Каç пулсассăн пĕринче
Урама эп тухрăм.
Хурăн пĕрене çинче
Сăмахлать пĕр ушкăн.
Тавлашаççĕ пит хĕрсе,
Тем çинчен пуплеççĕ.
«Шыв шуйттанĕ вăл», — тесе
Пĕр-пĕрне пӳлеççĕ.
Шĕвĕрккесем выртмара
Курнă-мĕн хăратмăш —
Ял вĕçĕнчи çырмара
Пурăнать тухатмăш.
Те суяççĕ, те чăнах —
Ним те ăнланмарăм.
«Тĕрĕслетĕп паянах», —
Ăшăмра шутларăм.
Сĕм çĕрле пĕве хĕрне
Сыхламашкăн антăм.
Çăра хăмăшлăх айне
Меллĕ вырăн турăм.
Эп пĕр авăк сăнаса
Таврана пăхатăп.
Темĕнле чĕрчун пусса
Иртнĕ йĕр куратăп.
Урлăш-тăршшĕ чăннипех
Виçĕ аршăн пулĕ.
Пĕрре ярса пуснипех
Утăмлать пит вирлĕ.
Ман çан-çурăм çӳçенсе
Кайнине сисетĕп.
Хăраса та шикленсе
Тăр-тăр-тăр чĕтретĕп.
Çаврăнмасть чĕлхе пачах,
Палăк пек хытатăп.
Самантран хам çавăнтах
Таçталла каятăп.
Те утатăп, те пачах
Кайăк пек вĕçетĕп.
Çил çунатлă урхамах
Çинчине пĕлетĕп.
Перĕнмест ури çĕре —
Вутлă кайăк тейĕн.
Пăлханса тапать чĕре —
Вĕçетпĕр çĕр çийĕн.
Шурă-шурă урхамах
Калаçать çын евĕр.
«Эсĕ хăв вĕт паянах
Пире курас терĕн.
Ман хуçам кĕтет сана,
Тахçанах курасшăн.
Эп сисетĕп кăмăлна —
Эс те тĕлпуласшăн.
Ак кĕçех ун çĕршывне
Эп илсе çитерĕп.
Йăлт пĕлсессĕн тĕрĕсне
Каялла хам леçĕп».
Çил çунатлă урхамах
Тек сăмах чĕнмерĕ,
Çилхинчен çеç хытăрах
Çакланма хистерĕ.
Сĕм çĕрле тӳпенелле
Васкамасăр вĕçрĕ,
Çăлтăрсем патне çитсе
Уйăхран та иртрĕ.
Çитмелли çĕре вара
Суткаран çитетпĕр.
Темĕнле кермен тавра
Ик çавра вĕçетпĕр.
Хайхи шурă урхамах
Васкаса пуплерĕ:
«Малалла каян хăвах, —
Эп пымастăп, — терĕ, —
Ку планета — Хĕвелсар.
Халиччен илтмен-тĕр,
Ку çуртра — патша Аксар,
Шикленмесĕрех кĕр».
Тимĕр алăк яриех
Уçăлса кайсассăн
Эп куратăп пĕтĕмпех,
Хаш! сывлатăп ассăн.
Хирĕç тухрĕ ак пĕри,
Çăмламас хăй, пысăк.
Миçе аршăн-ши ури?
Калаçать пит савăк.
«Эп Йетти, — тет Юр çынни,
Эсĕ илтнĕ пулĕ.
Иртнинче этем ачи
Ман хыçран йĕрлерĕ.
Ун чухне вĕт çырмана
Вăл анса та пăхрĕ.
Кураймарĕ хăй мана,
Хăраса сăхсăхрĕ.
Çавăн хыççăн ял çине
Сас-хура та тухрĕ:
Çырмара тем курнине
Пĕтĕм ял пуплерĕ.
Эп çынсен ĕçне-хĕлне
Хак памашкăн пынă.
Тĕкĕнмен эп вĕсене,
Вăрттăн çеç сăнанă.
Аякран эп Çĕр питне
Темиçе те курнă,
Вăл хăрушлăх аллинче
Пулнине те туйнă.
Çулăмпа ялкăшнине
Каçсерен сăнанă.
Хам планета канашне
Çавăн чух эп пухнă.
Манашкал Юр çыннисем
Пирĕн пит нумайăн.
Пур ватти, çамрăккисем,
Арăмсем чылайăн.
Кашниех Çĕр чăмăрне
Сăнаса тăратпăр,
Сирĕн пек этемсене
Пулăшса пыратпăр.
Анчах темшĕн Çĕр çынни
Питĕ хаярланчĕ —
Ĕçлеме хăш чух пыни
Харама каятчĕ.
Час-часах пире тата
Йĕрлеме пуçларĕç,
Ушкăнпа тыта-тыта
Вуннăшне тĕп турĕç.
«Ют планета çыннисем»
Ят та çыпăçтарчĕç,
«НЛО хӳрешкисен»
Вырăнне те хучĕç.
Эпир мĕншĕн пынине
Чăн та, чухламарĕç,
Хаяр вăрçă çулăмне
Сӳнтерме памарĕç.
Чечекпе Çĕр чăмăрне
Хуплама май пурччĕ.
Çын тени хăй телейне
Шурлăха путарчĕ.
Кур-ха эс, этем çури,
Пирĕн те пур килĕм.
Хĕвелсар — çăтмах тĕнчи,
Çамрăка çук вилĕм!
Пурăнма та сирĕнтен
Нумайрах пурнатпăр —
Çĕр алла çитсе иртсен
Тин çеç ватăлатпăр.
Эпир маннă тахçанах
Харкашу мĕнне те,
Пĕр-пĕрне куçран пăхсах
Ăнланатпăр пурте.
Эп сана мĕнех калам,
Хăв та,тен, сисетĕн —
Каялла килне кайсан
Пирĕншĕн ĕçлетĕн.
Хăв кунта мĕн курнине,
(Эсĕ пултаратăн),
Çĕр çинчи пур этеме
Каласа кăтартăн.
Пĕлтерсем эс вĕсене:
Кунашкал пулсассăн
Сирĕн Çĕрĕн чăмăрне
Пулмĕ май çăлмашкăн.
Ăна хăвăр аллăрпа
Аркатса пĕтерĕр.
Çĕр планета уçлăхра
Малашне пулмасть-тĕр.
Каласам эс çынсене
Хĕвелсар çинчен те.
Çын тăсмасăр аллине
Пулăшмасть Йетти те».
Шутламанччĕ ĕмĕрне
Курасса нихçан та —
Йетти шăлчĕ куççульне.
Куç шывланчĕ ман та.
Наччасран темле экран
Йăлтăрах çуталчĕ.
«Эсĕ, — тет Йетти, — курсам
Ку вăл — Çĕр малашĕ!»
Эп пăхатăп лайăхрах,
Ман чĕлхем те çĕтрĕ...
Хам калатăп: «Эй, турах,
Çĕр планета пĕтрĕ».
Ешермест кунта текех
Нимĕнле чечек те.
Чĕрчунсем те тĕппипех
Пĕтнĕ пулĕ пурте.
Хуласем те кăмрăкпа
Витĕрех хупланнă.
Пур тĕнче усал вăйпа
Чăннипех те тулнă.
Çук малашлăх этемсен —
Мĕн патне килетпĕр?
«Эс, Йеттиçĕм, пĕлтерсем,
Тен, эпир пĕтетпĕр?»
Йетти пăхрĕ куçăмран
(Питĕ хурланать-тĕр):
«Эс, этем çури, куран
Мĕн патне çитетĕр.
Итлесем ман сăмаха:
Çĕр çине кайсассăн
Эпĕ хушнă пек туса
Пурăн эс тархасшăн.
Ун чухне кăна вара
Çĕр планета юлĕ.
«Пурнăç» ятлă «вăйăра»
Сан тӳпӳ те пулĕ.
Халь каях, леш урхамах
Вырăна çитерĕ.
Йăлтах куртăн эс хăвах,
Сыв пулсамччĕ», — терĕ.
Каялла эп Çĕр çине
Сĕм çĕрле çитетĕп.
Паян кун Йеттисене
Пулăшса çӳретĕп.
Ăнсăртран эс Çĕр çинче
Йеттие курсассăн
Ан шутла тарса ӳкме,
Вăл ырри сунасшăн.
Пур вăрçа-харçа чарма
Пĕр вĕсем пĕлеççĕ.
Таврана капăрлатма
Çĕр çине килеççĕ.
Этемпе этем пулма
Çынсене хистеççĕ,
Çĕр питне ун чух кăна
Чечекпе витеççĕ.
Çĕр планета малашне
Хĕвелсар пек пулĕ,
Хаяр вăрçă кăвайтне
Ун патши сӳнтерĕ!