Юр çынни


Каç пулсассăн пĕринче

Урама эп тухрăм.

Хурăн пĕрене çинче

Сăмахлать пĕр ушкăн.

 

Тавлашаççĕ пит хĕрсе,

Тем çинчен пуплеççĕ.

«Шыв шуйттанĕ вăл», — тесе

Пĕр-пĕрне пӳлеççĕ.

 

Шĕвĕрккесем выртмара

Курнă-мĕн хăратмăш —

Ял вĕçĕнчи çырмара

Пурăнать тухатмăш.

 

Те суяççĕ, те чăнах —

Ним те ăнланмарăм.

«Тĕрĕслетĕп паянах», —

Ăшăмра шутларăм.

 

Сĕм çĕрле пĕве хĕрне

Сыхламашкăн антăм.

Çăра хăмăшлăх айне

Меллĕ вырăн турăм.

 

Эп пĕр авăк сăнаса

Таврана пăхатăп.

Темĕнле чĕрчун пусса

Иртнĕ йĕр куратăп.

 

Урлăш-тăршшĕ чăннипех

Виçĕ аршăн пулĕ.

Пĕрре ярса пуснипех

Утăмлать пит вирлĕ.

 

Ман çан-çурăм çӳçенсе

Кайнине сисетĕп.

Хăраса та шикленсе

Тăр-тăр-тăр чĕтретĕп.

 

Çаврăнмасть чĕлхе пачах,

Палăк пек хытатăп.

Самантран хам çавăнтах

Таçталла каятăп.

 

Те утатăп, те пачах

Кайăк пек вĕçетĕп.

Çил çунатлă урхамах

Çинчине пĕлетĕп.

 

Перĕнмест ури çĕре —

Вутлă кайăк тейĕн.

Пăлханса тапать чĕре —

Вĕçетпĕр çĕр çийĕн.

 

Шурă-шурă урхамах

Калаçать çын евĕр.

«Эсĕ хăв вĕт паянах

Пире курас терĕн.

 

Ман хуçам кĕтет сана,

Тахçанах курасшăн.

Эп сисетĕп кăмăлна —

Эс те тĕлпуласшăн.

 

Ак кĕçех ун çĕршывне

Эп илсе çитерĕп.

Йăлт пĕлсессĕн тĕрĕсне

Каялла хам леçĕп».

 

Çил çунатлă урхамах

Тек сăмах чĕнмерĕ,

Çилхинчен çеç хытăрах

Çакланма хистерĕ.

 

Сĕм çĕрле тӳпенелле

Васкамасăр вĕçрĕ,

Çăлтăрсем патне çитсе

Уйăхран та иртрĕ.

 

Çитмелли çĕре вара

Суткаран çитетпĕр.

Темĕнле кермен тавра

Ик çавра вĕçетпĕр.

 

Хайхи шурă урхамах

Васкаса пуплерĕ:

«Малалла каян хăвах, —

Эп пымастăп, — терĕ, —

 

Ку планета — Хĕвелсар.

Халиччен илтмен-тĕр,

Ку çуртра — патша Аксар,

Шикленмесĕрех кĕр».

 

Тимĕр алăк яриех

Уçăлса кайсассăн

Эп куратăп пĕтĕмпех,

Хаш! сывлатăп ассăн.

 

Хирĕç тухрĕ ак пĕри,

Çăмламас хăй, пысăк.

Миçе аршăн-ши ури?

Калаçать пит савăк.

 

«Эп Йетти, — тет Юр çынни,

Эсĕ илтнĕ пулĕ.

Иртнинче этем ачи

Ман хыçран йĕрлерĕ.

 

Ун чухне вĕт çырмана

Вăл анса та пăхрĕ.

Кураймарĕ хăй мана,

Хăраса сăхсăхрĕ.

 

Çавăн хыççăн ял çине

Сас-хура та тухрĕ:

Çырмара тем курнине

Пĕтĕм ял пуплерĕ.

 

Эп çынсен ĕçне-хĕлне

Хак памашкăн пынă.

Тĕкĕнмен эп вĕсене,

Вăрттăн çеç сăнанă.

 

Аякран эп Çĕр питне

Темиçе те курнă,

Вăл хăрушлăх аллинче

Пулнине те туйнă.

 

Çулăмпа ялкăшнине

Каçсерен сăнанă.

Хам планета канашне

Çавăн чух эп пухнă.

 

Манашкал Юр çыннисем

Пирĕн пит нумайăн.

Пур ватти, çамрăккисем,

Арăмсем чылайăн.

 

Кашниех Çĕр чăмăрне

Сăнаса тăратпăр,

Сирĕн пек этемсене

Пулăшса пыратпăр.

 

Анчах темшĕн Çĕр çынни

Питĕ хаярланчĕ —

Ĕçлеме хăш чух пыни

Харама каятчĕ.

 

Час-часах пире тата

Йĕрлеме пуçларĕç,

Ушкăнпа тыта-тыта

Вуннăшне тĕп турĕç.

 

«Ют планета çыннисем»

Ят та çыпăçтарчĕç,

«НЛО хӳрешкисен»

Вырăнне те хучĕç.

 

Эпир мĕншĕн пынине

Чăн та, чухламарĕç,

Хаяр вăрçă çулăмне

Сӳнтерме памарĕç.

 

Чечекпе Çĕр чăмăрне

Хуплама май пурччĕ.

Çын тени хăй телейне

Шурлăха путарчĕ.

 

Кур-ха эс, этем çури,

Пирĕн те пур килĕм.

Хĕвелсар — çăтмах тĕнчи,

Çамрăка çук вилĕм!

