Республикӑра
![]() chv.aif.ru сайтри сӑн Шупашкартан Азербайджанри Бакуна самоет вӗҫме пуҫлас шанчӑк пур. «ИрАэро» компани рейс уҫма ирӗк илнӗ. Документ тӑрӑх, вӑл эрнере икӗ рейс тума пултарать. Анчах ирӗк илни кӑна мар-ха. Маршрута уҫасси кунран кӑна килмест. Ун пек тӗслӗхсем пулнӑ: авиакомпани рейс уҫма ирӗк илнӗ, анчах маршрута йӗркелесе ярайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кӑҫал та сӑра фестивальне иритерӗҫ. «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» хальхинче утӑ уйӑхӗн 12-19-мӗшӗсенче пулӗ. Фестивале йӗркелекенсем шантарнӑ тӑрӑх, кӑҫал ӑна тата та чаплӑрах, ҫӳллӗрех шайра ирттересшӗн. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, «ӗҫлӗ партнерсемпе хӑнасене» пӗлтӗрхинчен ытларах чӗнмелле. Республика Элтеперӗ Олег Николаев та сӑра фестивалӗ питех кирлӗ мероприяти тесе каланӑ май фестиваль аграрисене, влаҫа тата усламҫӑсене пӗрлештернине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Шӑмаршӑра Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм ҫунма тытӑннӑ. Ӑна паян, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ ҫулӑмне упратпӑр» акципе килӗшӳллӗн чӗртнӗ. Ҫулӑма Шупашкарти Ҫар Мухтавӗн монументӗнчен ятарласа илсе килнӗ. Сӑмах май, Шӑмӑршӑра Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ салтаксене халалланӑ мемориала пӗлтӗр тунӑ. ӑна кивӗ палӑк вырӑнӗнче хута янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chgtrk.ru сайтри сӑн Республикӑра чӗрчунсене урнӑ чиртен вакцинаци тӑвас ӗҫ пырать. Кун пирки Патшалӑх ветеринари служби пӗлтернӗ. Кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче 58 пин ытла чӗрчуна прививка тунӑ. Вӗсен йышӗнче 34,7 пинӗшӗ – выльӑх, 23,6 пинӗшӗ – йытӑ-кушак. Кунсӑр пуҫне республикӑра 48 тӗвене прививка тунӑ. Урнӑ чир сарӑлнине пула Комсомольски, Пӑрачкав округӗсенче тата Шупашкарта карантин пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакан Роман Решнов социаллӑ контракт пулӑшнипе хӑйӗн мастерскойне уҫнӑ. Унта арҫын ятарлӑ техникӑна юсать. Роман Решнов патшалӑх панӑ укҫапа усӑ курса уҫнӑ мастерскойра ял хуҫалӑх, вӑрман тата ҫул-йӗрпе строительство техникин саппас пайӗсене туса кӑларать тата вӗсене юсать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Россельхознадзор тунӑ сӑн Пушӑн 5-мӗшӗнче Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн ӗҫченӗсем ҪҪХПИпе пӗрле А-151 автоҫулӑн 95-мӗш ҫухрӑмӗнче машинӑна чарнӑ. Вӑл Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртама кайма тухнӑ. Фургонра 6 мӑйракаллӑ шултра выльӑх пулнӑ - 4 ӗне те 2 пӑру. Вӗсен ветеринари сертификачӗсем пулман. Машинӑра пӗр вилнӗ ӗне пулнӑ. Водитель каланӑ тӑрӑх, выльӑха Тутарстана туяннӑ, ҫул ҫинчи кӗтмен лару-тӑру сиксе тухнӑран пӗр ӗнине пусма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kaliningrad.rbc.ru сайтри сӑн ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ӗҫ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсене паракан тӳлеве ӳстерме йышӑннӑ. Малашне вӗсем 179 тенкӗ ытларах илӗҫ. Ҫак тӳлеве нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен 11,04 процент индексацилӗҫ. Ӗҫ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем уйӑхсерен 1802 тенкӗ парӗҫ /1623 тенкӗ пулнӑ/. Политика репрессийӗнчен шар курнисене 3842 тенкӗ тӳлӗҫ /3460 тенкӗ пулнӑ/. Реабилитаци тунӑ ҫынсене 4315 тенкӗ парӗҫ /3886 тенкӗ пулнӑ/. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Виҫӗ кун ҫанталӑк ӑшӑ тӑчӗ пулсан та Атӑл ҫинче пулӑ тытакансем пулнӑ паян. Вӗсене Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Аксарин ялӗ ҫывӑхӗнче асӑрханӑ. Пулӑҫсене пӗр ҫын видео ӳкернӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне пӗри шыва кӗрсе ӳкнӗ. Пулӑҫсем ҫыран хӗррине хӑйсем тӗллӗн тухайман. Вӗсем патне ҫӑлавҫӑсем килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал пирӗн республикӑра Ҫӗнтеру парадне ирттерме палӑртса хунӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ уява Шупашкарта кӑна мар, республикӑри районсенче те ирттермелле. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсем халах тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Шупашкарти гарнизонӑн пӗрлештернӗ полкӗ парада хатӗрленме пуҫланӑ, унта ятарлӑ техникӑна илсе тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумай ӗҫ тӑвакан центр сайтӗнчен илнӗ скриншот «Патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне кӳрекен нумай ӗҫ тӑвакан центр» автономи учрежденине Марина Романова ертсе пыма тытӑннӑ. Кун ҫинчен калакан йышӑнӑва ӗнер, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Сергей Артамонов алӑ пуснӑ. Асӑннӑ учреждени республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине пӑхӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лосманов Виссарион Петрович, энтомолог ҫуралнӑ. | ||
| Артемьева Нина Николаевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |