|
Республикӑра
![]() kostroma.mk.ru сайтри сӑн Пӗтӗм Раҫҫейри «Шкулти чи лайӑх апатланмӑш» конкурсӑн регионти тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари апатланмӑшсен хушшинче Шупашкарти 64-мӗш шкул ҫӗнтернӗ, ялсен хушшинче вара – Елчӗк округӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗ. «Шкулти апатланмӑшри чи лайӑх повар» номинацире Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи Палтиел шкулӗнчи Алина Муллова палӑрнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем республика чысне Раҫҫей шайӗнчи конкурсра хӳтӗлӗҫ. Вӑл Ленинград облаҫӗнчи Гатчина хулинче юпа уйӑхӗн 28-30-мӗшӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() «Контактри» сӑн Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан Ядуванкинсем изумруд туйне паллӑ тунӑ. Сергей Ивановичпа Зинаида Александровна 55 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем шкулта чухнех туслӑ ӳснӗ. Сергей купӑс калама, юрлама, ташлама ӑста пулнӑ. Хитре, ӗҫчен Зинаида вара кӳршӗ ялта пурӑннӑ. Каччӑ ӑна куҫ хывнӑ. Салтаксен таврӑнсан Сергей хӗре качча тухма ыйтнӑ. Зинаида килӗшнӗ. Ҫапла 1970 ҫулта Ядуванкинсен ҫемйи чӑмӑртаннӑ. Мӑшӑр малтан – СУ-8 организацире, унтан Ҫӗмӗрлери автофургонсем туса кӑларакан савутра ӗҫленӗ. Ядуванкинсем икӗ ывӑл ӳстернӗ. Халӗ пӗртен-пӗр мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Патӑрьел округӗнче арҫын арӑмне сӑнчӑрта тытнӑшӑн судра явап тытнӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, 46-ри упӑшки арӑмне эрех ӗҫме ярас мар тесе ӑна кӑҫал сахалтан та икӗ хутчен сӑнчӑрпа кӑкарса лартнӑ: акан 15-мӗшӗнче тата ҫӗртмен 9-мӗшӗнче. Ҫапла хӗрарӑм 3 тата 8 сехет ларнӑ, ҫав вӑхӑтра упӑшки ӗҫре пулнӑ. Кун пирки арӑмӗ полицие кайса пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне ҫакӑ паллӑ: ака уйӑхӗнче упӑшки арӑмне эрех ӗҫме чарӑнмасан вӗлерессипе хӑратнӑ. Судра вара арӑмӗ упӑшкине ытлашши ҫирӗп явап тыттарма ыйтман. Ара, ҫав вӑхӑталла вӗсем мирлешнӗ. Суд приговор вуланӑ: арҫыннӑн ирӗкне 1 ҫуллӑха чикӗлеме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() aex.ru сайтри сӑн Ҫитес вӑхӑтра «Шупашкар – Новосибирск» авиамаршрут уҫма палӑртнӑ. Авиаперевозчик Чӑваш Ен правительстви патне ку ыйтупа тухнӑ ӗнтӗ. Новосибирск облаҫӗн правительстви вара рейс тӑкакӗсене Чӑваш Ен правительствипе пӗрле ҫурмалла саплаштарма хатӗррине пӗлтернӗ. Хальлӗхе субсидилекен маршрутсен федераци переченьне хутшӑнма авиакомпанисен заявкисене хатӗрлес ӗҫ пырать. Ҫакна каласа хӑвармалла: Новосибирск аэропортӗнчен Ҫӗпӗрти тата Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи пысӑк хуласене вӗҫме пулать. Ҫавӑн пекех унтан Китая, Вьетнама, Индие, Таиланда тата Азири ытти хулана ҫитме меллӗ. Сӑмах май, Раҫҫей ҫыннисене Китая визӑсӑрах кӗртме пуҫланӑ. Ҫавна май ку маршрут питӗ кирлӗ тата меллӗ пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра ҫулсерен ирттерекен кӗмӗл волонтёрсен республикӑри конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Конкурса заявкӑсене республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа пӗр уйӑх хушши йышӑннӑ. «Ҫӗнтерӳ волонтёрӗ» номинацире Шупашкарти Людмила Порфирьева ҫӗнтернӗ. Ватӑ хӗрарӑм салтаксене нумай пулашать иккен. «Наставник — волонтер» номинацире Патӑрьел районӗнчи Мидхать Шакиров ҫӗнтернӗ. Вӑл ачасене ӳнер урлӑ Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентет иккен. Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Людмила Осипова — «эко-волонтер». Вӑл «ЭкоЛогики «от А до Я» ятлӑ шкул шухӑшласа кӑларнӑ. «Социаллӑ экспресс» номинацире ҫӗнтернӗ Улатӑрти Ирина Сидякина хастар пулса ӗмӗре вӑрӑмлатма вӗрентет. Ҫӗнтерӳҫӗсене кӗмӗл волонтёрсен «Кӗмӗл чун» республикӑри тӑваттӑмӗш форумӗнче чыслӗҫ. Мероприяти хальхинче Ҫӗмӗрле хулинче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() «Контактри» сӑн Чӑваш Республикинчи пултаруллӑ ҫемье «Ҫемье зарници» Пӗтӗм Раҫҫейри вӑйӑсенче 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Сӑмах — Ҫӗрпӳре пурӑнакан Семеновсен ҫемйи пирки. Ӑмӑрту ҫак кунсенче Волгоград хулинче иртнӗ. Семеновсен 24 ҫемьепе тупӑшма тивнӗ. Пирӗн ештешсен команди «Ҫӗрпӳ патриочӗсем» ятлӑ пулнӑ. Вӗсене унта хутшӑнмашкӑн «ВОИН» центрӑн республикӑри филиалӗ хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() gazeta.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче сирена янӑранине илтсен хӑраса ан ӳкӗр. Ҫак кун республикӑра ӑна тӗрӗслӗҫ кӑна. Ҫак кун сирена икӗ хутчен янӑрӗ: 10 сехет те 30 минутра тата 10 сехет те 40 минутра. Халӑха лӑпкӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Ытти чухне, ку тӗрӗслев мар пулсан, сирена янӑрасан часрах телевизор е радио ҫутмалла, унта мӗн каланине пурнӑҫламалла. Кун пирки май пур таран ытларах ҫынна пӗлтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Красноармейски округӗнчи Алманч ялӗнчи Матвеевсен ылтӑн туйӗ ҫитнӗ. Ҫак ятпа вӗсене ЗАГС ӗҫченӗсем саламланӑ. Кил ӑшшин управҫи Искра Афанасьевна Шупашкарти 15-мӗш ача пахчи-яслире нумай ҫул тӑрӑшнӑ. Владимир Максимович Шалти ӗҫсен министерствинче аслӑ следователь пулнӑ, подполковник званийӗ таран ҫитнӗ. Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхне уҫнӑ вӗсем: пӗр-пӗрне хисеплемелле, пулӑшса пымалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Пӑрачкаври хӗрарӑм йытӑ ҫурине путарса вӗлернӗшӗн суд сакки ҫинче явап тытнӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑпланӑ. Ку пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Пӑрачкавра пулнӑ. Хӗрарӑм килти икӗ йытӑ ҫурине, икӗ уйӑхрискерсене, миххе чикнӗ те Сӑр юханшывӗ патне вӗсене путарма кайнӑ. Ҫакна 13 ҫулти икӗ арҫын ача курнӑ, вӗсем хӗрарӑма йытӑ ҫурисене пама ыйтнӑ. Анчах лешӗ чӗрчунсене шыва ывӑтнӑ. Арҫын ачасенчен пӗри пушмакне хывса, шӑлавар пӗҫҫине тавӑрса пӑрлӑ шыва кӗнӗ. Анчах вӑл пӗр йытӑ ҫурине кӑна ҫӑлса ӗлкӗрнӗ, тепри вилнӗ. Хӗрарӑм судра айӑпне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти электроаппаратура завочӗ япаласене авма робот техники туяннӑ. Вӑл 50 килограмм таран йӑтса илеет. Унтан ӑна хӑех авать. Унччен ҫав операцие оператор пурнӑҫланӑ пулсан халӗ робот самантрах тӑвать. Ҫитменнине тата ҫыннӑн пресс хушшине алла чиксе яма тивнӗрен аманас хӑрушлӑх та пулнӑ. Халӗ заводра тӑрӑшакансем робота ӗҫлеттерсе яма ҫеҫ хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
