Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Канмалли кунсем ӑшӑ килчӗҫ. Ҫавна май юр нумай ирӗлчӗ. Мӑн Ҫавал ҫыранран тухса кайнӑ. Ҫакна Красноармейски районӗнчи Хусакасси ялӗнче пурӑнакансем асӑрханӑ. Кун пирки вӗсем "Про Город" хаҫата пӗлтернӗ. Мӑн Ҫавал ҫыранран тухса кайса уй-хирте сарӑлнӑ, асфальт ҫул патне ҫывхарма пуҫланӑ. Аса илтерер: ӗнер Ҫӗмӗрлере, Элӗк районӗнче ейӳ сарӑлни пирки хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче Кивӗ Тутайкасси ҫыннисем Ҫӗпӗр мурӗпе чирлени ҫинчен хыпарласах тӑратпӑр. Ҫак кунсенсе пуснӑ вӑкӑр какайне камсем туяннине палӑртнӑ. Вӗсем - Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнче пурӑнакансем. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче инфекциллӗ какая крематорире ҫунтарса янӑ. Аш упраннӑ вырӑна дезинфекци тунӑ. Явӑшра Ҫӗпӗр мурӗпе чирлеме пултаракан выльӑх ҫуккине палӑртнӑ. Ҫаксене шута илсе ку ялта карантин тесе йышӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Марина Карягина поэтӑн тавтограммипе усӑ курса мультфильм хатӗрленӗ. Хальхи вӑхӑтри пултаруллӑ сӑвӑҫ халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Наталья Софронова профессор Марина Карягинӑна хӑй ҫырнӑ юмахсене ярса пама ыйтнӑ. Сӑвӑҫ «Чӗвӗлти чӗкеҫ чӗппи», «Сас палли ҫӗршывӗнче» кӗнекесенче пичетленнӗ тавтограммӑсене ярса панӑ. Ҫак кунсенче Наталья Викторовна «Шӑплӑх» тавтограммӑпа мультфильм хатӗрленӗ. Юмахри сӑмахсем пурте «Ш» сас паллирен пуҫланаҫҫӗ. Наталья Софронова — математик, педагогика наукисен докторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Васильев (1948-2012) ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халлаласа концерт иртӗ. Александр Георгиевич — Чӑваш Енри хальхи вӑхӑтри профессилле музыка ӑстисенчен пӗри. Унӑн ӗҫӗсен шутӗнче — поэмӑсем, симфони увертюрисем, пьесӑсем, ярӑмсем, фортепианопӑ ытти инструмент валли сонатсем, ансамбльсем, камерна оркестрӗ, оперӑсем. Александр Васильев хайлавӗсем Мускавра, Вильнюсра, Минскра, ҫавӑн пекех Италире, Германире, Чехословакире, Венгрире, Бельгире, Францире янӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Ҫанталӑк ӑшӑтрӗ те ҫынсене ейӳ аптӑратма пуҫларӗ. Республикӑри хӑш-пӗр ял-хулара шыв сарӑлнӑ. Элӗк районӗнчи Ҫӗнкас Юнтапа ялӗнче урамӗпех ейӳ сарӑлнине видео ӳкерсе "Про Город" хаҫата ярса панӑ. Ҫӗмӗрлери Красноармейски урамӗнче пурӑнакансен те подъездран тухсанах ишме тивет. Урицкий урамӗнчи 20-мӗш ҫурт патне те шыв ҫитнӗ. Коммуналлӑ служба ӗҫченӗсем вырӑнта ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫӑлкуҫ: Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗ Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнче ӗнер тӳре-шара хушшинче шашкӑпа шахмат енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Вырӑнти влаҫ органӗсен официаллӑ сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх ӑмӑртӑва мӗнпурӗ 19 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем: округ администрацийӗпе территори пайӗсенчи ӗҫченсем. Ӑмӑртӑва администрацин вӑй-хал культури, спорт тата ҫамрӑксен политикин сектор заведующийӗ Николай Чангайкин чаплӑн уҫнӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл хутшӑнакансемпе паллаштарнӑ кӑна мар, ҫак спорт тӗсӗ ыттисем хушшинче 8-мӗш вырӑн йышӑннине те палӑртнӑ. Ӑмӑртун тӗп тӳри Сергей Иовлев хутшӑнакансене