Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -15.7 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
ul.aif.ru сайтри сӑн
ul.aif.ru сайтри сӑн

Шупашкар округӗнчи хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лексе самай пысӑк укҫа ҫухатнӑ. Вӑл палламан ҫынна 8,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.

Ун патне темиҫе палламан ҫын шӑнкӑравланӑ: пӗри хӑйӗнпе «Госуслуги» порталӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ, теприсем — «хуралӗн» тата «ФСБ» ӗҫченӗсем имӗш. Хайхискерсем 64-ри хӗрарӑма тупӑшне деклараци тумаллине пӗлтернӗ. Ҫакна тумасан унӑн укҫине вӑрлама пултараҫҫӗ-мӗн.

Хӗрарӑм ҫав ҫынсене ӗненсе пӗтӗм укҫине ултавҫӑсем янӑ курьер урлӑ парса янӑ. Пӗтӗмпе — 8,5 миллион тенкӗ. Укҫана каялла тавӑрса памасан тин вӑл ултавҫӑсен серепине ҫакланнине ӑнланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/7174
 

Республикӑра
«Про Город» телеграм-каналӗнчен илнӗ сӑн
«Про Город» телеграм-каналӗнчен илнӗ сӑн

Улатӑр округӗнче ҫӳп-ҫап купи, свалка, ҫунма тытӑннӑ. Хальлӗхе лару-тӑру йӗркеллех, вырӑнта тивӗҫлӗ службӑсем дежурство тӑраҫҫӗ.

Полигон мӗншӗн ҫунма тытӑннине палӑртман-ха. Ҫапах вӑл ӗҫлет. Анчах унта типӗ ҫулҫӑ, ӳсен-тӑран, хӑрӑк турат ытлах илсе тухма сӗнмеҫҫӗ. Ку – хальлӗхе, ҫулӑма тӗппипех сӳнтериччен.

Хальхи вӑхӑтра полигонри ҫунакан вырӑнсене тӑпрапа хуплаҫҫӗ. Ӑна ҫывӑхран илеҫҫӗ, ҫавна май ҫулӑма сарӑлма паман траншея та пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Вӑрманта ҫӳп-ҫап купине тупнӑ. Ҫак киревсӗр ӗҫе кам тунине шкул дневникӗ палӑртма пулӑшнӑ. Вӑрман инспекторӗсем ҫӳп-ҫап купине Сӑнав лесничествин Сурӑм участокӗнче асӑрханӑ.

Унта темӗн те пулнӑ. Инспекторсен куҫӗ тӗлне шкул дневникӗ лекнӗ. Ӑна уҫса пӑхсан хуҫи Красноармейски округӗнчи пӗр шкулта вӗреннине пӗлнӗ. Специалистсем вӑл ӑҫта пурӑннине, ашшӗ-амӑшӗн ятне-шывне палӑртнӑ. Вӗсем патне киле кайса протокол ҫырнӑ.

Халӗ йӗрке пӑсакансене 1 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ Унсӑр пуҫне вӑрман фондне сиен кӳнӗшӗн 4500 тенкӗ штраф хураҫҫӗ.

 

Республикӑра
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Чӑваш Енре пушара хирӗҫ режим вӑйра пулма пӑрахнӑ. Ӑна юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пӑрахӑҫланӑ. Хушӑва Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Ҫавӑн пекех муниципалитетсене те ҫак режима пӑрахӑҫлама сӗннӗ. Аса илтерер: пушара хирӗҫ режим Чӑваш Енре ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑйра пулнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑрманта кӑвайт чӗртме, ҫӳп-ҫап ҫунтарма, кӑвайт ҫинче апат пӗҫерме юраман.

Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑра пушара хирӗҫ режима юпан 18-мӗшӗнче пӑрахӑҫланӑ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Вӗсем ЗАГСа 55 ҫултан каллех пӗрле килнӗ. Хальхинче – чӑваш тумӗпе. Сӑмах – Вӑрнар округӗнчи Мӑньял Хапӑс ялӗнче пурӑнакан Тикиневсем пирки.

Валериян Васильевичпа Галина Александровна Мӑньял Хапӑс клубӗнче пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ. Ун чухне иккӗшӗ те спектакльте вылянӑ. Ҫапла туслашса кайнӑ вӗсем, 1970 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче вара ҫемье ҫавӑрнӑ.

Галина Александровна Вӑрнарти аш-какай комбинатӗнче бухгалтерта 25 ҫул ӗҫленӗ, Валериян Васильевич Вӑрнарти МСОра тракторист тата водитель пулнӑ.

Халӗ вӗсен ҫемйи пысӑк: уявсенче 40 ҫын таран сӗтел хушшине пухӑнать. Тикиневсен – 16 мӑнук, 8 кӗҫӗн мӑнук.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15678
 

Республикӑра
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев вӗрентекенсене професси уявӗпе саламланӑ.

«Шкул – ӗҫ кӑна мар, вӑл - чи яваплӑ тивӗҫ. Эсир вӗҫӗ-хӗррисӗр пӗлӳ тӗнчин алӑкне уҫса ачасене ӑс паратӑр, вӗсен кӑмӑл-туйӑмне ҫирӗплететӗр. Сирӗн кулленхи ӗҫ- чӑтӑмлӑх, ӑс-хакӑл тата ӗҫе чунпа парӑнса пурнӑҫланине ҫирӗплетекен тӗслӗх.

Пирӗн республикӑра тӑхӑр пин ытла педагог ӗҫлет. Эпир вӗсен профессири ҫитӗнӗвӗсемпе мӑнаҫланатпӑр. Чӑваш Енри вӗрентекенсем ҫулсерен Пӗтӗм Раҫҫейри тата Пӗтӗм тӗнчери конкурссен ҫӗнтерӳҫисемпе лауреачӗсем пулса тӑраҫҫӗ, педагогсен пӗрлӗхӗшӗн ҫул кӑтартакансем шутланаҫҫӗ», — тенӗ республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ саламра.

 

Республикӑра
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче причал тӑвакана палӑртма аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Контракт хакӗ — 945 млн тенкӗ.

Укҫана республика хыснинчен уйӑрмалла. Причала 2027 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен туса пӗтермелле.

Аса илтерер: Сӗнтӗрвӑррипе Куславкка хулисенче причал тӑвакана кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчех палӑртнӑччӗ. Шупашкарти «СтройКрафт» компанипе Республикӑн пӗрлехи заказчик служби контракта шӑпах ҫавӑн чухне алӑ пуснӑ. Кайран подрядчик контракта пӑрахӑҫланӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, заказчик хӑйӗн ҫине илнӗ яваплӑха пурнӑҫламан.

Сӗнтӗрвӑрринчи причала тума 378,7 млн тенкӗ кирлӗ, ӗҫе 2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен туса пӗтермелле тесе хыпарланӑччӗ малтан.

 

Республикӑра
Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн
Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн

Ӗнер, юпан 2-мӗшӗнче, кӑнтӑрла хыҫҫӑн Валентин Иванов матрос-ҫӑлавҫӑ бинокльпе пӑхсан Атӑлта ҫаврӑнса ӳкнӗ кимӗ ишнине асӑрханӑ. Ҫывӑхра вара никам та пулман. Ҫапах ҫӑлавҫӑсем вырӑна тухса тӗрӗслеме шутланӑ.

Кимӗ патне ҫитсен вӗсем виҫӗ пулӑҫа асӑрханӑ. Телее, пурте ҫӑлав жилечӗпе пулнӑ. Ҫитменнине, пӗри ишме те пӗлмен.

Ҫӑлавҫӑсем пулӑҫсене ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Кайран кимме те илсе ҫитернӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Етӗрне округӗнчи арҫын ятарлӑ ҫар операцийӗнче вилнӗ салтакӑн картти ҫинчи 6 миллион тенке илсе хӑйӗн валли моторпа кимӗ туяннӑ, машина кредитне татнӑ. Анчах савӑнӑҫ нумая пыман — куншӑн унӑн судра явап тытма тивнӗ.

Ӗҫ-пуҫ акӑ мӗнлерех пулса иртнӗ: вилнӗ салтакӑн амӑшӗ еткерлӗхе хӑйӗн ҫине тунӑ чухне ывӑлӗн картти ҫинчи укҫа ҫуккине асӑрханӑ. Кайран вӑл ывӑлӗн пӗлӗшӗнче пулни ҫиеле тухнӑ — салтак отпуска килсен ӑна парса хӑварнӑ иккен.

Салтак вилсен вара пӗлӗшӗ картта унра пулнине ҫемйине пӗр сӑмах та шарламан. 2024 ҫулхи авӑн-раштав уйӑхӗсенче вӑл унти укҫана пӗчӗкшерӗн илсе пынӑ.

Арҫын пуҫиле ӗҫ пуҫарсанах салтак амӑшне пӗтӗм тӑкака саплаштарнӑ. Ҫапах суд ӑна 3 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплнӑ, 50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Прокуратура ыйтнипе моторпа кимме патшалӑх валли туртса илнӗ. Ҫапах прокуратура приговор ытлашши ҫемҫе тесе шухӑшлать, машинӑна та конфискацилеме тавӑҫ тӑратнӑ. Ара, кредитне арҫын вӑрланӑ укҫапа тӳлесе татнӑ вӗт.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/5917
 

Республикӑра
kostroma.mk.ru сайтри сӑн
kostroma.mk.ru сайтри сӑн

Пӗтӗм Раҫҫейри «Шкулти чи лайӑх апатланмӑш» конкурсӑн регионти тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ.

ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари апатланмӑшсен хушшинче Шупашкарти 64-мӗш шкул ҫӗнтернӗ, ялсен хушшинче вара – Елчӗк округӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗ. «Шкулти апатланмӑшри чи лайӑх повар» номинацире Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи Палтиел шкулӗнчи Алина Муллова палӑрнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсем республика чысне Раҫҫей шайӗнчи конкурсра хӳтӗлӗҫ. Вӑл Ленинград облаҫӗнчи Гатчина хулинче юпа уйӑхӗн 28-30-мӗшӗсенче иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/minobr21/17562
 

Страницӑсем: 1 ... 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, ...655
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрнен пӗрремӗш ҫурринче лайӑх шухӑшсем кӑна пулччӑр, ку сире усса кайӗ. Мӑнкӑмӑллӑх тата кӗвӗҫӳ туйӑмӗ пирки манӑр — вӗсем ним лайӑххине те илсе килмӗҫ. Йӑнӑшсене йышӑнма пӗлӗр, урӑх ҫын ҫине ан йӑвантарӑр. Тен, лайах хыпар илтетӗр, ку харпӑр пурнӑҫа ырӑ улшӑнусем илсе килӗҫ. Шанчӑка ан вӗҫертӗр — ӑнӑҫу сирӗн алӑра.

Нарӑс, 18

1939
87
Юман Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тенчерен уйрӑлнӑ.
1949
77
Кервен Василий Гаврилович, чӑваш сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1964
62
Егорова Валентина Михайловна паллӑ чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1985
41
Васильева Мария Ивановна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2019
7
Дмитриева Валентина Дмитриевна, Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть