Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Элӗк округӗнче пурӑнакан Арбузовсем туй тунӑранпа 55 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ.

Николай Захаровичпа Маргарита Васильевна – тӗслӗхлӗ мӑшӑр. Пӗрлешсен вӗсем ҫурт лартнӑ, ултӑ ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ Арбузовсем тӑхӑр мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163599942_16940
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Вӑрнар округӗнче пурӑнакан арҫыннӑн импульс генераторне тата аккумуляторне 5 ҫул каялла вӑрланӑ. Ун чухне вӑл 20 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

Ҫухалнӑ япаласене тӳрех йытӑпа шыранӑ. Анчах усси пулман. Япаласене шырав базине кӗртнӗ.

Халӗ, 5 ҫул иртсен, Вӑрнарти оперативниксем вӑрланӑ генератора Вӑрнарта пурӑнакан арҫын патӗнче тупнӑ. Ӑна тытса чарнӑ, вӑл айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia
 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Куславкка округӗнчи Карач ялӗнче пурӑнакан Моторкинсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ.

Валерий Александрович ялти шкулта кочегар пулнӑ, Елена Никандровна ача пахчинче тата совхоз столовӑйӗнче поварта ӗҫленӗ. Вӗсем икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Иккӗшӗ те педагогика ҫулне суйланӑ.

Халӗ мӑшӑр – тивӗҫлӗ канура. Ҫапах ахаль лармаҫҫӗ: пахча ҫимӗҫ лартса ӳстереҫҫӗ.

Моторкинсене саламлама вырӑнти администраци ӗҫченӗсем тата «Энӗш» фольклор ансамблӗ килнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_26240
 

Республикӑра
kuban.mk.ru сайтри сӑн
kuban.mk.ru сайтри сӑн

Вӑрмар округӗнчи хӗрарӑм харпӑр клиникӑра ФГДС тунӑ хыҫҫӑн вилнӗ.

Ку 2022 ҫулта пулнӑ. Хӗрарӑм ҫак процедурӑна тума Шупашкарти медцентра кайнӑ.

Тухтӑр тӗрӗслев вӑхӑтӗнче пациенткӑн шалти органне сиенлетнӗ. Анчах медпулӑшу паман, ҫавӑн пекех киле янӑ. Темиҫе кунран хӗрарӑм больницӑра вилнӗ.

ФГДС тунӑ тухтӑра тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ. Клиникӑран вара 2 миллион тенкӗ шыраса илнӗ.

Анчах вилнӗ хӗрарӑмӑн тӑванӗсем приговорпа килӗшмен – Аслӑ суда апелляци панӑ. Кун хыҫҫӑн приговора улӑштарнӑ: тухтӑра 1,5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарнӑ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Куславкка округӗнчи 57 ҫулти хӗрарӑм Кивӗ Тӗрлемес станцийӗ патӗнчи лавкка умӗнче сумкине вӑхӑтлӑха хӑварнӑ. Таврӑннӑ та… вӑл ҫук. Сумкӑра вара документсем, телефон тата шӑнтнӑ катлет пулнӑ. Хӗрарӑм кун пирки тӳрех полицие пӗлтернӗ.

Аслӑ следователь Алена Аристархова сумкӑри телефон номерӗпе шӑнкӑравлама пуҫланӑ. Пӗр ҫын картишре юр тасатнӑ вӑхӑтра телефон сассине илтнӗ. Вӑл урама тухса сумкӑна тупнӑ. Ун ҫинче йытӑ шӑлӗн йӗрӗсем пулнӑ. Йытӑ сумкӑна тӑлланӑ, анчах катлета кӑларайман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_26170
 

Республикӑра
/t.me/cheboksary_smi сӑнӳкерчӗкӗ
/t.me/cheboksary_smi сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре урамсенчи ҫӳп-ҫап контейнерӗсене мӗн тӑкма юранипе юраманни пирки аса илтереҫҫӗ. Контейнер лапамне турат, ҫулҫӑ, курӑк тата строительствӑри каяша тухса хурсан штрафлаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем коммуналлӑ каяш шутланмаҫҫӗ.

Йӗркене пӑсакан уйрӑм ҫынсене саккун 2 пинрен пуҫласа 3 пин тенке таран штрафлама ирӗк парать, предприяти-организацисене — 100 пинрен пуҫласа 250 пин тенкӗ таран.

Курӑкпа ҫулҫӑна компоста яма пулать е турттарма ятарласа ирӗк илнӗ организацисене чӗнсе илсе турттарса каймалла. Строительствӑри каяша турттарса кайма та ятарлӑ организацисене чӗнсе илмелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/cheboksary_smi/18830
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта мобильлӗ интернет хӑҫан пуласси паллӑ мар. Ӗнер ЧР Цифра министерстви ку ыйтупа брифинг ирттернӗ.

Унта каланӑ тӑрӑх, мобильлӗ интернета ҫынсене хӑрушсӑрлахпа тивӗҫтерес тесе чарнӑ, ҫакна федераци шайӗнче йышӑннӑ: ӑна министерство та, ҫыхӑну операторӗсем те витӗм кӳреймеҫҫӗ.

Хальхи вӑхӑтра килти пралук интернечӗ тата Wi-Fi, корпоратив тата правительство сечӗсем, общество вырӑнӗнчи Wi-Fi ӗҫлеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне «шурӑ списокри» сервиссене кӗме пулать. Брифингра каланӑ тарӑх, списока пысӑклатма шантарнӑ. Шупашкарта общество вырӑнӗсенчи Wi-Fi сечӗсене те анлӑлатма планланӑ.

Ку ыйтупа хӗрӳ лини ӗҫлет: 8 (8352) 56-53-32.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
aif.ru сайтри сӑн
aif.ru сайтри сӑн

Шупашкар округӗнчи 18-ти хӗр, Шупашкарти колледжра вӗренекенскер, ашшӗн ячӗпе 850 пин тенкӗ кредит илнӗ те пӗтӗм укҫана ултавҫӑсене куҫарса панӑ.

Палламан ҫын хӗре кредит илнӗ хыҫҫӑн укҫана «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма хушнӑ. Хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса янине вӑл кая юлса ӑнланнӑ.

Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/cheboksary_smi
 

Республикӑра

Кӑҫал «Шупашкар – Канаш» маршрутпа ретро-пуйӑс ярасшӑн. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.

Ҫакна региона туристсене илӗртес тӗллевпе тӑваҫҫӗ. Ретро-пуйӑс «пуҫӗнче» пӑспа ӗҫлекен Л сериллӗ локомотив пулӗ, ӑна «Лебедянка» тесен пӗлеҫҫӗ. Вакунсем XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи евӗр пулӗҫ. Кунсӑр пуҫне проводниксем те ҫав тапхӑрти костюмсене тӑхӑнӗҫ.

Рейссене ҫак тапхӑрсенче пурнӑҫлама палӑртнӑ: ҫӗртмен 17-21-мӗшӗсенче тата 24-28-мӗшӗсенче, ҫурлан 12-16-мӗшӗсенче тата 19-23-мӗшӗсенче, авӑнӑн 9-13-мӗшӗсенче тата 16-20-мӗшӗсенче, раштавӑн 23-27-мӗшӗсенче.

 

Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Чӑваш Енре ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем пӗр кунра ҫул ҫинче 21 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Вӗсем ӗнер, кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче, рейд ирттернӗ.

Тытса чарнисен йышӗнче хӗрарӑмсем те, ачасене лартса ҫӳрекенсем те пулнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ...657
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне пур сферӑра та ӑнӑҫлӑ пулма тивӗҫ. Ансат мар ӗҫлӗ ыйтусене татса пама май килӗ, ӗҫлӗ тӗлпулусем те ӑнӑҫлӑ иртӗҫ. Ҫуркунне ҫитнӗ май хӑвӑра та пӑхмалла: сывлӑха тимлӗ, сисчӗвлентерекен симптомсене курмӑш ан пулӑр.

Пуш, 11

1903
123
Логинов Алексей Романович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Брусова Галина Фёдоровна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть