Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

44 ҫулти хӗрарӑм каҫхине тӗттӗм тумпа, ҫара ура ҫине тӑхӑннӑ ҫуллахи пушмакпа ҫул хӗррипе пынӑ. Ку юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулнӑ. Хӗрарӑма Куславкка округӗнчи «Елчӗк – Криуш» ҫул ҫинче курнӑ.

Ҫул-йӗр инспекторӗсем пӗччен утакан хӗрарӑма асӑрхасан чарӑннӑ. Ыйтусем парсан хӗрарӑм хӑйӗн пирки нимӗн те калайман, ҫавӑнпа ӑна полици участокне илсе ҫитернӗ, тӑванӗсене шырама пуҫланӑ.

Шалти ӗҫсен отставкӑри майорӗ Светлана Лукьянова ӗҫтешӗсене ҫак хӗрарӑм сӑнне кӑтартнӑ. Часах ӑна палласа илекен ҫын тупӑннӑ, хӗрарӑма килсе илсе ҫитернӗ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри округӗнче пурӑнать, тӑванӗсем ӑна хӑйсем тӗллӗн шырама тытӑннӑ.

 

Республикӑра
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри тӳре-шара пӗлӗвне ӳстерме ҫӗнӗ институт туса хунӑ. Ӑна чӑвашла ят панӑ. Тӳре-шарана вӗрентмелли «Аталан» институтра патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн служащийӗсене вӗрентӗҫ.

Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ асӑннӑ учреждение автономлӑ туса хума йышӑннӑ. Унӑн тулли ячӗ ҫапларах пулӗ: «Управлени ӑсталӑхӗн «Аталан» институчӗ» хушма професси пӗлӗвӑ паракан автономи учрежденийӗ. Документа правительство шайӗнче юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче алӑ пуснӑ, ӑна республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Институт патшалӑх органӗсенче тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑхра ӗҫлекенсен пӗлӗвне ӳстерме пулӑшӗ.

Учреждени _Шупашкарти__ Иван Яковлев проспектӗнчи 13-мӗш ҫуртра (унта Пичет ҫурчӗ вырнаҫнӑ) пулӗ, пӗтӗмпе 36 тӑваткал метр лаптӑк йышӑнӗ.

Института республика хысни шучӗпе тытса тӑрӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.ru/news/?shownews=326035
 

Республикӑра

Канашри район сучӗ бортпроводник пулнӑ ҫынран укҫа шыраса илме йышӑннӑ. Тӗрӗсрех каласан, асӑннӑ ҫынран авиакомпани укҫа шыраса илес тенӗ-ха, суд вара тивӗҫтернӗ.

Авиакомпанисенчен пӗри бортпроводникра кӑштах ӗҫлесе пӑхнӑ ҫынна вӗрентсе тӑкакланине саплаштарас тенӗ.

2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Д. ятлӑ ҫын авиакомпанипе килӗшӳ алӑ пусса вӗренме кӗнӗ. Вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн унӑн ҫулталӑкран кая мар бортпроводникра ӗҫлемелле пулнӑ.

2024 ҫулхи юпа уйӑхӗнче хайхискер вӗренсе пӗтернӗ, ҫав ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Анчах 2025 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ӗҫрен пӑрахнӑ.

Суд хайхи ҫынна вӗрентме хӑтланса авиакомпани 144 пин тенкӗ ытларах пӗтернине палӑртнӑ. Кунта вӗрентнипе пӗрлех стипенди тӳлени те кӗрет. Кӑштах ӗҫленӗ вӑхӑта кура ҫав ҫыннӑн авиакомпание 41 308 тенкӗ тӳлемелле пулнӑ. Унсӑр пуҫне суд тӑкакӗпе патшалӑх пошлинине тепӗр 4 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.

 

Республикӑра
Евгения Гаева тунӑ сӑн
Евгения Гаева тунӑ сӑн

Чӑваш Республикинче пушара хирӗҫле режима пӑрахӑҫланӑ. Хушӑва республика премьер-министрӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Аса илтерер: пушара хирӗҫле режим Чӑваш Енре ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен вӑйра пулнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑрманта тата ун ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртме, кӑвар ҫинче апат пӗҫерме юраман. Йӗркене пӑсакансене штрафланӑ. Виҫи ахаль ҫынесмшӗн пӗчӗкех мар: 40 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран пулнӑ.

Пушара хирӗҫле режима пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑн халӗ ку чарусем вӑйра мар. Малашне ҫынсем вӑрмана ирӗклӗнех кӗме пултараҫҫӗ.

Ку режим пирӗн республикӑра ҫур ҫула тӑсӑлчӗ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Патӑрьел пульницинче Ача кӗтекен хӗрарӑмсен кунне паллӑ тунӑ. Ҫак тӗлпулӑва 19 пулас амӑшӗ хутшӑннӑ.

Унта хутшӑнакансене ҫемьери атмосферӑна мӗнле йӗркелемелли, мӗнле пулӑшу мелӗсем пурри тата ача ҫураличчен мӗнле хатӗрленмелли ҫинчен каласа панӑ.

Пулас ашшӗ-амӑшӗ икӗ ҫул тултарман ача валли кравать, кӳме, тараса, автомобиль кресли тата ытти пӗрремӗш кирлӗ япаласене вӑхӑтлӑха усӑ курма ахалех парасси ҫинчен пӗлнӗ. Ку ҫемье бюджетне перекетлеме май парать.

Ачасене кӗске вӑхӑтлӑ пӑхма та хӑварма пулать. Ку службӑра профессионал социаллӑ ӗҫченсем вӑй хураҫҫӗ. Ҫак вӑхӑта амӑшӗ тухтӑр патне кайма, кӑткӑс ыйтусене татса пама е кӑштах канса вӑй пухма пултарать.

Пулас амӑшӗсене пулӑшни — медицина пулӑшӑвӗ ҫеҫ мар, ҫемьене шанчӑклӑ туйма май паракан социаллӑ пулӑшу та.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163599942_20032
 

Республикӑра
Игорь Степанов (сылтӑмра). medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Игорь Степанов (сылтӑмра). medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Фармаци» республикӑн унитарлӑ предприятийӗн генеральнӑй директорне ӗҫрен кӑларнӑ. Асӑннӑ пукана Игорь Степанов йышӑннӑ.

Игорь Владимировича ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен калакан йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов ӗнер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчӗ вырнаҫтарнӑ.

«Фармаци» республикӑн унитарлӑ предприятийӗ Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнса тӑрать. Игорь Степанова мӗншӗн ӗҫрен кӑларнине официаллӑ хутра пӗлтермен. Ку должноҫе ӑна пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче лартнӑччӗ. Игорь Степанов 2002 ҫулта Питӗр хулинчи И.И. Мечников ячӗллӗ патшалӑх медицина академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Курганта та, Архангельск облаҫӗнче те ӗҫленӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Республикине тепӗр ҫӗнӗ тӑватӑ троллейбус илсе килнӗ. Техникӑна «УТТЗ» АО контрактпа килӗшӳллӗн кӳрсе килнӗ. Унпа килӗшӳллӗн ҫулталӑк вӗҫлениччен 10 троллейбус илсе килмелле.

Ҫӗнӗ троллейбуссем – лутра урайлӑ, кун пеккисем сывлӑх енчен хавшак ҫынсемшӗн тата кӳмепе ҫӳрекен хӗрарӑмсемшӗн меллӗ. Транспорт автономи мелӗпе нумай ҫӳреме пултарать.

Палӑртса хӑварар: юлашки 5 ҫулта Чӑваш Ен правительстви пулӑшнипе Чӑваш транспорт управленийӗ 220 ытла транспортпа пуянланнӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республики Раҫҫейре ҫак транспортпа тивӗҫтерессипе пӗрремӗш вырӑн йышӑнать.

 

Республикӑра
ast.mk.ru сайтри сӑн
ast.mk.ru сайтри сӑн

Чӑваш Республикинче юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче инкеклӗ лару-тӑру ҫинчен пӗлтерекен системӑна тӗрӗслесси пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах кӑштах улшӑнусем пур, сирена ҫав кун янӑрамӗ.

Ку ӗҫӗ юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗ ҫине куҫарнӑ. Вӑхӑчӗ ҫавах юлнӑ. Аса илтерер: ҫак кун сирена темиҫе минут янӑрӗ. Хӑраса ан ӳкӗр: хӑвӑрӑн ӗҫӗрсене малалла тӑвӑр. Тӗрӗслев икӗ тапхӑрпа иртӗ: 10 сехет те 40 минутра тата 11 сехетре.

Ҫак вӑхӑтра телекурав тата радио урлӑ вӗренӳ пулни пирки пӗлтерӗҫ. «Внимание всем!» тесе хыпарлӗҫ. Унтан диктор ку вӗренӳ пулнине пӗлтерӗ. Ку йӑлтах техника хатӗрӗсен ӗҫне, службӑсен координацине тӗрӗслеме кирлӗ. Ҫак кун сирене янӑрасси пирки тӑвансене те пӗлтерӗр.

 

Республикӑра
lenta.ru сайтри сӑн
lenta.ru сайтри сӑн

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Республикинче Украинӑран вӗҫсе килнӗ 12 БПЛАна ҫапса антарнӑ. Ҫапла пӗлтереҫҫӗ Раҫҫей Хӳтӗлев министерстви тата регион влаҫӗсем.

Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Хӳтӗлев министерстви пирӗн регионта 2 БПЛА ҫапса антарнине пӗлтернӗ. Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкар хулине нумай беспилотник тапӑннӑччӗ. Ун чухне миҫе ҫапса антарнине хыпарламан. Кун хыҫҫӑн утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тата 29-мӗшӗнче БПЛАсене тӗп тунӑ. Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче регион влаҫӗ 2 беспилотнике пенине хыпарланӑ. Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче каллех БПЛАсене пенӗ – миҫине пӗлтермен. Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче регион влаҫӗ пирӗн патра 2 беспилотнике тӗп тунине хыпарланӑ.

Сӑмах май, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Енре «БАРС» отряд ӗҫлет. Вӗсем республикӑри пӗлтерӗшлӗ объектсемпе предприятисене беспилотниксенчен сыхлаҫҫӗ.

 

Республикӑра
elprof.ru сайтри сӑн
elprof.ru сайтри сӑн

Республикӑри 12 округра ҫуртсене ӑшӑтмалли сезон пуҫланнӑ. Чи малтанах ӑшӑ социаллӑ учрежденисене ҫитме тытӑннӑ.

Пилӗк округра – Елчӗк, Патӑрьел, Вӑрмар, Комсомольски, Элӗк округӗсенче авӑн уйӑхӗнчех ӑшӑ пама пуҫланӑ.

Ӗнер Вӑрнар, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Тӑвай, Етӗрне округӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ҫуртсене ӑшӑ килме тытӑннӑ, Шупашкар хулинче вара – паянтан. Пӑрачкав тата Ҫӗмӗрле округӗнче юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пама тытӑнӗҫ.

Ытти муниципалитетра вӑтам сывлӑш температури 8 градус ӑшӑ пуласса кӗтме йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163682416_53911
 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ...685
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 23

1930
96
Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ вилнӗ.
1990
36
Осокина Софья Павловна, пир ҫинче ӳкерекен ӳнерҫӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