Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона
studfile.net сӑнӳкерчӗкӗ
studfile.net сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, паллӑ этнопедагог, академик, педагогика наукисен докторӗ, профессор Геннадий Волков (1927 - 2010) ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитрӗ.

Геннадий Никандрович ӗҫӗсем калама ҫук витӗмлӗ. Ун пирки учительсен учителӗ тесе те, хамӑр ҫӗршыври этнопедагогикӑн патриархӗ тесе те калаҫҫӗ.

Геннадий Волков — Елчӗк чӑвашӗ, унти Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх пединститутӗнчи (халӗ — университет) физикӑпа математика факультетӗнче вӗреннӗ, пӗлӗвне унтан Хусанти аспирантурӑра туптанӑ.

 

Республикӑра
rsnadzor21.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ
rsnadzor21.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Патӑрьел районӗнчи выльӑх-чӗрлӗх пусакан цехсенчен пӗри ӗҫ йӗркине пӑснӑ. Кӑлтӑка Россельхознадзорӑн управленийӗ «Меркурий» тытӑм пулӑшнипе тупса палӑртнӑ.

Выльӑх-чӗрлӗх пусмалли пункта кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 4 пин ытла мӑйракаллӑ шултра выльӑх тата лаша илсе пынӑ. Выльӑха Тутарстанра, Мӑкшӑ Республикинче, Пушкӑртстанра, Удмурт Республикинче, Пенза тата Киров облаҫӗсенче туяннӑ.

Вӗсенчен 200 ытла тӗслӗхӗнче ветеринарсем выльӑха лейкозпа, бруцеллезпа чирлипе чирлӗ маррине тӗрӗсленӗ хут пулман. Кунсӑр пуҫне Тутарстанран кӳрсе килнӗ 500 ытларах пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑха антибиотикпа юлашки хутчен хӑҫан сипленине кӑтартман.

 

Раҫҫейре
www.pnp.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.pnp.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Халӑх шухӑшне ыйтса пӗлекен пӗтӗм Раҫҫейри центр (ВЦИОМ) кӑҫалхи чи лайӑх эстрада юрӑҫисем камне пӗлме ыйтӑм ирттернӗ.

Юрӑҫсенчен Олег Газмановшӑн ыйтӑма хутшӑннисенчен 14 % сасӑланӑ, SHAMANшӑн — 13 %, Николай Басковшӑн — 9 %, Филипп Киркоровшӑн — 8 %, Григорий Лепспа Сергей Лазаревшӑн — 6-шар процент.

Хӗрарӑм юрӑҫсенчен Полина Гагарина малта, уншӑн 14 % сасӑланӑ, Алла Пугачевӑшӑн — 8 %, Валерияшӑн — 7 %, Лариса Долинӑпа Юлия Чичеринӑшӑн — 5-шар процент.

Ыйтӑма телефонпа юпа уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче ирттернӗ.

 

Апат-ҫимӗҫ
rsnadzor21.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ
rsnadzor21.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре туса илекен тӗрлӗ продукци ют ҫӗршывсене те ӑсанать. Чӑх урине илсен, акӑ, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ӑна шӑнтса Китая 3 488 тонна сутнӑ.

Унсӑр пуҫне талӑкри хур чӗпписене пурӗ 2 пин пуҫ Казахстана ӑсатнӑ. Асӑннӑ ҫӗршыва сӗт-ҫу продукцине 4,9 тонна, пулӑ апатне 0,2 тонна сутнӑ.

Чӑх ури пирки каласан, Китайра вӑл паха апат шутланать.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре спорт гимнастики енӗпе республика ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Спортӑн ҫак енӗпе туслисем тата спорт гимнастикине юратакансем Шупашкарти Олимп резервӗн 6-мӗш спорт шкулне пуҫтарӑннӑ.

Раҫҫей спорт мастерӗсен икӗ кунхи ӑмӑртӑвӗнче Никита Леснов пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Спорт мастерӗсен кандидачӗсенчен Антон Антонова ҫитекен пулман. Асӑннӑ категорире кӗмӗл медале Андрей Кривошеев, бронзӑна Даниил Лисицын ьивӗҫнӗ.

1-мӗш спорт разрячӗн программинче ылтӑн медале Дмитрий Максимов ҫӗнсе илнӗ. кӗмӗле — Александр Пузырев, бронзӑна — Максим Замахов.

2-мӗш спорт разрячӗн программинче Иван Щербаков ҫӗнтернӗ. Сергей Раськин иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — Илья Лавров.

 

Республикӑра

Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗнчи чиркӳре ылтӑн алка-эреш ҫухалнине асӑрханӑ. Килен-ҫӳрен чиркӳ валли укҫа хумалли ещӗк те уҫӑ пулнӑ. Ҫакӑ паллӑ пулнӑ: вӑрӑ шала чӳрече ҫӗмӗрсе кӗнӗ.

Полицейскисем вӑрӑ йӗрӗ ҫине часах ӳкнӗ. Ялта аллине кастарнӑ ҫынна курнине палӑртнӑ. Вӑл – унччен судпа айӑпланнӑ 49 ҫулти арҫын. Хайхискерӗн пурӑнмалли вырӑнӗ те ҫук. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Ылтӑн алка-эреше туртса илнӗ. Ещӗкре мӗн чухлӗ укҫа пулнине палӑртаҫҫӗ.

 

Сывлӑх
cheb.mk.ru сайтри сӑн
cheb.mk.ru сайтри сӑн

Ку эрне вӗҫӗнче эпир 3 кун канатпӑр: чӳкӗн 4-6-мӗшӗсенче. Пульницӑсем ҫав вӑхӑтра мӗнле графикпе ӗҫлессине палӑртнӑ.

Чӳкӗн 3-мӗшӗнче ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскерех пулӗ. Чӳкӗн 4-мӗшӗнче пульницӑсенче 8-13 сехетсенче васкавлӑ пулӑшу параҫҫӗ. Чӳкӗн 5-мӗшӗнче шӑматкунхи графикпе ӗҫлеҫҫӗ. Чӳкӗн 6-мӗшӗ – канмалли кун, 8-13 сехетсенче васкавлӑ пулӑшу параҫҫӗ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Республикӑра кӑшӑлвирусран вакцинаци тӑвас ӗҫ малалла пырать. Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнчи даннӑйсене илес тӗк, 610 пин ытла ҫын прививка тутарнӑ. Апла Чӑваш Енре пурӑнакансен ҫурри вакцинациленнӗ.

Вакцинациленнисенчен 605,9 пинӗшӗ – аслӑ ӳсӗмри ҫынсем, ыттисем – ачасем. 18 ҫул тултарман 4,3 пин ача кӑшӑлвирусран прививка тутарнӑ.

Вакцинацилес ӗҫ Шупашкарта, Канашра, Патӑрьел, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Хӗрлӗ Чутай, Канаш, Красноармейски районӗсенче аван пырать.

 

Республикӑра
vr-vyksa.ru сайтри сӑн
vr-vyksa.ru сайтри сӑн

Йӗпреҫ поселокӗнче хӗрарӑмпа ачана шар кӑтартнӑ 30 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Следстви шутланӑ тӑрӑх, ҫак арҫын юпа уйӑхӗнче курайманнипе арӑмне тата унӑн 14 ҫулти ывӑлне хӗненӗ. Хӗрарӑм пусмӑра чӑтайман - кун пирки полицие кайса пӗлтернӗ.

Арҫын следстви вӑхӑтӗнче решетке хыҫӗнче ларӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/82707
 

Культура

Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «Жизнь и свет Марфы Трубиной» (чӑв. Трубина Мархвин пурнӑҫӗпе ҫути) художествӑпа документлӑ спектакль кӑтартнӑ.

Ӗҫе актёр ӑсталӑхӗпе режиссура кафедри хатӗрленӗ. Спектакль курма институтӑн тата культура колледжӗн студенчӗсемпе ӗҫченӗсем, институтра квалификацие ӳстерекенсем тата хулари шкулсенче вӗренекенсем пуҫтарӑннӑ.

Трубина Мархви РСФСР тава тивӗҫлӗ учителӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ учителӗ, СССР Писательсен союзӗн членӗ пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 692, 693, 694, 695, 696, 697, 698, 699, 700, 701, [702], 703, 704, 705, 706, 707, 708, 709, 710, 711, 712, ... 3878
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 22

1870
155
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ.
1981
44
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...