 

Пурăнма та сирĕнтен

Нумайрах пурнатпăр —

Çĕр алла çитсе иртсен

Тин çеç ватăлатпăр.

 

Эпир маннă тахçанах

Харкашу мĕнне те,

Пĕр-пĕрне куçран пăхсах

Ăнланатпăр пурте.

 

Эп сана мĕнех калам,

Хăв та,тен, сисетĕн —

Каялла килне кайсан

Пирĕншĕн ĕçлетĕн.

 

Хăв кунта мĕн курнине,

(Эсĕ пултаратăн),

Çĕр çинчи пур этеме

Каласа кăтартăн.

 

Пĕлтерсем эс вĕсене:

Кунашкал пулсассăн

Сирĕн Çĕрĕн чăмăрне

Пулмĕ май çăлмашкăн.

 

Ăна хăвăр аллăрпа

Аркатса пĕтерĕр.

Çĕр планета уçлăхра

Малашне пулмасть-тĕр.

 

Каласам эс çынсене

Хĕвелсар çинчен те.

Çын тăсмасăр аллине

Пулăшмасть Йетти те».

 

Шутламанччĕ ĕмĕрне

Курасса нихçан та —

Йетти шăлчĕ куççульне.

Куç шывланчĕ ман та.

 

Наччасран темле экран

Йăлтăрах çуталчĕ.

«Эсĕ, — тет Йетти, — курсам

Ку вăл — Çĕр малашĕ!»

 

Эп пăхатăп лайăхрах,

Ман чĕлхем те çĕтрĕ...

Хам калатăп: «Эй, турах,

Çĕр планета пĕтрĕ».

 

Ешермест кунта текех

Нимĕнле чечек те.

Чĕрчунсем те тĕппипех

Пĕтнĕ пулĕ пурте.

 

Хуласем те кăмрăкпа

Витĕрех хупланнă.

Пур тĕнче усал вăйпа

Чăннипех те тулнă.

 

Çук малашлăх этемсен —

Мĕн патне килетпĕр?

«Эс, Йеттиçĕм, пĕлтерсем,

Тен, эпир пĕтетпĕр?»

 

Йетти пăхрĕ куçăмран

(Питĕ хурланать-тĕр):

«Эс, этем çури, куран

Мĕн патне çитетĕр.

 

Итлесем ман сăмаха:

Çĕр çине кайсассăн

Эпĕ хушнă пек туса

Пурăн эс тархасшăн.

 

Ун чухне кăна вара

Çĕр планета юлĕ.

«Пурнăç» ятлă «вăйăра»

Сан тӳпӳ те пулĕ.

 

Халь каях, леш урхамах

Вырăна çитерĕ.

Йăлтах куртăн эс хăвах,

Сыв пулсамччĕ», — терĕ.

 

Каялла эп Çĕр çине

Сĕм çĕрле çитетĕп.

Паян кун Йеттисене

Пулăшса çӳретĕп.

 

Ăнсăртран эс Çĕр çинче

Йеттие курсассăн

Ан шутла тарса ӳкме,

Вăл ырри сунасшăн.

 

Пур вăрçа-харçа чарма

Пĕр вĕсем пĕлеççĕ.

Таврана капăрлатма

Çĕр çине килеççĕ.

 

Этемпе этем пулма

Çынсене хистеççĕ,

Çĕр питне ун чух кăна

Чечекпе витеççĕ.

 

Çĕр планета малашне

Хĕвелсар пек пулĕ,

Хаяр вăрçă кăвайтне

Ун патши сӳнтерĕ!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Людмила (2010-11-08 11:42:33):

Сăвă питĕ хăйне евĕрлĕ,илемлĕ, юмах тĕнчине илсе çитерет.Çунат ĕмĕтлĕ, чĕлхи ансат, вулама çăмăл, ачасене тыткăна илет.Сăвă çĕнтерессе шанас килет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Марина (2010-11-09 13:06:36):

Хайлав тарăн шухăша ярать.Автора чăнах та Çĕр планете малашлăхĕ шухăшлаттарать. Сăвă ансат вуланать, вăл çĕнтерессе шанатăп

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Антон (2010-11-09 13:41:34):

Сăвă мана питĕ килĕшрĕ,шухăшĕ тарăн.Питĕ çивĕч ыйту хускатнă.Чăнах та, мĕн кĕтет-ха пире малашне?

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Татьяна (2010-11-10 20:01:06):

Сăвă тарăн шухăшлă.Чăнахах та мĕнле пулĕ-ши пирĕн Çĕр планета,мĕн кĕтет-ши пире малашне? Упрар ăна эпир!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Алина (2010-11-12 18:45:43):

Сăвă питĕ илемлĕ, тарăн шухăшлă.Вăл мана питĕ килĕшрĕ.Сăвă çĕнтерессе шанас килет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Аня (2010-11-12 18:49:24):

Мана сăвă питĕ килĕшрĕ. Эпĕ ăна çăмăллăнах вуласа тухрăм.Сăвă çĕнтерессе шанас килет. Ăнăçу сунатăп!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Алексей (2010-11-12 18:53:28):

Сăвва вуланă хыççăн вăл мана тарăн шухăша ячĕ.Чăн та çивĕч ыйту хускатнă эсир.Сăвă ансат вуланать, вăл çĕнтерессе шанатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Максим (2010-11-15 14:54:42):

Сăвă питĕ тарăн шухăшлă, илемлĕ вуланать, чĕлхи пуян, мана килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Николай (2011-05-22 13:43:15):

Питĕ чаплă хайлав! Темиçе те вуласа тухрăм,вырăн паманни вара тĕлĕнтерчĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: