|
Республикӑра
![]() раження й ві stock.adobe.com сайтри сӑн Ҫитес ҫултан Чӑваш Енре яла ӗҫлеме каякан тренерсене хавхалантарма тытӑнӗҫ: вӗсене 1 миллион тенкӗ парӗҫ. 2026 ҫултан Чӑваш Енре «Земство тренерӗ» программ ӗҫлеме пуҫлӗ. Унпа килӗшӳллӗн, 50 пин ҫынран сахалрах пурӑнакан ял-салана ӗҫлеме каякан тренерсене патшалӑх 1 миллион тенкӗ парӗ. Ку программӑпа усӑ курас тесен условисем пур: тренерӑн физкультурӑпа спорт енӗпе аслӑ е вӑтам професси пӗлӗвӗ пулмалла. Юлашки курсра вӗренекен студентсем те вӗренӳ заведенийӗ ходатайство тунипе ку программӑпа килӗшӳллӗн яла ӗҫлеме каймашкӑн пултараҫҫӗ. 1 миллион тенке илнӗ специалистӑн ялта сахалтан та 5 ҫул ӗҫлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() culture.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре нумай ҫемьеллӗ ачасене 300 пин тенкӗ парӗҫ. Ӑна виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралсан тивӗҫӗҫ. Ку 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ ачасене пырса тивет. Ку пулӑшӑва сахал тупашлӑ ҫемьесем, ашшӗ-амӑшӗ 35 ҫултан иртмен пулсан, тивӗҫме пултарӗҫ. Ку йышӑвнӑва паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ҫирӗплетнӗ. Вӑл 2025-2028 ҫулсенче вӑйра пулӗ. Кӑҫал 300 ҫемьене пулӑшма палӑртнӑ, ку тӗллевпе 30 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() tv.pgtrk.com сайтри сӑн Преступленисен йышӗ чакнӑ, анчах вӑрланӑ укҫа хисепӗ ӳснӗ. Ҫапла пӗлтерет республика прокуратури. Кӑҫал 9 уйӑхра Чӑваш Енре пурӑнакансем ултавҫасене 780 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Шел те, кунашкал преступленисене уҫӑмлатас шанчӑк пӗчӗк, мӗншӗн тесен чылай чухне палламан ҫынсем ют ҫӗршывсенчен шӑнкӑравлаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра дропперсем (ултавҫӑсем ҫак ҫынсем урлӑ ӗҫлеҫҫӗ) тӗлӗшпе суда тавӑҫсем тӑратаҫҫӗ. Паянхи кун 219 ӗҫ (пӗтӗмпе 61,5 млн тенкӗ шыраса илме) пӑхса тухасса кӗтет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫитес ҫул Чӑваш Енрен Азербайджана тата Турцие самолётсем вӗҫме пуҫласси пирки шантарнӑ. Кун пирки вӑл тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче палӑртса хӑварнӑ. Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, Росавиаци «ИрАэро» авиакомпание Бакуна вӗҫме ирӗк пани пирки пӗлтернӗ, анчах политика лару-тӑрӑвне пула ӗҫ чарӑнса ларнӑ-мӗн. Анчах авиакомпани ҫак ӗмӗте пӑрахӑҫламан-мӗн. Унсӑр пуҫне ҫуллахи расписание Турцие вӗҫекен рейс уҫасшӑн. Махачкалапа Калининграда самолетсем килес ҫул та вӗҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() mentoday.ru сайтри сӑн Паян каҫхине Чӑваш Енре пурӑнакансене урама тухма сӗнеҫҫӗ. Мӗн тума тетӗр-и? Ккомета вӗҫнине курма. Паян Lemmon ятлӑ комета вӗҫсе иртӗ. Вӑл Ҫӗр ҫийӗн юлашки хут 1300 ҫул каялла вӗҫнӗ. Анчах, астрономсем каланӑ тӑрӑх, ӑна курма ҫӑмӑл мар: лайӑх фотоаппарат е телескоп кирлӗ. Эппин, каҫхине урама тухма ан манӑр. Кун пеккине тата хӑҫан курайӑпӑр? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Красноармейски округӗнчи Пикшик ялӗнче пурӑнакан Ивановсем «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне тивӗҫнӗ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ. Наталия Владимировнӑпа Владимир Николаевич 30 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем 5 ача ҫуратнӑ, вӗсене ура ҫине тӑратаҫҫӗ. Наталия Владимировна вырӑнти лавккара сутуҫӑра ӗҫлет. Владимир Николаевич «Кетра» заводра аппаратчикра тӑрӑшать. Унӑн алли ылтӑн: кил хуҫалӑхӗнче хуралтӑ таврашӗсене хӑйех ҫӗкленӗ. Ачисем те маттур: аслисем ӗҫлеҫҫӗ, кӗҫӗннисем шкулта вӗренеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Республикӑна кӑмӑллӑ хыпар килнӗ. Пирӗн ентешсем, Тихоновсем, Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурсра ҫӗнтернӗ! Вӗсем «Ылтӑн ҫемье» номинацире мала тухнӑ. Иван Александровичпа Валентина Евгеньевна Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗреннӗ чухне паллашнӑ. Вӗсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа кӑҫал 32 ҫул ҫитнӗ. Тихоновсем 5 ача ҫуратнӑ, вӗсене ура ҫине тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() «Чеб.ру» сайтри сӑн Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ ҫулталӑк ҫурӑ ӗнтӗ директорсӑр ӗҫлет. Ун валли каллех ертӳҫӗ тупайман. Конкурс иккӗмӗш хут пулман. ЧР Цифра министерстви ҫурла уйӑхӗнче конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ. Документсене авӑнӑн 11-мӗшӗччен йышӑннӑ, кайран тепӗр 2 эрнене тӑсӑлнӑ. Кун хыҫҫӑн комисси ларӑвӗ пулмалла пулнӑ. Анчах икӗ кандидатран пӗри заявкӑна каялла илнӗ. Аса илтерер: 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен Алексей Гурьянов директор пулнӑ. Халӗ вӑл – ЧР цифра министрӗн ҫумӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() «Контактри» сӑн Шупашкар округӗнчи Ваҫликасси ялӗ патӗнчи кивӗ ферма ҫывӑхӗнче срокран тухнӑ эмелсен купине тупнӑ. Кун пирки «Халӑх фронтне» округ ҫыннисем пӗлтернӗ. Унта инфекци чирӗсене сиплемелли эмелсем те йӑваланнӑ. Округ ҫыннисем администрацирен пулӑшу ыйтнӑ ӗнтӗ, анчах хурав тӳрех илеймен. Ку ҫӳп-ҫап купи пирки тӗнче тетелӗнче пост кӑларсан муниципалитет пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов вырӑнтан хускалнӑ – ирхине администраци ӗҫченӗсем вырӑна тухнине пӗлтернӗ. Анчах ҫав ҫӗр лаптӑкӗ – уйрӑм харпӑрлӑхра. Владимир Михайлов паянах хуҫи патне ҫыру яма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Надежда Быченкова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре пурӑнакан ватӑсем усламҫӑ ӗҫне пуҫарса яма вӗренесшӗн. «Серебряный старт» (чӑв. Кӗмӗл старт) — федераци проекчӗ. Унта ҫӗршыври 25 регион хутшӑнать. Пирӗн республикӑра унта лекес кӑмӑллисем 60 ҫултан иртнӗ 29 ҫын тупӑннӑ. Вӗсенчен 20-шне суйласа илнӗ. Надежда Быченкова – Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрет. Вӑл тӗрлӗ финанс чемпионачӗпе ӑмӑртӑвне унччен те питӗ хастар хутшӑннӑ. Хальхинче Надежда Анатольевна ҫӗнӗ проекта хутшӑнса пӑхас тенӗ. Хальлӗхе вӗсем вӗренеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
