|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Вӑрманта ҫӳп-ҫап купине тупнӑ. Ҫак киревсӗр ӗҫе кам тунине шкул дневникӗ палӑртма пулӑшнӑ. Вӑрман инспекторӗсем ҫӳп-ҫап купине Сӑнав лесничествин Сурӑм участокӗнче асӑрханӑ. Унта темӗн те пулнӑ. Инспекторсен куҫӗ тӗлне шкул дневникӗ лекнӗ. Ӑна уҫса пӑхсан хуҫи Красноармейски округӗнчи пӗр шкулта вӗреннине пӗлнӗ. Специалистсем вӑл ӑҫта пурӑннине, ашшӗ-амӑшӗн ятне-шывне палӑртнӑ. Вӗсем патне киле кайса протокол ҫырнӑ. Халӗ йӗрке пӑсакансене 1 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ Унсӑр пуҫне вӑрман фондне сиен кӳнӗшӗн 4500 тенкӗ штраф хураҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() «Чеб.ру» сайтри сӑн Чӑваш Енре пушара хирӗҫ режим вӑйра пулма пӑрахнӑ. Ӑна юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пӑрахӑҫланӑ. Хушӑва Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Сергей Артамонов алӑ пуснӑ. Ҫавӑн пекех муниципалитетсене те ҫак режима пӑрахӑҫлама сӗннӗ. Аса илтерер: пушара хирӗҫ режим Чӑваш Енре ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑйра пулнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑрманта кӑвайт чӗртме, ҫӳп-ҫап ҫунтарма, кӑвайт ҫинче апат пӗҫерме юраман. Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑра пушара хирӗҫ режима юпан 18-мӗшӗнче пӑрахӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() «Контактри» сӑн Вӗсем ЗАГСа 55 ҫултан каллех пӗрле килнӗ. Хальхинче – чӑваш тумӗпе. Сӑмах – Вӑрнар округӗнчи Мӑньял Хапӑс ялӗнче пурӑнакан Тикиневсем пирки. Валериян Васильевичпа Галина Александровна Мӑньял Хапӑс клубӗнче пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ. Ун чухне иккӗшӗ те спектакльте вылянӑ. Ҫапла туслашса кайнӑ вӗсем, 1970 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче вара ҫемье ҫавӑрнӑ. Галина Александровна Вӑрнарти аш-какай комбинатӗнче бухгалтерта 25 ҫул ӗҫленӗ, Валериян Васильевич Вӑрнарти МСОра тракторист тата водитель пулнӑ. Халӗ вӗсен ҫемйи пысӑк: уявсенче 40 ҫын таран сӗтел хушшине пухӑнать. Тикиневсен – 16 мӑнук, 8 кӗҫӗн мӑнук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев вӗрентекенсене професси уявӗпе саламланӑ. «Шкул – ӗҫ кӑна мар, вӑл - чи яваплӑ тивӗҫ. Эсир вӗҫӗ-хӗррисӗр пӗлӳ тӗнчин алӑкне уҫса ачасене ӑс паратӑр, вӗсен кӑмӑл-туйӑмне ҫирӗплететӗр. Сирӗн кулленхи ӗҫ- чӑтӑмлӑх, ӑс-хакӑл тата ӗҫе чунпа парӑнса пурнӑҫланине ҫирӗплетекен тӗслӗх. Пирӗн республикӑра тӑхӑр пин ытла педагог ӗҫлет. Эпир вӗсен профессири ҫитӗнӗвӗсемпе мӑнаҫланатпӑр. Чӑваш Енри вӗрентекенсем ҫулсерен Пӗтӗм Раҫҫейри тата Пӗтӗм тӗнчери конкурссен ҫӗнтерӳҫисемпе лауреачӗсем пулса тӑраҫҫӗ, педагогсен пӗрлӗхӗшӗн ҫул кӑтартакансем шутланаҫҫӗ», — тенӗ республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ саламра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче причал тӑвакана палӑртма аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Контракт хакӗ — 945 млн тенкӗ. Укҫана республика хыснинчен уйӑрмалла. Причала 2027 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен туса пӗтермелле. Аса илтерер: Сӗнтӗрвӑррипе Куславкка хулисенче причал тӑвакана кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчех палӑртнӑччӗ. Шупашкарти «СтройКрафт» компанипе Республикӑн пӗрлехи заказчик служби контракта шӑпах ҫавӑн чухне алӑ пуснӑ. Кайран подрядчик контракта пӑрахӑҫланӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, заказчик хӑйӗн ҫине илнӗ яваплӑха пурнӑҫламан. Сӗнтӗрвӑрринчи причала тума 378,7 млн тенкӗ кирлӗ, ӗҫе 2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен туса пӗтермелле тесе хыпарланӑччӗ малтан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн Ӗнер, юпан 2-мӗшӗнче, кӑнтӑрла хыҫҫӑн Валентин Иванов матрос-ҫӑлавҫӑ бинокльпе пӑхсан Атӑлта ҫаврӑнса ӳкнӗ кимӗ ишнине асӑрханӑ. Ҫывӑхра вара никам та пулман. Ҫапах ҫӑлавҫӑсем вырӑна тухса тӗрӗслеме шутланӑ. Кимӗ патне ҫитсен вӗсем виҫӗ пулӑҫа асӑрханӑ. Телее, пурте ҫӑлав жилечӗпе пулнӑ. Ҫитменнине, пӗри ишме те пӗлмен. Ҫӑлавҫӑсем пулӑҫсене ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Кайран кимме те илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Етӗрне округӗнчи арҫын ятарлӑ ҫар операцийӗнче вилнӗ салтакӑн картти ҫинчи 6 миллион тенке илсе хӑйӗн валли моторпа кимӗ туяннӑ, машина кредитне татнӑ. Анчах савӑнӑҫ нумая пыман — куншӑн унӑн судра явап тытма тивнӗ. Ӗҫ-пуҫ акӑ мӗнлерех пулса иртнӗ: вилнӗ салтакӑн амӑшӗ еткерлӗхе хӑйӗн ҫине тунӑ чухне ывӑлӗн картти ҫинчи укҫа ҫуккине асӑрханӑ. Кайран вӑл ывӑлӗн пӗлӗшӗнче пулни ҫиеле тухнӑ — салтак отпуска килсен ӑна парса хӑварнӑ иккен. Салтак вилсен вара пӗлӗшӗ картта унра пулнине ҫемйине пӗр сӑмах та шарламан. 2024 ҫулхи авӑн-раштав уйӑхӗсенче вӑл унти укҫана пӗчӗкшерӗн илсе пынӑ. Арҫын пуҫиле ӗҫ пуҫарсанах салтак амӑшне пӗтӗм тӑкака саплаштарнӑ. Ҫапах суд ӑна 3 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплнӑ, 50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Прокуратура ыйтнипе моторпа кимме патшалӑх валли туртса илнӗ. Ҫапах прокуратура приговор ытлашши ҫемҫе тесе шухӑшлать, машинӑна та конфискацилеме тавӑҫ тӑратнӑ. Ара, кредитне арҫын вӑрланӑ укҫапа тӳлесе татнӑ вӗт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() kostroma.mk.ru сайтри сӑн Пӗтӗм Раҫҫейри «Шкулти чи лайӑх апатланмӑш» конкурсӑн регионти тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари апатланмӑшсен хушшинче Шупашкарти 64-мӗш шкул ҫӗнтернӗ, ялсен хушшинче вара – Елчӗк округӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗ. «Шкулти апатланмӑшри чи лайӑх повар» номинацире Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи Палтиел шкулӗнчи Алина Муллова палӑрнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем республика чысне Раҫҫей шайӗнчи конкурсра хӳтӗлӗҫ. Вӑл Ленинград облаҫӗнчи Гатчина хулинче юпа уйӑхӗн 28-30-мӗшӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() «Контактри» сӑн Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан Ядуванкинсем изумруд туйне паллӑ тунӑ. Сергей Ивановичпа Зинаида Александровна 55 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем шкулта чухнех туслӑ ӳснӗ. Сергей купӑс калама, юрлама, ташлама ӑста пулнӑ. Хитре, ӗҫчен Зинаида вара кӳршӗ ялта пурӑннӑ. Каччӑ ӑна куҫ хывнӑ. Салтаксен таврӑнсан Сергей хӗре качча тухма ыйтнӑ. Зинаида килӗшнӗ. Ҫапла 1970 ҫулта Ядуванкинсен ҫемйи чӑмӑртаннӑ. Мӑшӑр малтан – СУ-8 организацире, унтан Ҫӗмӗрлери автофургонсем туса кӑларакан савутра ӗҫленӗ. Ядуванкинсем икӗ ывӑл ӳстернӗ. Халӗ пӗртен-пӗр мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Патӑрьел округӗнче арҫын арӑмне сӑнчӑрта тытнӑшӑн судра явап тытнӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, 46-ри упӑшки арӑмне эрех ӗҫме ярас мар тесе ӑна кӑҫал сахалтан та икӗ хутчен сӑнчӑрпа кӑкарса лартнӑ: акан 15-мӗшӗнче тата ҫӗртмен 9-мӗшӗнче. Ҫапла хӗрарӑм 3 тата 8 сехет ларнӑ, ҫав вӑхӑтра упӑшки ӗҫре пулнӑ. Кун пирки арӑмӗ полицие кайса пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне ҫакӑ паллӑ: ака уйӑхӗнче упӑшки арӑмне эрех ӗҫме чарӑнмасан вӗлерессипе хӑратнӑ. Судра вара арӑмӗ упӑшкине ытлашши ҫирӗп явап тыттарма ыйтман. Ара, ҫав вӑхӑталла вӗсем мирлешнӗ. Суд приговор вуланӑ: арҫыннӑн ирӗкне 1 ҫуллӑха чикӗлеме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
