Шурçамка
Кĕтнĕ вăхăт аранах çитрĕ. Эпир çуллахи каникула кайрăмăр. Аннепе пĕрле фермăна çӳреме тытăнтăм. Эпĕ чĕрчунсене юратнăран пулас, ытти чухне те пушă вăхăт тупăнсанах фермăна чупаттăм. Халĕ кашни кунах юратнă пăрусене симĕс апат, сĕт çитеретĕп. Эпĕ кашнинех пырса юрататăп, вĕсемпе сăмахлатăп. Вĕсем те мана хăнăхса çитрĕç. Эпĕ витене кĕрсенех сас параççĕ. Ку вара эсĕ килтĕн-им тенĕнех туйăнать. Аннепе ăмăртмалла апат паратăп. Каярах вĕсене уя та илсе тухатпăр. Кунĕпе вĕсемпе калаçатăп.
Пĕррехинче пирĕн витене Павăл пичче пычĕ. Аннепе вĕсем тем çинчен калаçрĕç. Анчах та аннен пĕр-ик сăмахне илтсе юлтăм: «Лаша вăл пăру мар-çке. Çыртма та, тапма та пултараççĕ лешсем. Ачи те вăл пĕчĕк. Ашшĕпе калаçса пăхар». Павăл пичче пуçне сулрĕ. Кĕçех анне те ман пата пычĕ. Ним пулман пек пăрусене апатларĕ. Эпĕ те хăю çитерсе ыйтаймарăм.
Килте каллех аттепе анне тем çинчен пăшăлтатрĕç. «Ачи вăл пирĕн маттур», — терĕ атте.
— Хĕрĕм, кил-ха пирĕн пата, — терĕ анне. — Микулай пиччу урине хуçнă. Ăна ĕнер больницăна леçнĕ. Халĕ лашасене пăхакан çук. Павăл пиччу Кĕтерин лашасене пăхма килĕшмĕ-ши терĕ. Аçупа санпа калаçса пăхма шутларăмăр. Лашасене пăхма çăмăл пулас çук. Пĕр-ик кунне аçу хăнăхтарĕ. Эсĕ ху мĕн шутлатăн?
Ним шутласа тăмасăрах эпĕ çапла каларăм:
— Хамăр класри Сантăрпа пăхсан мĕнле-ши? Вĕсен килĕнче те лаша пур. Вăл янаварсене питĕ юратать.
Аттепе анне те ман сĕнӳпе килĕшрĕç. Тепĕр кунне эпĕ ирех Сантăрсем патне кайрăм. Хамăн шухăша пĕлтертĕм. Вăл хаваспах килĕшрĕ. Çапла кашни кун пăрусем вырăнне лашасемпе калаçма тытăнтăм. Хăрани те сирĕлсех пычĕ. Аннерен вăрттăн малтанлăха çăкăр та илсе каяттăм. Çавăнпа урхамахсем часах Сантăрпа иксĕмĕре хăнăхрĕç. Халĕ каскăнрах лашисен урисене тăллама та хăрамастăп ĕнтĕ. Ирхи сакăр сехетрен пуçласа каçхи çичĕ сехетчен лашасене пăхаттăмăр. Вĕсем çине утланса чупасси мĕне тăрать! Лашасем хушшинче мĕн тĕрли çук пулĕ: ăмăрлă лаша, ĕç лаши, ĕшенчĕк лаша, кастарнă лаша, кĕрен-çӳрен лаша… Пĕри тепринчен хитререх. Анчах та мана пĕр лаши ытларах килĕшрĕ. Унăн çамки тĕлĕнче çеç шурăччĕ. Хăй вара хуп-хура. Вăл йӳрĕк лаша. Уй-хир тăрăх çил пек вĕçтерет. Икĕ ури çине чĕввĕн тăрать те пĕтĕм таврана илтмелле кĕçенет. Унпа пĕрле чухне эпĕ хама юмахри пек туятăп. Çак лашана эпĕ Шурçамка теме пуçларăм. Ку ята вăл часах хăнăхрĕ. Шурçамка тесе кăшкăрсанах ман пата пуçĕсене ухса пырать. Унпа иксĕмĕр уйрăлми туссемех пулса тăтăмăр. Эрнере пĕрре лашасене хырчăкпа тасататпăр. Кăна шыва кĕртнĕ хыççăн тума аванрах. Сантăр мана лаша кӳлме те вĕрентсе çитерчĕ. Кӳлмелли таврашĕ конюхра 5-6 кăна. Çынсене лаша кирлĕ пулсан та хамăрах кӳлсе параттăмăр. Ирхине уя тухиччен ампартан сĕлĕ илсе çитереттĕмĕр. Павăл пичче кашни кун тенĕ пекех пирĕн пата пырса каятчĕ. Лаша кĕтĕвĕпе уйра нумай çӳренишĕн, юратса пăхнишĕн мухтатчĕ: «Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси ачаран паллă тетчĕ. Шкул пĕтерсен эсир пирĕн патах килĕр, сирĕн пек çынсем фермăра кирлĕ», — тетчĕ. Эпир çак сăмахсемшĕ епле савăнаттăмăр.
Пĕррехинче янаварсене уя хăваласа тухма пуçларăмăр. Пуян ятли тухасшăн мар. Сантăр лашана илсе тухрĕ-тухрех. Кăшт çӳресен пирĕн лашасем хушшинче тиха чупма пуçларĕ. Эпир иксĕмĕр те нимĕн ăнланмасăр тăратпăр. Пуян ятли ĕмĕртнине курсан çеç мĕн пулса иртнине ăнлантăмăр. Тиха каç пулса киле кайиччен самаях вăй илчĕ. Амăшĕнчен юлмасăр чупса пычĕ. Куç умĕнчех тиха тĕрекленсе хитреленсе пычĕ. Хуп-хура тĕслĕ хăй. Каярахпа лашасем татах хăмларĕç. Йыш самаях хутшăнчĕ. Тихасем уйра пĕр-пĕринпе ăмăртмалла чупаççĕ. Вĕсем выляса аяккалла кайсанах амăшĕсем тулхăрса илеççĕ. Инçе ан кайăр тени пулать-ши ку? Вĕсем хушшинче усăк кутлă тиха та пурччĕ. Çĕлен-хура тихине Сантăр килĕштеретчĕ. Вăл ăна яланах çăкăр çитеретчĕ. Пĕррехинче çак тиха унăн аллине те çыртса илчĕ. Анчах вăл кун çинчен никама та каламарĕ.
Кун хыççăн кун шурĕ. Уйăх хыççăн уйăх хыçала юлчĕ. Микулай пичче те сывалса тухрĕ. Пирĕн пата темиçе хут та пырса кайрĕ. Анчах ĕçе тухма васкамарĕ.
— Янаварсем маттурланнă, хитреленнĕ. Чăнах та эсир выльăхсене юратса пăхни курăнать, — терĕ вăл. — Эсир шкула кайиччен эпĕ кăштах тĕрекленем.
Эпир Микулай пиччене пăхса пама килĕшрĕмĕр. Çурла уйăхĕн юлашки кунĕсем те çитрĕç. Манăн Шурçамка çакна сиссе-ши тунсăхлама пуçларĕ. Ытти чухнехи пек утлансан та юртмасть. Выльăх та сисет пулас. Пире лайăх ĕçленĕшĕн колхоз правленийĕ тиха парса чыс турĕ. Унтан та ытларах тĕлĕнмелли шкулта пулса иртрĕ. Шкула районти хаçатран пире шыраса корреспондентсем килчĕç. Нумай ыйтусем çине хуравлама тиврĕ. Сăнӳкерчĕк тума фермăна илсе кайрĕç. Тĕлĕнмелле те, «Шурçамка», — тесе сас парсанах лаша ман пата пычĕ. Шăршлама, çуллама пуçларĕ. Кил хушши тавра кĕçенсе чупрĕ. Каллех ман çума пырса тăчĕ. Малти урисем çине пĕшкĕнсе ларчĕ. Эпĕ вара ним шутласа тăмасăр улăхса лартăм, çил пек лаша вити тавра çаврăнтăмăр. Кĕçех хаçатра пирĕн çинчен пысăк статья тухрĕ. Ку пире тата ытларах хăпартлантарса ячĕ.
Çак кунтан пуçласа эрнере пĕрре, вырсарникун, Сантăрпа лашасем патне çӳрерĕмĕр. Вĕсене Микулай пиччепе апатларăмăр. Лашасене хырчăклама та пулăшрăмăр.
Света (2010-11-09 20:31:33):
Катюша, эсĕ çырнине эпĕ пĕлетĕп.хаçатра сан пичетленеççĕ. Ку калав сан ыттисенчен те тарăн шухăшлă. Маттур.
Алина Сосаева (2010-11-10 01:02:51):
Илемле калав пулса тухнă. Авторĕ пĕрре кăна мар, çакăн пек хайлавсем çырсах тăни сисĕнет. Ăнăçу сунатăп...
Татьяна гербертовна (2010-11-10 20:01:39):
Çакăн пек калавсем çырма анлă тавра курăмлă ача çеç çырма пултарать. Эсир маттур. Хайлав вăйлă.