вӑйӑ йӗркине ӑнлантарса панӑ. Шашкӑлла вылянӑ май пӗрремӗш вырӑна Хутар территори пайӗнчи Дмитрий Александровпа Анат Кӑмаша территори пайӗнчи Валентина Губанова йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑн Юманай тӑрӑхӗнчи Олег Яковлева лекнӗ. Шахмат енӗпе вара пӗрремӗш вырӑна Юманай территори пайӗнчи Сергей Измайлов йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑн Егоркино территори пайӗнчи Ольга Улисовӑпа Турхан территори пайӗнчи Вениамин Яскея лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян 7 сехет те 25 минутра М-7–Туҫи–Куснарпуҫ ҫул ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнче, авари пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗньял ялӗ ҫывӑхӗнче «Киа Спектра» водителӗ руле итлеттереймесӗр ҫул ҫинчен тухса кайнӑ та плотинӑн юхмалли вырӑнне персе аннӗ. 49 ҫулти водителе, аманнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн правине туртса илнӗ пулнӑ. Каярахпа ҫак арҫын пульницӑра вилнине хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 10 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш краевечӗсен регионсем хушшинчи форумӗ иртӗ. Ӑна Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Мероприятие Чӑваш Енри краведсен союзӗпе Наци вулавӑшӗ йӗркелӗҫ. Пуш уйӑхӗн юлашки шӑматкунӗнче ҫулталӑка пӗтӗмлетме пуҫтарӑнас ырӑ йӑлана таврапӗлӳҫӗсем тахҫанах пуҫарса янӑ. Форумра чӑваш халӑхӗн культура эткерлӗхне упраса хӑварас, краеведенипе туризм ыйтӑвӗсене сӳтсе явӗҫ. Таврапӗлӳлӗхпе ҫыхӑннӑ, пӗлтӗр кун ҫути кӑтартнӑ кӗнекесен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене тата чи маттур тӑван тавралӑх тӗпчевҫисене чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Владимир облаҫӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнче пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗччен Чӑваш культурин эрни иртнӗ. Акцие «Владимир Интернациональный» проектпа килӗшӳллӗн ирттернӗ. Асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн вулавӑш ӗҫченӗсем хамӑр ҫӗршыври тӗрлӗ халӑхӑн культурипе темиҫе ҫул ӗнтӗ паллаштарса пыраҫҫӗ. Чӑваш культурин эрнине Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотекин ӗҫченӗ Эвелина Малеева; Ольга Федорова прозаик, куҫаруҫӑ тата журналист; Людмила Засыпкина чӑваш юрӑҫӗ хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне тата Мускаври хастар чӑвашсем пырса ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӑҫал ҫуркуннехи ҫанталӑк пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хуҫаланма тытӑннӑ. Ҫавӑнтанпа термометр 0 градусран ытларах кӑтартать. Ҫитес 4 кунра республикӑра ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫав тапхӑрта уйӑх ҫурӑри нӳрӗк ҫӗр ҫине ӳкӗ. Юр тӑрук ирӗлме пуҫланипе ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур. Ҫапах ӑшӑ пулсан та ҫил самай вӑйлӑ вӗрӗ. Канмалли кунсенче чӑн-чӑн ҫуркуннехи пек ҫанталӑк тӑрӗ. Анчах тунтикунах сивӗтме пуҫлӗ. Кӗҫнерникунран самаях сиввине туйма пуҫлӑпӑр. Ун чухне шӑнтӗ, кӑнтӑрла 5 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ. Йӗпе юр ҫума пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.10.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Марина Карягина, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ вилнӗ. | ||
| Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |