Вӗренӳ
![]() Н.В. Никольский ячӗллӗ колледж. chpk.rchuv.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Професси пӗлӗвне паракан патшалӑх организацийӗсенче вӗренекен хӑш-пӗр студента Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне парса тӑрӗҫ. 2022/2023 вӗренӳ ҫулӗнче уйӑхсерен 10-шар пин тенкӗ укҫана ҫаксем тивӗҫнӗ: Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗн техникумӗн 4-мӗш курс студенчӗ Александр Виноградов, Ҫӗмӗрлери политехника техникумӗн тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Александр Огурцов, Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗн виҫҫӗмӗш курс студенчӗ Даниил Поликарпов, Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумӗн тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Григорий Сарбаев, Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн виҫҫӗмӗш курс студенчӗ Лариса Щукина, Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ професси колледжӗн тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Дмитрий Ярабаров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Доклада сӳтсе явнӑ самант. Автор сӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ шӑматкун ЧР Наци библиотекинче Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн (ЧӲП) 11-мӗш съезчӗ иртрӗ. ЧӲП правленийӗн председателӗ Наталия Соловьева туса ирттернӗ ӗҫ ҫинчен пӗтӗмлетӳллӗ доклад турӗ. Вӑл союз йӗркеленӗ куравсем, пленэрсем, экскурсисем тата ытти мероприятисем ҫинчен каласа пачӗ. Ҫитес ҫул пӗрлӗх пӗтӗмлетӳллӗ курав йӗркелесе хӑйӗн 30 ҫулне паллӑ тӑвӗ. Доклада сӳтсе явма хутшӑнчӗҫ: Николай Енилин, Василий Кузьмин, Валентин Федоров, Владислав Зотиков, Николай Балтаев, Николай Толстов, Инна Лялина тата ыттисем. Правлени ӗҫне ырланӑ, вӑл тивӗҫтерет тесе йышӑнчӗҫ. Малалла хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен Ревкомисси отчет турӗ. Сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ЧӲП ретне икӗ ҫӗнӗ художника — Георгий Кулешовпа Татьяна Ткаченкона — йышӑнчӗҫ. Паллӑрнӑ ӳнерҫӗсене Хисеп хучӗсемпе дипломсем пачӗҫ. Хисеп ячӗсемпе наградӑсем пама тивӗҫлӗ кандидатурӑсене тӑратрӗҫ. ЧӲП правленийӗн ҫӗнӗ йышне 7 ҫынна суйларӗҫ. Тата виҫҫӗшне Ревкомиссие кӗртрӗҫ. ЧӲП правленийӗн председателӗ пулма тепӗр хут Наталия Соловьевӑна шанса пачӗҫ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ ӗҫсен министерствин архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Ӗнер Патӑрьел ҫывӑхӗнче 25 тонна утӑ ҫунса кайнӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарпа кӗрешекенсене инкек пирки 17 сехет те 39 минутра пӗлтернӗ. Утӑ тӗркисем хыпса илнине куракансем пулнӑ, вӗсемех ҫӑлавҫӑсене чӗнсе илнӗ. Пушар вырӑнне пырса ҫитнӗ специалистсем 150 тӗркене ҫӑлса хӑварнӑ. Пӗтӗмпе 25 тонна утӑ ҫунса кайнӑ. Пушар сӑлтавӗ ятарласа чӗртсе янипе ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Канмалли кунсенче республикӑра чӑн-чӑн «ылтӑн кӗркунне» пулчӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал унашкал ҫанталӑк пулмасан та пултарать. Малашне сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Пукравра вара юр ҫӑвас хӑрушлӑх та пур. Ыран кӑшт ӑшах пулӗ, термометр 9-14 градус кӑтартӗ. Юнкун каллех ҫумӑр ҫӑвӗ. Кӗҫнерникун тата вӑйлӑрах чашлаттарӗ. Канмалли кунсенче типӗ ҫанталӑк пулас шанчӑк пур. Анчах кӑнтӑрла 6-11 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче кӑшт ӑшӑтма пултарӗ. Синоптиксем юпа вӗҫӗнче юр ҫӑвассине калаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() oren.mk.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти хӗрарӑм «банк ӗҫченӗ» текен ҫынсене ӗненсе 1,5 миллион тенке яхӑн ҫухатнӑ. Сценари яланхи пекех пулнӑ: палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та такам ун ячӗпе кредит илме хӑтланни пирки пӗлтернӗ. Хайхи палламан ҫын хӗрарӑма укҫа-тенке «харушсӑр счет» ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Унӑн 1 миллион ытла тенкӗ пухнӑ нухрат пулнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл икӗ банкра 300 пин тенкӗ кивҫен илнӗ. Ҫак пӗтӗм укҫана вӑл – 1416 000 тенке - такамӑн счечӗ ҫине куҫарнӑ. Куҫарса парсан тин вӑл ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнланнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли 7 пин ытла доза вакцина илсе килнӗ. Ӑна «Фармаци» складне илсе ҫитернӗ. Кӗҫех пульницӑсене салатӗҫ. Вакцина – «Гам-Ковид-Вак» ятлӑскер. Сӑмах май, кӑшӑлвируспа чирлекенсем ытлах нумай мар. Юлашки талӑкра 36 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри 693251 ҫын вакцинацин икӗ тапхӑрӗ витӗр тухнӑ. Хальхи вӑхӑтра коллекти иммунитечӗ 7,9 процентпа танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Енре пулӑ тытма юратакансем ӑмартӗҫ. Вӗсем катушкӑллӑ вӑлтапа пулӑ тытассинче тупӑшӗҫ. Кӑҫал унта чи вӑйлӑ спортсменсем хутшӑнассине пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем Атӑл юханшывӗнче пулӑ тытӗҫ. Пӗр кунра икӗ тур иртӗ, кашни 4 сехете тӑсӑлӗ. Апла пӗтӗмпе – 8 сехет. Ӑмӑртӑва 18 ҫултан аслӑраххисен хутшӑнма ирӗк пур. Регистраци ирхи 5 сехетре пуҫланӗ. Ҫур сехетрен ӑмӑрту савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ. Пӗрремӗш тур 6-ра пуҫланать, 10-ра ӑна пӗтӗмлетӗҫ. Иккӗмӗш тур 11-те пуҫланать. 15 сехетре ҫӗнтерӳҫӗсене чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсене халалласа палӑк лартасшӑн. Конкурса ирттерме Шупашкар хула администрацийӗ 100 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Палӑка «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплексӗнче вырнаҫтарасшӑн. Конкурсра пӗрремӗш, иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннисене укҫан хавхалантарӗҫ. Ку тӗллевпе уйӑрнӑ ҫав 100 пин тенке тӑкаклӗҫ. Сӑмах май, «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Олег Николаев Элтепер тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑниччен кунашкал палӑк 3 пулнӑ: Пӑрачкав, Тӑвай тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче. Халӗ вара – 10-а яхӑн палӑк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ СССР халӑх артисчӗ, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тӗп режиссёрӗ тата илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев ачасемпе тӗл пулнӑ. Сумлӑ ҫынпа курнӑҫӑва Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотеки йӗркеленӗ. Тӗлпулӑва Чӑваш Енре кӑҫал иртекен паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ. Валерий Яковлевпа тӗл пулма Шупашкарти 20-мӗш вӑтам шкулта тата Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗнче вӗренекенсене йыхравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре туса илекен апат-ҫимӗҫ чикӗ леш енне ӑсанать. «АПК продукцийӗн экспорчӗ» регион проекчӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республики пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен кайӑк-кӗшӗк какайне виҫӗ хут, ҫӑмарта 65 хут, ҫу культурисене 1,7 хут ытларах ӑсатнӑ. Кунсӑр пуҫне кондитер тата ҫӑкӑр-булка изделийӗсем, шӑккалат, тип ҫу, чей, качака сӗчӗ экспорта каять» — ҫакӑн пек цифрӑсем илсе кӑтартнӑ республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн агропромышленность комплексӗнче тӑрӑшакансене професси уявӗпе саламланинче. Регион ертӳҫи ял хуҫалӑхӗнче тата агропромышленность продукцине тирпейлекен отрасльте тӑрӑшакансене «ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн тата тӑван ҫӗре юратнӑшӑн» тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |