Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн

Шупашкар хулинче 17 ҫулти каччӑна шыраҫҫӗ. Кун пирки «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗ пӗлтерет.

Кудряшов Константин Александрович юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Унтанпа унран пӗр хыпар та ҫук. Константин 184 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑ ҫырӑ, куҫӗ ҫутӑ кӑвак тӗслӗ. Ҫав кун вӑл хура куртка, тӗттӗм кӑвак кофта, кӑвак джинс шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ.

Константин Кудряшов ӑҫта пулнине пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр), 8 987 668 70 81 (Виктория).

Сӑмах май, Шупашкарта 17 ҫулти тепӗр каччӑна шыраҫҫӗ. Мозгов Станислав Романович юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫухалнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗмӗрле округӗнче браконьерсен ушкӑнне тытса чарнӑ. Вӗсен ҫумӗнче икӗ хир качакин тушки пулнӑ.

Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци инспекторӗсем машинӑна тӗрӗслеме чарнӑ. Салонра водитель тата пассажир пулнӑ. Вӗсен ҫумӗнче сунар пӑшалӗ, каҫхине курмалли хатӗр тата сасӑсӑр пемелли хатӗр тупнӑ. Пассажирӑн пӑшалпа усӑ курма ирӗк те пулман.

Ку кӑна мар-ха. Чи интереслине инспекторсем машина багажникӗнче тупнӑ. Михӗсенче икӗ хир качакин вакланӑ тушки выртнӑ. Вӗсене пеме ирӗк паракан документ вара вӗсен ҫумӗнче пулман.

Операци вӑхӑтӗнче инспекторсем иккӗмӗш машинӑна та тытса чарнӑ. Вӑл тарма хӑтланнӑ. «Лада Вестӑна» виҫӗ сехетрен тытса чарса полици уйрӑмне илсе килнӗ. Унта та хир качакин тушкин пайӗсем пулнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫитес ҫул, 2027 ҫулта, Республика кунӗ йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Шупашкар хулинче тата Елчӗк районӗнче иртӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗ указ проектне хатӗрленӗ.

Документра палӑртнӑ тӑрӑх, муниципалитет пӗрлешӗвӗсен конкурсӗнче Республика кунне уявлама Шупашкарсӑр пуҫне Елчӗк округӗ тивӗҫнӗ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене 2027 ҫулта Акатуй тата Сабантуй, йӑлана кӗнӗ ытти мероприятие ирттерме сӗннӗ, Министрсен Кабинетне вара Елчӗк округӗнчи ялсенчи общество инфратытӑмне аталантарма грант пама.

Аса илтерер: кӑҫал Республика кунӗ Шупашкар хулинче тата Шупашкар округӗнче иртнӗ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Красноармейски округӗнче «Тутлӑ!» фестиваль иртнӗ. Ӑна «Ялта пурӑнма аван» конкурспа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.

Фестивальте финала тухнӑ ултӑ команда тупӑшнӑ: Карай, Вӑрманкас, Яманак, Упи, Пӑрӑнтӑк тата Йӗпрем ялӗсем. Вӗсем вырӑнти кухня апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарнӑ, жюри вара хакланӑ.

Сӗтел апат-ҫимӗҫрен йӑтӑннӑ: пулӑ тата аш-какай деликатесӗсем, хуплу, хуран кукли, кавӑн ӑшӗнче пӗҫернӗ пӑтӑ, вӗлтӗренрен тата хыр йӗкелӗсенчен вӗретнӗ варени, курӑк чейӗсем… Ҫав вӑхӑтрах такмаксем юрласа, шӳтсем каласа савӑннӑ.

Ӗҫленине кура пурне те хавхалантарнӑ: кашни финалистах 5-шер пин тенкӗ панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163599942_20123
 

Республикӑра
cap.ru/ сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru/ сӑнӳкерчӗкӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан хӗрарӑма преми панӑ. Екатерина Походкина «Берегиня села» (чӑв. Ял управҫи) регионти премие тивӗҫнӗ. Хӗрарӑма «Хозяйка земли» (чӑв. Ҫӗр управҫи) номинацире чысланӑ. Ӑна 100 пин тенкӗ преми пама йышӑннӑ.

Екатерина Михайловна — тӑватӑ ача амӑшӗ. Вӑл — усламҫӑ. Упӑшкипе иккӗшӗ вӗсем пӗр пӗвене хӑйсен туса хунӑ та ҫавӑнта илемлетсе лартнӑ. Унта ларса канмалли илемлӗ кӗтес те пур, ярӑнмалли вырӑнсем те, хӳшӗ те. Пулӑ тытма юратакансем укҫа тӳлесен вӑлтапа пырса ларма пултараҫҫӗ.

Район администрацийӗн пресс-служби хӗрарӑма ырласа хӑйсен сайтӗнче пӗлтернӗ май ӑна асамҫӑпа танлаштарнӑ, унпа мӑнаҫланнине палӑртса хӑварнӑ. «Ку наградӑна эсир чӑннипех те тивӗҫ», — тесе ҫырнӑ.

 

Республикӑра
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Чӑваш Республикинче каллех пӑшие ҫапса кайнӑ тӗслӗх пулнӑ. Хальхинче – Ҫӗмӗрле округӗнче.

Ку юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 20 минутра «Шупашкар – Сӑр» автоҫулӑн 103-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ. Пӑши ҫул ҫине чупса тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра ҫул ҫинче ВАЗ2114 машина пынӑ.

22 ҫулти водитель тата икӗ пассажир – 2008 ҫулта ҫуралнӑ каччӑ тата 2010 ҫулта ҫуралнӑ хӗр – аманнӑ. Вӗсене пурне те пульницӑна илсе ҫитернӗ, пурте реанимацире выртаҫҫӗ, сывлӑхӗсем йывӑр. Халӗ Чӑваш Енри Патшалӑх атвоинспекцийӗ ку авари тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Красноармейски округӗнчи Йӗпрем ялӗ ҫывӑхӗнче пӑши туристсен автобусӗ ҫапса кайнӑччӗ. Ун чухне, телее, никам та аманман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/channel_chuvinform
 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Елчӗкре пурӑнакан Викторовсем пӗрлешнӗренпе 65 ҫул иртнӗ. Ҫак сӑлтавпа вӗсем уяв кӗрекине тӑванӗсемпе пухӑннӑ.

Алексей Аексеевичпа Евдокия Алексеевна ҫемье ҫавӑрсан хӑйсен кил-ҫурчӗ пирки ӗмӗтленнӗ. Ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ – пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн вӗсем ҫурт хӑпартнӑ. Виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ вӗсем. Халӗ ултӑ мӑнукпа, виҫӗ кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Алексей Алексеевич «Прогресс» колхозра нумай ҫул тӑрӑшнӑ: трактор бригадирӗнчен пуҫласа склад заведующийӗ таран ҫитнӗ. Евдокия Алексеевна бухгалтер пулнӑ: сӗт-ҫу савутӗнче 20 ҫул ӗҫленӗ, унтан – район администрацийӗнче. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та кадастр бюровӗнче виҫӗ ҫул вӑй хунӑ.

2012 ҫулта Викторовсем «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орден медальне тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31886
 

Республикӑра
visitvolga.ru сайтри сӑн
visitvolga.ru сайтри сӑн

Республика влаҫӗ ҫитес ҫул куравсемпе фестивальсем валли мӗн чухлӗ укҫа тӑкаклассине пӗлтернӗ. Хушӑва Правительство председателӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Пӗтӗмпе 200 ытла пин тенкӗ тӑкаклӗҫ. Списокра – 41 мероприяти, вӗсенчен 12-шӗ – тӗнче шайӗнчи, 15-шӗ – регионсен хушшинчи, 14-шӗ – регион шайӗнчи.

Чи нумай укҫа «Раҫҫейри симӗс ылтӑн» сӑра фестивалӗ валли тӑкакланӗ. Ун валли 49,7 млн тенкӗ пӑхса хунӑ. Кӑҫал, сӑмах май, фестивальте республика 28,8 млн тенкӗ кӑна тӑкакланӑ.

Шупашкарти экономика форумне ирттерме 20 млн тенкӗ пӑхса хунӑ, Чӑваш Ен Элтеперӗн Пысӑк кубокӗ валли – 15,9 млн тенкӗ. Тӗнче шайӗнчи мероприятисене илес тӗк ытларах М.Д.Михайлов ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗнче ытларах тӑкакланма тивӗ, ун валли 6,75 млн тенкӗ пӑхса хунӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Ял хӗрарӑмӗсен кунӗ шутланать. Ҫавна май республика Элтеперӗ Олег Николаев тем пысӑкӑш салам ҫырса хатӗрленӗ.

«Ҫак уяв эсир пуҫарнипе тата пулӑшнипе ҫуралчӗ. Халӗ пирӗн календарьте тепӗр паллӑ кун пулнине уйрӑмах савӑнса палӑртатӑп. Сирӗн ырми-канми ӗҫӗр, тӑван киле, ҫывӑх ҫынсене иксӗлми таса туйӑмпа юратни чӑннипех те пысӑк хисепе тивӗҫ», — тесе пуҫланӑ салама республика ертӳҫи.

«Эсир – килти хӑтлӑхпа йӑла-йӗрке тата чун-чӗре ӑшшин управҫисем. «Кил ӑшши – арӑмран», – тесе халӑхра ахальтен каламаҫҫӗ. Тӑван ҫӗршыва юратни, ҫемьешӗн тӑрӑшни, ҫулталӑк вӑхӑтне пӑхмасӑрах юратни мар тӑвакан кулленхи ӗҫ ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ йӗркин никӗсӗ пулса тӑраҫҫӗ. Эсир ачасене пӑхса ҫитӗнтеретӗр, хуҫалӑха тытса пыратӑр, мӑн асаттемӗрсен йӑлисене сыхласа упратӑр, хӑвӑр вара ҫав вӑхӑтрах ку чухнехи, ӗҫлӗ те ӑнӑҫлӑ хӗрарӑмсем пулма пӑрахмастӑр», — мухтанӑ Элтепер.

Уй-хирпе ферма ӗҫченӗсене, агропромышленность комплексӗнче тӑрӑшакансене, ялти вӗрентекенсене, врачсемпе фельдшерсене, культура ӗҫченӗсене те асӑнса хӑварнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

«Легендарный Красный» ретропуйӑс юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен каллех ҫула тухӗ. Кун пирки Горький чукун ҫулӗ пӗлтерет.

Пуйӑс «Шупашкар – Канаш» маршрутпа ҫула тухать. Хальхинче вӑл юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗччен экскурсие илсе ҫӳрӗ.

Пуйӑс Шупашкартан ирхи 8 сехет те 20 минутра тухса Канаша 11:15 сехетре ҫитӗ. Каялла 14:30 сехетре тухӗ те Шупашкара 16:15 сехетре ҫитӗ.

Аса илтерер: пуйӑс йышне Л серири ӗлӗкхи пӑравус тата хальхи йышши вакунсем кӗреҫҫӗ, вӗсене революцичченхи пек стилизаци тунӑ. Пуйӑспа экскурсие кайнӑ чухне театр представленийӗсене те кӑтартаҫҫӗ. Пассажирсене Граждан вӑрҫинчи пулӑмсемпе, революци тата ун хыҫҫӑнхи тапхӑрпа паллаштарӗҫ, историре йӗр хӑварнӑ Василий Чапаев шӑпипе паттӑрлӑхӗ пирки каласа кӑтартӗҫ.

Тепрехинче пуйӑс юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫула тухӗ те чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен маршрутпа ҫӳрӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ...687
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем тӑватӑр, анчах хӑвӑра алӑра тытмалла. Ҫӗнӗ проектсене пуҫӑнма, пухӑннӑ ыйтусене татса пама вӑхӑт. Ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне ӑнланманлӑхсем пулма пултарӗҫ — чӑтӑмлӑ пулӑр. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене кая хӑвармалла мар.

Чӳк, 10

1896
130
Андреев Алексей Петрович, генерал-майор ҫуралнӑ.
1969
57
Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
1977
49
Ягупова Ирина Николаевна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