|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Пӑрачкавра Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ Владимир Ильич Шишкинӑн ӳт юлашкине пытарнӑ. Вӑл Ржев ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫура вилнӗ. Владимир Шишкин 1906 ҫулта Пӑрачка районӗнчи Семеновское ялӗнче ҫуралнӑ. Фронта ӑна Мускав ҫар комиссариачӗ урлӑ илсе кайнӑ. Вӑл стрелоксен 316-мӗш дивизийӗнче стрелоксен 1073-мӗш полкӗнче ҫапӑҫнӑ, 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пуҫ хунӑ. 1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ӑна «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе чыслама йышӑннӑ. Чылай ҫул вӑл тӑванла вилтӑпри ҫинче пытарнӑ салтак пек шутланнӑ. Анчах ӑна Мускав тата Мускав облаҫӗнчи «Сокол» шырав отрячӗн боецӗсем тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ҫанталӑк сивӗтрӗ, ирсерен ҫулсем шуҫлак. Ҫавна май, шел те, республикӑра паян ҫул-йӗр ҫинче аварисем пулнӑ. Пӗтӗмпе – 3 авари, пӗр ҫын вилнӗ, тӑваттӑн аманнӑ. Пӗрремӗш авари ирхи 5 сехетре Йӗпреҫ округӗнчи Шӑрттан ялӗ патӗнче пулнӑ. «Рено» водителӗ, 1977 ҫулта ҫуралнӑ арҫын, шуҫлак ҫул ҫинче руле итлеттереймен та кювета чӑмнӑ. 1986 ҫулта ҫуралнӑ пассажир аманнӑ. Ири 6 сехетре Куславкка округӗнчи «Атӑл – Куславкка» автоҫул ҫинче «Гранта» ҫул ҫинчен тухса кайса йывӑҫа пырса тӑрӑннӑ. Арҫын пуҫ ыратать тесе тухӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Виҫҫӗмӗш авари 6:40 сехетре Канаш округӗнчи Анат Сурӑм ялӗ патӗнче, А-151 ҫул ҫинче, пулнӑ. Маланлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Форд» рулӗ умӗнче ларнӑ 33 ҫулти хӗрарӑм шуҫлак ҫул ҫинче руле итлеттереймен, отбойник ҫине ҫапӑннӑ хыҫҫӑн ҫул ҫинче тӑракан «Гранта» ҫине пырса кӗнӗ. «Гранта» водителӗ, 1954 ҫулта ҫуралнӑ арҫын, вырӑнта вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() ШӖМ архивӗнчи сӑн ЧР ШӖМӗн кинологи службин центрӗ икӗ нимӗҫ овчарки валли ҫӗнӗ хуҫа шырать. Йытӑ ҫурисем Норд тата Нэнси ятлӑ. Вӗсем службӑра пулма суйлав витӗр тухман. Анчах вӗсем ҫемйен шанчӑклӑ тусӗсем пулма пултараҫҫӗ. Йытӑ ҫурисен амӑшӗ – нимӗҫ овчарки Тирада. Вӑл кӑҫал пуш уйӑхӗнче 7 ҫура тунӑ. «Декрет отпускӗнчен» тухсан Тирада полицейскисене ҫухалнӑ икӗ велосипеда тупма пулӑшнӑ. Ҫурасен ашшӗ – Бай йытӑ. Халӗ вӑл – ветеран, ШӖМӗн Ҫӗмӗрлери уйрӑмӗнче службӑра тӑнӑ, вӑрӑсене, машина хӑваласа таракансене шыраса тупма пулӑшнӑ. Норпа Нэнси халӗ – 7 уйӑхра. Вӗсене сирӗн хӑвӑр пата илес килет-и? Ҫак номерпе шӑнкӑравлӑр: 8 (8352) 66-42-12. Аса илтерер: нумаях пулмасть кинологи центрӗ тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ нимӗҫ овчарки Титан-Кронос валли хуҫа шыранӑ. Ӑна Шупашкар районӗнчи Хыркассинчи нумай ачаллӑ ҫемье илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен службин республикӑри управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗ Анастасия Павлычева качча кайнӑ хӗрарӑмсен илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. «Миссис Чӑваш Ен - 2026» республикӑри конкурсра Анастасия мала тухнӑ, вице-миссис ятне Елена Новик тата Алена Кутузова тивӗҫнӗ. Конкурсӑн финалӗ Чӑваш академи драма театрӗнче юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртнӗ. Унта 15 хӗрарӑм хутшӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлеҫҫӗ. Анастасия Павлычева, акӑ, шалти службӑн аслӑ лейтенанчӗ. Вӑл Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен службин республикӑри управленийӗн пуҫиле исполнительнӑй инспекцийӗнче йӗркелӳпе аналитика ушкӑнӗнче инспектор пулса тӑрӑшать. Хитре хӗрарӑм килтисем алли те вӑхӑт тупать, вӗсене тимлӗх уйӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() «Т Плюс» архивӗнчи сӑн Шупашкар хулинче «ЭнергосбыТ Плюсӑн» Чӑваш Енри тата Мари Элти филиалӗ суд приставӗсемпе, ҪҪХПИ инспекторӗсемпе пӗрле рейд ирттернӗ. Рейд вӑхӑтӗнче вӗсем 2396 автомобиль хуҫин коммуналлӑ ресурссемшӗн парӑмсем пуррипе ҫуккине тӗрӗсленӗ. Ҫапла 25 водителӗн ӑшӑшӑн тата ӑшӑ шывшӑн тӳлемен счетсем пуррине тупса палӑртнӑ. Суд приставӗсем 8 машинӑна арестленӗ. 17 водитель парӑма вырӑнтах татнӑ, пӗтӗмпе вӗсем 387 пин тенкӗ тӳленӗ. Тӗрӗслеве «Ҫул-йӗр приставӗ» комплекс камерисем пулӑшнипе ирттернӗ. Вӗсем автомобиль номерне парӑмҫӑсен базипе танлаштараҫҫӗ. Машина хуҫине парӑма татма 10 кун параҫҫӗ. Вӑхӑтра тӳлемесен транспорта хаклава тӑратаҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн ӑна парӑма татмашкӑн сутма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Ҫул-йӗрпе патруль службин архивӗнчи сӑн Эрнекун, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, каҫхине Канаш хулинче ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем «Лада Калина» машинӑна чарнӑ. Салонра 8-мӗш класра вӗренекен 7 ача пулнӑ, водителӗ те – ҫав шутрах. Полицейскисем каланӑ тӑрӑх, вӗсем водитель ытла ҫамрӑк курӑннӑран машинӑна чарнӑ. Йӑнӑшман вӗсем: руль умӗнче 13 ҫулти арҫын ача ларнӑ. Ҫӳллӗрех курӑнас тесе вӑл ача-пӑча кресли ҫине вырнаҫнӑ. Малта унӑн тантӑшӗ ларнӑ, хыҫалта вара водительпе пӗр класра вӗренекен 5 хӗр вырнаҫнӑ. Вӗсем хулари парка ярӑнма кайма тухнӑ-мӗн. Ҫамрӑк водитель каникулта ҫапла майпа пӗр класра вӗренекен хӗрсене тӗлӗнтерме шухӑшланӑ иккен. Машина хуҫин 30 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Ҫамрӑк водителе вара явап тыттараймӑн – вӑл 13-ре кӑна, административлӑ майпа 16 ҫултан кӑна явап тыттараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Республикине тин кӑна 12 автобус илсе килнӗ. Кун пирки ЧР Транспорт министертви пӗлтерет. Кӑҫал республика хушма НефАЗ 16 пысӑк автобус туяннӑ. Кун валли 242,95 миллион тенкӗ тӑкакаланӑ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗ вӗҫлениччен республикӑна тепӗр тӑватӑ автобус кӳрсе килӗҫ. Вӗсем те пысӑк класлисем пулӗҫ. Сӑмах май, унччен республикӑна 27 НефАЗ илсе килнӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ халӗ «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрут ҫинче ӗҫлет. 2027 ҫулта пысӑк класлӑ 30 автобус, вӑтам класлӑ 10 автобус тата пӗчӗк класлӑ 1 автобус илсе килӗҫ. 2028 ҫулта вара Чӑваш транспорт управленийӗ тепӗр пысӑк класлӑ 53 автобуспа пуянланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн «Хыпар» Издательство ҫурчӗ йышне тепӗр 18 район хаҫачӗ кӗрӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче «Хыпар» Издательство ҫуртне реорганизаци тӑвасси пирки йышӑнӑва ҫирӗплетнӗ. Документа ЧР Цифра министерстви хатӗрленӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, «Хыпар» йышне 19 округ хаҫатне тата республикӑри 1 «Вакыт» хаҫата кӑларакан 18 редакци кӗрӗ. Ку йышӑну – республикӑри медиахолдинга йӗркелемелли тапхӑрсенчен пӗри. Управление тата администраци ӗҫӗсене «Хыпарта» централизацилени ресурссене усӑ курассине оптимизаци тума пулӑшӗ. Ку, прогноз тӑрӑх, 2026 ҫулта 4,3 миллион тенкӗ перекетлеме май парӗ. Кунсӑр пуҫне редакци ҫурчӗсенчен пӗр пайне муниципалитетсене парӗҫ, ку та укҫа перекетлеме май парӗ. Ку укҫана типографи тӑкакӗсем, коммуналлӑ пулӑшусене тӳлесси, аренда ҫине ярӗҫ, редакцисенчи пурлӑхпа техника базине ҫӗнетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропорт кӗркунне хӗллехи графикпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Халӗ терминал рейссене ирхи сакӑр сехетрен пуҫласа 22 сехетчен йышӑнать тата ҫула ӑсатать. «Аэрофлот» авиакомпани те хӑйӗн расписанине ҫӗнетнӗ. Мускавран килекен самолетсем каҫхине 18 сехетре ҫитӗҫ, 19 сехетре каялла вӗҫсе кайӗҫ. Ҫул ҫӳреме юратакансем валли ырӑ хыпар та пур. «Азимут» авиакомпани Минеральные Воды тата Сургут хулисене хӗлле те вӗҫме пӑрахмӗ. Сӑмах май каласан, Шупашкартан самолётсем Санкт-Петербург хулине те вӗҫеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне «S7 Airlines» компани пассажирсене унчченхиллех Ҫӗнҫӗпӗре илсе ҫитерет. 2027 ҫулта субсидилемелли рейссене те хатӗрлеме пуҫланӑ ӗнтӗ. Унта мӗнле маршрутсем лекессине каярах пӗлӗпӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн Шупашкар хулинче юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе 14 ҫулти хӗре Елена Александровна Даниловӑна шыраҫҫӗ. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ кун пирки информацие юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. Хӗр килтен кайнӑ чухне хура куртка, сӑрӑ тӗслӗ кофта, хура шӑлавар шурӑ кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ, хура сумка илнӗ. Вӑл мӗнлерех курӑнни – сӑнӳкерчӗкре. Етӗрне округӗнчи Мӑн Явӑш ялӗнче вара 44 ҫулти Алексей Владимирович Агафонова шыраҫҫӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе тӑванӗсене хӑйӗн пирки нимӗн те пӗлтермен. Ҫав кун арҫын мӗн тӑхӑнни паллӑ мар, хӑйӗнпе пӗрле тӗттӗм симӗс тӗслӗ кутамкка пулнӑ. Вӑл 164 сантиметр ҫӳллӗш, хура ҫӳҫлӗ (шурӑ ҫӳҫсем палӑраҫҫӗ), куҫӗ хӑмӑр. Ҫак ҫынсем пирки мӗн те пулин пӗлекенсене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр) е 89876687081 Искрич (Виктория). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
