленнĕ хĕвеланăç.

Кĕрен тĕспе çунатчĕ-ха çапах

Теме кĕтсе сӳнмесĕр юлнă шанăç.

 

Килмерĕ каялла çухалнă канăç,

Çӳрерĕ çулсăр, вăрттăн сукмакпах.

Ман чунăма хускатнă хĕр-асамăç,

Сана шырарĕ вăл тахçантанпах.

«Килмерĕн...»


Килмерĕн.

Сăмăх панине тытаймарăн.

Тупа тунине те эс мантăн.

Килмерĕн.

Ала çăлтăр пек çунаймарăн,

Тупа тунине те эс мантăн.

 

Килмерĕн.

Çапах сан сăнна эп манмарăм.

Тупа тунине асрах тытрăм.

Килмерĕн.

Сана юратса çунса кайрăм,

Тупа тунине асрах тытрăм.

 

Килмерĕн.

Çапах та сана ятламастăп.

Сана манаймастăп, саватăп.

Килмерĕн.

Çапах та сана эп манмастăп,

Саватăп, саватăп, саватăп...

■ Страницăсем: 1... 400 401 402 403 404 405 406 407 408 ... 796